Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ


Хута кĕрекенсем:

— Ванюк патне ма килмелле мар? Е вăл унран начар-и? Çук, ун пек паттăр йĕкĕте шыраса та тупаймĕ, — терĕç.

Кĕвĕçекенсем те тупăнчĕç,

— Ванюк ма çав териех телейлĕ-ши?

— Пурнăçĕ ытла та ăнса пырать!

— Яланах ыттисенчен малта!

Ванюк ют хĕрпе ташланинчен Коля та питĕ тĕлĕнчĕ. Вăл ялан Клавье ятне асăнса Ванюка тăрăхланă та, халь тавçăраймарĕ. Пуху салансанах каласа парасса шанчĕ.

Ванюкпа Клăвье ним илтмерĕç, ним асăрхамарĕç. Тем вăхăтран Клавье, хăй ывăннине туйса, йĕкĕте хулĕнчен тытрĕ. Пуç тайса, музыканта тав турĕç. Клавье Ванюка вĕçертмесĕрех пуху варринчен кăларчĕ.

— Ытармалла мар ташларăр!

— Ырă сунатпăр! — мухтарĕç икĕ хĕрĕ те Ванюксен хыçĕнчен пынă май.

— Темле çав... — именерех те хаваслăн шăкăлтатрĕ Клавье. Пит-куçĕ хăйĕн кăвар тивнĕн хĕмленет.

Ванюк йăмăкĕ çакăнта тăрса юлнине аса илчĕ те кăн-кан пăхкаларĕ.

Клавье те каччă кама шыранине чухларĕ. Ванюка Анахвисрен сивĕтсе хăй май çавăрас шухăшĕ пушшех çивĕчленчĕ.

— Ванюк, куян пек унталла-кунталла ан пăхкала-ха! — шӳтленĕн чĕнчĕ вăл. — Паян пире часах сиреймĕн. Тата хăв патна хăнана килнĕ хĕрсенчен тарма шутлани сипетсĕр йăла. Луччă пире çуралнă çĕршыв илемне кăтартса çӳресчĕ. Пĕчĕк чухне «Хăйрал» вăрманĕнче пит лайăх тетчĕç. Чăнах-и çав? Çитсе курасчĕ-çке. Ĕнтĕ пушмак чечексем те шăтнă-и, тен?

Ванюк пухăва пăрахса хăварасшăн марччĕ. Анахвис курăнманни те канăçсăрлантарать ăна. Клавьепе ташланăшăн çилленмерĕ-ши? Çавăнтах хăйне тӳрре кăларасшăн пек тепĕр май шухăшларĕ: хĕрпе каччă чухне такампа тĕл пулса ташлама та лекĕ, уншăн ма хуçăлмалла-ши? Ку хĕрсем пит пуян та, пурпĕр вĕсене хăйĕнчен мăшкăлласа култармĕ вăл, тивĕçлĕхне çĕре ӳкермĕ.

Ванюк чĕмсĕрленсе тăнипе Клавье татах астутарчĕ:

— Ма ним те шарламастăн? Е хăраса ӳкрĕн-и?

— Мĕншĕн хăрас ман. Эсир упа мар пулĕ? Эп упа та тытнă.

Хĕрсем пушшех тĕлĕнсе чăнкăлтатрĕç.

— Упа тытнă?

— Чăнах-и?

Ванюк кирлĕ мар сăмах персе янăшăн хăйĕнчен хăй вăтанчĕ. Анчах каялла чакма çук ĕнтĕ.

— Ийя! — çирĕплетрĕ тепĕр хут.

— Атьăр, çул çинче ăна мĕнле тытни çинчен каласа парăн! — терĕ те Клавье Ванюка çавăтрĕ.

Вĕсем пухури çамрăксем тимлесе юлнине те асăрхамарĕç.

— Ну, эпир итлетпĕр! — кăштах кайсан хистерĕ Клавье. Ванюк Элнет юханшывĕ хĕрринчĕ мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Вăл сăмахне пĕтернĕ ĕнтĕ, хĕрсем çав-çавах чĕмсĕрленсе утаççĕ: ку йĕкĕт, ахăртнех, юмахри паттăр пекех пулас.

— Упа хăвна ватма пултарнă, вара мĕн кураттăн? — çуйланса ыйтрĕ Клавье.

Хĕр сăмахĕ Ванюка айванла туйăнчĕ. Хăй те çăмăллăнрах хуравларĕ:

— Упана ваттарма çуралман эпĕ!

Клавье ун çине куç айĕн ăмсанса пăхрĕ. Вĕсем кĕтӳ çулĕ çйне кĕрес умĕнхи çырма тĕлне çитрĕç. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтмен пнрки ун тĕпĕнче шыв самаях шăнкăртатса юхать-ха. Çӳллĕ кĕлеллĕ пушмаксемпе сиксе каçаймăн.

— Мĕн тăватпăр ĕнтĕ? — аптраса ӳкрĕ Клавье.

— Хам каçаратăп! — Ванюк Клавьене пĕр аллипе çурăмĕнчен, тепринпе чĕркуççи айĕнчен тытса йăтрĕ.

— Ой?!.

— Хăратăр-им?

— Çук, çук! — Ванюка мăйĕнчен ыталарĕ Клавье. Чĕри тухса ӳкесле тапрĕ. Чун савнă йĕкĕт ытамĕнче рехетленме тӳр килессе тĕлĕкре те курман вăл. Ма çулĕ кĕске-ши?

Ванюк сиксе каçрĕ те хĕре çерем çине тăратса хăварчĕ.

— Сире иксĕре пĕрле йăтас мар-и?

— Тархасшăн! — килĕшрĕç хаваспах.

Ванюк иккĕшне ик хул хушшине хĕстерчĕ. Лешсем çуйхашрĕç, кулчĕç, ахăлтатрĕç. Кун пек мыскарана, икĕ хĕре лĕпĕш пек йăтакан йĕкĕте, курман-ха вĕсем.

— Тавтапуç, Ванюк!

— Лайăх хĕр тĕлне пул!

— Эсир калашле пултăр!

Вĕсем ват хурама айĕнчен тапса тухакан çăлкуç патне çитрĕç. Часовньăна пĕтернĕренпе ку çăлран иртен-çӳренсем каллех сиплĕ шыв ĕçсе савăнаççĕ.

— Шереметсем, сире çак шыва астивсе пăхма сĕнетĕп! — терĕ те Ванюк ваттисен йăлипе курăк татса ярасшăнччĕ, курăкĕ çуккипе вĕркелерĕ çеç: — Аминь туха петуха... Петĕр пĕччен икĕ хĕр. Пĕри... — Сасартăк аван мар сăмахне аса илсе чĕмсĕрленчĕ.

Илтсе юлма ĕлкĕрнĕ хĕрсем тĕпчеме тапăнчĕç:

— Шухăшăра ма вĕçлемерĕр?

— Петĕр пичче хĕрĕсене мĕн пулнă? Ванюкăн ирĕксĕрех суйма лекрĕ:

— Пĕри качча тухнă, тепри мăнастире кайса кĕнĕ.

— Ку мĕн, халап-и? — ахăлтатрĕç хĕрсем. Ванюкăн малалла юптарас килчĕ.

— Çук, чухлаймарăр! Эп калани халап мар, тĕп-тĕрĕсси! Пĕлес тесен, эпир халь сăваплă çăл шывĕ патĕнче тăратпăр.

— Сăвапли ăçтан палăрать?

— Вăт, итлĕр... Ĕлĕк ку çăлта сăваплă икон тупăннĕ та, ун çине часовня туса лартнă. Эп калакан мăнастирь манашкисем çакăнти çăл шывĕпе сутă тунă. Анчах вĕсем нумаях ырă курайман. Пĕррехинче вулăсĕпе паттăр хĕрарăм манашкăсем пурăнакан çурта вут тивертнĕ. Чӳрече умне пырса пăшал пенĕ те, лешсем аслати çапрĕ пуль тенĕ. Аялти кĕписемпех тухса тарнă.

Хула хĕрĕсене ун чухнехи сас-хурасенчен ытларах Ванюк сăваплă икона, манашкăсене хисеплемесĕр калаçни тĕлĕнтерчĕ. Ялти хресченсем тĕттĕм те сĕмсĕр, вĕсем йăлапа тĕшмĕш тыткăнĕнче тенине темчул илтнĕ. Çавăнпа часовньăна вут тивертнĕ хĕрарăм çинчен тĕплĕнрех пĕлес килчĕ.

