Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
Кил хушшинче ури-аллисене çыхнă, çăварĕсене тăлавар чикнĕ эсреметсем выртаççĕ. Хăшĕсем аяк шăмми хуçăлнăран йынăшаççĕ, теприсен пуçĕ е çамки çине мăкăльсем туха-туха ларнă. Вĕсем çапах та айван ăслă çамрăксем мĕн хăтланнипе çырлахĕç те вĕçертсе ярĕç тесе шутланăччĕ, Ванюк сăмахĕсем ăшчикĕсене пăр кĕртсе ӳкерчĕç.
— Чумари юлташ, кукаçупа Натюш аппуна казаксем мĕнле илсе кайнине астăватăн-и?
— Конешнă, Юман Паттăр! Вĕсене йĕнер çумне кăкарса чуптарнă.
— Мухтама тивĕç. Тăнпуçа çухатман-ха эсĕ, çын пулас шанăç пур. Анчах пирĕн йĕнер çук-çке?
— Ним те мар, Юман Паттăр! Виçĕ лавăн ултă турта. Кашнин çумнех кăкарăпăр та тройка кулнĕ пек пулĕ. Шăнкрав çуккишĕн кăна кăштах пăшăрханмалла. Çĕр çĕмĕрсе ăсатаймастпăр!
— Кăкарса ăçта илсе каятпăр? — ыйтрĕ çамрăксенчен пĕри.
— Çавна та чухлаймасан, чăннипех шеремет эсир! Е пирĕн асатте-аттесене хурăн хуллипе ăçта çунтарнине илтмен-и?
— Хурал пӳртне илсе каятпăр!
— Ĕнтĕ урисене салтăр та кашни турта çумне пĕрерĕн кăкарăр!
Малти лав ларкăчĕ çине Коля хăпарчĕ, лашана хăваларĕ. Павăлпа Ваймистров туртăннине асăрхасан, чăпăрккапа тăсса çапрĕ.
Çутăра пулсан, Энĕшкасси ялĕ кулса вилĕччĕ е хăраса ӳкĕччĕ. Халь урам хушши шăпах. Ялйыш ним туйми çывăрать.
Пус хапхи патне юлнă çамрăксем пакурĕсене йăтса тухрĕç, темиçе тĕле чул пухса хатĕрлерĕç. Милиционерсем лавпа килессе кĕтеççĕ. Тем вăхăтран виççĕн чупса килнине асăрхарĕç. Камсем-ши? Çывхарса пынăçемĕн виççĕшĕ те ют çынне тавçăрчĕç. Çавсем кусем, Ванюксем хускатса янăскерсем. Çитсенех хапхана турткаларĕç, çирĕп çыхса лартнине ĕненсен, самантлăха ним тума аптраса тăчĕç. Вара хăйсĕм хушшинче пакăлтатрĕç:
— Мĕн пăхса тăратăр?! Салтăр хăвăртрах!
— Е хăваласа çитессе кĕтетĕр-и?!
Пĕри салтма хăтланчĕ. Çав вăхăтра темиçе енчен ывăтнă чулсем шăхăра-шăхăра çитрĕç, хăшне пуçран, хăшне çурăмран е çамкинчен лекрĕç. Милиционерсем тăна кĕме ĕлкĕриччен чулсем тепĕр хут çитее ӳкрĕç. Пĕри наганĕпе пеме хатĕрленсе пăхкаларĕ. Ниçта никам курăнман пирки кăшкăрчĕ:
— Кам унта?! Мĕн айкашатăр?! Астăвăр, перетĕп! Унччен те пулмарĕ — тахăшĕ ывăтнă чул муклашки милиционер çамкине пырса çапăнчĕ. Лешĕ сасартăках хăйсене хупăрласа илнине сисрĕ. Тарса хăтăлмасан, куçа сиктерсе кăларĕç. Вара текех ним шутласа тăмасăр укăлча хапхи урлă ярăнтарчĕ. Ăна курмалăхне ыттисем те тапса сикрĕç. Хăйсем хăравçăланнине сиресшĕн револьверсенчен кĕрĕслеттерчĕç.
Çамрăксем хӳтлĕхрен тухрĕç. Укăлча карти çине хăпарса кăшкăрашрĕç:
— Охо-хо-хо-хо!
— Тытăр! Тытăр!
Револьвер сассисем инçетрен инçете кайса çухалчĕç.
— Куянла чупаççĕ!
— Йытă та хуса çитеймĕ!
Урам тăрăх лавсем тĕрлеттерсе килни çамрăксен хаваслăхне татрĕ. Тепĕр хут сисчĕвленчĕç.
— Юлашкисем мар-и?
— Атьсемĕр, хӳтлĕхелле кĕрер! — йыхăрчĕ пĕри. Çамрăксем ывăçласа сапнă пăрçа пекех саланчĕç, аллисене чул тытрĕç. Анчах мĕн тамаши ку? Турта çумне çынсене кăкарнă-çке! Милиционерсем Юман Паттăрсене тытса каяççĕ-им? Çамрăксем пĕр çуйланчĕç, пĕр тăвăлланчĕç. Тем пулсан та, юлташĕсене çăлса хăварма шутларĕç. Лавсем инçех мар ĕнтĕ. Малти тăрантас çинче ларса пыракансенчен пĕри кăшкăрчĕ:
— Охо-хо-хо-хо!
— Кам сасси?
— Юман Паттăрăн мар-и? — Апла камсене кăкарнă?
— Шереметсем, ăçта эсир?
Иккĕленмелли çук, Юман Паттăр сасси. Çамрăксем хӳтлĕхрен чупа-чупа тухрĕç, малти лава сырăнса илчĕç. Мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен Ванюк ыйту пачĕ:
— Ыттисем кунталла килмерĕç-и?
— Килчĕç! Укăлча урлă каçса тарчĕç!
— Патăмăр та, ваçка, чулпа!
— Ĕлккен! — терĕ Ванюк хаваслăн. — Тарнă пулсан хăямата. Тыткăна çакланнисене суд тăвăпăр!
Ан тив, çамрăксем суд умне тăрса курман та, мĕнле пулса иртнине илткеленĕ. Ахальтен-им Енелпе Пиш çĕр общинисем утравшăн темиçе çул судлашнă. Ĕнел халăхĕ Мнххапа судлашнине те пĕлеççĕ.
Сĕтелпе тенкел кăларса лартсан, Ванюк хушрĕ:
— Чумари юлташ, тилхепе салтса кил-ха!.. — Лешĕ илсе пырсан ыйтрĕ: — Сирĕн шутпа мĕнле, çакма тӳсеет-ши?
— Мăшăрласа çаксан та татăлас çук! — çирĕплетрĕ Коля.
— Тӳсет! Тӳсет! — сĕрлерĕç ыттисем.
— Ĕнтĕ эсреметсене çавăтса килĕр.
Çамрăксем кула-кула милиционерсене турта çумĕнчен салтрĕç, урисене çĕнĕрен тăлласа, сĕтел умне пăрахрĕç.
Ванюк малтанах Улянасен сехрине хăпартнинчен пуçласшăнччĕ. Кусар сăмсалли çавă ĕнтĕ. «Натюша тытма килнисемех мула çаратрĕç» тенине аса илчĕ те тĕрĕссипе тĕрĕс маррине тĕпчесе пĕлме шутларĕ.
— Йăмăкăм, Натюш аппана тытса кайнă, арчасене тустарнă эсреметсем кунта пур-и?
— Пур... Авă! — айккинерех выртакан икĕ милиционер çине кăтартрĕ Анахвис.
Çамрăксем сасартăках шӳтлеме-кулма чарăнчĕç. Улянасем патĕнче эсреметсем мĕн хăтланнине лайăхах пĕлмеççĕ те, Натюша милиционерсем тытса кайнă, çавсемех Анахвис япалисене çаратнă тенине илтме ĕлкĕрнĕ. Вăрă-хурах такамăн кăмăлне те тăвăллантарĕ. Хушăран хаяр сасăсем тапса тухрĕç:
— Пуçĕсене пăркăчламалла!
— Атăла кайса ямалла!
— Сирĕн шухăшăрпа килĕшетĕп, шереметсем. Анчах асапланас килмĕ вĕсен, кутăнланмасăрах каласа парĕç.
— Тĕпчеме пуçлас! — каллех шавласа илчĕç çамрăксем. Ванюк пĕр милиционерне çухавинчен тытса тăратрĕ, çăварне тĕркелесе чикнĕ тăлавар татăкнĕ кăларчĕ. Вăрă-хурах çуйхашма тапратрĕ:
— Мĕн хăтланатăр эсир?! Ярăр пире!
— Хупла çăварна! — çухавине хытăрах тытса пăчăртарĕ Ванюк. — Çывăракан халăха вăратса кăларас тетĕн-и? Е вĕсем мĕн тума пултарасса мантăн-и? — Вăрă-хурах чĕмсĕрленчĕ. Ванюк юри хутне кĕнĕн шухăшне малалла тăсрĕ: — Луччă хамăр çеç чухне ним пытармасăр каласа пар. Кам эсĕ? Ăçтисем? Ман йăмăкăн мулне кампа çаратрăр? Сирĕн ытти юлташăрсем ăçта? — Ванюк ун хуравне кĕтнĕ май çивĕч куçĕпе тинкерчĕ. Лешĕ шарлас шутлă маррине сиссен, сасартăках кăшкăрса пăрахрĕ: — Чĕлхӳне çыртса хăтăлас терĕн-им?! Кала! — Револьверне сĕтел çине хучĕ. Тӳре-шарасем айăпланакансене хăратма çапла айкашаççĕ тенине илтнĕ вăл.
— Кала, эсремет! Унсăрăн пуçна каялла пăрса лартатпăр! — Ванюк шухăшне çирĕплетрĕç ыттисем те.
Вăрă-хурах çамрăксем шӳтленипех ирттермессе татăклă ĕненчĕ. Хăйсене хăратса е йăпатса кăна хăтăлма май пур пек сунчĕ, ыратнине мансах хăюллăн тавăрчĕ:
— Эпĕ камне, ăçтине кантурта пĕлеççĕ. Кирлĕ пулсан, унта кайса ыйтăр. Халь мана çамрăк хĕр питех телĕнтерчĕ: мулне тупса панăшăн тав тăвас вырăнне элеклеме пикенчĕ.
— Эс ху элекçĕ! Вăрă-хурах!
Лешĕ куна чĕрине хумарĕ. Уксе юлса çухаласран хăранăн шухăшне çине тăрсах малалла тăсрĕ:
— Эсир, ачасем, хăвăр мĕн хăтланнине хăвăр та чухламастăр. Пире тустарнипе влаçа пĕтерес çук. Ыранах çĕршер салтак, çĕршер казак пулеметсемпе килĕç те, сире çеç мар, аннӳсене те персе пăрахĕç. Яла кăмрăкпа кĕл туса хăварĕç. Мĕншĕн тесен эсир власть çине ал çĕкленĕ. Хăвăра шеллесе калатăп: ытлашши шала кĕмен пек чухне салтса ярăр!
Çамрăксене ирĕксĕрех шик кĕчĕ. Ялĕнче казаксалтаксем алхаснине пĕлеççĕ-çке. Эсреметсемпе çыхланнăшăн ӳкĕнекенсем те тупăнчĕç. Вăхăт пур пек чухне салансан авантарах мар-ши? Мăшкăлласа кулнипе çитĕ. Пĕри кайсан, ун хыççăн ыттисем те саланĕччĕç. Пуçараканĕ пулмарĕ, Ванюк мĕн хăтланасса кĕтрĕç.
Ванюк пĕр хушă йĕнченĕ пек пулса тăчĕ. Çапăçнă вăхăтра ку шухăш ăна пырса кĕмен. Тӳре-шара астутарни ахаль пулмасси паллах. Юлташĕсем сехĕрленнине те сисет. Анчах хăраса вĕсем май çаврăнса ӳкес вырăнне чĕрине хытарчĕ. Халь каялла чакни, вăрă-хураха тăрă шыв çине кăлармасăр вĕçертни йăмăкĕнчен кулни пулĕччĕ. Эсремет ăна пĕтĕм çамрăк умĕнче элекçĕ терĕ-çке.
— Ахă, шеремет... Эпир сана ним пытармасăр каласа парасса шаннăччĕ, вара чиперех ăсатасшăнччĕ. Эс ун йышши мар иккен. Айăлна йышăнса каçару ыйтас вырăнне пире юнама пăхатăн, ялйыша асаплантарассипе, çурт-йĕре çунтарассипе хăратасшăн!.. Шереметсем! — чĕнчĕ тантăшĕсене Ванюк. — Ку кашкăртан хăтăлас, вăл пирĕн çине инкек-синкек ан ятăр тесен, мĕн тумалла?
Юлташĕ хăюллăн калаçни çамрăксене тепĕр хут чĕрĕлентерчĕ.
— Мĕнни паллах, тилхепене ахальтен салтса килмен! — терĕ Коля.
Ыттисем те шавласа кайрĕç:
— Тĕрĕс! Хапха кашти урлă çакас!
— Урăх пире хăратса ан пурăнччăр!
— Ну вăт, шеремет, халăх сăмахне хăвах илтрĕн. Сăх-сăх. Çылăхусене турă каçартăр!
— Ачасем, тăна кĕрĕр! Кайран хăвăрах йывăр килĕ! — çуйхашрĕ вăрă-хурах.
— Ахă, çав-çавах юнатăн иккен?! Лутра яла куçарсан, аллусем çĕкленеймĕç! Петле хурăр!
Коля йăлă туса вăрă-хурах мăйне тăхăнтарчĕ. Тилхеперен сĕтĕрсе те хыçалтан тапа-тапа хапха кашти айне илсе пычĕç. Тилхепе вĕçне ывăтса кашта урлă каçарчĕç, чăнах та туртса пурантарас пек кăтартасшăн, пĕтĕм сасăпа юрласа ячĕç:
Инке терĕм, мĕн терĕм,
Ăш мунчана пыр терĕм.
Идет ходом, водом.
Идет веселее!..
Вăрă-хурах тӳсеймерĕ, пĕтĕм чĕререн хăраса хурлăхлăн йăлăнчĕ:
— Чуна хăварăр, тархасшăн! Пĕтĕмпех каласа паратăп!
— Шереметсем, пушатăр-ха эппин! — хушрĕ Ванюк. Вăрă-хурах ураран ӳкрĕ. Такама тем туса пăрахма хатĕр тискер йĕрĕх тылă витĕр кăларнăн выртать. Ванюк ăна çухавинчен тытса тăратрĕ.
— Эпир шӳтлеменнине хăвах чухлатăн. Çакман пек чухне пирĕн ыйтăва хуравлама васка. Унсăрăн тепĕр май та шухăшлама пултаратпăр!
Вăрă-хурах юлташĕсем еннелле тинкерчĕ. Лешсем те ун çине шăтарасла пăхаççĕ. Вĕсен йăли — хăв пĕтсен те юлташна упраса хăвармалла. Ку саккун куç умне инкек сиксе тухиччен питех çирĕп. Мăйкăч тăхăнтарса такан патне илсе пырсан, çийĕнчех арканать. Пурнăç хаклă-çкĕ. Çак кăна иккĕлентерет: каласа парсан, чиперех вĕçертĕç-ши? Татăклах ĕненесшĕн:
— Улталамастăр-и? Чĕрĕ хăваратăр-и? — терĕ юлашкинчен аран-аран тухакан сассипе.
— Ан хăра! Тивместпĕр! — терĕç çамрăксем.
— Сăмах паратпăр! — çирĕплетрĕ Ванюк та: — Ĕнтĕ кала!
Вăрă-хурах тем вăхăт шарламасăр выртрĕ. Вара юлташĕсем ан илтчĕр тенĕ пек пăшăлтатрĕ:
— Хĕрача тĕшмĕртни тĕрĕсех. Вĕсен мулне эпир çаратрăмăр. Кайран тупса паранçи турăмăр...
— Кампа çаратрăр?
Тепĕр вăрă-хурахĕпе Ваймистров сивĕ тытнă пек пулчĕç. Астутарса хытарма çук, çăварĕсенче тăлавар.
— Ну?!. — вăрă-хурах чĕмсĕрленсенех васкатрĕ Ванюк.
