25 ҫыннӑн руль умне ларма юраман. Ҫакна юлашки 5 уйӑхра Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тупса палӑртнӑ.
Ҫак ҫынсене медтӗрӗрӗслев витӗр тухнӑ чухне тухтӑрсем руль умне ларма чарнӑ. Анчах вӗсен аллинче пурпӗрех водитель прави пулнӑ.
Прокуратура вӗсене водитель правинчен хӑтарас тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра 25 тавӑҫран 18-шне тивӗҫтерне.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче прокуратура муниципалитет пурлӑхӗпе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ.
Ҫакӑ палӑрнӑ: пӗр территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ служба машинипе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче канмалли тата уяв кунӗсенче хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ, округ тулашне те тухнӑ.
Прокуратура пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материалсене миравай суда пӑхса тухма янӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, должноҫри ҫыннӑн штраф тӳлемелле.
Чӑваш Енри хӗрарӑм пая кӗрсе хваттер туяннӑ. Унта пурӑнма куҫнӑ та ҫакна асӑрханӑ: кӳршӗсен сассисем илтӗнеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл строительство компанийӗ тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне хӗрарӑм калани тӳрре тухнӑ: хваттерте сасӑ изоляцийӗ япӑх пулнӑ, шав шайӗ нормӑран ытларах икенни те палӑрнӑ. Компание кун пирки асӑрхаттарнӑ, анчах вал хӑнк та туман.
Суд хӗрарӑмӑн ӗҫне пӑхса тухсан ун майлӑ тӑнӑ: строительство компанине 202100 тенкӗ компенсаци тӳлеттерме йышӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: штраф тӳлемелле.
Ҫак арҫын арӑмне тата унӑн 14 ҫулти хӗрне тӑтӑшах хӗненине палӑртнӑ. Пӗррехинче вара вӑл хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Суда вӑл арӑмӗпе унӑн хӗрне 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен хӗненине ӗнентернӗ.
Куславккари арҫынна 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонпе ӑсатнӑ. Вӑл пӗлӗш-хӗрарӑмне чӗртсе янӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын ӳсӗр пулнӑ, хӑй паллакан 33 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫле тапранса кайнӑ. Ӑна хӑвӑрт хыпса илекен шӗвекпе сапнӑ та чӗррсе янӑ. Хӗрарӑмӑн кӗлетки ытла ҫунса кайнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм пульницӑра вилсе кайнӑ.
Усалланнӑ арҫынна Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонирен хупса хума йышӑннӑ.
«Мускав - Шупашкар» рейспа вӗҫнӗ Питӗр арҫыннине суд 500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл самолетра общество йӗркине пӑснӑ.
Арҫын пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Шупашкара каҫхи рейспа вӗҫнӗ. Хайхискер самолетра хӑйне йӗркеллӗ тытман. Бортпроводниксем, кӳршисем лӑпланма ыйтсан та хӑлхана чикмен, хирӗҫ те тӑнӑ.
Ӑна Калинин районӗн сучӗ суд тунӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулсан та ӑна ҫур милионлӑх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Йӗпреҫре вӑкӑра пула 12 ҫулти хӗрача шар курнӑ. Ҫавна пула суд пулнӑ.
Ку пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрача шкултан таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна урамра ирӗклӗн ҫӳрекен вӑкӑр тапӑннӑ. Хӗрача аманнӑ.
Ачан амӑшӗ кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтернӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ҫак инкек вӑкӑр хуҫине пула пулнине палӑртнӑ - вӑл мӑйракаллӑ шултра выльӑха картишре тытман. Ҫапла ведомство хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд выльӑх хуҫине 10 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Лев Рафинов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суд чарса лартнӑ. Анчах вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар иккен.
Лев Рафинов ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине сакӑр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхнчен пуҫласа 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл тӑлӑх ачасене валли Ҫӗмӗрлере 7 хваттер сутас пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Анчах хваттерсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, санитари норми тата ытти енчен саккун ыйтнине тивӗҫерсе тӑман. Тӑкак виҫи 9,5 миллион тенкӗпе анлашнӑ. Рафинов ҫавна тӗпчев пынӑ вӑхӑтах саплаштарнӑ. Ун пурлӑхне те арестленӗ.
Районти суд пуҫлӑх пулнӑ ҫыннӑн ӗҫне тимсӗрлӗх статья ҫине куҫарнӑ, пуҫиле ӗҫшӗн явап тытарма вӑхӑт иртсе кайнӑ тесе ӗҫе хупса хунӑ. Вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар, вӑл приговор тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче почта уйрӑмне ертсе пынӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канашри почтамта пӑхӑнса тӑракан почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм сутма панӑ таварпа тата ӑна сутса тунӑ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Вӑл 200 пине яхӑн тенке хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хӗрарӑмӑн килӗнчен полицейскисем 150 пин тенкӗ укҫа илсе тухса кайнӑ, ӑна шар курнӑ ене тӑкака саплаштарма панӑ.
Пуҫиле ӗҫе Йӗпреҫ районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ арҫын хӗрарӑма пусмӑрлама тӑнӑ. Пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. Хулари ҫуртсен картишӗсенчен пӗринче никам та пулманнипе усӑ курса вӑл пӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра пӗр машина иртсе пынӑ. Водитель машинӑна чарнӑ, йӗрке хуралҫисене пӗлтересси пирки асӑрхаттарнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ арҫын пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна татса чарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл этем ытти ҫавӑн йышши преступлени туман-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |