Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннине эпир 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑччӗ. Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле тесе хыпарланӑччӗ.
Крематорие, чӑн та, туса лартнӑ. Анчах унта «Государева Гора» текен строитлеьтсво организацийӗ ура хума тытӑннӑ тесен те юрать. Организаци крематорипе судлашса Арбитраж суднех ҫитнӗ. Вӑл судра каланӑ тӑрӑх, крематорие пула юнашарти ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелсе каять.
Судра хутсене тишкернӗ те, маларах асӑннӑ строительство организацийӗ ҫӗре крмеатори валли ҫӗр уйӑрнӑ хыҫҫӑн туяннӑ. Хальлӗхе суда крематори интересне хӳтӗленӗ. Анчах енсем тата судлашма пултарӗҫ.
