Чӑваш Ен хӗрӗ Татьяна Федорова Кӑркӑстанра Самбо енӗпе иртнӗ тӗнче кубокне хутшӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ комнадипе тухса кайнӑ.
Ӑмӑртура пирӗн ентешӗмӗр ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 50 килограмлӑ виҫери хӗрарӑмсен хушшинче ҫӗнтернӗ.
Татьяна — 22 ҫулта. Вӑл самбо енӗпе чӑваш шкулӗн воспитанници. Унӑн тренерӗ — Сергей Пегасов.
Колледжсемпе техникумсенчен, институтсемпе университетсенчен вӗренсе тухакансем йышлӑ, анчах предприятисенче ӗҫлекен ҫын ҫапах та ҫитмест.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ыйтӑва направлени урлӑ татса пама май пур тесе шухӑшлать. Унчченхи пек. Бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтерсен, калӑпӑр, пӗр-пӗр предпряитие направленипе ярса виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫлеттермелле туса.
Республика Правительстви ҫак сӗнӳпе РФ Ҫутӗҫ министерствине тухасшӑн.
Предприятисене ӗҫе вырнаҫсан ҫамрӑксене ҫурт-йӗр арендӑна памалла, ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека пӑхса хӑвармалла, ҫар службинчен отсрочка пулмалла тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.
Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен каччӑ музыка инструменчӗсем ӑсталать иккен.
«Пӗлесчӗ сирӗн, мӗн таран пултаруллӑ ҫамрӑкпа паллашма тӳр килчӗ мана паян!» —хавхаланса пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Марина Карягина шухӑшланӑ тӑрӑх,
«Даниил Данилов чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем ӑсталать, унӑн пуласлӑхӗ пысӑк».
Пултаруллӑ каччӑпа тележурнаист
ҫитес вӑхӑтра телекӑларӑмсенчен пӗринче тӗплӗнрех паллаштарма шантарнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ 10-мӗш хутлӑ ҫуртран сикме шухӑшланӑ. Юрать, пӑтӑрмаха асӑрхакансем тата ҫамрӑка усал ӗс тӑвассинчен тытса чаракансем тупӑннӑ.
Каччӑ хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчен сикме шухӑшланӑ.
Усал шухӑш тытнӑ каччӑ пирки ятарлӑ службӑсене систерекен тупӑннӑ. Каччӑпа психолог калаҫнӑ, ӑна лӑплантарнӑ хыҫҫӑн яш усал шухӑшне пӑрахӑҫланӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк бронежилет сутатӑп тесе тӗнче тетелӗнче пӗтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн ун пек япала пулман та.
Кӑштахран тавар туянас кӑмӑллӑ ҫын та тупӑннӑ. Сутуҫӑна вӑл 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Яш ҫав укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 18 ҫулти каччӑна ҫынна улталанӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Шӑрӑх кунра, паллах, шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах унта инкек пуласси те инҫех мар.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫамрӑк путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2006 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 28 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 8-шӗ – 18 ҫула ҫитмен ачасем.
Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ.
Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ.
Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Чӑваш Енри студентка «Мисс топ мира России — 2023» ята ҫӗнсе илнӗ.
«TOP BEST RUSSIA» илем тата ҫулталӑк премийӗн конкурсӗ ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Раҫҫейри конкурса Ҫӗнӗ Шупашкарти Диана Яковлева та хутшӑннӑ. Ҫӗршыври хитре хӗрсен хушшинче вӑл хӑйне тивӗҫлипе кӑтартса панӑ.
«ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем «Солярис» машинӑпа тухса кайнӑ ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ. 31 ҫулти Артем Пантелеймонов уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Hyundai Solaris» маркӑллӑ автомобильпе ҫула тухнӑ. Унӑ машини сӑрӑ тӗслӗ иккен.
Ҫухалнӑ ҫамрӑк арҫын 179 сантиметр ҫуллӗш, начар кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ — тӗксӗм хӑмӑр. Хӑй тӗксӗм кӑвак футболка-поло, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлавар, сӑрӑ кроссовки тӑхӑннӑ. Ҫумӗнче хура тӗслӗ рюкзак пулнӑ.
Пирӗн ентешӗмӗрсем – Роман Сергеев тата Михаил Елисеев – «Казачок» нумай сериллӗ фильмӑн авторӗсенчен пӗрисем пулса тӑнӑ. Асӑннӑ фильма халӗ Псков облаҫӗнче ӳкереҫҫӗ. Унта Алексей Кравченко, Георгий Дронов, Владимир Епифанцев паллӑ актёрсем те выляҫҫӗ.
«Казачок» – ҫамрӑксем валли ӳкерекен нумай сериллӗ фильм. Сюжет тӑрӑх, Мускавра пурӑнакан шкул ачине, Степана, ашшӗ-амӑшӗ тӑна кӗтмелле тесе асламӑшӗ патне яла яраҫҫӗ. Вӑл унта ҫӑла кӗрсе ӳкет аваллӑха ҫакланать. Стёпа хӑйӗн ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ тӑванӗсемпе палалшать, 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсене хутшӑнать.
Маларах асӑннӑ Романпа Михаил – Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗн ертӳҫисем. Унччен вӗсем «Тайна пропавшей деревни» камит сериалӗн сценарисчӗсем пулнӑ. Ҫав ӗҫӗн премьерине «ТНТ» телеканал утӑ уйӑхӗнче кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |