Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ


Улитин çенĕке тухнă çĕре эшкер халăх пакурĕсемпе юнавлăн хăлаçланса та ĕрлешсе кил хушшине кĕчĕ.

— Вăрă-хурах ăçта?!

— Вилĕм ăна!

Улитин чунĕ чĕрне вĕçне çитрĕ. Кунашкал пăлханнă халăхпа нихçан тĕл пулман вăл. Танлаштарсан, ĕнер айкашни вăйă-кулăлла кăна туйăнать. Пĕри ярса тытсанах нимĕр туса пăрахĕç. Кашнин куçĕнчех кара юн вылять. Улитин вăхăтра тухса шăвăнманшăн хăйне хăй ӳнкелерĕ. Халь ĕнтĕ ним тума. Утăмлама та памĕç, çапса ӳкерĕç. Пур вăй-халне пухса хăйне алла илчĕ те çирĕппĕн чĕнчĕ:

— Юлташсем, мĕн кирлĕ сире?!

— Милици начальникĕ ăçта?

— Эсир мĕн, вулăсра хурахсене ĕрчетме кĕрĕшнĕ-и?

Мĕн калаçатăр унпала?! Хăйне шаккамалла!

Охо-хо-хо-хо!

Халăх пĕр-пĕрне хистенипе алкум патнех кĕпĕрленсе çитрĕ. Улитин хăине урай хăми çумне пăталанă пек вырăнтан та сикмерĕ. Çака çăлчĕ ăна. Пĕччен те хĕçпăшалсăр çын хăрамасăр тăнипе халăх самантлăха çухалчĕ. Çакăнпа усă курса, Улитик щухăшне малалла тăсрĕ:

— Юлташсем, кайран мана кирек мĕн тума та пултаратăр, анчах халь ман сăмаха итлеме тусĕм çитерĕр. Милиционерсем хушшинче вăрă-хурахсем те пулнах иккен. Мĕн тăвас тетĕн, çамки çине çырман. Чухламарăмăр. Вĕсене тăрă шыв çине кăларма пултарнăшăн сире тав тăватăп. Пуçлăхне вĕçертнĕшен кăна пăшăрханатап. Ваймистров тухса тарма ĕлкĕрнĕ, арăмĕ каланă тăрăх, Пакăш ращине таврăннă. Тем чул шырасан та тупаймарăмăр. Пурпĕр инçех каяймĕ. Ун чух ăна пуриншĕн те айăплăпăр, Надежда Прохоровнăна пĕркун тĕрмене хупнине, ĕнер каллех арестлеме тапаннине те терĕс тесе шутламастап. Урах нихçан та унашкал ĕçсемпе кӳрентермĕпĕр сире!

Энĕшкассисене çапла йăпатса ăсатнă хыççăн Улитин Шупашкара тухса кайрĕ.

 

VIII

Икĕ вăрă-хурахне чул çыхса Атăла путарнă, тиек бурлаксен ĕçне ырланă, урăх нихçан тивĕçсĕр кӳрентермĕпĕр тесе сăмах та панă, энĕшкассисем пурпĕр тăнăçланса çитеймерĕç. Халь ĕнтĕ вĕсене тӳре-шарасем килсе айăплассинчен ытла вăрă-хурахсен утаманĕ алăран вĕçерĕнни сехĕрлентерчĕ. Вăл тавăрма пултарас пирки никам та иккĕленмерĕ, Ĕлĕкрех Хĕлип те çапла тунине пурте астăваççĕ. Инкек кĕтмен çĕртенех йăтăнса анасран сыхă пулма урам хураллине тăватшарăн тухма йышăнчĕç.

Малтанах Сантăр мăнукĕ икĕ вăрă-хураха тытма ăс çитернĕшĕн савăннăччĕ, асаплантарса тĕпченĕ çĕре те хутшăннăччĕ. Утаманĕ шĕкĕрех юлни ăна та хуйха ӳкерчĕ. Ванюка арăмĕпе иккĕшĕ те тарăха-тарăхах ятларĕç. Çапах пĕр тунă япалана çĕнĕрен сӳтме çук. Пăшăрханса çӳрерĕç-çӳрерĕç те усал сас-хура илтĕнменнипе лăпланнă пек пулчĕç. Шăматкун мункун мунчи хутрĕç.

Уляна вăрă-хурахсене тĕшмĕртни тĕрĕсне çирĕплетме пултарнăшăн Ванюк питех савăннăччĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ кăмăлçăрри ирĕксĕрех тарăхтарчĕ. Анчах çамрăкăн сатур кăмăлĕ хăвăрт юсанчĕ. Мункуна хатĕрленнĕ май чĕрене хускатнă сас-хурасене йăлтах манчĕ.

Çапла вĕсем мунча кĕрсе тухрĕç, хăй çутрĕç. Каçхи келле кайиччен Ванюк выртса канасшăнччĕ, кукамăшĕ куренесрен тӳссе ирттерме шутларĕ. Кĕçĕрхи çĕр çывăракан пит пысăк çылăха кĕрет имĕш. Кун пек чухне вăхăт вăраххăн шăвать. Ниçта кайма, никампа калаçма.

Пӳртре сехет тавраш çук та, мĕн ĕмĕртен сăнама хăнăхнăран çурма çĕр çывхарнине сисрĕç. Валюк васкаса тумланчĕ. Çийĕнче хура пуçтавран çĕлетнĕ пиншакпа шăлавар, уринче хром атă. Кăвак сатин кĕпи çинчен шараçла пиçиххи яраписене сулахаялла усăнтарса çыхнă, пуçĕнче ялккас.

— Вăт пулчĕ те... — хăйпе хăй киленсе калаçса илчĕ Ванюк.

Наçтик яланхи пекех мăнукне куç туллин курса савăнчĕ. Ах, çав Уляна çемйипе, тӳре-шарасемпе çыхланмасан, пурнăç мĕн тери авăнччĕ. Вĕсенчен телейли пулас та çукчĕ-и, тен. Халь чĕри мăнукĕн ăраскалĕшĕн канăçсăрланни иртеймен пирки ӳпкелесерех астутарчĕ:

— Чипер çӳре эс унта. Тем курса ларăпăр тата.

Ванюк ăнланчĕ, йăпатма васкарĕ:

— Кукамай, тем ан шухăшла. Турă çуртĕнче усал сывлăшсем тапăнаймĕç. Тапăнсан та, айккинелле сирсе хăварма тăрăшăпăр! — Ванюк револьверне кăларса кăтартасшăнччĕ, кукамăшĕ пушшех хăраса ӳкесрен тӳссе ирттерчĕ. Хунарне çутса тухса кайрĕ.

Улянасем патне çитçе алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах:

— Эсир хатĕр-и? — терĕ.

— Хатĕр! — хаваслăн хуравларĕç Анахвиспе Коля. Анахвис ретнелле тĕртнĕ улачаран çĕленĕ, аркипе çаннисене шăтăкла тытнă кĕпе тăхăнна, кăвак сатин саппун çакнă. Ун арки те шăтăклаллă. Мăйĕнче Ванюк Хусантан илсе килнĕ мăйçыххи, пуçĕнче те вăл парнеленĕ тутăрах, уринче — пушмак. Анахвисĕн кунтан чаплă кĕпепе тутăр пур та, хăй тĕртсе тунипе, Ванюк парнисемпе юсанас килчĕ.

Ванюк хĕр çине тимлесерех пăхрĕ те савăннине пытараймарĕ:

— Ай-уй, йăмăкăм! Эсĕ ытармалла мар чипер-çке! Анахвис вăтанса кайрĕ. Çавăнтах тăрăхланăн та туйăнчĕ ăна.

— Шăллăм, шăллăм... Эс манран кулнине курас мар тенĕччĕ-çке?

— Кулса мар, йăмăкăм. Чунтан калатăп: сан çири пек чаплă кĕпене ниçти пасарта тупаймăн. Санран чипер хĕр те прихучĕпе çук. Кольăпа иксĕмĕре кăçалах арча çине ларма ан лектĕр!

Анахвис кăмăлĕ пăсăлма хăтланчĕ. Ма арча çине ларасси çинчен калаçать-ши вăл? Анчах вăрахах тăсмарĕ, шăллĕ хисеплесе шутленине ĕненчĕ.

— Малтан сан туйна курăпăр-ха, шăллăм, — терĕ хĕр, чаплă пуставран çĕлетнĕ хысне тăхăннă май. — Вăт, ĕнтĕ кайма та юрать.

Коля та Ванюк йышшиех тумланнă — пиншак, сăран атăпа ялккас тăхăннă.

Уляна савăнса та çуйланса юлчĕ. Анахвис Ванюк çине хальчченхи пек çеç пăхманнине, каччи çав-çавах улшăнманнине асăрхарĕ вăл.

Урамра Ванюкпа Коля Анахвисе ик енчен çавăтрĕç. Çырма хĕррине çитсен, чарăнчĕç.

Çанталăк уярах маррипе тĕттĕм пулмаллаччĕ, умра та хыçра çутăсем йăлтăртатни кичемлĕхе сирчĕ. Тӳпере çăлтăрсем йышĕпĕх çĕр çине аннă тейĕн. Ав, хăш-пĕрисем çырмана путса куçран çухалаççĕ, теприсем унтан тухса сăрталла хăпараççĕ. Кусем ĕнтĕ пĕтĕмпех чиркĕве каякансен хунарĕсен çутисем. Хутран-ситрен пăшал пенĕ сасăсем каçхи шăплăха çурса янлаççĕ.

— Чумари юлташ! — систерчĕ Ванюк.

Çав самантрах иккĕшĕ те револьвер кăларса харăс печĕç.

— Ай-уй! — шарт сиксе лапчăнчĕ Анахвис. Шăллĕсем аллинчен тытман пулсан ӳкĕччĕ те-и, тен. — Мĕн турăр эсир?! Чуна кăлараттăр!

— Çавăн пек эпир! Пирĕн çума пырса ан çыпçăнăр! — терĕ Коля кула-кула.

Вĕсене курмалăхне умра та хыçра кĕрĕслеттерчĕç. Ванюксене патрон сахалли чарчĕ. Инкек тавраш сиксе тухсан, патронсăр мĕнех тăвайăн?

Ванюк ахаль те таврари каччăсенчен чаплăраххи. Ăна курасшăнах пасара е чиркĕве çӳрекен хĕрупраç та сахал мар. Юлашки виç-тăват кун хушшинче чапĕ ун пушшех ӳсрĕ: вăл упа тытнă, Атăлкассинчи тӳре-шарасене шывра иштернĕ, хăйсене арестлеме Энĕшкассине пынисене хулăпа ислетсе янă. Ахаль мар ĕнтĕ ăна чиркӳ картишне пухăнса тăнă çамрăксем тин курнăн кĕтсе илчĕç. Вăл паллашма кăмăл тусан, нихăш хĕрĕ те пăрăнмĕччĕ. Анчах кунашкал пуласса никам шанмасть. Пасарта е чиркӳре, улăх-йăлăмра чухне те Анахвиспе иккĕшĕ йĕкĕреш пек уйрăлмасăр çӳренине пурте пĕлеççĕ. «Чăнах, çав хĕрте мĕн тупнă-ши вăл? Ыттисенчен мĕнпе лайăх-ши Анахвис?» — кĕвĕçнĕ хăшпĕрисем. «Вĕсем савнилле мар, тăван шăллĕпе йăмăкĕ пек туслă», — текенсем те пур, анчах куна та ĕненсех каймаççĕ. Халь те акă, çĕтĕк чунлисене тарăхтарасшăн пекех, алăран ал тытса, ушкăн патне пычĕç. Кунта Атăлкассинче тӳре-шарасене шыва кĕртнĕ çĕре хутшăннă йĕкĕтсем ытларах. Пуринчен малтан çавсем саламларĕç:

— Юман Паттăр! Чумари! Мĕнле пурăнатăр?!

— Калама çук лайăх! Хăвăр мĕнле?

— Эпир те çавах! Хулăпа çунтарса тикĕт сĕрнĕ чухне эсреметсем сысна пекех çухăрашрĕç пуль?!.

— Çук, шереметсем, çухăрашма мар, тав турĕç, ӳлĕмрен тата вирлĕрех шаккасса шанатпăр тесе уйрăлчĕç.

Çапла шӳтлекеленĕ хушара Ванюкпа Коля çамраксене ал парса тухрĕç те пĕр-пĕрне куç хĕçрĕç. Унччен те пулмарĕ — револьверĕсеве кăларса тӳпенелле кĕрĕслеттерчĕç.

— Ай-уй!

— Пĕтрĕмĕр!

— Ĕнел шеремечĕсем... Мĕн пулчĕ сире?

— Уй, Ванюк... Çав териех сехре хăпартмасан юрамĕччĕ-ши? — тăна кĕнĕçемĕн шӳтлесе те чăнласа ӳпкелерĕç хĕрупраçсем.

— Ĕнел чиперккисем, ĕненĕр... Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ ятпа сире чуптума килнĕ эпир.

— Сан чуптумалли пирĕнсĕрех пур, Ванюк!

— Анахвис çилленесрен хăрамастăн-и?

Ĕнел хĕрĕсем йĕпĕсленине Анахвис халиччен те куркаланă, шута хурса кăна кайман. Халь темшĕн именчĕ. Тивĕççĕн хуравламасан, пушшех куласса сиссе:

— Йӳç кăшманах çав эсир... Пирĕншĕн ма чĕрӳсене хускататăр-ши? Шăллĕпе йăмăкне кирек хăçан чуптусан та килĕшӳллĕ. Тул çутăлсанах унпа сире те чуптума лекĕ-ха. Пăркаланса ан тăрăр вара! — терĕ.

— Санран тытса илсех ыталăпăр!

— Ырана çитер-ха, мĕнле пулать унта!

— Туятăп, шереметсем, сирĕн хушăра Христоса хисепе хуманнисем те пур иккен. Унсăрăн «ыран мĕнле-ха унта» тесе пакăлтатмăттăр!

— Çук, çук, нихăшĕ те хирĕç мар! — Атте-анне йăлинчен иртеймĕпĕр!

Кĕлле кĕме хыпарласа чан çапрĕç, çавăнпа хаваслă тĕлпулăва тăсма текех пулмарĕ.

Хурал пӳрчĕ тĕлĕнчен иртнĕ чухне Ванюк куçĕ умне пулни-иртнисем тухса тăчĕç. Ан тив, ку пӳрт кивелнипе пăхма кичемленнĕ те, уншăн вăл çаплах чаплă çуртран та пахарах. Вунă çул каярах вĕсем Анахвиспе иккĕшĕ çак прихут шкулне килсе кĕнĕ. Ачисене вĕрентме тăрăшакансем йышланнипе Ванюксем пынă çĕре арçын ачасемпе ларма вырăн та юлманччĕ. Ун ирĕксĕрех хĕрсен партти хушшине, Анахвиспа юнашар, вырнаçма тиврĕ. Анчах пĕр-икĕ уйăхран, хĕле кĕрсен, ăшă тумтир çуккипе нумайăшĕ вĕренме пăрахрĕç. Шкул пущанчĕ. Пĕрремĕш класра аллă ачаччĕ. Тăватă çул вĕреннĕ тĕле вунсаккăрăн тăрса юлчĕç. Кирек мĕнле пулсан та, хăйсене вĕрентнĕ учителе, тăрăхларах пит-куçлă Дмитрий Осипович чăваша, ĕмĕрне те манас çук. Кирлĕ чухне ятлатчĕ, ашкăнакансене пăрçа çине чĕркуçлентеретчĕ, линейкăпа шаккаса куçран-пуçран вут кăларнă тĕлсем те пулнă, пурĕпĕр тăван пекех туйăнатчĕ. Вăл çĕре кĕнине илтсен, Анахвиспа Ванюк çывăх çыннине çухатнăн макăрнăччĕ.

Ыттисемпе пĕрле Ванюксем те чиркĕве кĕчĕç. Каçхи кĕлĕсене халиччен те çӳрекеленипе кунта ытлашши йӳпсемелли темех пулас çук пекчĕ. Апла мар иккен. Маччаран çакăнса тăракан утмăлтурат çуртисене пурне те çутни, стенасем çумĕнчи лампаткăсем симĕсĕн-кавакăн, хĕрлĕн çунни, иконсене чечеклени, чиркӳре темле хавхалану пурри ĕненекенсен чĕрине тыткăна илчĕ. Çурта сутса тăракан Касмуххаран Ванюк çирĕмшер пуслăх виçĕ çурта илсе таврăнчĕ, иккĕшне Анахвиспа Кольăна тыттарчĕ.

Çынсем хушшипе хĕсĕнкелесе иртсен, Ванюкпа Коля сылтăм енне пăрăнчĕç. Анахвисĕн те вĕсемпе пĕрле тăрас килетчĕ, ним тума, хĕрарăма сылтăм енне каçма юрамасть. Йăли çавнашкал. Анахвис ирĕксĕрех сулахай енчи хĕрарăмсен ретне кĕрсе вырнаçрĕ.

Кĕçех пуп килсе алтаре кĕрсе кайрĕ. Паян пит савăнмалли каç та, пупшăн çав-çавах сĕм вăрманта çӳренĕн туйăнать. Павăл арманне тустарни, съездра çапăçса кайни çитмен, Атăлкассинче тӳре-шарасене шыва тыта-тыта ывăтнă. Энĕшкассинче милиционерсене хĕнесе пĕтернĕ. Çитменнине, камсен ĕçĕ-ха çакă? Йăлтах çамрăксен. Катăршнăй ывăлĕ ертсе пынă теççĕ. Ку çамрăка лайăх пĕлет вăл. Ăна Михха хĕрĕпе çураçнă. Тĕмшерте шкул уçнăранпа ун пек ăста вĕренекен ача пулнине астумасть. Турăпа патшана юрăхлă çын тăвас тесе, вăл Ванюкпа темиçе хут та калаçнă. Тăн пама, тĕне парăнтарма тăрăшнă. Çук, ашшĕ-амăшĕн юнĕ хăватлăрах иккен. Хăй пуçтахланни сахал, прихутри çамрăксене те Вăхăтлăх правительство тӳре-шарисене хирĕç тăратнă. Мĕн вĕрентни сая кайрĕ. Влаçри çынсем çавсене парăнтарайманни тарăхтарать ăна. Катăршнăйĕ хăй таврăнса мĕн кăтартĕ тата? Пупăн ирĕкĕ пулсан, персе пăрахнипе çеç çырлахмĕччĕ, суя тĕн саракансем тесе, вут çине пăрахса çунтарĕччĕ.

Кĕçех вăл ылтăн укапа чĕнтĕрленĕ чаплă тумĕпе алтарьтен уйăх пек çуталса тухрĕ. Ĕненекçнсем пуç тайрĕç, сăхха печĕç. Пупăн куçа йăмăхтаракан тумĕ, клирос çинче хавхалануллă юрлани, кашниех çунакан çурта тытса тăниçынсен кăмăлне çемçетме, чиркӳ енне çавăрма шутласа кăларнă мыскарасем. Ку тĕлĕшпе пуп таврашĕсен çĕршер çулхи сăнав пур. Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ тесе ĕнентерме тăрăшни те çав шутах кĕрет. Алтарьте тупăк евĕр япала тăрать. Çийĕнче Христос сăнне ӳкернĕ картина. Ăна кантăкпа витнĕ. Унта Христос ӳчĕ выртать имĕш. Вăхăт çитсен, ăна чиркӳ тавра йăтса çаврăнаççĕ те малти утмăлтурат айне лартаççĕ. Çавă чĕрĕлни пулать иккен.

Ĕненекенсен чĕрине парăнтарасшăн пуп янравлă сассипе кăшкăрчĕ:

Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ!

— Чăн-чăннипех чĕрĕлнĕ! — хуравларĕ пĕтĕм чиркӳ пĕр харăс.

Каçхи кĕлĕ тул çутăлсан тин вĕçленчĕ. Ванюкпа Коля чан çапма васкаççĕ. Урăх никам та хăпарма ĕлкĕреймен-ха, хуралçи кăна аппаланать. Пĕр ĕç йăлăхтарса çитернипе çамрăксене вăл хаваспах ирĕк пачĕ. Ванюк мăн чанне çапакан хăма çине пусрĕ. Унтан вакăрах чан чĕлхисенчен çыхнă кантрасене алли çине яваларĕ. Коля вĕтĕр-шакăр чан кантрисене тытрĕ те тӳрех чанкăлтаттарма пуçларĕ. Ванюк пысăкрах чанне туртса çапрĕ. Вара мăннине кĕрлеттерчĕ. Ак хайхи чансем çĕр саслăн янлама тапратрĕç.

Тата темиçе çын чупса хăпарчĕ. Ватăраххисем те пур. Ванюксене вĕсем чарăнма хушрĕç. Анчах лешсем кăмăлĕ тулмасăр та çапма пăрахмарĕç.

Кольăпа Ванюк чупса аннă çĕре ирхи кĕлĕ пуçланнă. Халь камăн чиркĕве кĕрсе пăчланас, çурта шăршине çăтса тăрас килтĕр! Ирхи сывлăш ытла та уçă-çке. Тата чиркӳ тулашĕнче ярмарка. Кунта прихут сутуçисем çеç мар, ытти çĕртен те пухăннă. Ĕлĕкхи пек темех çук та, укçа пуррисем пурпĕрех темтепĕр туянма пултараççĕ. Каччăсене ярмарка çеç мар, урăххи те илĕртет. Паян мункун ячĕпе кирек кама чуптума та ирĕк, именсе кăна ан тăр. Ванюкпа Кольăн та çав шухăшах. Хапха патĕнче Анахвис кĕтсе илчĕ.

— Ăçта кайса çухалнă эсир? — ӳпкелерĕ вăл.

— Эпир чан çапрăмăр!

— Ух, ача... Çавăнпа чан сасси уксахларĕ пуль-çке! Камсем хăпарнă-ши çавăнта тесе тăратăп.

— Эсĕ ху уксахлатăн! — аппăшĕ кулнине сасартăк татрĕ Коля.

— Юрать-çке ĕнтĕ, лайăх çапнă пултăр. Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ!

— Чăн-чăннипех чĕрĕлнĕ! — Коля аппăшне чуптурĕ. Мункунра Ванюкпа Анахвис мĕн пĕчĕкренех кирек кам умĕнче те ним именмесĕр чуптунă. Урăхлă пулма та çук пек суннă вĕсем. Халь, Ванюк чуптăвасса кĕтнĕ май, Анахвис чĕри мĕншĕн çуйланса варкăшать-ши? Мĕншĕн халичченхи пек хăйне хăй ирĕклĕн туймасть-ши?

Вĕсем çын сисиччен тенĕ пек чуптуса илчĕç.

Турă çырлахтăр, Ванюк тути перĕнсенех, Анахвис ăшчикне шĕл-кăвар кĕрсе ӳкрĕ тейĕн, пит-куçĕ пĕçерсе кайрĕ, юнĕ вĕриленсе чупа пуçларĕ. Кунашкалне нихçан та туйман-çке? Ирĕксĕрех питçăмартине сăтăркаласа илчĕ. Ванюк ним чухлĕ те улшăнманни хĕре пуçламăш хут эрлентерчĕ. Хальчченхи пек шакăлтатас вырăнне чĕмсĕрленчĕ.

— Ĕнтĕ ярмаркана каятпăр! — йыхăрчĕ Коля.

Вĕсем чи малтанах Энĕшкасси çамрăкĕсем патне пычĕç. Сыхлăхлă пулма, пĕр-пĕринчен ытлашши уйрăлса çӳреме кирлĕ марри çинчен калаçса татăлсан, ярмарка урамне кĕчĕç. Кунта ĕнтĕ Ĕнел прихутĕнчи пĕтĕм яш-кĕрĕм пухăннă. Каччăсем хĕрсене канхвет, премĕк илсе парнелеççĕ. Акă яла таврăнсан, улахрах вырăнта, хĕрĕсем вĕсене мăйăр çитерĕç.

Ванюкпа Кольăн та укçа пур. Кучченеç илсе памалли Анахвис çеç. Пĕр лавкка умĕнче чарăнчĕç те:

— Йăмăкăм, кăмăлна мĕн килет, çавна кала! — терĕ Ванюк.

— Аюк, шăллăм! Канхветпе премĕк таврашне чиксе çӳреме эп текех ача мар! — хирĕçленçи турĕ Анахвис.

— Апла хамăр суйлатпăр!.. — Ванюк чи лайăх канфет çине тĕллесе кăтартрĕ. — Икĕ кĕрепенкĕ тайтар!

■ Страницăсем: 1... 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20