Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ


— Паян мĕн пирки уйрăмах телейлĕ вара эс? — Эпĕ юрататăп... — чĕри витĕр тухнă кăмăлне пĕлтерчĕ те Клавье пуçне амăшĕн янахĕ айне пытарчĕ.

Ку хыпар Лукарьене ытлашшиех хускатмарĕ. Вунсакăр çула çитес хĕрĕн савакан каччи пулма кирлех. Клавье хăйне хăй сăпай, кăмăлĕнче каччă тĕлĕ çук пек тыткаланăран тĕпчеменччĕ. Халь шăп вăхăт.

— Хĕрупраçăн юратмалли йăлара пур. Кам таврашĕ-ши? Эпĕ паллатăп-ши ăна?

— Паллатăн, анне...

— Кам-ши?

— Ванюк...

Лукарьене йăнăш илтнĕн туйăнчĕ.

— Кам терĕн?

— Мана Ванюкпа çураçнине мантăн-им вара? Лукарье аякĕнчен аптрипе тĕкнĕн сиксе тăрса ларчĕ.

Хусанта иккĕшĕ тĕл пулнă тенине илтсенех чĕри канăçсăрланнăччĕ. Анчах Ванюк хĕрне паллайман. Вара лăпланнăччĕ. Йăнăшнă иккен. Ун хĕрĕ Ванюка чун-чĕререн савать-мĕн.

Клавьене амăшĕ Ванюка хисеплемен пек туйăнчĕ. Хăй майлă çавăрасшăн:

— Ах, анне... — йăпăлтатса чĕнчĕ вăл. — Ăнланатăп, эс ман шухăшпа килĕшместĕн ĕнтĕ. Ванюк тивĕç каччă мар тесшĕн пулĕ? Мана унран урăх никам кирлĕ мар. Атте те пил парасшăн...

— Мĕн?.. — усала сиснĕн ехлетрĕ Лукарье.

— Атте иксĕмĕре мăшăрлантарма сăмах пачĕ. Лукарье тăнне-пуçне çухатманран сăмах хушма ĕлкĕрчĕ:

— Хăй... Хăй юратать-и вăл сана?

— Юратать, анне. Эпир паян кунĕпех унпа пĕрле çӳрерĕмĕр. Пухура иксĕмĕр ташларăмăр...

Лукарье вырăн çине йăванчĕ, куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе анчĕ. Хĕрĕпе Ванюк иккĕшĕ юн тăванне пĕлсех юратсан, Лукарье тем пекех савăнĕччĕ. Çакна курасшăн вăл ачисем çуралнăранпах ĕмĕтленнĕ, турра та пайтах кĕлтунă. Ашшĕ тавçăрса инкек пуласран та хута кĕрекен паттăр тăван пулĕччĕ тесе шутланă. Хĕрĕн пурнăçĕ хăйĕннинчен те телейсĕртерех иккен. Лукарье юратман каччă тĕлне лекнĕ пулсан та, вĕсем мăшăр пек пурăнса ирттернĕ. Çитменнине, вăл упăшки куçĕнчен çеç пăхса ларман. Ĕмĕрĕнче юратакан çыннипе те рехетленсе курнă. Хĕрĕн кăмăл-туйăмĕ çеçкене лармасăрах хăрмалла. Вĕçен куçне уçса, пĕр-пĕрне паллаштарма тиветех. Халех каласа парсан, чĕри тӳсейе-ши? Çук, çук... Савăнăçĕ вăхăтлăха та пулин тăсăлтăр. Ылханнине те каярах илтес.

Амăшĕн хулпуççийĕсем сиккеленине асăрхасан, Клавье ун çумне ӳкрĕ, ыталаса пăшăлтатрĕ:

— Анне, анне, мĕн пулчĕ сана? Ванюка тиркетĕн-им?

Лукарье аран-аран кăмăлне хытарчĕ, хĕрне йăпатма кирлине тавçăрчĕ.

— Ванюка тиркеместĕп, хĕрĕм. Эс калашле, унран лайăх каччă чăннипех тупаймăн. Вăл ашшĕ пекех ăслă та паттăр. Унпа эсир, пуянлăх пулмасан та, начар пурăнмăр. Вăл шăпах сана тивĕç каччă. Тата иксĕр пĕр-пĕрне юратни те савăнтарать.

— Апла тесен ма макăратăн?

— Хам та пĕлместĕп. Те савăннипе, те санран уйрăлма йывăррипе... Анчах эп макăрнăшăн ан пăшăрхан. Ытти çинчен Ванюкпа пĕрле чухне калаçăпăр. Иксĕр тĕл пулсанах, ăна ман пата илсе. кил. Аçу çеç мар, ман хамăн та пил парас...

 

XI

Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче Сантăрпа Наçтик халичченхинчен иртерех вăранчĕç. Паян ĕнерхинчен те пысăкрах уяв. Çурта кунĕ ваттисене асăнмалла. Наçтик вут хутса икерчĕ пĕçерчĕ. Ывăс çине купаласа, сивĕнĕсрен кипкепе чĕркерĕ. Унтан кăкшăмпа сăра, пулштух сăмакун тултарчĕ. Вара Сантăр хĕл хута пухăннă пушăт хуппине çыхрĕ те çурăм хыçне çавăрса хучĕ, арăмĕ тыттарнă ĕçме-çимене йăтрĕ.

Тул çути кăшт кăна палăрать. Автансем унчченех авăтса чарăннипе урам хушши шăпах. Сантăрăн та ытлашши хускалма сăлтавах çук. Тӳре-шарасемпе çыхланнăшăн ним сас-хура та пулманран пурте иртсе кайнăн туйăнать. Тата паянхи кун ун пекки çинчен шухăшласа кăмăла пăсма та кирлĕ мар.

Тăкăрлăк вĕçĕнче Сантăр чарăнчĕ, çурçĕр еннелле тинкерчĕ. Ирĕксĕрех пăшăрхану хускалчĕ. Пуринчен малтан çитме ĕмĕтленнĕччĕ — ĕлкĕреймерĕ. Хăшпĕр йывăç умĕнче пушăт хуппи çунтарма та пуçланă. Ав, вĕçем ĕмĕртенпе пухăнакан хурама умĕнче те тĕтĕм мăхăрланать. Карачăм çунтарать пулас. Çакăрвуннаран иртнĕскер, çывăрма пĕлмест ĕнтĕ... Çывхарсан, карттусне хывса пуç тайрĕ:

— Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ!

— Чăн-чăннипех чĕрĕлнĕ! Иккĕшĕ чуптурĕç.

Сантăр, урăх ним каламасăр, ĕçме-çимене вучах умне хучĕ, пушăт хуппине çунакан вучаха пăрахрĕ.

Часах ратнери ытти ватăсем те пуçтарăна пуçларĕç. Анчах кунта вăрах лармалла мар. Ваттисене асăнса пĕрер икерчĕ çимелле, пĕрер черкке эрĕх, пĕрер курка сăра ĕçмелле те малтан кам патне пухăнмалли çинчен калаçса татăлмалла.

Ванюк ире яхăн кăна выртнăччĕ те кукашшĕ пушăт хуппи çунтарса таврăнсанах вăранчĕ. Шăналăк ăшĕнчен кăна тухмарĕ. Паян та ĕнерхи пекех уяв, кил хушшинчисĕр пуçне урăх ним ĕç те çук. Çав самантрах чĕри хускалнине туйрĕ. Çапла çав, каç пир хураллинче тем чул тăрăшсан та Анахвис кăмăлĕ уçăлмарĕ. Хăйне хăй çĕр хутах Ванюкран ютшăннăн тыткаларĕ. Коля та пăрăнарах çӳрерĕ. Мĕн ачаранпах пĕрле выляса-кулса ӳснĕ çамрăксене мĕн пулчĕ-ши? Пĕтĕм инкек Клавье пирки. Анчах Анахвис хăйне юратма пултарасси ун пуçне пырса кĕмерĕ. Клавьене аса илсен, Ванюкăн кулас килчĕ. «Пăх-ха, мана çураçнă каччă тет...» Утарта ыталаса чуптуни халь те пит-куçа, тутана пĕçертсе тăрать. Тем каласан та ахаль мар. Тата хĕрпе чуптума ытла та ырă-çке. Мĕншĕн Анахвиспе чуптунă чухне çакна туйман? Клавьене юратса пăрахмарĕ-ши вăл? Ăшра темле туйăм хускалнă пек те, хальччен юратса курман пирки мĕнне ăнланаймарĕ. Анахвиспе Кольăна аса илçен, ытларах вĕсен кукамăшĕ умĕнче айăпа кĕнĕн сунса, халех каçарттарма каяс тесе, Ванюк пурте кĕчĕ.

— Çывăрма памарăм-и, тен, сана? — ăшшăн кĕтсе илчĕ ăиа Наçтик.

— Кукамай, мăшкăлламасан та пырĕ. Хĕвел таçта çити хăпарнă, эпĕ вырăн, çинчен тин тăтăм-ха. Хăлхаран туртсах вăратмаллаччĕ.

— Суха патне каяс çук, ытларах кансан та тем мар, — кăмăллăн сăмах хушрĕ Сантăр.

— Апат çитерсе хăварам-ха сана. Вара эпир ратнепе ваттисене асăнма каятпăр, — терĕ Наçтик, мăнукĕ çăвăнса тасалсан.

Сĕтел хушшине ларайнăччĕ — хапха умне лав тĕрлеттерсе çитрĕ. Сантăр чӳречерен пăхрĕ те тăрантас çинчен Трифун айнине курса тĕлĕнчĕ. Мĕн ĕçпе-ши? Атăл çине гавань карас пирки сăмах хускатма иртерех-ха — шыв чакман. Тата паян ĕç пирки калаçмалли кун та мар.

— Кам унта?

Мăнукĕн сасси Сантăр шухăшне татрĕ.

— Михаил Петрович кучерĕ.

— Мĕн-ши тата? — Михха приказчикĕ е кучерĕ килни Наçтике яланах килентернĕ. Çĕрме пуянпа çыхăну тытни кама савăнтармĕ? Çавăншăн тараватлăн кĕтсе илчĕ: — Килех, килех, Трифун!

— Мункун пĕрле пултăр!

— Эс калашле пултăр, Трифун! — саламларĕ Сантăр.

— Сĕтел хушшине лар-ха. Пирĕн çăкăр-тăвара астивсе пăх! — йыхăрчĕ Наçтик.

— Вăхăт çук. Хуçа мана Ванюк патне ячĕ.

— Ванюк патне? Мĕн тума-ши?

— Ăна-куна пĕлейместĕп, шарламарĕ, Хăвăртрах лартса килме хушрĕ.

Сантăр суя килĕшӳ туса хуçана улталама тапăннине аса илчĕ те хăраса ӳкрĕ: мăнукĕ чĕлхине чарманнипе Михха хăлхине пырса кĕнĕн туйăнчĕ.

— Ванюк, сана ма хăй патне чĕнет вăл? — кӳренсе ыйтрĕ Сантăр.

— Ним те пĕлместĕп, кукаçи.

Сантăра ку сăмах лăплантармарĕ. Вăл астутарма тăрăшрĕ:

— Эсĕ кирлĕ маррине сӳпĕлтетмен-и?

Ванюк эрленчĕ. Хăйне шанманнине сирме васкарĕ:

— Кукаçи, кам тесе шутлатăн эс мана!

— Унсăрăн паянхи кун мĕн тума кирлĕ эс ăна?

— Паçăрах каларăм, ним те тавçăраймастăп! Вара Сантăрăн Михха кăмăлне пĕлес килчĕ:

— Ванюк патне килме кам хушрĕ сана? Хуçа-и е урăххисем? —

— Хуçа.

— Хăй мĕнлерех пекчĕ?

— Чиперех-çке. Энĕшкассинчи Александр Кузьмич мăнукне кайса ил-ха, ман унпа сӳтсе явмаллисем пур терĕ.

Сантăр чĕри лăпланчĕ. Александр Кузьмич тени хисепленине пĕлтерет. Ванюка ырланине, пилĕкçĕр тенке панине аса илчĕ те, хуçа ăна пысăк çын тума шутланă пек ăнланчĕ. Пичугов вырăнне лартсан та пултарас пирки иккĕленмест. Мăнукĕн ăсне тĕпчесшĕн ыйтрĕ:

— Эсĕ мĕн калăн?

Ĕнерхи кăмăл пулсан, Ванюк пĕр сăмахсарах килĕшĕччĕ. Анахвиспе мирлешме шутлани чăрмантарчĕ.

— Эп унта ним те манса хăварман!

Наçтик куçĕ умне сасартăках Атăлкассинче пулса иртнĕ сас-хурасем тухса тăчĕç. Çуйланнипе Ванюка йăпатма тăрăшрĕ:

— Чăн та, килте ларсан аванрах...

Мăнукĕпе арăмĕ сĕмсĕрленсе калаçни Сантăра тарăхтарчĕ.

— Михаил Петрович йыхăрнине тăм-ухмах кăна итлемĕ. Çавăнпа кайса килме хушатăп.

Çав тери пысăк уяв кунĕ хирĕçсе, кукашшĕн кăмăлне пăсасшăн пулмарĕ Ванюк. Анахвиссем патне Атăлкассинчен таврăнсан та ĕлкĕрĕп терĕ.

Тимĕр хапхаран тĕрлеттерсе кĕрейнĕччĕ Клавье чупса тухрĕ.

— Çитрĕр те-и? — терĕ те Ванюка, тăрантас çинчен ансанах, аллинчен тытрĕ. — Атя хăвăртрах, сана атте курасшăн...

— Мĕн ĕçпе-ши?

— Куна хăй хыпарлĕ, чунăм!

Михха кабинетраччĕ. Ăна вăл ал парсах кĕтсе илчĕ, Христос ятне асăнса чуптурĕ.

— Эс хăвна мĕншĕн чĕнтернине сисетĕн-и?

— Çук.

— Ельпох калатăп, аçăрпа эпир нумайччен харкашса пурăннă. Е вăл мана, е эп ăна çапа-çапа ӳкернĕ. Юлашкинчен пĕр-пĕринпе çывăхланасшăн Клавьепе иксĕре çураçрăмăр. Ман пекех пуйтăр тесе, укçа та нумай патăм. Вăл мана улталарĕ. Çавăн пиркиех-и, тен, пуçне çирĕ. Сана та тăлăх турата тăратса хăварчĕ. Эп хама сиен тунине сĕтĕрместĕп, паян кунчченех ăна ыррăн асăнатăп. Вăл паттăр та пултаракан çынччĕ. Сана та эпĕ çамрăк чухнех, пуçламăш хут курсанах, юратса пăрахрăм. Çак кăмăл ман ăшран нихçан сирĕлмен. Тата Клавьепе иксĕре çураçнине те чĕререх усранă. Хăвах пĕлетĕн, эпĕ хуçа. Хуçа нихçан та сăмахне улăштармасть. Унсăрăн тĕнче тытăнса тăраймĕччĕ... Вăт ĕнтĕ:.. Сана çавăн пирки чĕнтертĕм... Иксĕр пĕр-пĕрне килĕштерсен, пил паратăп та паянах мăшăрланăр. Кĕçех ак хăнасем пухăнĕç. Пачăшкă та килĕ. Пурне те йăла хушнă пек туса ирттерĕпĕр. Иксĕрĕн телейшĕн ним те шеллемĕп. Хам вилсен, ман пурлăхăм йăлтах сирĕн ирĕке юлĕ. Килĕшетĕн-и?

Ванюк минренипе çăвар уçаймарĕ.

— Килĕшетпĕр, килĕшетпĕр, атте! — хыпăнса хуравларĕ Клавье. Каччи çаплах чĕмсĕрленнипе: — Эс ма шарламастăн? Е мана тиркетĕн-и? — терĕ.

Ванюк хĕр кӳрене пуçланине сисрĕ. Ăна йăпатасшăн хуравларĕ:

— Килĕшетĕп...

— Ну, вăт... калаçса татăлтăмăр. Ĕнтĕ кĕрĕве ху пĕлнĕ пек пăх. Хăнасем пухăнсан, иксĕре мăшăрлантарни çинчен хыпарлăп. Венчете тăратас пирки пачăшкăпа сӳтсе ярăпăр.

Клавье Ванюка пĕр пуш пӳлĕме çавăтса кĕчĕ те мăйĕнчен çакăнчĕ.

— Хаклă чуниллиçĕм... — вĕри сывлăшĕпе пит-куçне пĕçертсе чуптурĕ. — Мухтав турра... Ман ĕмĕт пурнăçланчĕ. Пирĕнтен телейли тĕнчере те пулмĕ!

Ванюк, пуçне такам улăштарса кайнă тейĕн, хăй камне, хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ камне, вĕсем хушшинче тĕпсĕр çыран пуррине — пурне те манчĕ. Клавьене çупăрласа хăй çумне чăмăртарĕ.

Клавье сасартăк Ванюк ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те:

— Чунăм, анне патне атя-ха. Вăл та пиллетĕр. Вара эпир тата телейлĕрех пулăпăр! — терĕ.

Клавье Ванюка çавăтса кĕнине, иккĕшĕн сăн-пичĕсем хĕвел пек çиçсе çуталнине курсан, Лукарье куçĕ хуралса килчĕ. Карланкине йӳçĕ кумкка капланчĕ.

Клавье, ăна-кана сисменскер, чупса пырса ыталарĕ.

— Анне, анне! — ачашшăн чĕнчĕ вăл. — Атте пире, Ванюкпа иксĕмĕре, мăшăрланма пил пачĕ. Ĕнтĕ сан кăмăла кĕтетпĕр! — Амăшĕ тĕлсĕр, кăн-кăн пăхкаласа ларнипе хăраса ӳкрĕ. — Анне, мĕн пулнă сана? Ма ним те шарламастăн?

Ванюк та тӳсеймерĕ, сăмах хушрĕ:

— Е мана тиркетĕр-и?

Лукарье хăрушă тĕлĕк курнă çĕртен вăраннăн тăна кĕчĕ. Ун умĕнче ăраскалĕсене ĕмĕрлĕхе тĕвĕлеме хатĕр çамрăксем тăраççĕ. Ку инкек халех сиксе тухман пулсан, Лукарье хĕрне малалла та йăпатса усрĕччĕ. Урăх кĕтме çук. Вĕсем юн тăван иккенне самантлăха пытарсан та емĕр каçăлми çылăха кĕрĕн. Лукарье карланкине тулнă йӳççе çăтса антарчĕ те:

— Ванюк... — чĕнчĕ чĕтревлĕ сассипе. — Эп сана тиркеме мар, çуралнăранпах хам ача пек юрататăп. Иксĕр пĕр-пĕрне килĕштернине пĕлсен, чун-чĕререн савăнтăм...

Клавье чĕри çине ӳкнĕ çуйлă хĕлхемсем сӳнчĕç. Вăл амăшĕ шухăшне вĕçлессе кĕтмесĕрех тепĕр хут ыталарĕ.

— Анне, анне! Эс çапла каласса шаннă. Уншăн тавтапуç. Ĕнтĕ пил пар пире...

Лукарье сасси пушшех чĕтревлĕ тухрĕ, сыв мар çыннăнни пек, шала кайнăн илтĕнчĕ:

— Хаваспах пил парăттăм... Сире иксĕре мăшăрланма юрамасть. Эсир пĕр юнран, тăвансем... Ванюк ашшĕ — сан аçу...

Ванюкпа Клавье ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕç. Лукарье ачисем умне чĕркуçленчĕ.

— Клавье, хĕрĕм... Эс те, Ванюк... Путсĕр çынна, тархасшăн, каçарăр. Хам çылăхлипе сирĕн телее çирĕм. Уншăн тем чул хуйхăрнă, тем чул макăрнă. Е Михха, е урăххисем тавçăрасран хăраса, вут çинчи пек çуннă, йĕп çинчи пек пурăннă. Халь тата хăрушăраххи сиксе тухрĕ. Микула чĕрĕ те килте пулсан, сирĕн кăмăлăрсене хуçмасăрах инкеке сирĕччĕ. Куна тума сăмах та панăччĕ. Вăл таçта çухалчĕ. Ĕнтĕ хута кĕрекен те çук. Мана ылханма тивĕç, ачасем... Анчах чунтан-вартан тархаслатăп: темле пурнăç сиксе тухсан та, пĕр-пĕрне ан пăрахăр. Пĕр-пĕрин хутне кĕме тăрăшăр. Мана урăх ним те кирлĕ мар. Паян вилсе выртсан та хуйхăм çук, — Лукарье чĕмсĕрленчĕ те пит-куçне аллипе хупларĕ, сас кăлармасăр асапланса макăрчĕ...

Ванюка сасартăках хăрушă шухăш пырса çапрĕ: «Нивушлĕ тĕрĕс? Нивушлĕ мăн атте, чĕремре таса та ыррăн пурăнакан аттем, ирсĕр ĕç туса аннене хур кӳме пултарнă?» Вăл ĕненесшĕн пулмарĕ. «Хĕрĕнчен сиресшĕн шутласа кăларнă халап çеç ку!»

— Çук! — хаяррăн ехлетрĕ Ванюк. — Эсир калани пĕтĕмпех суя. Ман атте аннене улталама пултарайман. Эсир Клавьепе иксĕмĕре уйăрасшăн сӳпĕлтетрĕр. Апла çеç те мар, эсир мана аттене курайми тăвасшăн!

Лукарье шартах сикрĕ: ăссăр та путсĕр ĕçĕпе вăл ывăлĕ ашшĕне ылханас патне çитерчĕ! Кунтан хăрушши мĕн пултăр?! Аран-аран кăмăлне хытарса, ура çине тăчĕ.

— Эп халь мĕн хыпарлани пĕтĕмпех тĕрĕс. Иксĕре пĕрле тĕкĕр умне кăна тăратмалла, вара сирĕн сăн-питсем каснă-лартнă Микуланни евĕрлине такам та тавçăрĕ. Ванюкăн куçĕпе çӳçĕ амăшĕнни пек пулни кăна кăштах уйăрать... Маншăн пурпĕрех ĕнтĕ, çавăнпа пĕтĕмпех каласа паратăп. Вара Ванюк ашшĕне каçарасса, яланхилле юратасса шанатăп... Хамăр вăхăтра эпĕ те сирĕн пекех çамрăкчĕ, Ванюк ашшĕне чунтан юрататтăм. Вăл ман çине çаврăнса та пăхмарĕ. Юлашкинчен аттесем Миххана качча пачĕç. Ванюк ашшĕне юратни пурпĕрех сирĕлмерĕ. Эпĕ тӳсеймерĕм. Пĕррехинче, Михха çармас енне кайсан, тăлăх карчăка улах тутартăм; Ванюк ашшĕне чĕнтертĕм. Вăл мана савма мар, тĕксе хăварчĕ. Анука, сан аннӳне, Ванюк, чунтан юрататчĕ вăл. Ман ăссăр пуçа ăна тавăрас шухăш пырса кĕчĕ. Тем те айкашса пăхрăм. Тухатмăш карчăк патне те çитрĕм. Ним те тăваймарăм. Вара, пĕр каçхине, кукаçусен хапхине тикĕтпе варалаттартăм та, куна Микула тунă тесе сăмах сартартăм. Аçу, ку ĕçе эпĕ тунине тавçăрса, мана тавăрас кăмăлĕпе леш карчăк патне чĕнтерчĕ. Манран пĕтĕм яла култарчĕ. Анчах эпĕ ăна уншăн çилленмерĕм. Ун вырăнче кирек кам та юратакан хĕрĕшĕн тавăрмасăр ирттермĕччĕ. Вара иксĕр пĕр каçра çуралтăр. Сире пĕр шывпа ят хутăмăр. Ун çинчен эпĕ сире çураçнă каç Микулана пĕлтертĕм те, вăл мана ятласса, Клавьене йышăнмасса кĕтнĕччĕ. Çук, ун кăмăле яланхи пекех ырă та пархатарлă пулчĕ. Вăл мана йăпатрĕ: эпир ухмахшăн ача айăплă мар, пурнăçра йывăр-мĕн килсен пăрахмăп терĕ. Пулăшма сăмах пачĕ...

Ванюк тек итлесе тăма пултараймарĕ. Пӳлĕмрен вăл пуçран çапнă пекех тухса ыткăнчĕ.

Лукарье Ванюка хуса çитсе каялла çавăрасшăнччĕ, татах ăнлантарса хĕрĕпе иккешин хушшинчи тăванлăха тĕвĕлесшĕнччĕ, пĕр-пĕрин хутне кĕме, пулăшма сăмах тутарасшăнччĕ, хĕрĕ танран тухнă пек макăрса выртни чăрмантарчĕ.

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20