— Ав çавăнпа пĕрле... — сулса кăтартрĕ Анахвиссем патне пынă тепĕр милиционерĕ енне.
Ванюк лешĕн çăварĕнчи тăлавара туртса кăларчĕ.
— Тĕрĕс-и?
— Суять, йытă! Хăйĕн пуçне çăласшăн çынна сутать! Эпĕ Энĕшкассинче пурĕ те хĕрарăма тытса кайнă чухне çеç пулнă!
— Юман Паттăр, вăрă-хурах тунманнине хăçан курнă эсĕ?!
— Чăнах, мĕн калаçса тăмалли пур унпала?!
— Çакас! — шавларĕç çамрăксем.
— Тăхтăр-хă, шереметсем, çакиччен пуçне пăркăчлар! Çамрăксем вăрă-хурах пуçне тилхепе вĕçĕпе йăлласа çыхрĕç, пакур аври чиксе пăрма пуçларĕç. Ку та тӳсеймерĕ хайхи, юлташĕн сăмахне çирĕплетрĕ.
Çамрăксем минресе кайрĕç. Вăйă-кулăран тенĕ пекех, вĕсен куç умне икĕ эсремĕт тухса тăчĕ. Вăрă-хурах тени камăн сехрине хăпартман?! Мĕн тумалла ĕнтĕ? Вилĕм хакне ӳкерсе ирĕк памалла-и? Çу-ук... Çакланнă вăрă-хураха хăçан чĕрĕлле веçертнĕ? Анчах шаккаса пăрахма та хăю çитереймен пирки аптраса тăчĕç.
Вара Анахвис ăс пачĕ:
— Ачасем! Мĕн пăхса тăратăр?! Эсреметсене хурал пӳртне хупмалла та, тул çутăлсанах халăх пухмалла. Ан тив, халăх умĕнче явап тытчăр!
— Тĕрĕс, йăмăкăм!
— Хурал пӳртне хупас!
Шавласа илчĕç те çамрăксем вăрă-хурахсене хуллăн-пĕççĕн тытса хурал пӳртне кĕртсе пăрахрĕç.
— Шереметсем, Наум пиччене хĕненисене, Уляна аппа сехрине хăпартнисене мĕн тăватпăр?
— Мĕн тăватпăр-и? Хурал пӳртĕнче Иван пичче карçинкка авать. Хăва хулли тем чухлех ун! — астутарчĕ Коля.
Ванюк сасартăках тавçăрчĕ.
— Чумари юлташăн ăсĕ яланхи пекех малта. Хулă илсе тухăр хăвăртрах!
Кĕçех çĕклемпе хулă йăтса килчĕç. Павăла пĕчĕк ачана тыткаланăн тенкел çине вырттарчĕç, çыхса хучĕç.
— Вăт çапла, шеремет комиссарĕ. Паян шыва кĕртсе ят хуни сахал терĕн эппин, татах шыратăн. Сан аçу староста чухне Энĕшкассисене çак тенкел çинче хурăн хуллипе хĕнеттернĕ тет. Вăт, ĕнтĕ унăн ывăлĕ хăва хулли тутанса пăхтăр.
Çавăнтах хулăсем чăвăшлатни илтĕнчĕ. Пĕччен-иккĕн мар, тăваттăн-пиллĕкĕн çара çĕртен ислетрĕç. Стражниксем çунтарнă чухлех тивертеймерĕç те, самантрах Павăл çурăмĕпе купарчи хĕртнĕ тимĕрпĕ пуснăн хуралчĕ. Çăварĕнче тăлавар пулмасаи, пусма вырттарнă сысналлах çухăрĕччĕ. Халь мекĕçленсе те чĕтресе кăна выртрĕ.
Çамрăксене хулăпа çеç çапни сахал пек туйăнчĕ. Вĕсен ăна тата мĕн те пулин туса асăнтарас килчĕ.
— Шереметсем, туятăп, эсир çапнипе кăна çырлахасшăн мар ĕнтĕ. Хаяр ан сунтăр тесе, эмеллесе те ярасшăн. Эпĕ килĕшетĕп. Ураласем патĕнче тикĕт лакунĕ пурччĕ мар-и? — терĕ Ванюк.
Çамрăксем Павăл çурăмĕпе купарчине тикĕтпе хуп-хура пуличченех сĕрсе ячĕç, месерле вырттарса сăтăрма та манмарĕç.
— Вăт çапла, шеремет комиссарĕ... Суранлантарчĕç те юсамарĕç тесе ан ӳпкеле. Хуторпа Энĕшкасси хушшинче çӳренĕ чух яланах асра тыт!
Хăйне салтса ярсанах, Павăл ыратнипе çатăртатнине пăхмасăрах килнелле сиккелесе тарчĕ.
Черет Ваймистров патне çитрĕ. Ăна та çыхса вырттарчĕç те хулăпа лайăх кăна ислетрĕç.
— Мĕнле, шеремет, пирĕн ял еннĕлле татах çаврăнса пăхасшăн-и? — суранлă ӳте тикĕт сĕрнĕ май ыйтрĕ Ванюк.
— Нихçан та... Паянхишĕн эп айăплă мар, аслăрах тӳре-шарасем хушни хупларĕ. Каçарăр, тархасшăн...
Ваймистров аран-аран тăрантас çине хăпарчĕ. Ларма е таянма çук пирки йытăлла тăватă уран тармакланса, лашине хăваларĕ.
Елюк хăйне ирĕксĕрлесе арăм тунăшăн куççуль сахал тăкман. Тӳсме те йывăр çав. Мĕн пĕчĕкрен савса ӳстернĕ ашшĕ-амăшĕ вунçичĕ çулхи çамрăк ĕмĕрне шеллемерĕ, хăйсен пуянлăхне сыхă упрассишĕн ăна такама качча пачĕ. Çамрăк хĕр ĕмĕт-шухăшне ним хĕрхенми касса татрĕç. Чăнах, упăшки кам таврашне, хăш ялсене паян кунччен те пĕлмест вăл. Ыйтсан, шӳтлесе е юптарса ирттерет. Хистесен: «Сана кам таврашĕ е эпĕ кирлĕ?» — тесе хăтăрса пăрахать. Çапах куççулĕ типсе, хуйхи кăштах тамалсан, ăраскалне парăнчĕ. Упăшки йăпăлтатма тăрăшни, милиционерсем ăна хисеплесе пуç тайни, ашшĕ мулне шеллемесĕр пурнăç туса пама тăрăшни кăмăлне кăштах çавăрчĕ.
Упăшкине ăсатсан, Елюк темшĕн çывăрнă-çывăрман йăваланса çĕр каçрĕ. Ире яхăн кăтăш пулайнăччĕ — хапха умне лав тĕрлеттерсе çитнипе вăранса кайрĕ. Чӳречерен пăхса, упăшки таврăннине пĕлчĕ. Чĕри кăна лăпланаймарĕ. Хапха умне лавĕпех килнĕскер, каялла каясси паллă. Юратсан-юратмасан та, çамрăк пуçпах çĕрĕн-кунĕн упăшкинчен уйрăм кам пурăнасшăн-ши? Ваймистров тăрантас çинчен аран-аран аннине курсан, Елюк хăраса ӳкрĕ, тӳсеймерĕ, хирĕç чупса тухрĕ.
— Куçма, мĕн пулнă санă?
— Пӳртре каласа парăп... — мăкăрти сасăпа хуравларĕ те Ваймистров арăмĕ çине пăхмасăр утрĕ. Пӳртре: — Елюк, эпĕ санпа сывпуллашма кăна кĕтĕм... — терĕ.
— Куçма, мĕн сӳпĕлтететĕн? Ăçта, мĕн сиксе тухрĕ?
— Ун çинчен аçу каласа парĕ. Эпир пĕрле çӳренĕ. Халь мана ăнланма тăрăш... Эпĕ чăннипех сана чĕререн юратса качча илтĕм. Кĕске вăхăтлăха та пулин çынла пурнăç кăтартнăшăн, мана парăнса савнăшăн сана нихçан та манассăм çук. Уншăн тайма пуç... Çакна кăна маннă эпĕ: Пакăш ращинчи çынна ыттисемпе явăçма юрамасть. Кашни харпăр хăй ăраскалĕпе çырлахмалла.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...