Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Салтаксем янравлăн виçĕ хутчен ура кашкăрчĕç. Анахвисĕн, Микула çине пăхса, хăй юрăхлă каланипе калайманнине тĕрĕслес килетчĕ, ĕлкĕреймерĕ. Петров ун патне пычĕ. Ялав умне чĕркуçленсе, кĕтессинчен чуптурĕ.
— Юлташсем! Отрядăн ячĕпе ялавĕ те пур ĕнтĕ. Тупа тумалли кăна юлчĕ. Эпĕ сăмахĕсене вулăп, эсир ман хыççăн сасăпа каласа пырăр! — терĕ те Микула вулама пуçларĕ: — Эпĕ хам ирĕккĕн Хĕрлĕ гварди ретне тăтăм. Ман тĕллев — Ленинпа большевиксем ертсе пынипе ĕç-халăхне ирĕке кăларасси, вĕсене телейлĕ пурнăç туса парасси. Çак тĕллевшĕн пуçăма шеллемесĕр çапăçăп, Тĕнчери çĕр улпучĕсемпе мул хуçисене çентериччен хĕç-пăшала алăран ямăп. Кирек ăçта, кирек мĕнле лару-тăрура та Хĕрлĕ гвардин чысне çӳлте тытăп. Тупа тунине пăссан, çапăçу хирĕнче хăравçăланса каялла чаксан, Хĕрлĕ гвардин ырă ятне çĕре ӳкерсен, мана, чухăнсен тăшманĕ тесе, пурте курайми пулччăр, персе пăрахчăр!
Микула хыççăн салтаксем те каласа пĕтернĕ ĕнтĕ. Пурпĕрех хускалми тăраççĕ. Пахчаран вĕрекен çил çав-çавах ялава варкăштарать. Юлашкинчен пĕрин хыççăн тепри тупа туса çырнă хут çине алă пусрĕç. Коля та никам хушасса кĕтмесĕрех Хĕрлĕ гварди ретне тăчĕ.
— Юлташсем! — терĕ вара Микула. — Хăвăрах пĕлетĕр, салтаксем юрлама ăста. Анчах сире, тĕнчере халиччен пулман Хĕрлĕ гварди салтакĕсене, ĕлĕкхи юрăсем çырлахтармĕç. Сирĕн çĕнĕ юрăсем вĕренмелле.
— Пĕлсен — вĕрентĕр, Николай Степанович.
— Акă, — кĕсйинчен хут татăкĕ кăларчĕ Микула. — Эпĕ купăспа юрлаттарма хăнăхиччен сăмахĕсене вĕренĕр.
Пурте пĕр çĕрелле кĕпĕрленсе тăчĕç. Анахвис юрă сăмахĕсене вуларĕ. «Харăс утар-ха, юлташсем», «Марсельеза» юрăсене вĕренчĕç.
Брезент плащпа пĕç тĕп таран сăран атă тăхăннă çын хапхаран кĕни пурне те çаврăнса пăхтарчĕ.
— Микула пичче, Кĕчĕерти стрелок килчĕ! — терĕ Коля. Микула тимлесе пăхрĕ те ват тутара аранах палларĕ.
Вăр-варах ăна хирĕç. пычĕ.
— Ганият Абдулаевич! — ыталаса илчĕ вăл ĕлĕкхи тусне.
— Николай Степанович! Эсех-и ку?.. Мĕнле çаврăнса çитрĕн?
— Ун çинчен цер сăмахпа каласа параймăн, Ганият Абдулаевяч. Халь ыттисемпе паллаштарам сире. Кусем, — салтаксем енне пуç сĕлтрĕ Микула, — хĕрлĕ гвардеецсем, вĕçне çитиех большевиксемпе пĕрле пулма кăмăл турĕç. Ку акă — Прахăр пичче хĕрĕ Натюш, тепри Кĕтерук кума Анахвисĕ.
Ганиятпа паллашсан, салтаксене юмахри пурнăçа кĕрсе ӳкнĕн туйăнчĕ. Тĕлĕнмелле çынсемпе тĕл пулчĕç вĕсем паян.
