Пулăпа Шапа


Шывра Пулăпа Шапа пĕр-пĕринпе паллашаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сĕнеççĕ. Çав шухăшпа вĕсем пĕрле выляса, кулса ишсе çӳреççĕ. Анчах çынсем пулă тытма килсен пĕр-пĕринпе тавлашса каяççĕ.

— Çав вăлтаран тытăн, — тет Шапи Пуллине.

— Çук, тытăнмастăп, — тет Пулли.

— Вăлтаран тытăнмасан эпĕ санпа туслă пурăнма пăрахатăп, — тет Шапи.

— Эсĕ те манпа пĕрле тытăн, — тет Пулли.

— Çук, — тет Шапи, — эпир пĕрле тытăнаймастпăр. Эсĕ тытăн та тӳрех хăймана çакланатăн.

Пулли савăннипе тӳрех хăймана çакланатăп тесе вăлтинчен çакланать.

Шапи Пуллине килĕштерменни çавăнтанах курăнать. Шапи Пуллине пулăçă мĕнле хĕпĕртесе шывран туртса кăларнине курас тесе тухса пăхма шутларĕ. Сăмсине шывран çеç кăларма ĕлкерчĕ. Çав самантра ăна клешче пек япала çӳл тӳпене çĕклесе ывăтса ячĕ. Шапа хăнк та тăваймарĕ. Вĕлтĕр-вĕлтĕр çӳлелле вĕçсе кайрĕ те хайхискер, пĕр çăлтăр çине çат! пырса çапăнчĕ. Кĕлетки калама çук хытă çапăннипе ыратнине тӳсеймесĕр хайхи Шапа ĕсĕклесе макăрма пуçларĕ. Хăй ăçта килсе çакланнине тавçăраймарĕ. Йĕри-тавра çап-çутă курсан çеç Шапа çăлтăр çине çакланнине туйса илчĕ. Кунта ăна валли шыв çук çав! Шывсăр темиçе кун пурăннă хыççăн Шапа типсе вилме пуçларĕ. Вилес умĕн çеç вăл Пулла усал тунине ăнланса илчĕ. Анчах чавса çывăх та çыртма çук иккен. Вăл вилчĕ, анчах ăна никам та пытараймарĕ. Çăлтăр çинчех унăн шăмми-шакки киревсĕрленсе саланса пĕтрĕ. Çăлтăр çинче яланах таса пулмалла. Вăйлă çил килсе Шапан саланчăкне çăлтăр çинчен вĕрсе тăкрĕ. Çил çăлтăр çинчи тасалăхшăн тăрăшасси хăйĕн тивĕçĕ тесе шутларĕ.

Çапла тĕп пулчĕ Шапан шăпи.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2012-11-26 15:56:27):

Юмах кĕске, содержанине кăсăклăрах уçса пама тăрăшман. Мĕншĕн тавлашма пуçлани пирки уççăн пĕлтермен — шапи пуллине килештерменни çинчен автор кайран çеç хушать. Ун пек чухне тавлашу «сасартăк» пуçланнине кăтартсан аван.

Вăтам юмах — ытларах тăрăшсан чаплăрах хайлавсем çырăнма пуçласса ĕненес килет.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: