Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Клавье хĕрĕм... — ачашшăн чĕнчĕ вăл. — Мана ылханма тивĕç.... Анчах сан макăрса хуçăлма сăлтав çук. Кăмăлна килекен каччă татах тупăнĕ. Ним шухăшсăр пурăнмалăхне, эп сан валли мул хатĕрленĕ. Пахчара хăвăл улмуççи пур. Нуша килсен, çаванта пăх..
Клавье тăна кĕчĕ те макăрма чарăнчĕ. Хаяр сассипе кăшкăрса хăварчĕ:
— Ним те кирлĕ мар мана! Сирĕн мулу çине суратăп кăна!
Лукарьене тĕнче пĕтнĕн туйăнчĕ. Чĕре хĕлхемĕпе упраса ӳстерни кăлăхах иккен. Мĕн тесе пурăннă-ши вăл çак кунччен? Мĕншĕн Мавра карчăка вĕлерттерсенех мăнастире кайман-ши? Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Лукарье сетел çинчи кăкшăма асăрхарĕ. Паян вăл ĕçсе хĕрĕн питне хăнисем умĕнче пĕçертесшĕн марччĕ. Халь аллисем хăйсем тĕллĕйех кăкшăм еннелле туртăнчĕç...
Чĕннĕ хăнасем пухăннă, лакейсем апат-çимĕç хатĕрленĕ. Сĕтел хушшине лармалли кăна — Лукарье çукки чарса тăрать. Иккĕшĕ ырă-тату пурăнмасан та, çын çинче çын пек курăнмаллине Михха асран кăлармасть. Арăмĕ çав-çавах килмен пирки пĕр лакейне хушрĕ:
— Лукерья Семеновнăна тупса кил-ха хăвăртрах! Лакей вăрахах çуремĕрĕ, таврăнчĕ.
— Ăçта вăл? — сӳрĕккĕн ыйтрĕ Михха.
— Вăл унта... — хăнасем умĕнче хыттăн хыпарлама ырă маррипе хуллен хуравларĕ лакей, — хăй пӳлĕмĕнче ӳсĕр выртать.
— Сăрнай темерĕн! — пĕр вĕриленчĕ, пĕр сивĕнчĕ Михха.
Пӳлĕме хашкаса пырса кĕнĕ çĕре арăмĕ урайĕнче юрă ĕнĕрлесе выртать:
Анне мана çуратнă чух
Шур кипкепе тытман пуль,
Телейлĕ пултăр темен пуль,
Çавăнпа эпĕ телейсĕр...
Лукарье кунашкал айкашнине Михха темиçе çул каярах курнăччĕ. Киревсĕр сас-хурасем сиксе тухнăччĕ ун чухне. Анука халăх чут çеç хĕнесе вĕлермен. Миххана хăйĕн еркĕнĕ тенипе кăна çăлăнса юлнă. Лукарье хур кӳме хăхлансан, Анук ăна вырттарсах ислетнĕ. Паян каллех урайĕнче йăваланать. Михха çиллине шăнарайман енне:
— Йыт çимен сăрнайĕ! — хаяррăн кăшкăрчĕ те арăмне хырăмĕнчен тапрĕ.
Лукарье антăхнине сасартăках шăпланчĕ. Михха шартах сикрĕ. Ирĕксĕрех пĕшкĕнсе пăхрĕ. Сывлать иккен. Ку ăна лăплантарчĕ. Михха лач! сурчĕ те, хăй çавăн йышши-тĕк выртса юлтăрах тесе тухса кайрĕ. Унсăрах ирттерĕпĕр! Ĕнтĕ хĕрĕпе каччине кăна чĕнсе илмелле. Вĕсем ăçтарах-ши? Михха çамрăксем пулма кирлĕ пӳлĕмсене, вырăнсене пăхса çаврăнчĕ. Ниçта тупайман енне, юлташĕсемпе пахчана кайнăн сунса, балкон çине тухрĕ. Хусан хĕрĕсем унта иккен.
— Эсир ман Клавьене курман-и? — ыйтрĕ Михха.
— Çук.
— Ăçтарах-ши вĕсем?
— Ним те пĕлместпĕр! — Хăна хĕрĕсен ытларах та калас килетчĕ, Клавье каçранпах йăрăсла хăтланни вĕсене тарăхтарса çитернĕ, ашшĕ умĕнче аван маррипе кăна шарламарĕç.
— Хĕрсем! — йыхăрчĕ Михха. — Столовăя кĕрĕр! Хăнасем пухăннă. Сире кĕтеççĕ.
Михха Клавьепе Ванюка тупса килме хушрĕ. Лакейсем кил хушшинче шыраман вырăр хăвармарĕç — ниçта тупаймарĕç. Михха темле инкек çывхарнине сисрĕ. Тавçăраймарĕ кăна. Иккĕшĕ пĕрлине вăл ним иккĕленмесĕр ĕненет. Мĕн сăлтавшăн çухалса çӳреççĕ-ши? Хăнасем умне тăратас пирки калаçса татăлнăччĕ-çке. Хĕрĕ çакăнта пулсан, нихçан илттермен сив сăмахне калĕччĕ.
Каç та пулчĕ. Хăнисем саланчĕç. Хусан хĕрĕсем кайрĕç. Çĕр иртрĕ, тепĕр ир çитрĕ — Клавьесем таврăнмарĕç.
Лукарье, ире яхăн урăлма хăтлансан та, вырăн çинчен тăмарĕ. Ĕнерхи сас-хурасем пуçĕнче ним чухлĕ те тăрса юлман. Тăнпуçне пăру çуласа кайнă тейĕн. Çаврăнса выртма хăтлансан, хырăмĕ ыратнине туйрĕ. Тепĕр хут та кăтăш пулнăччĕ — чавсинчен лăсканипе куçне уçрĕ. Умĕнче упăшки тăрать иккен. Лукарье, тахçанах хăрама пăрахнăскер, шӳтлесерех чĕнчĕ.
— А-а... Михал Петрович-çке... Христос чĕрĕлнĕ ятпа чуптума килтĕн-и?
— Тăна кĕр, сăрнай!
— Мĕн ырлăхшăн е хурлăхшăн тăна кĕмелле, тет?
— Клавье ăçта?!
— Клавье?..
— Ийя. Ĕнертенпе шыраса тинке тухрĕ. Сан ним шухăш та çук. Ĕçетĕн те выртатăн.
Лукарье ывăç тупанĕпе питне-куçне сăтăркаларĕ. Ĕнер мĕн пулса иртнисем куçĕ умне майĕпен туха пуçларĕç. Нивушлĕ мана ĕненмесĕр иккĕшĕ пĕрле тухса вĕçрĕç? Çук, ку тĕрĕс мар. Ванюкĕ маларах кайрĕ. Упăшкине пĕтĕмпех каласа парасшăнччĕ, хĕрĕ ăçтине пĕличченех пуçне çиес килмерĕ.
— Ĕнертенпех вил ӳсĕррипе эп никама та курман. Хырăм çине епле ӳксе ыраттарнине те астумастăп, — терĕ çеç.
— Сăрнай темерĕн! — шăл витĕр сăрăхтарса хăварчĕ Михха.
Мĕн тумалла ĕнтĕ? Инкекĕнчен ытла çамрăксем йăрăсла айкашни тĕлĕнтерчĕ ăна. Çапла хăтланма ним сăлтав та çукчĕ-çке, пĕтĕмпех ырă-тату вĕçленмеллеччĕ. Вĕсем халь ниçта та мар, Хусанта пулмалла. Анчах малтан Энĕшкассине çитсе килмелле. Ванюкĕ те пулин килтех-и, тен?
Сантăрпа Наçтик кĕçĕрхи çĕре çывăрмасăрах ирттерчĕç. Малтанах вĕсем мăнукне Михха хăй патне чĕннĕшĕн савăннăччĕ. Ратнепе çӳренĕ чухне ун пирки кĕвĕçсе калаçакансем те пурччĕ. Таврăннă çĕре мăнукĕ килте çук. Ирĕксĕрех ĕшеленсе ӳкрĕç. Ванюка тытса хуптарасшăн Михха юри чĕнтернĕн туйăнчĕ вĕсене. Ним шутламасăрах Трифунпа лартса янăшăн хăйсене хăйсем ӳпкелерĕç. Сантăр Атăлкассине кайса пăхас тесе тăратчĕ — Михха килсе кĕчĕ.
— Килех, килех, Михал Петрович! — пуç тайса кĕтсе илчĕ Сантăр.
Михха хирĕç саламламасăрах тӳртен ыйтрĕ:
— Ванюк килте-и?
— Ĕнер Трифун лартса кайнăранпах çук. Шалт аптрарăмăр ĕнтĕ. Сирĕн пата пырас тенĕччĕ-ха.
Сантăрсем питех хуйхăрнине асăрхасан, Михха тĕрĕссине хыпарлама шутларĕ:
— Çапла, Александр Кузьмич... Эпĕ сире хăта тăвасшăнччĕ. Ванюкпа хам хĕре çураçнине асра тытса, иккĕшне мăшăрлантарам тенĕччĕ. Чиперех калаçса татăлтăмар. Хăнасем те пухăнчĕç. Ванюкпа Клавье таçта кайса çухалчĕç. Ăнсăртран кунта килсе тухсан, эсир вĕсене тӳрех ман пата хăваласа ярăр! Хăвăр та пырăр!
Михха паçăрах тухса кайнă ĕнтĕ. Сантăрпа Наçтик çав-çавах ним чĕнеймесĕр лараççĕ. Халь мĕн илтни такама та минретĕ. Михха Сантăрсемпе хăталанма шутланă-çке-ха! Вĕсен мăнукĕ çĕрме пуян кĕрӳшĕ пулать мар-и?!.
— Ăçта аташса çӳрет-ши ĕнтĕ? — тарăхрĕ Сантăр.
— Тур çырлахтăрах çав ачана... — ассăн сывларĕ Наçтик те.
Лукарьене малтанах Ванюкпа Клавье вăл каланине ĕненмесĕр пĕрле тухса тарнăн туйăннăччĕ. Хатĕрлесе хунă мулĕ вырăнтахне курсан, ку шухăш сирĕлчĕ. Ним тума аптранипе вăл каллех ĕçке ярăнчĕ.
Ыран сухана тухмалла тенĕ кун ихха патне тарçи хашкаса çитре:
— Михал Петрович, халăх сирĕн çĕре валеçет, сухалакансем те пур!
Михха ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ.
— Мĕн терĕн эсĕ? — ыйтрĕ тепĕр хут.
Лешĕ тĕплен каласа парсан, Трифуна лаша кӳлтерчĕ, хиреллĕ вĕçтерчĕ. Тарçи улталаман иккен. Ав, Сала вырăсĕсем пулмалла, ун çĕрне хĕрçе кайса валеçеççĕ. Сухалакансем те пур. Чăваш ялĕ тĕлĕнчи уйĕнче те ушкăнсем мĕкĕлтетеççĕ.
Михха çитнине асăрхасан, çĕр валеçекен-сухалаканçем тăпах чарăнчĕç. Пăрахса кайма шутлисем те пурччĕ, пĕрне-пĕри хытарма тăрăшнипе саланмарĕç. Пĕр ушкăн Михха еннелле талпăнса ăнтăлчĕ. Лешĕ:
— Хăвала! — терĕ Трифуна. Самай инçе кайсан, ĕнтĕ ярса илес çуккипе, юнаса кăшкăрчĕ: — Тăхтăр-ха, сăрнайсем, хăвăра хăвăр ӳпкелĕр! — Лашине Атăлкассинелле хăвалаттарчĕ. Лере, катер çине ларса, Шупашкара вĕçтерчĕ.
Кунта вăл тӳрех Лаврский патне кĕчĕ. Лешĕ ăна хавасланса ал парасшăнччĕ, ăшă сăмах каласа саламласшăнччĕ, Михха йăлтах минренине асăрхасан, сĕтел хушшинчех ĕнтĕркесе тăчĕ.
— Власть мар, çӳрме эсир! Ăçта эсир шантарнă йĕркелĕх! Ăçта Вăхăтлăх правительствăн çирĕплĕхĕ! Сире шыва чиксе кăларни сахал, пуçĕпе путармалла пулнă! — тăвăлса килнине кăларса хучĕ Михха. Çавăнтах халсарланнине туйрĕ, сĕнмесĕрех ларчĕ.
Михха питлени Лаврский манаçлăхне сăнă пек тăрăнчĕ. Хирĕç хăртса тăкма та хатĕрччĕ вăл, темле хăрушлăх сиксе тухнине тавçăрса, çиллине шăнарчĕ.
— Михаил Петрович, эсир пачах тĕлĕнтертĕр! Çав териех пуçа çухатма мĕн пулнă? Ма тĕплĕрех каласа памастăр?
Михха чĕрине тепĕр хут тăвăл капланчĕ. Вăл каллех сиксе тăчĕ, юнавлăн хăлаçланчĕ:
— Пырса кур, сăрнайсем ман çĕре валеçеççĕ! Ăçта салтаксем?! Милиционерсене ма тартрăр?! Ман пурлăха упраймастăр пулсан, ма укçа илетĕр?!
Лаврский минресе кайрĕ. Ял-ялĕнче хысна вăрманне, аслă çул çинчи хурăнсене каснине унчченех илтнĕччĕ-ха. Влаçĕ пур таран вăл чарма, пурнăçа йĕркелеме тăрăшнăччĕ. Улпут çĕрне туртса илме тапăннă тени Вăхăтлăх правительствăн тĕп йĕркисене пăсни пулать. Атăлкасси вулăсне кура ытти вулăс хресченĕсем те çĕкленĕç. Халĕрех йĕрке кӳмесен, пăлхав тума хăтланакансене çалса çĕмĕрмесен, Вăхăтлăх правительствăна çирĕплетме хĕн пулĕ, Атăлкассйне çар отрячĕ яма кĕпĕрне комиссарĕнчен темиçе хут та ыйтнă, лешĕ хăлхине мăк чикнĕн пурăнать. Тӳсме çук урăх! Е çар отрячĕ ярса патăр, е комиссартан кăлартăр!
— Михаил Петрович, эсир ӳпкелени тĕрĕсех. Пурпĕр ытлашши ан пăшăрханăр. Власть çӳрме çеç мар, унăн çирĕп алли те пур. Пурте эп шантарнă пек пулĕ. Шупашкара мĕнпе килтĕр?
— Хам катерпа.
— Пит аван. Тӳрех Хусана кайăпăр!
* * *
Тепĕр кунне Михха уй-хирне халăх тата нумайрах тухрĕ. Лашасăррисем кăна çук кунта. Вĕсем улпут çĕрне туртса илме мар, ят çĕрне сухалаттарассинчен те шикленеççĕ. «Михханне çĕрĕпе пĕрле лашисене туртса илсен аванччĕ те...»
Кăнтăрла иртсен вырăссем çĕр валеçекен енче шăри-шари çуйхашни илтĕнчĕ. Пĕлесшĕн çунакансем сăрта чупса хăпарчĕç те икĕ юланут сиктерсе пынине курчĕç. Хыçалтан пар кӳлнĕ лав çывхарать.
Сасартăк лавĕ çинчен темпе шатăртаттара пуçларĕç. Унччен те пулмарĕ — пуç урлă пульăсем шăхăрса вĕçни илтĕнчĕ.
— Пулеметпа переççĕ!
— Пĕтрĕмĕр! — çуйхашрĕç тавçăракансем.
Пусăра нихçан пулман пăтăрмах тапранчĕ. Тин çеç савăнса çĕр валеçекенсем сухисене пăрахсах тарма пуçларĕç. Лашисем те тулхăра-тулхăра тапса сикрĕç. Тем самантран пусăра çын йăхĕ те юлмарĕ.
Прапорщик пулеметчиксене чарăнма хушрĕ. Лешсенчен пĕри кулса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ? — тĕлĕнчĕ прапорщик.
— Курмарăр-и, епле паттăр çапăçрăмăр! Пусăра пĕр çын юлмарĕ! Атте-аннесем пĕлсен тытсах ыталĕç!
— Ыталасси темле те... Киле кĕртессипе кĕртмесси пирки шухăшлама пултараççĕ, — терĕ тепри.
— Калаçма пăрахăр! — чарчĕ прапорщик. Çавăнтах чĕри кăртлатса туртăнчĕ. Салтаксем пăшăрханни тĕрĕсех-çке! Мĕн хăваласа килчĕ ăна кунта?
Михха вĕсене чун-чĕререн савăнса кĕтсе илчĕ, тӳрех столовăя кĕртсе хăна тума хушрĕ. Юлашкинчен те пулин Лаврский хăй сăмахне тытрĕ, мула упрама отряд ярса пачĕ. Вăл тинех тăнăçлă пурăнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...