— Ун йышши хĕрарăм кам пулнă вăл?

— Паллă революционер! — пушшех чĕрĕленсе хуравларĕ Ванюк. — Эпир Клавьепе ташланă чухне хуткупăс калакан йĕкĕте асăрхарăр-и?

— Маттур калать!

— Вăт... Çав йĕкĕтĕн амăшĕ пулнă вăл!

Пĕр хĕрĕ тĕне ытларах ĕненнĕ иккен. Ванюк сăмахĕсем ăна кичемлентерчĕç.

— Мĕнле хăйнă вăл?!

— Мĕнлĕ хăйнă-и? — сасартăках чĕмсĕрленчĕ Ванюк. Анахвис амăшне питлемелле-и? Ĕмĕрне те апла тăвас çук вăл. — Мĕн хăймалла марри унта, хам та çавнах тăвăттăм! — терĕ вара.

— Ой, Ванюк!

— Çылăха кĕресрен хăрамастăр-и?

— Çылăх çырма пуçĕнче тенĕ ваттисем. — Хĕрсем минренине асăрхасан, Ванюк шухăшне малалла тăсрĕ. — Темшер пачăшкин пуçне тĕлĕнмелле хăват кăтартас шухăш пырса кĕнĕ. Вăл матăшкине юриех чирленçи тума хушнă, хăй çак çăлкуçне Николай Угодник иконне килсе янă. Тепĕр кунне, Николай Угоднике хисеплесе уявланă чухне, матăшкă чиркĕве çитнĕ те ĕненекенсене çапла каланă: мана турă амăшĕ курăнчĕ, кĕтӳ çулĕ çине кĕрес тĕлти çăлкуçĕнче сăваплă икон пуррине хыпарларĕ. Çак иконпа пиллесен сывалăн терĕ. Акă хайхи чиркӳри халах элемсене йăтса, кĕлĕ юррисем юрласа çак çăл патне килнĕ. Çăлкуçĕнче чăнах та икон ишсе çӳренĕ. Пачăшкă çак икоиоа арăмне пилленĕ те, лешĕ çавăнтах сывалнă. Пачăшкă çавăн пек айкашасса леш революционерка малтанах сиснĕ те чир-чĕрлĕ çынсене пухса пынă. Матăшкă сывалнине курсан, лешсем хăйсене те сăваплă иконпа лиллеме йăлăнна. Пачăшкă вĕсене те пилленĕ, анчах пĕри те сывалман. Пурпĕр çак вырăнта часовня туса лартнă. Манашкăсем çăл шывне сутса укçа тума тытăннă. Куна мĕнле тӳсĕн? Коля амăшĕ тĕрĕсех тунă! — Ванюк çывлăш çавăрмалла чĕмсĕрленчĕ.

Хĕрсем çăварне уçаймасăр тăраççĕ. Тепĕр чухне тĕне хирĕçле халапсене илтнĕ пулин те, мĕн ачаран ун йĕркисене тытса пыма хăнăхнăскерсем, Ванюкпа килĕшмерĕç. Хирĕç тавăрма та витĕмлĕ сăмах тупаймарĕç. Ялти çынсен ăс-хакăлне, вĕсен йăли-йĕркине урăхларах хаклама лекет терĕç хăйсен ăшĕнче. Анчах унта та сĕм-тĕттĕмех мар иккен. Çак йĕкĕте илсен те, вăл нумай та вĕренмен-и, тен; шухăш-кăмăлĕпе вара кăйкăр пекех ирĕккĕн те хăватлăн вĕçет. Вĕсем пур — гимназирен вĕренсе тухрĕç те ĕмĕрхи йĕрпех сукмаклĕç.

— Çав паттăр хĕрарăм пурăнать-и? — кичем шăплăха сирсе ыйтрĕ Клавье.

— Çук, ăна пиллĕкмĕш çулхи революци вăхăтĕнче персе пăрахнă.

Майра хĕрсем революционера вĕлернипе рехетленчĕç. Уççăн пĕлтерме кăна хăрарĕç, йĕкĕт тем туса пăрахассăн туйăнчĕ.

