Пуç тайса пăхса тăратăп...
Пуç тайса пăхса тăратăп
Шурă палăк умĕнче.
Çич ята унта вулатăп —
Çитмĕл паттăр хушшинче.
Чĕрĕ пек умра куратăп
Эп вĕсен кашнин сăнне.
Халь те ак асра тытатăп
Çил-тăманлă хĕл кунне.
...Юр ашса пырса кĕреççĕ
Икĕ йĕкĕт васкаса.
— Вăйçă пулччĕ, шăллăм, — теççĕ, —
Ир каятпăр ак тухса...
Ав, анне те макăраслăн,
— Савăнтарччĕ, — тет, — ачам...
Çил улать тулта татаслăн,
Тăвăр, тĕксĕм тӳр урам.
Сумлăн кĕç уртса яраççĕ
Шурă сĕлкĕ ман мăйран.
Тĕп пукан çине лартаççĕ,
Лăп лăпкаççĕ çурăмран.
— Вут-вăрçа ыран каятпăр,
Ялăм-йышăм, ай, сыв пул!
Тен, унта пуçа хуратпăр,
Ыр сунса эс курса юл!
— Ик çăрха кӳлсе тăратнă,
Яр уçсамăр хапхăра.
Вир пăтти ятне антарнă,
Пил парсамăр ачăра.
Ал сулса паян юрлатпăр,
Эс ан ман, тăван, çакна.
Ал сулса паян ташлатпăр,
Шăллăм, тыт-ха купăсна...—
Купăса тăсса яратăп
Эп, вуник çулхи ача,
Тăпăрт-тăпăрт! ак пуçлатăп,
Чăттăр çеç урай-мачча.
— Купăс, купăс, хутлă купăс,
Ма салхуллăн ĕнерен?
Ма çиçместĕн халь эс янкăс?
— Сар хĕрсем пит йĕнĕрен...
— Купăс, купăс, хутлă купăс,
Ма хӳхлетĕн, макăран?
Ма çиçместĕн халь эс янкăс?
— Ялăм-йышăм хурлăран...
Йĕртрĕн те инçе ăсатрăн,
Купăс, хӳхĕм яшсене.
Сар хĕрсен чунне эс татрăн,
Кин тумарăн вĕсене.
Çук, кĕтсе эп илеймерĕм
Ял вĕçне чупса тухса.
Çич туйра эп сикеймерĕм,
Купăс шуххăн каласа.
Çичĕ йĕкĕт — çичĕ паттăр —
Тухрĕç манăн куç умне...
Вăрçă мар, туй-çуй кĕрлетĕр.
Пурнăç çынĕн ĕмĕтне.
Вăрçă мар, туй-çуй кĕрлетĕр
Пирĕн аслă ялсенче.
Хурлăх мар, телей сĕрлетĕр
Пирĕн йышлă килсенче.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...