Валем Ахун (Максимов Валентин Осипович) 1930 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Пăва районĕнчи Кипеккассинче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкултан, унтан Рункăри çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, хыççăнах Пăвари Хусан чукун çулĕн 18-мĕш дистанцийĕнче çул юсакан рабочи, механик-дефектоскопист пулса ĕçлеме тытăннă.
1950-1951 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. Унта вăл хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Механик-дефектоскопистсене ун чухне ятарлă саккунпа çара илмен. Çар хĕсметне çамрăк поэт комсомол райкомĕ пулăшнипе кайнă. Çартан таврăнсан вăл Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ, 1955 çулта ветфельдшер дипломне илсе вĕренсе тухнă. Унтан Пăвари «Новый путь» хаçатра ĕçлеме пуçланă.
1958 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа Валем Ахун Елчĕкри «Колхоз ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ. Çав çулах кĕркунне Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта та вăл хаçат ĕçĕнчен уйрăлман: институтра тухса тăракан «Вузовец» хаçатăн яваплă секретарĕнче вăй хурать, литература кружокĕн ĕçне хастаррăн хутшăнать, институтри çамрăк çыравçăсене хаçат тавра чăмăртать.
1961 çулта республикăри шкулсенче учительсем çитменнине шута илсе юлашки курссенче вĕренекен студентсене шкулсене ĕçлеме яраççĕ. 1961 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1964 çулччен Валем Ахун Шупашкар районĕнчи Апашри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
1964 çулта Валем Ахун каллех хаçат ĕçне куçать: Шупашкарти агрегат заводĕнче «Трактор», унтан «Пионер сасси» хаçатсенче ĕçлет. 1966 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1991 çулчченех Чăваш кĕнеке издательствинче ахаль редакторта, аслă редакторта, илемлĕ литература редакцийĕн пуçлăхĕнче ĕçлет.
Сăвăсем, калавсем, тĕрленчĕксем çырма Валем Ахун вунултă çултах тытăннă. Çак ĕçре ăна чи малтанах чăвашсен паллă поэчĕ Г.И.Краснов-Кĕçĕнни хавхалантарса пынă. Аллăмĕш çулсем хыççăн ун хайлавĕсем тĕрлĕ хаçта-журналта çапăнма пуçланă.
Валем Ахунăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Калавсемпе эссесем çырнисĕр пуçне вăл вырăс, тĕрĕк, венгр, тутар çыравçисен сăвви-калавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçленĕ.
Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ 1970 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш совет пичетне аталантарас тĕлĕшпе нумай çул хушши активлă ĕçленĕшĕн Валем Ахуна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп Грамотипе наградăланă.
1990 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ Валем Ахун поэта Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă.
1992 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Валем Ахуна СССР Верховнăй Совет Президиумĕ «Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче (1941-1945 çç.) хастарлă ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.
Валем Ахунăн паллăрах кĕнекисем, чăвашла: «Пирĕн енче» (1972), «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем» (1974), «Шурă акăш» (1976), «Сăвăллă туртăм» (1990); вырăсла: «Белые лебеди» (1979), «Наш Телле вам не знаком?» (1981), «Голубые дожди» (1988).
Валем Ахун 1978 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Вăл 2007 çулта вилнĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...