Паян пирӗн республикӑра Чӑваш чӗлхи анлӑн уявланӑ. Ӑна шкулсемпе ача пахчисенче, социаллӑ учрежденисенче ирттернӗ. Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг пулнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑшра та ҫак ятпа пуҫтарӑннӑ. Унти Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне паллӑ тума вырӑнти Уйӑп Мишши музейӗ умне пысӑк йышпа тухнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?» вӑйӑ урокӗ иртнӗ. Ачасем тӗрлӗ станцире пулса хӑйсем чӗлхене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ.
Иван Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума суса тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ культура ҫуртӗнче муниципалитет шайӗнчи фестиваль пулса иртнӗ.
«Чунтан савӑнса та хӑпартланса таврӑнтӑм ҫак уявран. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе калас килет, тӑвансем, — тесе ҫырнӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Людмила Семёнова-Ульянова.
Чӑваш Енре икӗ чӗлхепе – вырӑсла тата чӑвашла – ҫырнӑ апат-ҫимӗҫ тухнӑ. Кунашкал этикеткӑллӑ пӗрремӗш партие «Чӑвашпотребсоюз» кӑларнӑ.
Ку ӗҫ пирки таҫханах калаҫу пуҫарнӑ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов Тӑван чӗлхе кунӗнче, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, апат-ҫимӗҫ упаковкисене вырӑсла тата чӑвашла ҫырма сӗннӗ. Акӑ паян Чӑваш чӗлхи кунӗ, продукци лавккасен сентри ҫине тухнӑ та.
Этикетка ҫинче продукцие мӗнрен хатӗрленине тата ытти информацие халӗ чӑвашла та вулама пулать. «Чӑвашпотребсоюз» хӑйӗн пӗтӗм ассортименчӗн упаковкисене улӑштарасшӑн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхи ирӗклӗ янӑранишӗн савӑнать. Кун пирки вӑл Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ май палӑртса хӑварнӑ.
«Чӑваш чӗлхи килте кӑна мар, хуласемпе муниципаллӑ округсен урамӗсенче те, театрсемпе музейсенче те, шкулсемпе больницӑсенче те ирӗклӗн янӑрани савӑнтарать.
Мӑн асаттемӗрсен ҫепӗҫ те янӑравлӑ чӗлхи яланах пурӑнтӑр тата тивӗҫлӗн аталантӑр тесе пирӗнтен кашниех хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшасса шанса тӑратӑп», — тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.
Чӑваш чӗлхи кунӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче саламланӑ.
«Анне чӗлхи илӗртӳллӗ, ҫепӗҫ те илемлӗ, янӑравлӑ та юрӑ пек кӗвӗллӗ. Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче тӑван чӗлхе чи хакли пулӗ. Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.
Эпир ӑна чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр. Вӑл тӑрӑшнипе паян тӑван чӗлхепе калаҫма, ҫырма, вулама пултаратпӑр. Аслӑ вӗрентекенемӗр чӑваш халӑхне чӗлхене упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫак пиле манас марччӗ!
Куллен тӑван чӗлхепе пупленӗ чухне, вӑл чӗрӗ пулӗ! Чӑвашла калаҫасчӗ! Уяв ячӗпе!» — тесе ҫырнӑ министр.
Паян пирӗн республикӑра Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырнӑ.
Акцин тӗп тӗллевӗ — тӑван чӗлхене сыхласа упраса хӑварасси тата аталантарасси.
Кӑҫал Чӑваш Енре экологи ҫулталӑкӗ пулнӑ май диктант темине ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннине суйласа илнӗ. Диктанта Ҫемен Элкерӗн «Чӑваш вӑрманӗ» хайлавӗ тӑрӑх ҫырнӑ.
«Ҫыракансем палӑртнӑ тӑрӑх, текст йывӑр пулман. Ӑна кӗҫӗн ҫулхисем те пиллӗк паллӑ илме пултарнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктантне» Чӑваш Енри тӗрлӗ учрежденире ҫырчӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем Шупашкарта кӑна 4 вырӑн палӑртнӑ», – тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑван чӗлхе вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» ятпа регионсем хушшинчи форум иртет. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ.
Форума Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уҫнӑ. Ӗнерех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче педагогика ӑсталӑхӗн меслетлӗх фестивалӗ иртнӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактив заданисем иртнӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне те унта ҫырнӑ.
Ыран воркшоп, поэзи фестивалӗ, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче пуху иртӗ.
Етӗрне округӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнчи медиацентр чӑваш культурине халалласа репортажсем хатӗрлет. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пуҫарӑва шкул хастарӗсем чӑваш чӗлхи эрнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен. «Хальлӗхе вӗсем чӑваш литератури тата чӑваш ӑсти ҫинчен видеороликсем хатӗрленӗ», — тесе хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
«Центр и периферия» ӑслӑлӑх журналӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Геннадий Николаевӑн, истори наукисен кандидачӗн Геннадий Николаевӑн статйи пичетленсе тухнӑ.
Унта институтӑн ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Паянхи куна илсен, асӑннӑ учреждени академи евӗрлӗ центр пулса тӑрать. Унта чӑваш чӗлхин, литературин, историйӗн, археологийӗн, этнологийӗн, антропологийӗн, ӳнерӗн ыйтӑвӗсене теори тата ӑслӑлӑхпа прикладной енӗпе тӗпчет.
РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗ ҫак кунсенче бета-верси шайӗнче ӗҫленинчен тухнӑ. Кун пирки, Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май, ҫӗнӗ энциклопедин Раҫҫей чӗлхисемпе ӗҫлекен пай хыпарлать.
Бета-режимран ҫаван пекех ытти уйрӑмсем те тухнӑ: тутар, пушкӑрт, мӑкшӑ, мари, саха тата ыттисем. Вӗсемсӗр пуҫне тепӗр ҫӗнӗ сакӑр уйрӑм хушӑннӑ — бурят, вепс, ингуш, калмӑк, коми, коми-пермяк, карел (ливвик пуплевӗ) тата хакас чӗлхисен уйрӑмӗсем. Вырӑсла уйрӑма шутласан пурӗ 20 уйрӑм пулать.
РУВИКИнчи чӑвашла уйрӑм иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ. Унтанпа вӑл 500 ытла ҫӗнӗ статьяпа пуянланнӑ. РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнчи материал ытларах пайӗпе Википедирен илнӗскер (вӗсене Creative Commons Attribution-ShareAlike лицензипе килӗшӳллӗн копилесе илнӗ; ку лицензипе килӗшӳллӗн РУВИКИрен те Википедине копилеме юрать), апла пулин те чылай материала якатнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Тепӗр уйрӑмлӑх — кунти текстсене ҫырнӑ май чӑваш саспаллисен кириллица пайӗнчи саспаллисемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ, унччен латин пайӗнчисемпе ҫырнисене кириллица пайӗнчи саспалли ҫине ылмаштарса пыраҫҫӗ.
Малашнехи планра — ҫӗнӗ 2.0 калӑплав ҫине, вырӑс уйрӑмӗ пекех, куҫасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |