
Японири Осако хулинче ҫамрӑк изобретательсен конкурсӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти ҫамрӑксем пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ.
Абруков ячӗллӗ Ӑслӑлӑх коллабрацийӗн ҫуртӗнче ӑсталӑхне туптакан Иван Воронцов, Вадим Фесенко тата Виктория Копышева хӑйсен «СМАРТ «ТорфоТрак» проекчӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вӗсем торф кӑлармалли навигациллӗ пилотсӑр система хатӗрленӗ. Ҫамрӑксем каланӑ тӑрӑх, ку торфяниксенчи ӗҫе хӑрушсӑр, тухӑҫлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса пурнӑҫлама май парать.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей команди ӑмӑртуран 8 медаль илсе килнӗ.

Хусантан Шупашкар курма килнӗ хӗрсем такси хускатса кайнӑ.
Хӑйсем ӳсӗр пулнӑ. Таксиста хула кӑтартса ҫӳреме ыйтнӑ. Машина заправкӑна кӗрсен водитель ҫӑраҫҫие автомобильтех хӑварнӑ.
Хӑнасем ҫавӑнпа усӑ курса машинӑна хускатса кайнӑ. Анчах нумаях та каяйман — карта ҫине пырса кӗнӗ. Хӑйсен водитель прави те пулман иккен.
Ҫын машинине хускатса кайнӑшӑн хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Таксиста вӗсем 2 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.

Тутарстанри Нурлат хулинче чӑваш туйӗ иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вадим Егоровпа Марина Маланьеван пӗр ҫемьене чӑмӑртаннӑ. Ҫырӑнтару уявне каччӑпа хӗр чӑваш тумӗпе ҫитнӗ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӑванӗсем те ҫамрӑксенчен юлман, ҫапла капӑрланса туя кайнӑ.
«Сувар» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасене «Ҫеҫпӗл», «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗсем савӑнтарнӑ.
Чӑваш туйӗсене йӗркелесси Нурлатри Туслӑх ҫурчӗн «Этносвадьба. Национальный колорит» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать иккен. Чӑваш туйне виҫӗ хутчен ирттернӗ.

Шупашкарти Анна Павлова медсестра Крымра иртнӗ илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
«Крымри туризм мисӗ» конкурс Азов тинӗсӗн сулахай ҫыранӗн хӗрринче вырнаҫнӑ «Riga Village Resort» хӑна ҫуртӗнче иртнӗ.
Анна Павлова малтан топ-10 ушкӑна лекнӗ, унтан гран-прие ҫӗнсе илсе 450 000 пин тенкӗ укҫана.
23-ри хӗр Шупашкарти медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗренет. Вӑл акушер-гинеколог пулма ӗмӗтленет. Вӗреннӗ вӑхӑтра Шупашкарти перинаталь центрӗнче медсестрара тӑрӑшать.

Мускав политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Даниил Бровкин Атӑлҫи федераци округӗнче иртекен «иВолга» ҫамрӑксен форумне хутшӑнать.
Вӑл форумра – чи хастаррисенчен пӗри. Куншӑн ӑна хаклӑ парнепе хавхалантарнӑ – Даниил Сколковӑри акселераторта вӗренме пултарӗ. Вӗренӳ сертификачӗ – 100 пин тенкӗлӗх.
Ҫак сӑнӳкерчӗкре вӑл – Анатолий Вассерманпа. Вӑл ӑс-тӑн вӑййисене хутшӑнакан паллӑ вӑйӑҫӑ.

«iВолга» форума Чӑваш Енри 65 ҫамрӑк хутшӑнӗ. Вӑл Самар облаҫӗнче утӑ уйӑхӗн 24-29-мӗшӗсенче иртӗ.
Кӑҫал форума Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи регионсенчен 1400 ытла яш-хӗр пухӑнӗ. Вӗсем валли тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ: «Наука, «IT тата цифра технологийӗсем», «Патриотизм», «Культура тата искусство», «Ҫӑлав служби», «Промышленноҫ комплексӗ», «Управлени».
Кунсӑр пуҫне ҫамрӑксем форумра хӑйсен проекчӗсене хӳтӗлӗсе гранта тивӗҫме пултарӗҫ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын квадроцикл туянас тесе пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Транспорта вӑл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче асӑрханӑ. Унтан тавар сутаканпа ҫыхӑннӑ. Унпа мессенджерсенчен пӗринче калаҫнӑ.
Тавар туянас ӗмӗтлӗ ҫамрӑк транспорта ӑсатни пирки документсене илсен ҫеҫ тӳлессине пӗлтернӗ. Сутаканни туянас кӑмӑллин шухӑшне шута илнӗ. Темиҫе кунтан Шупашкар каччи тавар илсе килекен компание кайнӑ та посылка ытла пысӑк тесе ярса паманнине пӗлсен каччӑ 380 пин тенке ултавҫӑсене ярса панине ӑнланса илнӗ пакунлисене пӗлтернӗ.

21 ҫулти каччӑ пӗр каҫхине килне хӗр чӗнсе илес тенӗ. Пӗлтерӗве вӑл тӗнче тетелӗнчӗ асӑрханӑ.
Качча пӗлтерӳре кӑтартнӑ номерпе шӑнкаравланӑ. Телефона тытнӑ хӗр «пулӑшушӑн малтанах укҫа тӳлесе хумаллине пӗлтернӗ. Каччӑ вӗсен сайтӗнче пӗрремӗш хутн пулнине кура унӑн страховка та тӳлемелле тесе ӗнентернӗ.
Качча пӗтӗмпе 40 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кӑштахрах унран тата укҫа ыйтнӑ. Тем шанчӑклах мар пек туйӑннӑран каччӑ хӗре чӗнсе илес мар тенӗ. Анчах ун пек каласан унран тата укҫа тапӑнма, ҫывӑх ҫыннисене тавӑрассипе хӑратма тапранса кайнӑ. Хӑраса ӳкнӗ каччӑ 200 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

Паян Шупашкарта Мускав ҫыран хӗрринче икӗ каччӑ Атӑлта путса вилнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те – ют ҫӗршывран килнӗскерсем.
Ҫакӑ паллӑ: каччӑсем ятарласа хатӗрленӗ вырӑнта мар, юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Вӗсене водолазсем чылай вӑхӑт шыранӑ та виллисене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗ ҫамрӑксене Мускава вӗренме яма суйласа илессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ эпир телейлисем камсем иккенне те пӗлтӗмӗр. Ун пирки Марина Карягина халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Мускаври Щукин ячӗллӗ Театр институтӗнче Анастасия Азанова, Александр Кузьмин, Елена Михайлова, Степан Никифоров, Анастасия Пашкова, Нина Яковлева Мускавра тӳлевсӗр вӗренӗҫ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан вӗсем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне таврӑнӗҫ.