Ванюк хĕрсен кăмăлĕ пăшăрханма хăтланнине сиресшĕн:

— Вăт, хăвăрах куртăр, çăлкуç историйĕ питĕ пуян. Шывĕ ун таса та тутлă. Çулçӳренсем ăна астивмесĕр иртмеççĕ, — терĕ те çăл çине хĕрес хучĕ, вĕркелесе ĕçрĕ. Хĕрсене йыхăрчĕ: — Чиперккесем, юратакан каччăрсем ан сивĕнччĕр тесен, эсир те сыпса пăхăр!

Хĕрсем турткаланса тăмарĕç, пĕрин хыççăн тепри ӳпĕне-ӳпĕне ĕçрĕç. Сивĕ шыв пĕтĕм чуна уçса ячĕ.

Ванюк ача чухнехи пурнăç çинчен сăмах пуçарчĕ.

— Эпир час-часах çак тĕле выртма килеттĕмĕр. Тем çӳллĕш вут пухса хатĕрлеттĕмĕр те çĕр хута çунтараттăмăр. Çывракансен урисене тăллаттăмăр, питне-куçне кăмрăкпа хурататтăмăр. Пирĕн ялта Микка Микули пурччĕ. Шăрпакла, çĕр каçа юмах яратчĕ. Мĕн-мĕн пĕлместчĕ-ши вăл! Кăнтăрла тата хаваслăрахчĕ. Атăл чаксан, улăхра кӳлленчĕксем юлаççĕ. Çав кӳлленчĕксенче шыва кĕреттĕмĕр, пулă тытаттăмăр. Кӳлле пăтрататăн та пурте çӳле хăпараççĕ. Йĕкĕрле те ил. Кӳлĕсенче выляса йăлăхсан, вăрмана çырла татма кĕреттĕмĕр. Ăна çăка çулçи çине татса тултараттăмăр, вара çулçи-мĕнĕпех хыпса яраттамăр. Çисе тăранмалла мар тутлăччĕ.

Хула хĕрĕсем çутçанталăк илемне кĕнеке тăрăх кăна пĕлеççĕ. Ун ырлăхĕпе пархатарлăхне туйман вĕсем. Ванюн вĕсен умне нихçан вуламан çĕнĕ кĕнеке уçса хучĕ. Ача чухне çеç мар, халь пулсан та, ăшăх кӳлĕри пулăсене хăвалĕччĕç, çырлине те çăка çулçипе чăркасах çийĕччĕç.

Ванюк хĕрсене кĕтӳ çулĕ çине илсе кĕчĕ. Вăрман ешĕл тумĕпе капăрланайман та, çурхи хĕвел ăшшăн савнипе хĕллехи сăн-сăпатне улăштарнă. Ӳсентăрансем чĕрĕленсе ура çине тăма хăтланнă. Сăмсана ырă та çăтса тăранмалла мар пылак шăршă килсе кĕчĕ. Çул хĕрринче ахăрса ларакан ĕмĕрхи ул-муççи папкисем куçне уçнă — чечекĕсем халь сарăлĕç. Шĕшкĕ çулçисем шăтма çеç пуçланă та, симĕс тĕс палăрма ĕлкĕрнĕ. Çултан кăшт шаларах серте чашкăрать. Хушăран пушмак чечексем хĕвел еннелле кармашаççĕ. Кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни, пĕр йывăç çинчен теприн çине пĕрлеттерсе çӳрени илтĕнет.

— Пит илемлĕ-çке кунта!

— Атьăр, чечек тататпăр! — хаваслăн шавларăç хĕрсем.

— Çав енче ытларах тухаканччĕ! — Сулахаялла кăтартрĕ Ванюк.

— Пурте пĕр çĕрелле çӳресен пухаймăпăр! — килĕшменçи пулчĕ Клавье.

— Чăнах! — тусĕн шухăшне тавçăрса çирĕплетрĕç хĕрсем. — Эпир сылтăмалла кĕрĕпĕр!

Халь çеç куçран çухалнă хĕрсем Клавьепе иккĕшне хăварасшăн юри хăтланнине Ванюк та сисрĕ. Ку ăна аптратса ӳкерчĕ. Анчах вăл хăвăрт тăнăçланчĕ.

Вĕсем сукмакран пăрăнса шалалла кĕчĕç. Чечек пуррипе çуккине асăрхамарĕç те. Ун тĕлĕ-и вара халь? Вĕсен калаçмалли туллиех. Тивĕç сăмах çеç тупса пуçараймаççĕ. Çитменнине, йывăçсем кантăр пекех ларнăран пĕр-пĕрии çывăхне те пыма çук — туратпа пит-куçа çаптарăн.

Кĕçех пĕчĕк уçланкăна тухрĕç. Хĕлле касса хатĕрленĕ, анчах турттарса каяйман шĕшкĕ купи патне çитрĕç. Вăл йăлтах типнĕ. Вăрманти кайăксем пек çĕмĕрттерсе çӳрени усă кӳрес çуккнне малтан Клавье тавçăрчĕ:

— Кăштах ларса канар мар-и?

— Мĕнех... Канма та юрать... — килĕшрĕ Ванюк.

Тип çатрака çӳхе кĕпе витĕр ӳте ыраттарать те, кун пек чухне ăна-кăна кам шутлĕ. Вĕсем кăшт сулăнсанах пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнмелле юнашар-çке.

Тем вăхăт иртрĕ çапла. Каччин сăмах пуçарма тивĕççине аса илчĕ Ванюк. Тата сăлтавĕ те пур.

— Хам бурлакра чухне Хусанти юлташсем ман пата хут ярса панă. Кам çырнине ниепле тавçăраймастăп!

— Мĕнле хут? — ыйтрĕ Клавье.

— Акă... — Кĕейинчен кăларса тыттарчĕ Ванюк.

— Ой, Ванюк! — вуласа тухсанах кулса ячĕ Клавье. — Ман çыру-çке ку!

— Сирĕн?.. Ман юлташсен аллине епле лекнĕ вăл ? — ним чухлайман пек тĕпчерĕ Ванюк.

— Эп ăна сана парас тесе магазина пынăччĕ. Эс çуккине пĕлсен, мĕнле тухса кайнине те астăваймастăп. Пăлханнипе ӳкерсе хăварнă-и, тен. Ахăртнех, ăна юлташусем тупнă та сана ярса панă. Уншăн вĕсене тавтапуç.

Юлташĕсем тĕрĕс çырнине ĕненчĕ Ванюк. Херĕ хăй чĕлхипе çирĕплетни ун кăмăлне ăшăтрĕ. Анчах ннм калама аптранипе чĕмсĕрленчĕ.

Клавье, чĕринче мĕн пуррине уçса пама вăхăтне сиссе, шухăшне малалла тăсрĕ:

— Вăт... Хăвах куратăн ĕнтĕ... Эп сана чĕререх усранă. Магазинта тĕл пулсанах палларăм. Татах курнăçасшăн Хура Кӳлĕ çине кăларас тенĕччĕ, эс тухса кайма ĕлкĕрнĕ. Тунмастăп, эс мана паллайманшăн питех пăшăрхантăм. Ку ĕнтĕ мана тахçанах маннине пĕлтерет. Çапла-и?

Клавье пек чипер хĕр тус-йышлăхран та ытларах хăтланни кама илĕртмĕ, камăн чунне савантармĕ? Анчах тӳрĕ ыйту çине хуравламалли Ванюка аптратрĕ. Ача чухнехи çинчен сăмах хускалсан аса илнĕ тĕлсем пулнă та, ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи хирĕçĕве пуçран кăларманнипе, иккĕшне çураçни ниме тăман япала пек кăна шутланнă. Халь çавăн çинчен каласа хĕр кăмăлне пăсас килмест. Сăмах май ыйтса пĕлес луччĕ. Мĕн шыраса килнĕ вăл пухăва? Е Хусанта урăхла вăйă-кулă тупман-и?

— Эп сирĕн çинчен шухăшлама та хăйман. Мĕншĕнне хăвăрах чухламалла. Эсир — çĕрме пуян хĕрĕ, эпĕ хамăра хамăр пурăнакан çын мăнукĕ кăна. Çитменнине, пирĕн атте-аннесем хушшинчен хура кушак тухнă.

— Ванюк, ытлашши калаçатăн. Эпĕ хамăр пуяннипе эсир тăпрах пурăнакан хресчен мăнукĕ пулннне ним вырăнне хумастăп. Анне мана яланах: ĕçлекен çын хăйне хăй темле те йӳнеçтерĕ тесе вĕрентет. Аттесем çапăçса пурăннишĕн эпир айăплă мар. Çакна та хыпарлама пултаратăп: пирĕн атте сирĕн аçу-аннӳне хурласа калаçнине нихçан та илтмен эп. Сăмах хускатсан, Микула пултаракан çынччĕ çав, мана хирĕç пулман пулсан, çĕрме пуяна тухатчĕ тет. Анне те сирĕн аçуна яланах ырăпа асăнать. Сана та çавах... Пытармастăп, Ванюк, эс Хусантан кайсан, эпĕ те Тĕмшер чиркĕвĕнче сана курас ĕмĕтпе Атăлкассине таврăнтăм. Эсĕ бурлакра иккенне пĕлсен, чĕререн кулянтăм. Анчах халь сăмах ун пирки мар. Çав кун атте сирĕн патран килчĕ те: «Пĕлетĕн-и, паян кампа пĕр тирĕкрен яшка çирĕм?» — терĕ. Вăл санпа пĕрле апатланнă-мĕн.

Ванюк сулахай алли çумне вĕри те çемçе ал сĕртĕннине туйрĕ. Ывăç тупанĕ çинче пулсан чăмăртĕччĕ. Хăрушлăха сисмесĕр пырса ларнă кайăк пек вĕçсе каясран хăранипе аллине сиктерме те хăймарĕ. Хĕр чĕререн калаçнине ĕненчĕ вăл. Ашшăн тавăрмаллине те чухлать. Анчах хĕрсемпе кирек хăçан та вăйă-кулăлла кăна хăтланнипе тивĕç сăмах тупаймарĕ.

Сасартăк çăхан кăранклатни илтĕнчĕ. Клавье шарт сикнĕн аллине туртсă илчĕ.

— Ылханлă кайăк темерĕн! Пирĕн тĕле ăçтан килсе тухрĕ-ши?

Ванюк та çӳлелле пăхрĕ. Çăхан пуç тӳпинчех явкаланса кăранклатать. Тĕшмĕшшĕн мар, хĕрпе киленсе ларма чăрмантарнăшăн кăмăлсăрланчĕ Ванюк.

— Каяннăй пуçĕ, йăви патне çын пырасран хăрать пулĕ!

— Йăви те пур-и унăн?

— Пур. Инçех мар, хырлăхра.

— Атя кайса куратпăр.

— Лăп-лап çыпçăнасран хăрамастăр-и?

— Паян, Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ кун, усалсем ашкăнаймĕç! — шӳтлесе хуравларĕ те Клавье тусĕсене йыхăрса кăшкăрчĕ: — А-а-у-у!

— А-а-у-у! — Çав самантрах янларĕ хирĕç. Юлташĕсем инçех те мар иккен.

— Акă мĕн, шереметсем... Вăрман кăтартрăм сире, ĕнтĕ пухăва таврăнма вăхăт!

Клавье чĕри кăртах турĕ. Ванюк паçăр ташланă хĕрĕ патне таврăнасшăннине сисрĕ вăл. Унăн ăна хăйĕнчен вĕçертес килмерĕ.

— Ванюк! — йăпăлтилле чĕнчĕ Клавье. — Эс пире тĕнче кăтартса çаврăнтăн. Эпир те парăмра юласшăн мар, моторлă кимĕпе ярăнса çӳреме чĕнесшĕн. — Ванюк иккĕленнине асăрхасан, хушса хучĕ: — Ан хăра, эпир сана çисе ямăпăр. Кайран пуху тĕлнех леçсе хăварăпăр!

— Ванюк, кайрăмăр!

— Юлас тесен те хăвармастпăр ĕнтĕ! — Клавье хутне кĕчĕç юлташĕсем.

Йĕкĕт парăнчĕ. Анахвиса варарах та курĕ-ха, ку хĕрсемпе урăх тĕл пулаймĕ. Ма ярăнас мар?

Вĕсем вăрмантан тухса Энĕш хĕрринелле чупрĕç. Пуху çав-çавах ахăрать. Ванюк чуне пуху еннеллех туртăнать. «Анахвис мĕи хăтланать-ши? Коля та хуткупăс каласа ывăнчĕ пулĕ, ăна кантарма та вахăт». Анчах илĕртмĕш хĕрсенчен хăпаймарĕ.

■ Страницăсем: 1... 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20