Паян Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ виҫҫӗмӗш хут иртрӗ. Ӑна «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Ҫамрӑксен хаҫачӗпе» пӗрле йӗркеленӗ.
Форума пултаруллӑ чӑваш ҫамрӑкӗсем пухӑннӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчен ҫитнисем те пулчӗҫ: Хусантан, Мускавран, Чӗмпӗртен. 25 спикер хӑйсен ӗҫӗ, проекчӗсем,чун киленӗҫӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартрӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти Артем Григорьев пӗлтӗр форумра пулнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайнӑ, хӑй хулари тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ кофе аппаратсене чӑвашлатнӑ, «Лайӑх кофе» ят панӑ. Анжелика Еремеева Хусантан ҫитнӗ. Вӑл «Ӗмӗт» этноушкӑн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗ.
Халӗ ҫамрӑксен шутне 18-45 ҫулсенчисем кӗреҫҫӗ. Ҫапла палӑртнӑ Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ. Вӑл ҫын ӳсӗмӗн ушкӑнӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ.
45-ран пуҫласа 60-ччен вара халӗ – вӑтам ӳсӗмрисем. 60-75 ҫулсенчисем – ватлӑх енне сулӑннисем.
75-рен пуҫласа 90 ҫулччен ватӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ.
90-ран аслӑраххисӗм – вӑрӑм ӗмӗрлисем.
Шупашкарта 17 ҫулти ҫамрӑка «Лиза Алерт» ушкӑн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Давид Пигузов пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Давид 182 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫав кун хура куртка, сӑрӑ кофта, хура джинс шӑлавар, сӑрӑ кроссовка тӑхӑнса тухса кайнӑ.
Давида пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Ӑна, шел те, хальлӗхе тупайман. Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52, 89196666680 (Наталия Симба), 89199793862 (Николай Дракон).
Пӗлтӗрхи ҫулла Комсомольски тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм мессенджерсенчен пӗринче хушма ӗҫ укҫи ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен вуласа пӗлнӗ. Унта ҫырнине 40 ҫулти ял хӗрарӑмӗ ӗненнӗ.
Пӗлтерӳ панӑ ҫынпа ҫыру ҫӳретсе вӑл хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе темиҫе микрофинанс организацийӗнче 40 пин тенкӗ ытла укҫа илнӗ.
Хӗрарӑма Ростов облаҫӗнчи 19 ҫулти каччӑ улталанӑ иккен. Ӑна йӗрке хуралҫисем халӗ Шупашкара илсе килнӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑх туслӑхӗсен ҫуртӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем пухӑннӑ. Вӗренӳ семинарне Хусанти эксперт, Регионсен хушшинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗн ертӳҫи Юлия Еремеева, Хусанти «Ӗмӗт» этноушкӑн ертӳҫи тата алӑ ӑсти Анжелика Еремеева, чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» юхӑмӗн лидерӗ Елизавета Савелькина ҫитнӗ.
Ҫамрӑксем Тутарстанра чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ мероприятисене йӗркелемелли опытпа пайланнӑ. Юлия Еремеева вара этнокультура енӗпе грант проекчӗсене мӗнле ҫырмаллине ӑнлантарнӑ. Чӑваш блогерӗсем «ҫавра сӗтел ирттернӗ, унта ӗрлехи проектсене сӳтсе явнӑ, Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен халӑх ассамблейине кӗме йышӑну тунӑ.
Ӗпхӳре пурӑнакан 15 ҫулти яш Шупашкарти лавккасенчен пӗринче система блокне вӑрланӑ. Ӑна вал Тутарстанра сутса янӑ.
Шупашкарти Калинин урамӗнчи лавккара тавар ҫухалнине сутуҫӑсем 10 кунран ҫеҫ сиснӗ.
Йӗрке хуралҫисем видеосӑнав камерине пӑхнӑ та 100 пин тенкӗ ытла тӑракан система блокне пӗр яш йӑтса тухса кайнине асӑрханӑ.
Ҫав кунах система блокӗ Президент бульварӗнчи йӑлари техника сутакан лавккаран та ҫухалнӑ.
Каччӑна халӗ тытса чарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 22 ҫулти хӗр патне мессенджерсенчен пӗринче ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Пикен телефонӗнче сиенлӗ приложени пур, унран тасалма ятарлӑ приложени вырнаҫтармалла тесе ӗнентернӗ.
Хӗр ют ҫын каланине итленӗ. Кӑштахран ҫав арҫын тепре шӑнкӑравланӑ, хӑй ултавҫӑ пулнине пӗлтернӗ. Ҫав приложени урлӑ вӑл пикен сӑнӳкерчӗсене уҫласа илме пултарнине пӗлтернӗ, сӑнӳкерчӗксемшӗн 100 пин тенкӗ тапӑннӑ. Хӗрӗн интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсене вӑл пикен амӑшне ярса панӑ, ытти ҫын патне те ярса парассипе хӑратнӑ.
Чӑваш Ен хӗрӗ Анастасия Красильникова Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Олимп резеврӗн 3-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен хӗр унта ӑсталӑхне ҫӑмӑл атлетика енӗпе туптать. Унӑн вӗрентекенӗ — Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Кузнецов.
Мускавра иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче Шупашкар хӗрӗ 3 пин метра 8 минут та 48,45 ҫеккунтра чупса тухнӑ.
Карина Якимова унччен черчен, начаркка хӗр пулнӑ. 15 ҫулта чухне 39 килограмм тайнӑ.
Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл вӑйлӑ пулнине ыттисене ӗнентерме тӗллев лартнӑ. Халӗ вӑл - спортсменка, пултарулӑхра та аталанать.
Карина паянхи кун 57 килограмм таять, 115 килограмлӑ штангӑпа приседани тӑвать. Вӑл – пуарлифтинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Дизайнер тумне те хатӗрлет вӑл.
Пӗлтӗр «Пушкин карттипе» культура учрежденийӗсем 162 миллиона яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗтӗмпе 161,8 миллион билет сутнӑ. Ҫамрӑксем ытларах театра тата кинотеатра ҫуренӗ.
Чӑваш Ен, Раҫҫейӗпе илес тӗк, «Пушкин карттипе» усӑ курассипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна ҫамрӑксене паспорт илнӗ чухне пама сӗннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗсем «Пушкин карттипе» 500 миллиона яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе 30 процентне кӑна ӗҫлесе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |