Чи çутă çăлтăр
Пурăннă тет пĕр хĕр ача. Çак хĕр ача питĕ илемлĕ, питĕ ĕçчен пулнă. Унăн илемĕ çынна тăнсăр тума пултарнă. Куçĕсем кăн-кăвак тĕслĕ. Çӳç пĕрчисем ылтăн евĕр çутатаççĕ. Сăн-сăпачĕ лантăш чечекĕ евĕр. Кулли хĕвел пек ăшă пулнăран ăна Хĕвелçĕ ят панă. Вăл ытти хĕрсем пекех пулĕччĕ, анчах та унăн пĕр çитменлĕх пулнă. Вăл калаçма пултарайман, çапах ăна мĕн каланине илтнĕ. Хĕвелçĕн питĕ юрлас килнĕ.
Пĕррехинче Хĕвелçĕ тĕлĕнтермĕш халап илтнĕ пулнă: «Пур тет чи çутă çăлтăр. Ăна тупсан санăн чи кĕтнĕ ĕмĕте пурнăçлать тет, анчах та вăл çăлтăр патне çитме питĕ нумай каймалла тет тата ăна шыраса тупмалла тет». Çакна илтсен вара Хĕвелçĕ çав çăлтăр патне каяс шут тытать. Хĕр çула хатĕрленет. Ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕрех тухса каять.
Сар пике çул çинче çунатлă лашасене курать. Пĕр çунатлă лаши хĕре килĕшсе кайрĕ.
Лаши калать:
— Эсĕ мĕн ятлă? Ăçта каятăн?
Хĕвелçĕ паллăсемпе кăтартать:
— Мана Хĕвелçĕ тесе чĕнеççĕ. Эпĕ тĕнчери чи çутă çăлтăр патне каятăп. Çав çăлтăр манăн кĕтнĕ ĕмĕте пурнăçлать пуль тетĕп. Ăнлантăн-и? Эсĕ тата хăв мĕн ятлă-ши?
— Ăнлантăм. Эпĕ Сирень ятлă. Мана хăвăнпа пĕрле илетĕн-и? Манпа кайсан хăвăрт çитетпĕр. Сан пек манăн та кĕтнĕ ĕмĕт пур. Манăн çын пулса ташлас килет.
— Юрĕ. Айта пĕрле. Тен, эсĕ çын пулса ташлама вĕренĕн, эпĕ вара — юрлама.
Çапла калаçса Хĕвелçĕпе Сирень вĕçсе кайрĕç. Вĕсем пĕр эрне вĕçрĕç, анчах шыраса тупаймарĕç. Иккĕмĕш эрнере те шыраса тупаймарĕç. Виççĕмĕш эрнинче вĕсем киле таврăнасшăнччĕ, анчах та тĕлĕнтермĕш япала пулса иртрĕ.
Вĕсем киле таврăннă чухне çав çăлтăра пĕтĕм чĕререн чĕнчĕç. Акă вĕсем киле таврăнма хатĕрччĕ, анчах та темĕн çуталса кайрĕ. Хĕвелçĕн çӳç тыткăчĕ унăн пуçĕнчен тухса кайрĕ. Çак çăлтăр пур çăлтăртан та çутăрах пулнă. Çӳç тыткăчин фигури çăлтăр евĕр пулнă. Вара чи çутă çăлтăр Хĕвелçĕпе Сиренĕн ĕмĕтне пурнăçларĕ. Хĕвелçĕ калаçма, юрлама вĕренчĕ. Сирень çын пулса ташлама вĕренчĕ.
Апла пулсан нихăçан та ĕмĕтленме ан пăрахăр, мĕншĕн тесен эсир пĕтĕм чун-чĕререн ĕнентĕр пулсан, вăл ĕмĕт чăн та пурăçланать.
Яруткина С.В. (2012-06-19 21:12:58):
Марина, лайăх хайлав çырнă. Ăнăçу сунатăп сана.
Admin (2012-11-26 15:33:08):
Мана та ку юмах килĕшрĕ. Кăлтăкĕсем пĕчĕккисем кăна.