
Элӗк районӗнче пурӑнакан Кирилл Степанова халӑх тетелӗнче аван пӗлеҫҫӗ. Унта вӑл хӑйӗнпе ҫамрӑк фермер тесе паллаштарать, ял пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене кӑтартса парать.
Каччӑна федераци каналӗсем те хӑйсен кӑларӑмӗсене йыхравлаҫҫӗ. Халӗ каччӑ хӑйӗн хӗрӗпе паллаштарнӑ. Даша Алтай тӑрӑхӗнчен иккен. Маларах каччӑ ун патне темиҫе хутчен те кайса килнӗ, халӗ хӗр чӑваш ялне куҫса килнӗ. Пике ялта хуҫалӑх тытса пыма вӗренет.
«Эпӗ йӑлтах пӑрахса куҫса килтӗм. Тӑван киле, ӗҫе, юлташсене, хам хӑнӑхнӑ тӗнчене. Пурнӑҫри ҫӗнӗ утӑма эпӗ ҫӗнӗ хутшӑнусемшӗн, ҫыншӑн, ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн турӑм», – тет иккен Даша.

Чӑваш наци вулавӑшӗнче культура отраслӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсен форумӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫӑн тӗп тӗллевӗ — тӗрлӗ муниципалитетри яш-кӗрӗмӗн шухӑшне, малашлӑха палӑртнисене, хумхантаракан ыйтӑвӗсене тӗпчесе пӗлсе малалла аталанма ҫул уҫасси». Форума республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри библиотекарьсене, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсене пухнӑ. Пурӗ 60-а яхӑн специалиста.
Мероприятире «хальхи культура чӗлхи» пирки те сӑмах хускатнӑ. Ялти специалистсен авалхи юрӑсене ҫырса илес ӗҫе мӗнле йӗркелемелли пирки калаҫнӑ.
Ҫамрӑк специалистсем хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсене Светлана Каликова министрпа сӳтсе явма пултарнӑ.

Паян ирхине Вӑрнар округӗнчи Ҫӗрпел ялӗ ҫывӑхӗнче 16 ҫулти питбайкер вилнӗ. Ку инкек ирхи 8 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл мотошлемсӑр пулнӑ.
Унччен ӑна питбайкпа ҫул ҫинче ярӑннӑшӑн явап тыттарни паллӑ. Ашшӗн те явап тытма тивнӗ — транспорта правасӑр ҫынна панӑшӑн.
Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Чи кӑмӑлли — ку мероприятие пӗр хут ирттернипех лӑпланманни.
Чӑваш культурипе ачасене тата ҫамрӑксене паллаштарас тӗллевпе шухӑшласа кӑларнӑ проекта уйӑхӗпех пурнӑҫа кӗртӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех пырӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ачасемпе яш-кӗрӗме тата хӗр-упраҫа вӑйӑ тата ташӑ урлӑ паллаштарасшӑн. Проекта клубсемпе культура ҫурчӗсенче пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тӗп мероприяти вара утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Фольклорӑн пӗрлехи кунӗнче, иртӗ. Ун чухне «Сик! Тух!» ятпа этновӑйӑ йӗркелеме палӑртса хунӑ.

Чӑваш Енре икӗ ҫамрӑка Раҫҫей ШӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев чысланӑ.
Шупашкарти 16 ҫулти Матвей Дудкӑна тата 17 ҫулти Артем Иванова видеоҫыхӑну урлӑ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун чысланӑ. Вӗсем ҫынна пулӑшнӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ каччӑ Сосновкӑра унччен судпа айӑпланнӑ 25 ҫулти арҫын ют хваттере кӗрсе кил хуҫи хӗрарӑмне хӗнесе укҫа ыйтнине асӑрханӑ. Вӗсем нумай шутласа тӑман – газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса хваттере кӗнӗ те арҫынна полици киличчен алхасма паман.
Палӑртса хӑварар: Артемпа Матвей колледжра вӗренеҫҫӗ, вӗсем спортпа туслӑ.

Йӑлана кӗнӗ Туй фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ
Фестиваль Мускаври «Раҫҫей» наци центрӗнче утӑ уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальте тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешӗҫ, хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ.
Туй фестивалӗнче пӗрлешес текенсене ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ЗАГС уйрӑмне 56-51-19 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр Туй фестивалӗнче Чӑваш Енри Алексей тата Юлия Комлевсем пӗрлешнӗ (сӑнӳкерчӗкре вӗсем).

Шупашкарта эрне каялла ҫухалнӑ пикене шыраҫҫӗ. Кун пирки «ЛизаАлерт» шырав отрячӗ пӗлтернӗ.
15 ҫулти хӗрачана Валерия Семенова тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл ӑҫтине унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Хӗрача 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура тӗслӗ, куҫӗ — хӑмӑр.
Вӑл хура тӗслӗ кофта, сӑрӑ джинс, тӗксӗм симӗс пушмак тӑхӑннӑ.
Пике ӑҫтине пӗлекенсене шырав отрячӗн 8 800 700-54-52(ку номерпе шӑнкӑравланӑшӑн укҫа илмеҫҫӗ) е шырав ӗҫне йӗркелесе пыракан Екатеринӑна 8 977 708 47 04 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш Енри икӗ тантӑш, хӗрпе каччӑ, ултавҫӑсене ӗненсе ҫын пурлӑхне вӑрлама тухса кайнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнисем — аслӑ шкулта вӗренекен каччӑ тата колледжра вӗренекен хӗр.
Вӗсем патне вӗренӳ заведенийӗн деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ имӗш, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кайран вӗсем патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн, Тӗп банкӑн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсене укҫана тата терроризма спонсор пулса пулӑшнинчен явап тытасран ҫӑлса хӑварма шантарнӑ.
Улатӑр каччи ултавҫӑсене 170 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутра — амӑшӗн картти ҫинчен те. Унтан ӑна «йӗрке хуралҫисем» Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарне пулӑшнӑ ҫынсен хваттерӗнче укҫа шырама хушнӑ.
Вӑрӑ шухӑшлӑ хӗре кил хуҫи хӑй тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи ҫурта кӗме тӑнӑ.
Ҫамрӑксене иккӗшне те суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Анчах тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарма йышӑннӑ.

Полици лейтенанчӗ отпускра канас вырӑнне «Сталинградская весна – 2026» астӑвӑм вахтине хутшӑннӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Дмитриевка хуторӗ патӗнче иртнӗ. Унта 1943 ҫулхи хӗлле юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ.
Шупашкарти полицин 5-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Александр Генералов совет салтакӗсене пытарнӑ вырӑнсене шырама хутшӑннӑ. Унпа пӗрле Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те экспедицие хутшӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче лейтенант пулас йӗрке хуралҫисене те вӗрентет.
Чӑваш Енри 62 шыравҫӑ икӗ эрнере 500-е яхӑн гектар тӗпченӗ, унта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ 36 салтака тата нимӗҫ тата совет салтакӗсен 300 ытла артефактне тупса палӑртнӑ.

Полици лейтенанчӗ отпускра канас вырӑнне «Сталинградская весна – 2026» астӑвӑм вахтине хутшӑннӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Дмитриевка хуторӗ патӗнче иртнӗ. Унта 1943 ҫулхи хӗлле юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ.
Шупашкарти полицин 5-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Александр Генералов совет салтакӗсене пытарнӑ вырӑнсене шырама хутшӑннӑ. Унпа пӗрле Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те экспедицие хутшӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче лейтенант пулас йӗрке хуралҫисене те вӗрентет.
Чӑваш Енри 62 шыравҫӑ икӗ эрнере 500-е яхӑн гектар тӗпченӗ, унта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ 36 салтака тата нимӗҫ тата совет салтакӗсен 300 ытла артефактне тупса палӑртнӑ.
