Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Полици лейтенанчӗ отпускра канас вырӑнне «Сталинградская весна – 2026» астӑвӑм вахтине хутшӑннӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Дмитриевка хуторӗ патӗнче иртнӗ. Унта 1943 ҫулхи хӗлле юнлӑ сапӑҫу пынӑ.
Шупашкарти полицин 5-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Александр Генералов совет салтакӗсене пытарнӑ вырӑнсене шырама хутшӑннӑ. Унпа пӗрле Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те экспедицие хутшӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче лейтенант пулас йӗрке хуралҫисене те вӗрентет.
Чӑваш Енри 62 шыравҫӑ икӗ эрнере 500-е яхӑн гектар тӗпченӗ, унта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ 36 салтака тата нимӗҫ тата совет салтакӗсен 300 ытла артефактне тупса палӑртнӑ.
