Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
Павăл тăвăлнипе чĕлхине çухатрĕ.
Уляна хăюланни Ваймистрова пушшех тăвăллантарчĕ.
— Ан сĕрле! — сасартăках тем тăвасла тĕпĕртетсе кăшкăрчĕ, револьверне Уляна еннелле тытса кĕрслеттерчĕ.
Уляна ĕмĕрĕнче темтепĕр тӳснĕ те, хăй çине пăшалпа тĕллесе пенине курман. Çавăнпа вилесле шарт сиксе, тенкел çине персе анчĕ.
Наумăн та сехри хăпрĕ, пурпĕр ура çинче тытăнса юлчĕ. Тăнне-пуçне çухатман пирки пĕтĕм çилли чашкăрса хăпарчĕ.
— Мĕн айкашатăр эсир?! Пăшал персе çӳреме кам ирĕк панă сире?! Тасалăр кунтан!
— Ай, тăвансем! Ай, юлташсем!.. — кула-кула шапăлтатрĕ Ваймистров. — Съезд делегачĕ мĕн тенине илтрĕр-и? Кантурта сахал лекрĕ мана, хушса парсамăрччĕ тет. Мĕнех вара... — Ахăрма чарăнчĕ те, Наум мĕн те пулин калама е хӳтĕленме ĕлкĕриччен, чăмăрĕпе тăрăслаттарчĕ.
Çав самантрах Павăл сиксе пырса Наума кăкăрĕнчен çулса илчĕ. Чунтан курайман çынсенчен пĕрне ватма май килнипе çăмăлланса чышма пуçларĕ.
Наум хирĕç тапăçсан, ыттисем те кӳпкеме тытăнĕччĕç. Павăл хăех вăй çитернипе кула-кула вĕслетрĕç:
— Ай, улах каччи!
— Тип мунчан ăшши пур-и?! — Лайăхрах пар ăна!
Уляна тăн илчĕ. Ун хутне кĕрекен, чунтан хисеплекен çынна хĕнеççĕ. Вăл пĕтĕм вăйне пухса Наумпа Павăл хушшине тăчĕ, хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Персе пăрахăр, урнă йытăсем! Вăрахах савăнаймăр, сирĕншĕн те халăх сучĕ çитĕ. Ун чухне пуриншĕн те тавăрĕç!
Уляна сĕтмен çĕртен хирĕçе пуçлани Ваймистровсене çухатса ячĕ. Вĕсем самантлăха нны тума аптраса тăчĕç.
Коля такам хăваланăн чупнине асăрхарĕ те Анахвис Ванюка систерчĕ:
— Кур-ха, шăллăма тем пулнă?
Ванюк сасартăках хут купăсне калама пăрахрĕ — çамраксен юрри татăлчĕ.
— Сана мĕн, каллех упа хăваларĕ-и? — Коля çывхарсанах шӳтлерĕ Ванюк.
— Конешнă, Юман Паттăр!
— Ăçта вăл?
Çуйланнă сасăсем илтĕнчĕç: ларнă çĕртен сике-сике тăчĕç. Кольăна сырăнса илчĕç.
— Анчах... — сывлăшне çавăрса шухăшне малалла тăсрĕ Коля. — Тăватă уралли мар, икĕ ураллисем. Çитменнине, хĕçпăшаллисем.
Çамрăксем ирĕксĕрех сисчĕвленчĕç:
— Мĕнле хĕçпăшаллă çынсем?
— Ăçта вĕсем?
— Пирĕн киле хупăрларĕç. Натюш аппапа иксĕмĕр пахчаналла тухса ӳкме ĕлкĕрейнĕччĕ — пĕри хыçалти калинкке патне пычĕ. Ахăртнех, Натюш аппана тытса каясшăн пулĕ... Нивушлĕ эсреметсене хамăр ялтах маххă парăпăр?!
— Çук! — татса хучĕ Ванюк. — Вĕсем Натюш аппа патне çеç килмен. Атăлкассинче мăшкăлланăшăн пурне те типшар кăтартасшăн. Эпир парăнсан, хĕлле кăларса пăрахнă хура юпана тепĕр хут лартни пулĕччĕ. Кун хыççăн пире прихутри ачасем çын вырăнне те шутламĕç.
Пир хураллине вунтăваттă-вунпиллĕкрен пуçласа Ванюк çулне çитнисем ялĕпех пухăннă. Атăлкассинче тӳре-шарасене мыскара кăтартнипе хăпартланнăскерсем, вĕллери хурт-хăмăр пек сĕрлеме тапратрĕç:
— Маххă памастпăр!
— Энĕшкассине намăса кĕртместпĕр!
— Миçен вĕсем? — çамрăксен шавĕ тамалсан ыйтрĕ Ванюк:
— Пĕлеймерĕм. Хăйсем виçĕ лавпа.
— Мĕнех вара... Кайрăмăр! — йыхăрчĕ Ванюк. Хут купăсне лартса хăварчĕ.
Хĕрупраçсем хушшинче çамрăксене чарас шутлисем те пурччĕ. Пуринчен ытла тăванĕсем хăраса ӳкрĕç. Сăмах хушма ĕлкĕреймерĕç — çамрăк эшкер вырăнтан тапранчĕ. Вĕсемпе пĕрле Анахвис та чупрĕ.
Пус хапхи патĕнче хуралçа чĕнсе кăларчĕç.
— Иван пичче, хĕçпăшаллă çынсем яла миçен кĕчĕç? — ыйтрĕ Ванюк.
— Саккăрăн. Тăххăрмĕшĕ Платун Павăлĕ. Виçĕ лавпа. Çамрăксем чĕмсĕрленчĕç. Кунталла нимне пĕлми килнĕччĕ, халь хăраса ӳкрĕç. Çара алăпа мĕн тăвайăн? Вĕсем персе те пăрахĕç. Анчах каялла тапас вырăнне Ванюк сăмахне кĕтрĕç. Ун кĕсйинче револьвер пур та, лешсен тăххăрĕшĕн тăхăр хĕçпăшал пулма пултарать. «Атăлкассинчн пек пуçсăрланса çĕнтереймĕн», — шухăшларĕ Ванюк. Вара хăйсене, ахăртнех, вăрçăри пек сунчĕ: унта тăшмана пăшалпа пенипе çеç çырлахмаççĕ, разведка туса, чеелĕхпе, ăсталăхпа усă кураççĕ. Кĕçех вара мĕн тумаллине шутласа илчĕ те:
— Иван пичче, — терĕ хуралçа, — эсĕ шăкăрчине шăкăрттаттарса урам тăрăх çӳре.
— Мĕн пирки?
— Эпир тĕркешнĕ çĕрте тăрсан, сана е чĕрчĕлĕх туса тарăхтарĕç, е хуна айăплĕç. Илтмен, курман — пĕр сăмах. Хуралçă ăнлансах çитеймерĕ те, çамрăксем темле аван мар ĕç тăвасшăннине туйрĕ. Вĕсем патĕнчен вăхăтра хăпни чăн та аван пулĕ. Шăкăрчине шăкăртаттарса Анаткасалла утрĕ.
— Щереметсем! — чĕнчĕ çамрăксене Ванюк. — Тен, пире вăрçăри пекех çапăçма лекĕ. Кайран ӳпкев ан пултăр тесе, çакна астутарасшăн: хăракансем халех аннӳ патне вĕçтерĕр, хĕрӳ вăхăтрă çапкаланса ан çӳрĕр!
Ванюк калаçни нумайăшне вăтантарчĕ, пăрахса каяс текенсен çулĕсене пӳлчĕ. Пурте пĕр кăмăллă пек сĕрлерĕç:
— Куян чунлисем çук кунта!
— Нимрен те хăрамастпăр!
— Апла пит аван! Манпа пĕрле пырас тетĕр пулсан, пĕр вуннăшĕ айккинерех тăрăр!
Çамрăксем вунпиллĕкрен ытла уйрăлчĕç.
— Кун чухлех кирлĕ мар. Вуннă çитет!
— Ма пурте пĕрле мар?!
— Акă мĕншĕн, шереметсем! Хăвăрах шухăшламалла, пысăк ушкăн кĕптĕртетсе çӳренине вилме выртнă çын та сиксе тăрĕ! Пире питех сыхлăхлă пулма лекет. Кунта юлакансем валли те ĕç тупăнĕ. Тен, эпир хупăрлама ĕлкĕреймĕпĕр те, вĕсем ялтан тухса тареç. Ырă пуççăнах вĕçертес марччĕ. Малтан хапхана лайăх çыхса лартăр, ан уçайччăр. Вара чул ытларах пухăр. Кйлсе тухсан, ним шеллĕмесĕр ухлăр. Ан хăрăр, сире, хӳтлĕхри çынсене, ним те тăваймĕç. Çывăхра пурăнкансем пакур илсе тухсан та юрать. Тен, кирлĕ пулĕ. Ăнлантăр-и?
Хапха патне юлакансене Ванюк сĕнĕвĕ чăннипех килĕшрĕ. Хӳтлĕхрен чулпа пересси хирĕç тăрса çапăçасси мар. Камне те паллаймĕç.
— Ăнлантăмăр!
— Килĕшетпĕр, Юман Паттăр! — харăссăн сĕрлерĕç çамрăксем.
— Ну вăт... Ыттисем манпа пĕрле кайăпăр!
Çула май пакурĕсене кĕре-кĕре илчĕç. Кĕсйисене чул тултарчĕç.
Часах вĕсем Кольăсен пахчи тĕлне çитсе чарăнчĕç.
— Пĕр эсремечĕ çарăй хыçнелле пычĕ терĕн-н-ха эсĕ? — Кольăран ыйтрĕ Ванюк. — Апла тесен, акă мĕн, шереметсем. Эпир Кольăпа малтан пыратпăр, эсир пнрĕн хыçран шăппăн утăр. Эсреметсене вăхăтсăр систерес мар!
Çамрăксен телейне пулĕ, çанталăк пĕлĕтленнипе çĕр пăч-тĕттĕм. Улмуççисем хушшипе пытана-пытана сарай патнелле çывхарчĕç.
— Кунта иккен... — астутарчĕ Коля. Вĕсем хырăмпа шума пуçларĕç.
Милиционер уткалаçа ывăннипе тылă çине ларчĕ, чикарккă чĕркесе тивертрĕ. Ним шикленмесĕр туртать. Чăнах, мĕнрен сыхланмалла? Унăн пĕтĕм ĕçĕ те кил хушшинчен тухма пултаракан хĕрарăма тытмалли кăна. Вăл çутă пур çĕре пырас çук, пахча витĕр те никам килессе кĕтмеççĕ. Хăвăртрах ĕçе вĕçлесе сăмакун ĕçесчĕ. Тен, ку килтех тупăнĕ. Мункун валли хатĕрленĕ пулмалла-ха.
Шуса çитсен, Ванюк сасартăк милиционер умне сиксе тăчĕ, револьверĕпе тĕллерĕ:
— Аллуна çĕкле! Халь пакартуна кăларатăп! Милиционер хăранипе шак хытса кайрĕ. Ванюк ăна хăрах аллипе кăкăрĕнчен çулса илсе пăшăлтатрĕ:
— Сасă тума ан шухăшла. Çак самантрах лутра яла ăсататăп! — Коля револьверне туртса илсен тĕпчеме пуçларĕ: — Миçен эсир?
— Тăххăрăн...
Урам хуралçи тĕрĕсех шутланă иккен. Ванюк малалла тĕпчерĕ:
— Ăçта вĕсем?
— Пĕри кил хушшинче... Иккĕшĕ урамра...
— Ыттисем?
— Пиллĕкĕшĕ пӳртре.
Ĕнте Ванюкшăн пурте паллă. Малтан кил хушшинчине катертмелле. Куна тума вăл унта мĕн хăтланнине пĕлмеллле. Алăри милиционер ăнсăртран сасă тăвасран çăварне тăлавар тĕркелесе чикрĕç, ури-аллине çыхса лартрĕç. Калинккене хуллен уçса, Ванюкпа Коля лупасайне кĕчĕç. Милиционер пусма çинче кунталла пăхса ларать иккен. Ун патне вăрттăн пыма май çук.
— Мĕн тăватпăр ĕнтĕ? — пăшăлтатрĕ Коля.
— Халех! — терĕ те Ванюк каялла пахчана таврăнчĕ. Милиционер çăварĕнчи тăлавара кăларчĕ, ури-аллине салтрĕ. — Акă мĕн, шеремет, сасă тусанах, леш тĕнчене ăсататăп! Пире пулăшсан, тивмесĕрех ирĕке яратпăр!
— Сире мĕнпе пулăшмалла ман?
— Юлташна кунта чĕнсе ил. Калăпăр, чикарккă тивертме шăрпăк çук сан...
Милиционер турткаланасшăнччĕ. Пурпĕр вĕçертес çуккине туйса тата пĕчченех çакланнипе тарăхнăран килĕшрĕ. Весем лупасайне кĕчĕç.
— Трапхим... — юлташне йыхăрчĕ милиционер.
— Кам унта?
— Эпĕ...
— Мĕн кирлĕ?
— Шăрпăк пар-ха. Туртас килнипе вилетĕп.
— Хăлех.
Тепĕр милиционерĕ çывхарчĕ кăна — Ванюк пăвса та илчĕ.
— Тсс... Шăп пул. Халь леш тĕнчене ăсататăп! — пăшăлтатрĕ вăл. Милиционер хирĕçесшĕнне сиссен, аякĕнчен чăмăрĕпе тăрăслаттарчĕ. Лешĕ çĕре тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ.
Кун револьверне Коля илчĕ. Ури-аллине çыхрĕç те çăварне тăлаварпа пăкăларĕç.
Çапла икĕ милиционерне тирпейлесен, çамрăксем хуллен те сисчĕвлĕн çенĕке кĕчĕç. Кăшкăрашннне илтсе, Ванюк алăк умĕнче чарăнчĕ. Ăна курмалăхне ыттисем те тăчĕç.
— Хĕрӳпе мăнуку ăçта? Кала, шуйттан карчăкĕ! — Уляна тем хуравларĕ, Ванюксем ăнланаймарĕç. — Каламастăн-и?! — Çав самантрах револьвер кĕрĕслетрĕ.
Çамрăксем шартах сикрĕç. Кунта ĕç вăйă-кулăлла иртмесси паллах. Килнĕшĕн хăйсене хăйсем ӳпкелекенсем те тупăнчĕç, пăрахса кайма кăна хăймарĕç.
Коля хăранине-мĕнне пĕлмесĕр алăк патнелле утăмларĕ. Ванюк пӳлме ĕлкĕрчĕ.
— Кукамая вĕлерчĕç вĕт!
Ку шухăш Ванюка та хумхатрĕ. Вăл та турех пӳрте кĕресшĕнччĕ. Анчах эсреметсен хĕçпăшал пуррине, персе ӳкерме пултарасса аса илсе, урăхла май шырарĕ.
— Пуçа çухатнипе кукамуна çăлас çук.
— Мĕнле тӳсес?
— Эпĕ тӳсме хушмастăп. Çенĕке кăларасчĕ вĕсене.
— Мĕнле?
— Натюш аппана тупса паратăп тесе илĕртесчĕ. — Ăнлантăм, Юман Паттăр! — килĕшрĕ Коля.
— Акă мĕн, шереметсем, — Коля шала кĕрсен, ыттисене астутарчĕ Ванюк. — Хăраса ан тăрăр. Эп çапса ӳкернĕ пеккине пусарса выртăр. Иккĕн пĕр çынна çĕнмеллех ĕнтĕ. Сирĕн кĕсъере чул та пур. Ним шеллемесĕр пуçран çапса анратăр!
— Юрать, Юман Паттăр.
— Шаккатпăр!
Алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах кукамăшĕ тенкел çинче ларнине курчĕ те Коля, вăл чĕррине ĕненсе, лаштах сывларĕ.
Мăнукĕ кĕни Уляна сехрине пушшех хăпартрĕ. «Мĕн шыраса килтĕн-ши тесе ятласшăнччĕ, лешсене систересрен хăраса
— Ах, анчах, ачам, ăçта çӳретĕн эсĕ? — терĕ. Коля хăйне хăй ним ăнланайман пек калаçрĕ:
— Урамра-çке, кукамай. Анчах мана çакă тĕлĕнтерет: Пӳрт умĕнче, кил хушшинче, кунта та хĕçпăшаллă çынсем. Мĕне пĕлтерекен япала ку?
Ĕнтĕ пурте Коля еннелле çаврăнчĕç, Павăл Атăлкассинче хăйсем çине тапăннă йĕкĕте палларĕ те:
— Пĕр вăрă-хурахĕ тупăнчĕ! Çак сĕлеке, атаманĕпе пĕрле, пуринчен малтан пирĕн çине ал çĕклерĕ! — терĕ хаяррăн.
— Ав епле иккен?! — кăшкăрса пăрахрĕ Ваймистров. Коля çиллине аран шăнарса, хисепленĕн курăнма тăрăшрĕ.
— Эп ун чухне Натюш аппана тытса кайнине тĕрĕс мар тесе шутланă.
Ваймистров сасартăках тепĕр май шутларĕ. Йĕкĕт хăех парăннипе усă курма май çук-ши?
— Халь аппуна тĕрĕсех хупнине ăнлантăн-и? — терĕ вăл, сассине улăштарса.
— Конешнă!
— Куншăн мухтама тивĕç. Маттур йĕкĕт эсĕ. Натюш аппу ăçтине те пĕлетĕн-и, тен?
— Конешнă. Кирлĕ пулсан, ертсе кайма та хатĕр.
— Ах, ачам?! — чĕри çурăлас пек йынăшса ячĕ Уляна. Коля шартах сикрĕ. Кукамăшне тӳсмелле мар хуйхă кӳнине сисрĕ вăл. Пурпĕр хăйĕннех печĕ:
— Чăнах, каторгăран таврăннă-таврăнман пасарсенче çăвар карса çуреме пикеннĕ. Ларасчĕ килте пĕр шарлами!
— Ах, анчах, Коля! Мĕн сӳпĕлтететĕн?! Эс кун пек пуласса тĕлĕкре те курман-çке?!
— Хупла çăварна! — Улянана револьверпе хăмсарса кăшкăрчĕ Ваймистров.
— Господин начальник, ват çын сехрине ан хăпартăр. Тăна кĕрсен, хăех каçарĕ-ха мана.
Ваймистров револьверне пиçиххи хушшине хĕстерчĕ. Хаярланса айкашнипе йĕкĕт кăмăлне пăсма, вăл кутăнланнипе ăнсăртран сиксе тухнă телей çухалма пултарасса тавçăрчĕ. Ан тив, халлĕхе улталантăр. Аппăшне тупсан, ăна та çыхса пăрахĕç. Вăлах Ваймистрова пусма çинчен сирпĕтсе янине те тупса парĕ. Ун чухне вара пĕр чăрмавсăр мĕн тума пултарнине пурнăçлĕ. Ваймистров кăмăллă пек курăнма хăтланса хуравларĕ:
— Çамрăк çын, ан хумханăр. Сехĕрлентерес шутпа мар эпĕ, ун ĕç çук тесе кăна каларăм. Ертсе кай хăвăрт!
— Атьăр!
— Ах, анчах, ачам!.. — ахлатса юлчĕ Уляна.
Коля чĕри сăнă пырса тăрăннă пек ыратрĕ. Паллă тукаласа кукамăшне хăй мĕн шутланине систересшĕнччĕ, лешсем хупăрласа тăнипе май килмерĕ. Милиционерсем халь çеç çутă çĕрте пулнипе çенĕкре тĕпсакайне кĕртсе янăн ним курми пулса тăчĕç. Çамрăксем тĕттĕме хăнăхма ĕлкĕрнĕрен вĕсене лайăх тĕшмĕртрĕç.
Ваймистров, вăрă-хурах пурнăçĕнче яланах тĕттĕмпе усă курнăскер, çаратнă хуçисен аллине çакланнăн кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн кăштăртататăр?! Ма алăка уçмастăр?!
Çав вăхăтра Ванюк Ваймистрова çулса илсе çĕклерĕ, çывăхри милиционера çапрĕ. Иккĕшĕ тĕшĕрĕлсе ӳкрĕç, йынăшса ячĕç. Ванюк тепĕр милиционерне ура пуçĕпе тапрĕ, — лешĕ стена çумне çапăнчĕ. Пӳрни курок çинче пулнипе хăй те астумасăр туртса ячĕ. Çенĕкре рĕвольвер кĕрĕслетрĕ. Çамрăксем ĕнтĕркесе кайрĕç. Çывăхра пăшал пенине халиччен илтмен-çке. Хăшне те пулин тивертмерĕç-ши?
— Шаккăр!
Ванюк сасси çамрăксене тăна çавăнтах милиционерсем çинелле турта-турта пăрахрĕç, ăçтан лекнĕ латтарчĕç.
Коля, пăтăрмах пуçлансанах, ӳкерчĕ те ун çине хăпарса ларчĕ, асăнмалăх ислетрĕ.
Тăваттăмĕш милиционерĕ ырă мара нелле хĕсĕнчĕ. Тĕркешнĕ вăхăтра алăка пӳртелле тарса кĕчĕ, револьвер аврипе тухса тарчĕ.
— Мĕн унта? — ыйтрĕ çурамра çӳрекен терĕ милиционерсем.
— Пĕтрĕмĕр, пире хупăрларĕç! — терĕ те лешĕ Вăтакасалла чупрĕ.
Ун хыççăн ытти пере вĕçтерчĕç.
Тепĕр самантран пӳрте Коля вашкăртса кĕчĕ. Наумпа Уляна унта ним ăнланаймасăр хытса тăраççĕ.
— Ах, анчах, ачам, сывах-и эсĕ?.. — çенĕкре пăшал пенине илтнĕрен çуйланса чĕнчĕ Уляна.
— Кукамай, каçар, тархасшăн... Кӳрентертĕм эп сана. Урăхла май пулмарĕ. Персе пăрахасран хăраса, тĕттем çĕре илĕртсе кăларма тиврĕ.
— Ах, анчах, ачам... Тунмастăп, мана мăка çĕçĕпех касса пăрахрăн.
— Каларăм-иç...
— Ĕненетĕп, ĕненетĕп... Ĕнтĕ иртрĕ... Анахвис вирхĕнсе кĕчĕ.
— Кукамай, чĕрех-и эсĕ? — терĕ те ăна ыталарĕ. — Мĕн турĕç вĕсем сире?
— Мана нимех те мар, хĕрĕм. Наума хĕнерĕç. Кусар сăмсалли пур унта, çав пуçласа пачĕ. Платун Павăлĕ тăрларĕ...
— Мана чăмăрпа кăна çапкаларĕç. Вăт кукамун чĕрине йăлтах хăпартрĕç. Ун еннелле тĕллесе кĕрĕслеттерчĕ...
Çак сăмах çине Ванюк васкаса кĕчĕ.
— Уляна аппа... Наум пичче... — алăк урлă каçнă-каçманах хаваслăн чĕнчĕ вăл. — Эсир сывви чуна лăштăр ячĕ. Вĕлерчĕç пулĕ тесе чун юлманччĕ. Ĕнтĕ ним хăрамалли те çук. Вĕсем пирĕн алăра.
— Пурте мар. Ав пĕри чӳречене çĕмĕрсе тухса тарчĕ. Çамрăксем тин асăрхаса чупса пычĕç. Урамра никам та курăнмасть.
— Инçе каяймĕç. Хапха патĕнче пурпĕр тытаççĕ вĕсене.
— Ах, анчах, ачасем... Тем инкек пулмĕ-ши?
— Пирĕнпе ним те тăваймĕç, Уляна аппа. Пуçарнă ĕçе вĕçне çитермеллех. Эпир вĕсене сирĕн сехрене хăпартнăшăн, чӳречене çĕмĕрнĕшĕн — пуриншĕн те тавăрăпăр. Чумари юлташ, кайрăмăр!
— Ним те ан канăçсăрлан, кукамай. Чиперех иртĕ! — ăна лăплантарасшăн сăмах хушрĕ Коля та.
— Чӳречине ыранах лартăпăр. Халь ним шухăшсăрах выртса канăр. Тек никам та хускатмĕ! — йăпатса хăварчĕ Анахвис.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...