Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Шăп çак вăхăтра Уляна пӳрте кĕчĕ:
— Халăх çине хăвалаççĕ. Мĕн ĕç-ши?
— Кирек мĕншĕн пулсан та, халăх пухăнни аван, кума, — терĕ те Микула Натюша чĕнчĕ: — Каятпăр-и?
— Каятпăр та... Кăштах тăхтас мар-и? Пухăнарах паччăр!
Микула килĕшрĕ, пурпĕр ларас-тăрас килмерĕ, часрах ял çыннисемпе курнăçасси килчĕ. Ĕлĕк Сехметпе кĕрешнĕ çĕрте энĕшкассисем малти ретреччĕ, халь кăмăлĕсем улшăнман-ши?
XII
Юлашки вăхăтра пуху час-часах пулкаланă пулин те, çынсем йăлăхман-ха. Кашнинчех çĕнĕ хыпар, пуринчен ытла вăрçă пĕтесси çинчен илтме ĕмĕтленеççĕ. Çавăнпа паян та хăваланă-хăваламан пухăнчĕç. Анчах Павăла курсан пурин те кăмăлĕсем пăсăлчĕç — вăл нихçан та ырă сăмахпа çӳремест.
Павăл тенкел илсе тухма хушрĕ. Президиум суйларĕç. Сантăр та президиума лекрĕ. Халь вăл ялта чи хисеплĕ çын. Михха ĕçне кĕрĕшмелле-и е кивçене каймалла — пурте ун куçĕнчен пăхаççĕ.
Микулапа Натюш пырса çитнĕ вăхăтра Павăл сăмах пуçаратчĕ:
— Юлташсем! Астăватăр пуль, ĕлĕк эпир урапа кустăрми шалтăртатнинчен те хăранă. Халĕ тĕнчери лару-тăру çинчен сӳтсе явма ирĕк пур. Куншăн Вăхăтлăх правительствăна тав! Хресченсен тусĕсене — эсерсене тав! Çапах та çакна каласа хăварас килет... Шел, Энĕшкассинче çав мухтавлă саманапа çырлахман этемсем, Вăхăтлăх правительствăн шанăçлă тарçисене тапăнакансем те тупăнчĕç. Юрать-ха, отряд килсе вĕрилениĕ пуçсене сивĕтрĕ. Уншăн уес комиссарне мухтамалла. Ĕнтĕ самана майлисем никамран хăрамасăр пурăнма, ĕçлеме пултараççĕ... — Павăл сывлăшĕ пӳлĕниипе чарăнчĕ. Çынсен шухăшне витĕр курас пек пăхса çаврăйчĕ те вăл сăмаха малалла майлаштарчĕ:
— Юлташсем, чăннине пытарма çук. Нимĕçсем çав-çавах сăваплă Раççей çĕршывне таптаççĕ, çаратаççĕ. Сисетĕп, вăрçă пурне те тарăхтарса çитернĕ. Пурпĕр вĕсене хăваласа ямасăр вăрçă пĕтес çук. Çавăнпа Вăхăтлăх правительство мĕнпур хăватне пухма тăрăшать. Анчах патшалăх тăрăшни çеç сахал. Вăрçа тĕп тăвас тесен, вăй çитнĕ таран пурян те пулăшмалла. Правительство заем кăларнине эсир илтнĕ ĕнтĕ. Çавна ытларах туянасчĕ. Патшалăха кивçен укçа пани хăвăра та усăллă. Нимĕçсене çĕнтерес вăй-хăвата ӳстерннпе пĕрлех вăл сире проценчĕпе тупăш кӳрĕ. Укçа çеç мар, тырă парасса та шанатăп! — шухăшне вĕçлесе, халăх çине тинкерчĕ Павăл.
Микула çак самантрах Павăлăн суя сăмахне питлесшĕнччĕ, халăх кăмăлне пĕлес килнипе вырăнтан хускалмарĕ.
— Пирĕн укçана мар, хăвăнне шутла! Тахăш кĕтесрен илтĕнне хĕрарăм сасси пӳртри халăха вĕллери хурт пек пăлхатса ячĕ:
— Эс пулăш, сан укçа нумай! Пирĕн ĕнсене сахал хырман!
— Арçынсем чипер таврăнччăр-ха, шăммуна ватĕç! — терĕç теприсем.
Павăл тем каласшăнччĕ, хĕрарăмсем тата хытăрах кăшкăрашма тапратрĕç.
— Çăварна ан уç! Хулăпа çунтарнине, тикĕтпе серсе яиине мантăн-им?!
Павăл чĕлхи çĕтрĕ. «Салтаксем пурри те çынсен хирĕçес кăмăлне пусарайман имĕш», — пăшăрханчĕ вăл ăшĕнче.
Анчах тепĕр самантранах Павăла пулăшма Сантăр тăчĕ. Хисеплĕ вырăна лартрĕç пулсан, шăла çыртни килешусĕр», — тесе шухăшларĕ вăл. Çӳçĕпе сухалне ывăç тупанĕпе якатрĕ. Шараç пиçиххи хушшинчи кĕпине каялла сăтăркаларĕ. Çынсем умĕнче хăйне тивĕççĕн тыткалама хăнăхса çитнĕ ĕнте Сантăр.
— Халăх, лăпланăр-ха! — аллине çĕклерĕ вăл. Çынсем пĕр-пĕрне хистесе шăплансан, шухашне малалла тăсрĕ: — Павел Платонович тĕрĕс калать. Хамăр патшалăха хамăр пулăшмасан, епле тӳсейтĕр вăл! Нимĕçсене çĕнтерсе хăвăртрах мнр тăвассишĕя эпĕ икçĕр тенкĕлĕх заем илетĕп! Çине вунă пăт тырă паратăп!
Павăла аранах чун кĕчĕ.
— Тавтапуç, Александр Кузьмич! Кантур ячĕпе тав тăватăп сана! Саманашăн йывăр тапхăрта эсĕ пуринчен малтан ун нушине ăнлантăн. Сан пурнăçу, ĕçӳ-хелӳ яланах ăнса пытăр! — Сантăр аллине тытса чăмăртарĕ Павăл.
Сантăр çултан çулах пуйнипе энĕшкассисем ăна курайми пулнă. Çапах Павăл чухлех тарăхтарса çитерейменрен тата Михха ĕçне ун урлă кăна лекме май пуртан ку таранччен ăна тапăнакансемех тупăнманччĕ. Халь вăл уççăнах Павăл май çаптарçине илтсен, ял çыннисем тарăхса кайрĕç, хаяррăн кăшкăрса тăкрĕç:
— Ма иксĕр тенкĕлĕх çеç илетĕн?! Сан вăрçăра пуç хунисем çук вĕт!
— Сехмет хăти пулăшмасан, кам пулăштăр патшалăха?! Сантăр хăйне çак териех тустарасса кĕтменччĕ. Юрать, Павăл ун хутне кĕме васкарĕ:
— Юлташсем, Александр Кузьмича хурлама епле хăятăр?! Е вăл хăвăра хаклă ĕç тупса панине, ыран каллех ун куçĕнчен пăхмалла пуласса мантăр-и?! «Сан вăрçăра пуç хунисем çук!» — текенсем те тупăнчĕç. Александр Кузьмичăн ывăл ача çуралманни турă инрĕкĕ. Эсир вара турра питлесшĕн-и?! Тата çакна та маннă: камăн хĕрĕпе кĕрӳшĕ паянхи пархатарлă пурнăçшăн пуç хунă? Александр Кузьмич Анукĕпе унăн упăшки Микула мар-и?! Чыс та мухтав вĕсене! Хисеплĕ Александр Кузьмича нимĕçсен тусĕсем çеç хур кӳме пултараççĕ!
Халăх лăпланнă пек пулчĕ, Микулапа Анука, ĕçхалăхшăн пуç хунă ытти паттăрсене асăнни çынсен кăмăлне йăвашлатрĕ.
Павăл çакăнпа усă курма тăрăшрĕ. Питне-куçне пĕркелесе, сассине хурлăхлăн кăларчĕ:
— Юлташсем, эпĕ нимĕçсен тусĕсем тесе кăштах йăнăшрăм. Пирĕн ялта унашкал çын çук. Вăт, Анукпа Микулана тата ытти паттăрсене хисеплесе, Вăхăтлăх правительствăна пурте пулăшар!
Энĕшкассисем Павăлпа Сантăра куç умĕнчех питлени Микулана савăнтарчĕ. Юнлă патшапа йыттисем тем чул тăрăшсан та халăхăн пăлхавлă кăмăл-шухăшне пусарайман иккен. Хунĕ пуянсен урапи çине ларма хăтланнăшăн пăшăрханни те вăраха пымарĕ. Тĕрĕслĕх ăçтине хăех
ăнланĕ-ха. Халь тухса калаçма шăп вăхăт.
— Мана сăмах парăр-ха!..
Пурте унталла çаврăнчĕç. Натюшпа юнашар темле арçын тăрать. Кам-ши? Вĕсен асаилĕвĕнче Микула вăтăра та çитмен маттур çын. Ку вара...
— Сăмах калас текен кам унта? — асăрхаса юлайманран ыйтрĕ Павăл.
— Эпĕ! — аллине çĕклерĕ Микула.
Павăл ку кам иккенне тĕшмĕртеймерĕ. Чĕри çеç теме сиснĕн сисчĕвленсе тапма пуçларĕ. «Ыр çын пулас çук. Большевиксем янă агитатор мар-и? Вăл халăха тепĕр май çавăрĕ те, ку таранччен çине тăни сая кайĕ. Унтан хăтăлма пĕр ман çеç, хăваласа ямалла».
— Акă мĕн, ырă çыннăм... Кунта энĕшкассисен пухăвĕ, çавăнпа çулçӳренсен ним ĕç те çук. Ăçтан килнĕ, çавăнталлах уттар. Пире ĕç тума ан чăрмантар!
— Кăлăхах хăвалатăр, хисеплĕ Павел Платонович. Эсир ирĕклĕх çинчен ăнлантарнине илтрĕм. Апла ман хамăн та пухура сăмах калама тивĕç пур.
— Кам эсир? Ăçтисем?
— Сире, Павел Платонович, эп кам, ăçтан пулни кирлĕ мар. Мана чĕрĕллех çĕре кĕртни те çителĕклĕ!
Тавçăракансем тупăнчĕç, анчах пурпĕр ĕненесшĕн пулмарĕç пулас, пăшăлтатса калаçрĕç:
— Кам терĕ вăл?
— Ах турă, Микулах-ши вара?
Халăх шăпланчĕ. Чăн та çавах-çке. Кăвак çӳçĕпе кăвак сухалĕ кăна арпаштарнă. Сăн-сăпачĕ ннм чухлĕ те улшăнман. Микула ертсе пынипе вĕсем хăйсен пурнăçне лайăхлăтасшăн çапăçнă. Казак-стражниксем нумай терт кăтартрĕç пулин те, ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ самантсем халăх асĕнчен çухалман. Микула пĕтнĕ тенине илтсен, куççуль кăларсах хуйхăрнисем те сахал пулман. Ак хайхи, юмахри пек паттăр вĕсен хушшинчех.
Павăл Микулана палларĕ те, ӳнăн çанçурăмне сивĕ тар тапса тухрĕ. Пулнă-иртнĕ инкекшĕн хавшани те сирĕлейменччĕ, тата хăрушăраххи сиксе тухрĕ. Каттăршнăй пуçĕ, вилмен иккен. Маларах пĕлнĕ пулсан, Улитяна е Лаврские систернĕ пулĕччĕ. Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Калама чарас çук!
— Николай Степанович... Чăн та, эсĕ-çке! Тӳрех паллайманшăн ан çиллен, тархасшăн. Май та çук çав. Пĕр-пĕрне курманни нумай пулать. Сире асаплантарнă пусмăр самани аранах пĕтрĕ. Эс ырă-сывах таврăннишĕн чĕререн савăнатăп! — терĕ те Павăл аллине тăсрĕ.
Микула хура çĕленрен те хăрамĕччĕ. Ку ирсĕре сăхтарсан, вилĕмрен хăтăлаймăн. Вăл çĕлен те, кашкăр та, тилĕ те. Микула хыттăн татса хучĕ:
— Ытлашшиех ан савăнăр, Павел Платонович. Ӳкĕнме те лекĕ. Эпĕ Микула çеç мар, большевик та. Иксĕмĕре пĕр-пĕрин енне каçма çук тĕпсĕр çыр уйăрса тăрать. Эсир, эсерсем, ĕçхалăхне хăратса, пусмăр саманине тăсасшăн. Эпир, большевйксем, чăн-чăн ирĕклĕхшĕн, ĕçхалăхне хĕн-асапран хăтарасшăн кĕрешетпĕр.
Павăл тилĕрсе кайрĕ. Микулана алă пама хăтланса хăй йăнăш тунине ăнланчĕ.
— Хисеплĕ Николай Степанович! — куштанланса чĕнчĕ ял комиссарĕ. — Эпĕ сире ырă сунса кĕтсе илтĕм. Куна пурте курчĕç. Эсир пĕр сăмахранах чăркăшма тапратрăр. Ман партие хур куме пикентĕр. Çавăнпа халех пухуран сирĕнме хушатăп!
— Сан влаçу кайман çур пуса та тăмасть! — çавăрттарса хучĕ Микула.
Сантăр тӳсеймерĕ. Ура çине тăчĕ те:
— Акă мĕн, кĕрӳ! — терĕ çиллессĕн. — Энĕшкассисем пĕрре пăлханса нушана лекнĕччĕ. Унтан халĕ те хăтăлсах çитеймен-хă. Эс татах пăлхатасшăн-и? Кирлĕ мар пире сан сăмаху. Ăçтан килнĕ, çавăнталла уттар!
Хунĕ кĕрӳшне хăвалани энĕшкассисене питех тĕлĕнтерчĕ. Çапах малтан Сантăр майлисем сасă пачĕç:
— Тĕрĕс, яла пăлхатса инкек кăтартнипе çитĕ!
— Сывă таврăннăскер, пурăнасчĕ лăпланса!
Çав самантрах Микула майлисем вĕсене путарса хучĕç:
— Мĕн тĕрĕсси?! Павăлпа юнашар Сантăра та ĕнсе çине утлантарса лартас тетĕр-им?
— Пĕртен-пĕр кĕрӳшне хăвалакан путсĕр тĕнчере те урăх пулас çук! Микула, каламалалла!
Хунĕ хирĕç тăни Микулана самаях пăшăрхантарчĕ. Ăна хытăрах калама та тивĕç пурччĕ. Халăх хушшинче Сантăр хыççăн кайма хатĕррисем сахал маррине сиссе, Микула шарламарĕ: унпа харкашсан, пуху йĕрки пăсăлма пултарать. Аякран, майĕпен пырса çапнă сăмах лайăхрах çыпçăнĕ.
— Юлташсем! — ним сас-хура пулман пек кăмăллăн чĕнчĕ Микула. — Мана пухуран хăвалас текенсем тупăнчĕç. Çавиа кăна чухлаймаççĕ вĕсем: эпĕ пĕтĕм хуйхăпа савăнăçа энĕшкассисемпе тӳссе ирттерме таврăннă. Хăш-пĕрисем, иртнĕ саманара ман пирки нуша туснĕ теме хăясшăн, эпĕ татах инкек кăтартасран шикленеççĕ. Кунашкал сăмаха илтме питех йывăр. Ирсĕр саманана хирĕç кĕрешсе, сирĕн умра айăпа кĕтĕм-ши вара эпĕ? Е аттепе асран кайми мăшăрăм пуç хуни сахал тетĕр-и? Юнлă патша вăхăтĕнче манран ытларах хуйхă курнисем те пур. Уляна кума çемйинех аса илер акă: аслă хĕрне персе вĕлерчĕç. Упăшкин пуçне каторга çирĕ. Вунă çул асапланса таврăннă хыççăн Натюша каллех хупса лартнă. Уляна кумапа мăнукне станувуй саламатпа çунтарнă. Çаксене тӳсме çăмăл мар ĕнтĕ. Çапах та Уляна пуçне уснине е хăйĕн асаплă ăраскалĕшĕн революцие хутшăннă çынсене ӳпкеленине курнă-и эсир?
— Çук, çук! Кирек кама та турă Уляна тӳсĕмне патăрччĕ!
— Тĕрĕс, юлташсем... — шухăшне малалла тăсрĕ Микула. — Ĕçхалăх хĕн-хур айĕнчен тухас çул такăр пулмасса Уляна кума лайăх ăнланнă. Çакă ăна пĕтĕм асапа тӳссе ирттерме хăват панă. Ĕçхалăхшĕн çапăçса пуç хунă паттăрсен тăпри çинче ӳпкелешни килĕшӳсĕр. Вĕсене ĕмĕр-ĕмĕрех мухтав!
Пухури çынсен чунĕ уçăлнă пек пулчĕ:
— Вĕсен ырă ятне нихçан та манмăпăр! — тупа тунăн кăшкăрашрĕç вĕсем.
Пухури халăх кăмăлне çĕклесен, Микула ял комиссарĕ пирки каларĕ:
— Платун Павăлĕ-и е унтан пысăкраххисем хăйсен саманине тăсасшăн пирĕн ятсемпе усă курма та вăтанмаççĕ. Хăвăр илтрĕр-çке, мăшăрăмпа иксĕмĕре епле шеллет вăл. Платун ывăлĕ икĕпитленнине тавçăрайман ăссăр çын пирĕн хушăра тупăнмĕ! — Витĕр куратпăр!
— Вĕсен ырлăхĕ карланка пăвать! — шавларĕç пухăннисем.
Тӳсĕмĕ пĕтнĕ Павăл ухмаха ернĕ пекех сĕтеле чышрĕ. Сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрчĕ:
— Çăварусене хуплăр! Никама та сăмах памастăп! Халăх пăтрашăнса кайрĕ. Микула вăхăтра тавçăрчĕ:
Павăл йышши этемсене тăрă шыв çине кăларма тата лайăхрах май туса пачĕ иккен.
— Эпир санран ыйтман, ыйтмастпăр та! — терĕ те вăл халăх енне çаврăнчĕ. — Юлташсем, влаç эсерсемпе Вăхăтлăх правительство аллинчех юлсан, ĕçхресченĕсен пурнăçе мĕнле пуласса Платун Павăлĕ сĕтеле чышсах кăтартрĕ. Нивушлĕ татах тӳсесшĕн эсир вĕсене?! Халăх кĕрлесе кайрĕ:
— Шаккамалла вĕсене! — Атăла кайса ямалла!
Хĕрарăмсем малалла ăнтăлчĕç. Сĕтел çывăхне çитсен, Микуларан аванмарланса чарăнчĕç. Павăл, хăрушлăх çывхарнине сисрĕ пулин те, чунĕ чĕрне вĕçне çитнине палăртасшăн пулмарĕ:
— Ну, юрĕ! — текелесе сĕтел хушшинчен тухрĕ те хаяррăн юнаса хăварчĕ: — Салтаксем пулеметпа килсен мĕн калăр-ха, курăп!
Павăл хыççăн Сантăрпа темиçе çын пухуран кайрĕç. Салтаксем пулеметпа килĕç тени ыттисене те сехĕрлентерчĕ. Пусăра персе хăратнине манма ĕлкĕреймен-ха вĕсем. Саланас шутлисем урăх та пурччĕ, Микула татах мĕн каласса кĕтсе юлчĕç.
— Юлташсем! — терĕ вара Микула, — Платун Павăлĕпе Сала ваккачĕ е тиек каланисене илтнĕ ĕнтĕ эсир. Вĕсем суйса та хăратса влаçа мул хуçисен ирĕкĕнчех, чухăнсене хĕн-хур айĕнчех хăварасшăн. Шухăшлăр-ха, çĕр пирки мĕн сĕнеççĕ вĕсем? Учредиловка татса парĕ, теççĕ. Автан çăмарта тăвасса кĕтме хушаççĕ. Туртса илме хăтлансан, пулеметпа персе салатаççĕ. Нимĕçсене çĕнтеричченех çапăçма хушаççĕ. Кама усă кӳресшĕн çапаçмалла-ши? Вăрçă ĕçхалăх ĕнсине сахал хырнă-им? Е унта пуç хунă çынсен йышĕ сахал-и? Сахал мар, юлташсем. Вăрçă пурне те карланкăранах пăвса илнĕ. Фронтра юн тăкни, килте хура тар юхтарса выçăллă-тутăллă пурăнни сехметсемшĕн кăна усăллă. Хăвăрах чухламалла: Янаш Миххи çеç мар, Платун Павăлĕ йышшисем те юмахри пекех пуйса кайрĕç. — Микула сывлăш çавăрма чарăнчĕ. — Вăт çавнашкал, юлташсем! — терĕ вăл малалла. — Вăрçă Раççей халăхне çеç мар, нимĕçсемпе французсене, акăлчансене — вăрçа хутшăннă ытти халăхсене те — тарăхтарса çитернĕ. Ахальтен мар нимĕçсем пирĕн салтаксемпе туслашрĕç. Вăхăт нумаях иртмĕ — пĕр-пĕринпе çалăçас вырăнне вĕсем штыкĕсене хăйсен мул хуçийĕсем еннелле çавăрĕç. Тĕнчипех пролетарилле революци пулĕ. Эпир, большевиксем, çапла тума тăрăшатпăр та, Владимир Ильич Ленин вĕрентнипе пĕтĕн власть рабочисемпе чухăнсен ирĕкĕнче пулмалла тетпĕр. Çĕр ыйтăвне Учредиловка татса парасса кĕтмелле мар, халех туртса илмелле. Вăхăтлăх правительствăна пĕр пус укçа, пĕр кĕрепенкке тырă ан парăр. Большевиксем сире те миршĕн, çăкăршăн керешĕве тухма чĕнеççĕ. Хăраса тăмалли çук. Эпир çĕнтеретпĕр! Сывă пултăр пĕтĕм тĕнчери пролетарилле революци! Сывă пултăр большевиксен партийĕ! Вăхăтлăх правительствапа унăн йыттисем тĕп пулччăр!
— Сехметсене долой!
— Охо-хо-хо-о! — шавлăн кăшкăрса ячĕ халăх.
— Юлташсем! — халăх шăллансан, хавхаланса чĕнчĕ Микула. — Ман шутпа, Платун Павăлне комиссартан калармалла. Эсир мĕн шутлатăр?
— Тĕрĕс! Кăлармалла! Ун чухнех суйламалла пулман!
— Долой Платун Павăлне! — кĕрлерĕ халăх.
— Юлташсем, сасăлăпăр! Кам Платун Павăлне комиссартан кăларас тет, ал çĕклĕр.
Пурте алă çĕклерĕç.
— Наума суйлас! — терĕç хăшĕсем.
Халăх пĕр сăмахранах Наум ятие асăнни Микулана савăнтарчĕ.
— Наум Васильевича комиссара суйлама кандилата тăратнипе эпĕ те килĕшетĕп, — терĕ Микула. — Çапах ăна комиссара лартмăпăр. Ялти ĕçсене ертсе пыма, чухăнсен хутне кĕме хресченсен Советне туса хурăпăр. Çав Совет валли миçе çын суйлас тетĕр?
— Ман шутпа, пилĕк çын суйламалла! — сĕнчĕ Натюш.
— Килĕшес! Пилĕк çын пултăр! — терĕ халăх.
Çапла калаçса татăлнипе Совет председательне — Наума, секретарьне — Анахвисе тата виçĕ çынна члена суйларĕç.
Ĕнтĕ киле саланма та вăхăт. Пухăннисем пурпĕрех васкамаççĕ-ха. Чунĕсем çĕкленнĕ май татах ыр сăмахсем илтесшĕн. Микула хăюллăн юрласа ячĕ:
Пирĕн тавра усал тавăл улать-çке...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...