Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Ăс панăшăн тавтапуç, Уляна, çапла тăвăпăр та.
— Атя, ăсатсах ярам. Вĕсем кил хушшине тухрĕç.
— Ырă каç пултăр, — уйрăлас килмерĕ Наумăн.
— Чипер кайса çывăр, — çавнашкалах ырă сунчĕ Уляна та.
Наумăн çывăрас шухăш мар-ха. Улянаран уйрăлса хумханни лăпланайманччĕ, ыран суха тума лаша таврашсем кирлине аса илчĕ. Кĕçĕрех хатĕрлесе хурсан, аванччĕ.
Наум, хунар çутса, ампарăн иккбмĕш хутне хăпарчĕ. Тăватă лаша кӳлмелĕх тавраш вĕр-çĕнĕ лекех, йăрхахра çакăнса тăраççĕ. Наум малтан икĕ сӳсменне илсе анчĕ. Михха лашисене тăхăнтарса пăхрĕ, юраççĕ. Тепĕр иккĕшне йĕнерленĕ лашасене тăхăнтарчĕ. Пысăкрах иккен. Кивĕ михĕ тупса, сӳсменсем çумне шалтан çĕлесе лартрĕ.
Çакăнпа кĕçĕрхи ĕç вĕçленнĕ тесе, кĕлет умнех выртса çывăрчĕ.
Салтаксем ирех тăрса тирпейленчĕç. Наум паçăрах ура çинче иккен. Такамран икĕ сухапуç туртса килме те ĕлкĕрнĕ. Тепĕр икĕ çынни хăйсем тупма пулнă.
Апат хыççăн, виç лашине сухапуç кӳлсе, иккĕшне ут тавраш тăхăнтарса, салтаксем кил хушшинчен тухрĕç. Наум вĕсене кама пулăшмаллине кăтарта-кăтарта хăварчĕ.
Ял ытла та чухăнне Гриша Энĕшкассине килсе кĕрсенех асăрханăччĕ. Хăй те пуян çын ачиех мар та, ял тени çак тери пуласса шухăшламан. Наум ăна хура пӳртсенчен пĕрин умне илсе пырсан, унăн чунĕ пушшех кӳтрĕ. Кил хушши тавра хуралтăсем. Тĕл-тĕл тăррисем шăтнă. Пӳрчĕпе кĕлечĕ те кивелнĕ, çивиттисем тăпра теслĕ. Хапха вырăнĕнче карталăк кăна. Кил хуçисем хирĕç тухманнипе вĕсене чӳречерен шаккаса кăларасшăнччĕ, анчах Гриша пӳрте кĕрсе курасшăн пулнипе лашине вĕрлĕкрен кăкарчĕç.
Сĕтел умĕнче тăрмашакан çамрăк арăм Натали, карталăк умне лаша çитсе чарăннине асăрхайман пекех, алăкран çын кĕнине те сисмерĕ. Çакă Гришăна пӳртре мĕн пуррине сăнама май пачĕ. Мăрьесĕр кăмакаран тĕтĕм тӳрех пӳрте тухнипе стенасем хуп-хура. Пĕчĕк чӳречерен хĕвел пайăркисем сахал сăрхăннипе пӳрт ăшчикки пушшех кичем. Пурпĕр çакăнта та куçа савакан тĕссем пур. Натали ăна вăй çитнĕ таран таса тытма тăрăшни палăрать. Урай, урлă сак, тенкел хăмисем хырса тасатнипе сăрланăн курăнаççĕ. Сĕтел хушшинче пĕринчен тепри пĕчĕкрех тăватă ача. Шур çӳçĕсене хăрăм тĕссĕрлетеймен — йăран çинчи купăста пуçĕсем пек лараççĕ вĕсем. Аслинчен юлнă кĕпене кĕçĕнреххине тăхăнтартнипе шалпар та вăрăм çанăран кашăк тытнă алăсем курăнаççĕ.
Гриша чунĕ тăвăлса хăпарчĕ. Ылханлă самана халăха йăлтах чухăна хăварнă çав.
Алăк патĕнче ют çын пуррине чи малтан Наталин аслă ывăлĕ асăрхарĕ.
— Анне, салтак килнĕ, — терĕ вăл.
Ытти ачисем те сасартăках яшка сыпма чарăнчĕç. Ялта салтаксем пуррине ĕнерех пĕлнĕ вĕсем, тĕл пулман кăна.
Натали алăк енне çаврăнчĕ. Пĕчĕкрен нушаллă ӳснĕ пулин те, çамрăк чух Наталин питçăмартисем тулли те çавракаччĕ, кăвак куçĕпе йĕтĕн пек çӳçĕ такама та илĕртмеллеччĕ. Юратса пĕрлешнĕскерсем, упăшкипе иккĕшĕ те хăйсене телейлĕ шутлатчĕç. Вăрçă тухсан, мăшăрне илсе кайрĕç те, Натали тăватă ачапа тăрса юлчĕ.
Алăк патĕнчи салтака курсан, Натали хăйсем чухăннинчен вăтанса куçне пытарчĕ:
— Килех, — вашаватлăн сĕтел хушшине ларма чĕнесшĕнччĕ вăл, тирĕкре çусăр серте яшки кăна иккенне аса илсе, шарламарĕ.
Кил хуçи арăмĕ хумханнине сиссе, Гриша та аванмарланчĕ. Кусен чухăнлăхĕшĕн хăй те айăплă пек туйса, хуллен сăмах хушрĕ:
— Сухапуç кӳлсе килтĕм, ани ăçтине кăтартаймăр-и? Каç Наум сăмахне Натали ĕненсех кайманччĕ. Чăнах ăна пулăшма шутлаççĕ иккен.
— Халех! — килĕшрĕ çамрăк арăм. Çавăнтах ачисене хушрĕ: — Апат çисен чашăк-тирĕке çума ан манăр. Шыв кӳрсе лартăр.
Сухапуç кӳлнĕ лашине çавăтнă Коля пус хапхи патĕнче Наталисене хуса çитрĕ.
— Гриша, мĕнле пурăнатăн?
Пулеметчик Атăлкассинчен килнĕ чухнех Кольăпа туслашначчĕ. Анчах ун чухне ăна Кольăн аппăшĕ — Анахвис ытларах хумхантарчĕ. Хĕре самантлăха çеç курчĕ вăл, çапах чĕрере ăшă туйăм хĕмлене пуçлани сисĕнет. Çавăнпа хаваслăн хуравларĕ:
— Пит аван. Ху мĕнле?
— Сиккипе!
Çул юпленнĕ çĕрте Гришăпа Натали Хăйрала каççи еннелле пăрăнчĕç. Харпăр хăй шухăшне путнипе пĕр хушă шарламасăр утрĕç. Юлашкинчен Гриша сăмах пуçарчĕ:
— Сирĕн те упăшка вăрçăра-и?
— Çавăнта, — çирĕплетрĕ Натали. — Çав шуйттан вăрçиех пуçа çиет. Ашшĕ килте чухне хамăра хамăр пурăнкалаттăмăр. Лаша чунĕ те тытнă. Ачасене выçă вĕлерес килмерĕ, сутма лекрĕ. Халиччен вăрлăх тупкаланипе улăх утилле е çурмалла актараканччĕ. Кăçал кăялла тавăрса параймасран хăраççĕ. Вăрçа тӳссе ирттересчĕ. Ачасене упраса хăварасчĕ.
Гриша пĕтĕм чунĕпе Наталие ăнланчĕ. Кĕсйинче укçа, пӳлминче тыра пулсан, пĕр сăмахсăрах чухăнсене кăларса парĕччĕ те нушаран хăтарĕччĕ.
Хăйрал çырми урлă каçсан, сылтăмалла пăрăнчĕç. Акнă ăнасем хушшинче сухаламанни таçтанах паларать.
Сухалама пуçласа пĕрре те çаврăяма ĕлкĕреймерĕ Гриша — йăран çине куракĕ, чани, шăнкăрчи туллиĕх вĕçсе анчĕç. Тăван çĕрĕ çинчи пекех туйăннипе Гриша тутине хавассăн чăплаттарчĕ:
— Ну-у, йăран тыт...
Хурал пӳртĕнче хресченсен Совечĕн ларăвĕ. Унта Наумпа Анахвис тата акса пĕтернĕ лашаллă хресченсем пухăннă.
— Çапла шутларăмăр эпир, ялйышсем, — сăмахне пуçарчĕ Наум. — Пилĕк килĕнне салтаксем хăйсен лашисемпе сухаласа, акса параççĕ. Теприне Уляна акса паратăп терĕ. Коля Вахтăр Ваçик анине сухалама кайнă та ĕнтĕ. Тата тăватă кил юлать, кам сухаласа парĕ-ши вĕсене? — Хресченсем ĕнсисене хыçкаларĕç. — Хамăр ял çыннисем-çке. Пĕр-пĕрне пулăшмасан, кам пулăшĕ пире? Ашшĕсем вăрçăра, ачисем выçă.
Тăлăх арăмсене шеллекенсем пурах ĕнтĕ. Хăйсен те ывăлĕ е тăванĕ вăрçăра-çке. Пурпĕр ахаль никамăн та ĕçлес килмест. Хуралтă тунă, утă кӳнĕ, виле пытарнă чухне пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ те, суха тăвасси мĕн ĕлĕкрен урăх шут. Уншăн яланах улăх утине пама тивнĕ. Халь асăннă чухăнсем, вăрлăх пулсан, суха тутарас пирки хăйсем те пырса калаçĕччĕç. Вăрлăх çук япала чĕлхене уссăр якатни кăна.
— Сухаласси темех мар, анчах мĕнпе шуратса хăварĕç? — сăмах хушрĕ пĕр хресчене.
— Вăрлăхне тупăпăр.
— Вăрлăх пулсан, мĕнле унта... Хăйсемпе калаçса татăлмалла.
— Ĕçшĕн тулесси ялпа пĕрле. Улăх утине эпир те паратпăр, — терĕç лашасăррисем.
— Мĕнле, килĕшетĕр-и? — лашаллисенчен ыйтрĕ Наум.
— Эп утăсăрах сухалатăп! — терĕ кайра лараканни. — Унăн пĕр ят утипе пуяймăн. Иçмасса, суттăр та ачи валли кĕпе илсе патăр!
Çак сĕнӳ ыттисене те парăнтарчĕ. Тӳлевсĕрех акса пама килĕшрĕç.
Микула таврăнни, юнкун пасарĕнче вăл Лаврские ухмаха тăратса хăварни Павăла калама çук тарăхтарчĕ. Арманĕнчен çăнăх илсе кайнине пĕлсен, пăшăрханнипе ухмаха тухас патнех çитрĕ. Арăмĕпе иккĕшĕ çĕр хута кулянса выртрĕç. Чăнах, салтаксем килсенех, кирек ăçта та йĕркелĕх палăратчĕ. Хирĕçекенсем лăпланнăччĕ. Халь ак каллех пăтăрмах тапранчĕ. Пуринчен ытла салтаксем саланни тарăхтарчĕ Павăлпа арăмне.
Хĕрĕ кăна вăрă-хурах утаманне качча кайса кăмăлне хуçнă хыççăн ашшĕ-амăш хуйхине ним вырăнне хуми пулчĕ. Каç Атăлкассинчен таврăнчĕ те тӳрех выртса çывăрчĕ. Ирпе тăнă-тăманах Елюк тухса каясшăнччĕ, пӳрт умне лав шăлтăртатса çывхарни ăна чарса тăратрĕ.
— Атте, кам унта?
Павăл та апат çимесĕрех Улитин патне вĕçтересшĕнччĕ — епле пулсан та Микуласене тавăрмаллах. Анчах прапорщик килсе çитни пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр хăратса пăрахрĕ. Виç-тăватă кун маларах килнĕ пулсан, Петрова вăл хаваспах йышăннă пулĕччĕ. Пуян çын ачи-и е чухăнăн — офицер офицерах, ун йышшисем мĕн ĕмĕртен хисепре. Халь Павăл хăй съездра тӳпелешнине аса илчĕ — офицер ăна тытса кайма килчĕ пулĕ тесе шутларĕ.
— Прапорщик пек курăнчĕ, — сехĕрленнине пытараймарĕ Павăл.
Елюк валли темле ырлăх çитнĕн туйăнчĕ. Вăл яланах прапорщикпа курнăçасса кĕтнĕ. Мĕн ĕçпе килет-ши? Елюк хăвăрт чăлана кĕрсе çухалчĕ.
Кĕтмен хăнасем мĕн ĕçпе килнине пĕлмен Павăл прапорщика евĕклĕн йышăнма тăрăшрĕ:
— Хисеплĕ Демьян Петрович! Килĕрех, килĕрех! Петров Михха патĕнче Павăлпа тĕл пулнă, черкке те шаккаса ĕçнĕ. Çавăнпа вăл, хăй мĕншĕн кнлнине мансах, кăмăллăн саламларĕ:
— Здравия желаю!
Прапорщик тус пек хăтланни Павăл кăмăлне уçрĕ. Петров кил хуçине сывлăх сунса саламлана хушăра капăр кĕпине тăхăнма ĕлкĕрнĕ Елюк чăлантан тухрĕ.
— Пирĕн патра хăнасем пур-çке! — терĕ вăл.
Петров çаврăнса пăхрĕ те пĕр тĕлĕнсе, пĕр çухалса кайрĕ. Чăлăн алăкĕ патĕнче ытарайми илемлĕ хĕр тăрать. Куçĕсем илĕртӳллĕн кулăççĕ. Прапорщик хăй те сисмерĕ — атă кĕлисене шаклаттарса илчĕ те Елюк аллиие пырса чăмăртарĕ.
Елюк чĕри çулăмланчĕ. Мĕншĕн ку тĕлпулу улах вырăнта пулмарĕ-ши, кăмăлĕнче мĕн пуррине вăл ним вăтанмасăр пĕлтернĕ пулĕччĕ. Ним тума аптранипе Елюк ашшĕпе амăшне ӳпкелесе илчĕ:
— Хаклă хăнана ма тĕпеле йрттерместĕр?
Павăл сасартăк çакна аса илчĕ: пурнăçĕпе мулне пăлхавçăсенчен хӳтĕлес тесе, хĕрне влаçра тăракан çынпа мăшăрлантарнăччĕ. Уншăн кайран тем чул та хуйхăрчĕ вăл, урăх кунашкал йăнăш пуласран сыхланма шутларĕ. Халь салтакĕсене çухатса хисепрен тухнă прапорщик çумне çыпçăнма хăтланнăшăн Елюка хăтăрса пăрахасшăнччĕ. Хăнасем мĕн сăлтавпа çӳренине тавçăрайманнипе усал кăмăлне пытарчĕ.
— Тĕрĕсех, хĕрĕм... Хаклă Демьян Петрович, йывăра ан илĕр, тархасшăн. Тĕпелелле иртĕр-ха. Варуç, сăмавара лартса яр!
Кил хуçисем тараватлă йышăннн Петров кăмăлне йăлтах çемçетрĕ. Вăл тĕпеле иртме те, çав хушăра хĕрĕпе çывăхрах паллашма та хатĕрччĕ, Наум сăмаха хутшăнни пӳлчĕ:
— Тĕпеле иртме, сăмавар умĕнче саркаланса ларма вăхăт çук!
Петров сасартăках хăй ăçтине, кунта мĕн ĕçпе килнине аса илчĕ. Ытлашши татсах пулмасан та, Наум шухăшнех çирĕплетрĕ:
— Эпир васкатпăр!
— Апла мĕн çăмăлпаччĕ-ши? — сехĕрленчĕ Павăл.
— Ялти тăлăх-туратсен акса хăварма вăрлăх çук. Вăрлăх патне килтĕмĕр.
Павăлăн çилли чашкăрса хăпарчĕ. «Ĕнер çăнăх илсе кайнă. Паян каллех çаратасшăн. Тухса кайăр!» — тесшĕнччĕ вăл. Тăнĕ-пуçĕ çухалманнипе тепĕр май шухăшларĕ: «Çиллентерсен, ыррине курăн-и вара? Вăйпа тиесе кайсан мĕн тăвăн? Салтаксем саланнă çеç мар, прапорщик та вĕсен енне куçнă ав. Хамăрăннисем татăклах вăй иличчен тĕке май шăлсан аванрах пулĕ. Пĕр лавпа çеç килнĕскер, вăрлăхне тем чухлех илмĕç.
— Эпе мĕн ачаран ялпа пĕрле пурăнма хăнăхнă. Пулăшма яланах хатĕр. Вĕсен упăшкисем, ачисем пирĕншĕн те юн тăкаççĕ вет. Анчах мĕнле вăрлăх, миçе пăт кирлĕ?
— Вунпилĕк ятçĕрне акса хăвармалăх!
— Ха-а, вунпилĕк ят çĕрне акмалăх çеç иккен! Эсир мĕн, ман пĕлĕтрен çуса тăрать тетĕр-им?! Вăтăр-хĕрĕх пăт ман патăмрă вуник хунарпа шырасан та тупаймăр. Тата мĕншĕн ман çеç памалла? Е Касмухха Элекçейĕн пӳлмисем пушă тетĕр-и?! Мĕншĕн Михаил Петрович патне каймастăр? — Сехмет ятне çынсен умĕнче усаллăи асăннипе хăраса ӳкрĕ Павăл, чĕлхине çыртрĕ. Наумсене витерейменнине сиссен, паттăрланса хушса хучĕ: — Тепĕр тесен, ман пата, ял комиссарĕ патне, мĕнле кĕрсе пусмăрлама хăятăр?! Тухса кайăр!
Павăл çăмăллăнах вăрлăх парасса кĕтмен Наум. Малтан кăмăллăн хăтланни кăна тĕлĕнтернĕччĕ. Чухăнсене ним вырăнне хуман çын пек калаçма пуçлани сатурланма пулăшрĕ:
— Кăлăхах хăвалатăн. Эпир ĕçе вĕçлемесĕр кайма килмен. Тата эсĕ те комиссар мар. Энĕшкасси халăхĕ сана ĕнер комиссартан кăларчĕ. Ĕçхресченсен Советне туса хучĕ. Ялти власть халь çав Совет ирĕкĕнче. Вăл санран вăрлăх илме приговор йышăнчĕ. Акă, вула! — терĕ те Наум кĕсйинчен хут кăларса пачĕ.
Павăл Наум суйманнине ĕненчĕ. Тата пысăкрах инкек сиксе тухассăн туйăннипе халсăрланса, пукан çине ларчĕ.
— Хирĕçсе хăвнах сиен кӳретĕн. Касмуххасемпе Сехметсене çĕнтерме вăй çителĕклĕ пирĕн. Куна ĕнер хăвăр та куртăр пулĕ. Мирлĕн килĕшнине ним те çитмĕ. Тата вăрлăха пĕтмелле мар, кивçенле илеççĕ.
Петров та Наум хутне кĕрсе сăмах хушмаллине ăнланчĕ, анчах хуçа хĕрĕ куç умĕнчипе аптраса тăчĕ.
Вăрлăх тени Елюкшăн ннм те мар. Ашшĕ мулне упрасшăн вăл çамрăк ĕмĕрне сая янă. Халь кусене харкаштарса ярсан, офицера нихçан çавăраймăн.
— Атте, — хумханарах та каялла чакма шутламан сассипе кастарчĕ вал, — санран тĕлĕнес килет. Паçăр çеç: «Мĕн ачаран ялпа пĕрле пурăнма хăлăхнă, пулăшма хатĕр», — терĕн. Усал ят нлтиччен килĕшесчĕ те хăнасене сĕтел хушшине лартасчĕ.
Павăл пуçне çĕклесе чăр! пăхрĕ. Хĕрĕ çак териех хăюлланасса кĕтменччĕ вăл. Çитменнине, Елюк тĕрĕс астутарнăн туйăнчĕ, анчах офицера тухса кайма ыйтнă хыççăн Павăл мирлешме аптраса чĕлхине çыртрĕ.
Елюк чухăнсен хутне кĕни Петрова чĕрĕлентерчĕ.
— Павел Платонович, — çнне тăрсах чĕнчĕ вăл, — Елюк сăмахне ăша хывăр. Наум пичче калашле, турткалашса тăнипе вăрлăх парасран хăтăлаймăр. Килĕшĕр те, ĕçе пĕттĕр!
— Кирек мĕн пулсан та, ун чухлех параймастăп! Ыттисем мĕншĕн манран телейлĕрех? Е вĕсем тырă акмаççĕ-и?
— Миçе ят çĕрне акмалăх пама пултаратăр? — Павăл парăннине сиссе ыйтрĕ Наум.
— Пилĕк ят çĕрне.
Наум Павăл мăнкăмăллăхне хăпартма шутларĕ:
— Вунпилĕк ят çĕрĕнчен çуррине акмалăх паратăрах. Кирек мĕн каласан та, эсир Касмухха таврашĕ мар. Вĕсемпе танлаштарса, хăвăра пĕчĕке ан хурăр! — Прапорщика йыхăрчĕ: — Демьян Петрович, кӳрше çитсе килер-ха!
Ыттисем пăтĕнче Петров телĕнмелле çирĕп тăчĕ. Çавна пула юлашки ят çĕрĕсене акмалăх вăрлăх парасси çинчен хăвăрт калаçса татăлчĕç.
Каялла таврăнсан, Павăл вĕсене йăлтах парăннăн кĕтсе илчĕ. Сĕтел çннче сăмавар чашкăрса ларать. Апат-çимĕç те хатĕр. Хĕрĕпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче харкашу пулса иртннне, Елюк пурпĕр çирĕп тăнине çеç Наумсем пĕлеймерĕç.
— Пирĕн çăкăр-тăвара астивсе пăхăр-ха ĕнтĕ, — сĕнчĕ Павăл.
Кил хуçи ырă кăмăлтан мар, çитменнине, прапорщика кăна сăйласшăннине паçăрах сисрĕ Наум:
— Демьян Петрович, эсир хăналанма пултаратăр. Ман вăрлăха паянах илсе кайма ĕлкĕрмелле! — терĕ.
Петров Елюк кăмăлĕшĕн сĕтел хушшине ларасшăнччĕ. Лешĕ халь те ун çинчен куçне илмест-çке. Наум сăмахĕ эрлентерчĕ ăна.
— Вăхăт çуккине хам та пĕлетĕп, Наум пичче! — йăкăсланса хуравларĕ вăл. Кил хуçисен умĕнче айăпне каçарттарасшăн пек, евĕклĕн хушса хучĕ: — Ырă суннăшăн тавтапуç. Анчах эпир ерçместпĕр. Васкамалла!
— Мен тăвас тетĕн, хăвăрăн ирĕк, — пит-куçне пĕркелерĕ Павăл. Тĕрĕссипе, çак самантрах тухса кайма шутланăшăн савăнчĕ. Пурпĕр тепĕр сăмах каларĕ: — Иртнĕ-çӳренĕ чухне пирĕн тĕле ан манăр.
— Асра тытăпăр, Павел Платонович! — Ытахальтен пек сăмах пачĕ те Петров малтан хуçисене ал тытса сыв-пуллашрĕ, вара Елюк аллине çăтăр чăмăртарĕ. — Чипер юлăр.
— Чипер мар, куренсе юлатпăр. Хатĕрленĕ çимĕçе те тутанса пăхмарăр! — пит-куçĕпе илĕртсе ӳпкелерĕ Елюк.
— Тепĕр чухне килĕпĕр, — терĕ Петров.
Кил хушшинче Павăл ампар алăкне уçрĕ. Вăрлăх тултарнă михĕсене йăта-йăта урапа çине тиерĕç.
Хăйсем тĕллĕн çеç юлсан, Павăл пушшех тăвăлчĕ. Мĕнле тӳсĕн вара — салтаксем çеç мар, прапорщик та Микула май çаврăннă.
Наум самай хушă чĕмсĕрленсе пычĕ. Петров куçĕ умĕнчен Елюк сирĕле пĕлмерĕ. Илемĕпе, чухăнсен хутне кĕнипе килĕшрĕ вăл ăна. Шел, чун каниччен калаçма май килмерĕ. Петров тӳсеймерĕ, шухăшĕнче мĕн пуррине Наума систерчĕ.
— Павел Платоновичăн хĕрĕ чаплă иккен... — терĕ.
— Хăш енчен? — ыйтрĕ Наум.
— Хăвăр курмарăр-и, ашшĕне хирĕç кайсах вăрлăх парасшăн пулчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...