Гришăпа тепĕр салтак çав самантрах Микула хушнине пурнăçлама ушкăнран уйрăлса кайрĕç.
— Микула пичче, эпĕ кирлĕ пулатăп-ши кунта? — ыйтрĕ Анахвис.
— Кольăпа иксĕр те ирĕклĕ. Хуткупăсна хăвăнтан ан хăвар, — терĕ Микула.
Коля кăшт çеç ташласа ямарĕ. Ак хайхи, çамрăксем Ванюк пур чухнехи пекех савăнĕç.
Пӳрте кĕрсен, Микула хăй ăçта çитсе çӳрени, епле таврăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Юлашкинчен Кăрмăшри пурнăçпа кăсăкланчĕ.
— Унти халăх мĕнле сывлать тата?
— Халăх пăчланса çитнĕ, Николай Степанович. Пуян-куштансем çăварлăхласах ĕнсе çине хăпарса ларнă.
— Усалсене кам ертсе пырать?
— Кăрмăшра Юсупов пуян тутар пурăнать. Çавăн ывăлĕ, Хусанта вĕреннĕскер, патшана вырăнтан сирпĕтсенех яла таврăннă. Çынсене каллех тутар патшалăхĕ тăвассипе, чăвашсемпе ытти халăхсен çĕрĕсене туртса илессипе астарать. Хăй тавра ушкăн пухса хĕçпăшаллантарнă.
— Шупашкарта та çавнах хыпарларĕç. Юсуповсем — чи хăрушă тăшмансем. Вĕсем, наципе нацие курайми туса, ĕçхалăх пĕрлĕхне аркатасшăн. Вĕсен ирсĕр ĕçне тăрă шыв çине кăлармалла. Ганият Абдулаевич, эпĕ ыран пасар тенĕ каç Кăрмăша пырасшăн. Унччен сан чухăнсемпе калаçасчĕ. Эп çитнĕ çĕре пухсан аванччĕ.
— Хаваспах, Николай Степанович.
Натюш, ахартнех, çакна аса илчĕ: Микула валли илнĕ çитсăран кĕпе çĕлеме пуçланăччĕ. Ялсене кайма çĕнĕ кĕпе тăхăнтарасчĕ.
— Микула пичче, — терĕ вара Натюш, — пысăк ыйтусемех çук пулсан, ман килелле утас мар-и? Унта ырана хăварма юраман ĕç пур-ха. Ытти вулăссение тухиччен туса пĕтересчĕ.
— Тархасшăн.
Натюш, сывпуллашса, ват тутара ал пачĕ:
— Ганият пичче, пирĕн пата кĕрсе тухаймăн-шй? Анне çав тери савăнĕччĕ!
— Тепĕр чухне, Натюш хĕрĕм. Халь аннӳне манран салам кала.
— Тавтапуç, Ганият пичче. — Ват тутартан уйрăлсан, хушса хучĕ: — Микула пичче, çывăрма пирĕн патах пыратăн пуль?
— Унта курăнĕ-ха... — кăмăлĕпе каймах шутлă та, пурпĕр иккĕлле хуравларĕ Микула.
Тутара ăсатнă хыççăн Микула салтаксене Ленин çырăвĕсемпе, большевиксен пухăвĕнче тухса каланă сăмахĕсемпе паллаштарчĕ.
XXIV
Микула урампа васкамасăр утрĕ. Кăрмăшра пулма пултаракан пăтăрмахсем хумхантараççĕ пулин те, кăмăлĕ пăсăлмарĕ. Пурнăçра хавхаланмалли ытларах: киле таврăннă чухне вăл никампа çыхăнмаллине те пĕлместчĕ. Халь акă революцие парăннă тус-йышсем ун тавра пĕтĕçеççĕ. Пуринчен ытла большевиксен ячейкине йĕркелени савăнтарать. Йышĕ те ӳсĕ-ха. Хĕрлĕ гвардеецсенчен чи малтан Чернов партие кĕрессе шанма пулать. Натюш хăйсем патне чĕнни те чĕрене ăшăтать.
Хĕреслĕ урамран çамрăксен юрри хуллен кăна илтĕнетчĕ. Çывхарнă май вăйланса пычĕ, сăмахĕсене те ăнланмалла: «Çĕнер е вилер вăрçса ыран, — малалла, малалла, малалла!»
Микула пĕр тĕлĕнчĕ, пĕр савăнчĕ, Анахвиспе Коля çамрăксене вĕрентме те ĕлкĕрнĕ иккен. Йышлăн хăйсем. Кирлĕ пулсан, халех татăклă çапăçăва хутшăнма хатĕр сасăпа юрлаççĕ. Çамрăксем Микула патне утса çитсен, юрă вĕçленчĕ. Коля хуткупăсне калама чарăнчĕ.
— Микула пичче, мĕнле пек, тухать-и?
— Маттур! Çав тери илемлĕ юрлатăр! Анчах хăвăр çеç юрлани сахал. Ана кӳршĕ ялсенчи çамрăксем хушшине те сарма тăрăшăр. Вăл ĕççыннисен куçне уçĕ. Вăхăт нумай та иртмĕ — большевиксем ертсе пынипе рабочисемпе чухăн хресченсем влаçа хăйсен аллине çавăрса илĕç. Чăн-чăн ирĕклĕх, пĕртанлăх çитĕ. Анчах çав ырă пурнăç ĕмĕтленнипе çеç килес çук. Ăна çапăçса, çĕнтерсе илмелле. Эсир те вăй çитнĕ таран кĕрешĕве хутшăнма тăрăшăр.
Çамрăксем пĕр хушă шăпланчĕç.
— Пире Хĕрлĕ гвардие çырăнтараççĕ-и? — терĕ вара çамрăксенчен пĕри.
— Тивĕçлисене пурне те çырăнтаратпăр, — хаваслантарчĕ ăна Микула.
— Эх, Ванюк пĕрле çукки кăна пăшăрхантарать пире, унпа эпир шыва сикме те, вута кĕме те хатĕрччĕ, — шавласа илчĕç çакăн хыççăн çамрăксем.
— Ванюк тăван кĕтесе таврăнасса шанатăп эпĕ, — терĕ Микула, хăй вара, çамрăксене систермесĕр, майĕпен вăйăран пăрăнчĕ.
Тантăшĕсем Ванюка ăшшăн асăнни ăна савăнтарчĕ. «Пĕрле пулсан, хама та пулăшĕччĕ. Вăл та Хĕрлĕ гварди ретĕнче тăмалли çамрăк-çке. Ăçта çӳрет-ши?..»
Улянасен килĕ курăнма пуçласан, Микулан кăмăлĕ уçăлчĕ. Натюша тĕл пуласси савăнтарчĕ ăна. Хапха та инçех мар ĕнтĕ. Сасартăк пăшал сасси илтĕнчĕ. Çурăмĕ пĕçерсе кайнипе мар, темле усала сиснипе Микула çĕре ӳкрĕ. Тепĕр хут печĕç. Пуля пуç урлă шăхăрса каçни илтĕнсе юлчĕ. Выртнă маях Микула револьверне кăларса тавралла сăнарĕ. Вунă утăм та çук — тăсланкă салтак тăрать. Вăл тепре пеме ĕлкĕриччен Микула кĕрĕслеттерчĕ. Лешĕ хăраса ӳкрĕ пулмалла та каялла чупма пуçларĕ. Икĕ-виçĕ хут пенĕ хыççăн Микула револьверĕ аллинчен тухса ӳкрĕ...
Натюш чӳрече умĕнче кĕпе çĕлесе ларатчĕ. Урамри пăшал сассипе шартах сикрĕ.
— Мĕн хăямат ку?!. Уляна та сехĕрленсе ура çине тăчĕ.
— Ырра мар, анне! — Натюш хăвăрт чӳречене уçса пăхрĕ. Хапхаран инçе те мар йынăшни илтĕнчĕ. — Анне, урамра такам йынăшать!
— Ах, анчах! — çуйланса ӳкрĕ Уляна. Натюш васкаса урама тухрĕ. Çывăхрах пулăшу ыйтса чĕнни илтĕнчĕ.
— Микула пичче, эс-и ку? Кам печĕ?!. — ыйтрĕ Натюш.
— Тăсланкă салтак...
Кĕçех пăшал сассипе вăраннă кӳршĕсем чупса çитрĕç. Пĕри Натюш хушнипе салтаксем патне вĕçтерчĕ. Ыттисем Микулана пӳрте кĕртсе вырттарчĕç. Сылтăм хул калакĕ айĕнчен юн сăрхăнать. Натюш ăна арчаран таса пит-шăлли кăларса çыхрĕ.
Урам тăрăх чупса хăпаракан çынна курсан, хурал тăракан салтак сисчĕвленчĕ. Пăшалне хулпуççи çинчен илсе аллине тытрĕ:
— Стой! Ăçталла çул тытатăн?!
— Юлташ, инкек... Николай Степановича такам пăшалпа пенĕ. Надежда Прохоровна сире чĕнме ячĕ. Сурана çыхма бинт илсе килме хушрĕ.
Салтак винтовкипе тӳпенелле кĕрслеттерчĕ. Салтаксем çывăрма выртманччĕ-ха. Урамра пăшал сасси илтĕнсен:
— Анисимов, тухса пăх-ха! — терĕ Гриша. — Хуралçă мĕн ашкăнать унта?!
Салтак урамра вăрах тăмарĕ, васкаса таврăнчĕ те хурăлçăран илтнине хыпарларĕ. Вара пурте, пăшалĕсене йăтса, кил хушшине вирхĕнчĕç.
— Лашасене кӳлĕр! — команда пачĕ Гриша. Наум та сарай тăрринчен кăштăртатса анчĕ.
— Мĕн сиксе тухрĕ?! Аçта кайма хатĕрленетĕр?!
— Инкек, Наум пичче. Николай Степановича пăшалпа пенĕ теççĕ.
— Тем курса ларăпăр?! — хыпăнса ӳкрĕ Наум.
— Надежда Прохоровна пыма хушнă. Çавăнта илсе кай пире!
Салтаксем пулемет турттарса çӳрекен лавпа Миххан икĕ урхамахне кӳлчĕç те, пушар сӳнтерме кайнă чухнехи пек тĕрлеттерсе, Натюшсен тĕлне çитрĕç. Ял çыннисем лăк-тулли пуçтарăннă. Пӳрте шăнăçайманнисем урамра кĕпĕрленсе тăраççĕ. Гришăпа Наум урапа çинчен анчĕç, хĕсĕнкелесе пӳрте кĕчĕç. Микула тăрăхла сак çинче выртнине курсан, Гриша пĕтĕм чунтан пăшăрханса чĕнчĕ:
— Николай Степанович...
Микула куçне уçрĕ. Хуллен сасă пачĕ:
— А-а... Чернов юлташ.
— Кам?..
— Лешĕ... Сутăнчăк тăсланкă. Гришăн çилли чашкăрса хăпарчĕ:
— Çавна чĕрĕ хăвармаллаччĕ-и?! Ых!.. Мнкула Наум пуррине асăрхарĕ.
— Эсĕ те кунтах-и? Çапла, Наум пичче. Тăшмансем пире нихçан та шеллемен.
— Наум пичче, пуçа уснинчен усси çук, лаша кӳлсе хвершăла кайса илесчĕ, — хушрĕ Натюш.
— Лашасене кӳлнĕ. Вĕсем кунтах, — терĕ Наум. Натюш Микула суранне бинтпа çыхрĕ.
Çак самантра çамрăксем çитрĕç.
— Надежда Прохоровна, эпир çĕлен-калтана шырама каятпăр, инçетех тарайман-и тен, — терĕ Гриша. Хăйпĕ пĕрлĕ пыма вăл Кольăна чĕнчĕ. — Эсĕ пыратăн-и?
— Пыратăп, паллах.
Улянасен пӳрчĕ умĕнчен халăх çаплах саланмарĕ. Пĕр çын кăна, мĕн пулса нртнине пĕлсен,. халăхран уйрăлса утрĕ. Ку Сантăр пулчĕ. Вăл кĕрӳшĕ вилсен те пысăк инкекех мар тесе шутларĕ. Тинех канăçсăрланмалли пĕтĕ терĕ.
— Юлташсем! — хумханса та хурлăхлăн чĕнчĕ Гриша, халăх çине тухсан. — Николай Степановича персе амантнă тăшмана пурте паллама пултаратăр. Шалча пек вăрăм вăл. Çийĕнче салтак тумĕ. Шырама васкăр. — Хресченсем, виç-тăватă ушкăна уйрăлса, шырама саланчĕç.
Пулемет урапи çине Гришăпа Коля тата виçĕ салтак, тепĕр лавĕ çине икĕ салтак ларчĕç. Кĕçĕр е ыран тăсланкă салтак Атăлкасси таврашĕнчен çухалма тăрăшмаллах. Гриша пĕр лавне Тĕрлемес станцине ячĕ. Икĕ юлташне пристань çывăхне ăсатрĕ, хăйсем, Миххан хапхи умне пырса, лашисене чарчĕç.
Хуралçă Гришăна палларĕ те хăраса ӳкрĕ. Хуçана пăрахса кайса таркăна тухнă салтаксем ырă шухăшпа килменни паллах. Параднăй алăк умĕнче тăракан швейцара систерме темех мар — кнопкăна кăна пусмалла. Лешĕ ытти лакейсене, тарçăсене вăратĕ. Анчăх малтан кусем мĕн сăлтавпа килнине пĕлмелле.
— Çĕрле мĕн шыратăр? Мĕн кирлĕ сире? — ыйтрĕ хуралçă Гришăран.
— Çитăр пичче, — евĕклĕн тавăрчĕ Гриша. — Ан ятлаç-ха. Эпир сана яланах ырă сунаттăмăр.
— Ырă суннă тесе, тытса ыталас мар-и?!
Хуралçă хирĕçле калаçни Гришăна тарăхтарчĕ. Сассине хăпартарах хушса хучĕ:
— Умра, ахăртнех, Янашов хуçа тăрать тейĕн. Пирĕнпе, чухăн çын ачисемпе, калаçасшăн та мар. Ан хăра, Çитăр пичче, эпир сана нимле сиен те тумăпăр. Тата çакă та тĕлĕнтерет: чăннипе, эсĕ те хуçах мар-çке. Ытти тарçăсем пекех, ĕмĕр тăршшĕпе татăк çăкăршăн хуçа куçĕнчен пăхакан мĕскĕн кăна. Нивушлĕ самана улшăнни те тăна кĕртеймен сана, пурнăç çине ху пек пăхма хăнăхтарайман?
Хуралçăпа кунашкал Трифун кăна калаçатчĕ те, ăна кучер çеç тесе ун сăмахне шута хурсах кайман. Халь Гриша калаçни самаях хурлантарчĕ. Чăн та, мĕскĕн мар-и вăл? Емĕрне хуçашăн упаленсе ирттернĕ. Мул е çемье пур-и ун?
— Эпĕ мĕнле хуçа иккенĕ витĕрех курăнать ĕнтĕ, — мирлешнĕн хуравларĕ хурăлçă. — Мĕн кирлĕ сире?
— Ытлашши темех мар, Çитăр пичче, — хуралçă кăмăлланнипе чĕрĕленчĕ Гриша. — Пирĕн кунта фельдфебельпе тăсланкă салтак юлнăччĕ. Асăрхаймарăн-н, весем кĕçĕр кил хушшине е урамалла тухса çӳремерĕç-и?
— Куçлă-пуçлă çын ма асăрхамĕ? Вĕсем кунтан кайни темиçе кун ĕнтĕ.
— Ăçталла кайнă-ши вĕсем?
— Фельдфебелĕ вулăс кантурĕнче. Халь вăл чаплă çын, милици начальникĕ. Салтакĕ килнелле вĕçтерчĕ-и тен?
Хуралçă суйманнине ĕненчĕ Гриша. Тăсланкă салтака кĕтсе илмелле кил хушшине кĕресшĕнччĕ — Коля вăрттăн ăнлантарни чарчĕ.
— Хуçан уялла тухмалли хапха пур. Çавăнта сыхлас мар-и ăна? Пĕри урамра юлăпăр.
— Эс сĕннипе Килĕшетĕп, Чумари юлташ, — шӳтлесе илчĕ Гриша.
Вĕсем, тавраран çаврăнса, хыçри хапха патне çитрĕç. Йĕтем патĕнче лашисене тăратрĕç. Коля Гришăна хыçалти хапха патне ертсе пычĕ. Тĕксе пăхрĕç. Питĕрнĕ иккен.
Наумпа тепĕр салтак Атăлкассине тĕрлеттерсе çитрĕç те хвершăл пурăнакан çурт еннелле çул тытрĕç. Вырăсла хапха умĕнче чарăнчĕç. Наум шашулккана пуса-пуса шаклаттарчĕ. Кĕçех урам енчи чӳрече уçăлчĕ те, ыйхăллă хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта? Ма çĕрле те канăç памастăр?
— Барыня, — хвершăл арăмĕ хресчен хĕрĕ çеç пулин те, унăн кăмăлне çавăрасшăн юри пысăка хурса чĕнчĕ Наум. — Барыня... Энĕшкасси çыннине вăрă-хурах персе амантнă. Васкавлă пулăшу кирлĕ.
Хĕрарăм пульницана илсе килĕр тейĕччĕ те чӳречене шалт çеç хупса лартĕччĕ. Чапа хурса чĕнни хăйĕнне турех. Вăл чӳрече умĕнчен хăпмасăр кăшкăрчĕ:
— Алексей Васильевич... Алексей Васильевич! — Пӳртре тутлăн та хыттăн анаслани илтĕнчĕ. — Тăр-ха, тăр!
— Мĕн унта? — сасă пачĕ хвершăл.
— Энĕшкасси çыннине персе амантнă, тет-и... Пулăшу ыйтаççĕ.
— Тул çутăлсан пульницăра йышăнăп.
— Господин хвершăл! — ăна та ăсла хурса чĕнчĕ Наум. — Унта вулăсĕпе хисеплĕ Николай Степанович юн кайса вилме пултарать.
Хвершăл ку ята пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулсенчех илтнĕ. Иртнĕ пасарта та вăл сăмах каланипе хавхаланнă. Халăхпа пĕрле демонстрацие хутшăннă. Хăвăрт вырăн çинчен тăрса тумланчĕ. Урама тухрĕ.
— Наум Васильевич иккен? — палларĕ хвершăл. Ăна вăл вулăс съездĕнче курнăранпа астăвать.
— Çавă...
— Мĕншĕн малтанах кам иккенне каламарăн? Самант та тытăнса тăмăттăм. Лашуна çавăр. Эпĕ пулницана кĕрсе кирлĕ хатĕрсене илем-ха, — терĕ те хвершăл ватлăхне уямасăр чупрĕ, хăвăрт сумка çакса таврăнчĕ.
Вĕсем яла çитнĕ çĕре халăх тата ытларах пухăннă. Пӳрте кĕнĕ çĕрте хвершăла çул парасшăн ик айккинелле сирĕлчĕç.
Хвершăл, никам çине пăхмасăр, никама чĕнмесĕр, тӳрех Микула патне пычĕ. Лешĕ куçне хупса выртнăран чĕррипе чĕрĕ маррине пĕлесшĕн хуллентĕрех чĕнчĕ;
— Николай Степанович... Микула куçне уçрĕ:
— А-а... Алексей Васильевич, салам.
— Салам, салам, — васкаса ал тымарне тĕрĕслерĕ хвершăл, чĕрене ĕçлеме пулăшакан эмел пачĕ.
— Пуля витĕр тухман. Кунта эпĕ пулăшаймăп. Халех Хусана илсе каймалла. Анчах урапа çине вырттарса кисрентерме юрамасть.
— Атăлкассине çитиччен кимĕпе илсе кайăпăр! — Тахăшĕ хăвăрт ăс пачĕ.
Ял çыннисем наçилкка турĕç, ун çине вырттарса Микулана Энĕш хĕррине йăтса çитерчĕç, унтан кимĕ çине вырнаçтарчĕç. Хвершăл, Натюшпа Наум тата виç-тăватă арçын ишме ларчĕç. Атăлкассинче туран анакан пăрахут çине куçрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...