Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенче тӗп хулара чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗлтерӗшлӗ хула семинарӗ иртрӗ. Унӑн тӗп теми теорирен пуҫласа инновациллӗ практикӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫлессине ҫутатасси пулнӑ. Семинарта «Тӑван чӗлхепе литературан чи лайӑх вӗрентекенӗ — 2026» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ тата малти вырӑнсене йышӑннӑ педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара 30-мӗш шкулти Ольга Сильева педагог те хутшӑнчӗ.
Хальхи вӑхӑтра урок ачасемпе чӗрӗ диалог йӗркелесси, вӗсене хастар тӗпчевҫӗ пулма пулӑшасси пирки сӑах хускатрӗҫ. Уҫӑ уроксемпе мастер-классенче ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем ачасен тимлӗхне тыткӑнлама тата кулленхи пурнӑҫра ирӗклӗ калаҫма ма паракан вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Тухса калакансем паянхи педагог чӗлхеҫӗ кӑна мар, психолог та, технологисене пӗлекен ӑстаҫӑ та пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем вӗрентекенсене чи актуаллӑ практикӑна ӗҫе кӗртме тата чӑвашла вӗрентес ӗҫе лайӑхлатма пулӑшма тивӗҫ.
