
Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ачисем умӗнче 2 миллиона яхӑн тенкӗлӗх алимент парӑмӗ пухса тултарнӑ. Тӗрӗсрех каласан, парӑм 1,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ.
Ултӑ ача амӑшне халӗ пуҫиле майпа явап тытарма йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла ҫулталӑк ӗҫлеме тивӗ, ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ.
36 ҫулти хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, вӑхӑтлах вырнаҫса тупӑш курнине хӑйне валли тӑкакланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ Граждан урамӗнчи 92-мӗш ҫуртри муниципалл а пӗр хваттерте пурӑнакан арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Хваттерте пурӑнакан арҫын хваттере йӑлари тӗрлӗ каяшпа тултарса лартнӑ, унта тирпейсӗр пулнӑ, обойсем ҫӗтелсе пӗтнӗ, таракансем ӗрчесе кайнӑ. Аялти хутра пурӑнакан кӳршисем те ӑна пула шар курнӑ — ун хваттерӗнчен юхса тухнӑ шыв вӗсене сиен кӳнӗ.
Арҫынна шавланӑшӑн, кӳршисене лӑпкӑ пурӑнма кансӗрленӗшӗн пурӗ 320 хутчен административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫынсене вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ, хваттерӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене регистрациленӗ.
Унта регистрациленне амӑшӗпе хӗре унта пурӑнайман. Ӗҫме юратакан арҫын пррехинче хӗре картлашка ҫинчен сирпӗнтерсе антарса янӑ, пуҫӗпе стенана ҫапнӑ.

Раҫҫейӗн авторсен обществи (РАО) В.И. Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша заводӗнчен паллӑ музыка композицийӗсене янӑратнӑшӑн укҫа шыраса илмелле тунӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ.
Авторсен обществи лаша заводӗнчен 620 пин тенкӗ шыраса илес, укҫана хӑйсен правине пӑснӑ авторсене куҫарса парас тенӗ, анчах суд тавӑҫа 310 пин тенкӗлӗх тивӗҫтернӗ.
Халӑхпа ирттернӗ мероприятире завод «Вирус» ушкӑн, Андрей Губин, «Сливки» ВИА, A’Studio, Люся Чеботина, «Отпетые мошенники» тата ытти хӑш-пӗр ушкӑнпа авторсен юррисене янӑратнӑ иккен.
Суд удовлетворил иск частично. Завод выплатит РАО 310 тыс. рублей.

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма суда панӑ. Йалтах — укҫана пула. Хӗрарӑм унӑн 1,78 миллион тенкине вӑрланӑ иккен.
Арҫын ҫак укҫана ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑшӑн илнӗ. Арӑм пулнӑскер вара унӑн хваттерне килнӗ те нухрата йӑлтах йӑтса тухса кайнӑ, хӑйӗн банк счечӗ ҫине хунӑ. Арҫын полицие заявлени ҫырма кайсан хӗрарӑм 290 пин тенке тавӑрса панӑ.
Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна суда панӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн арҫынна 1,489 млн тенке тавӑрса памалла. Унсӑр пуҫне 93,5 пин тенкӗ процент тӳлемелле.

рокуратуру Шемуршинского района обратились два пенсионера, прожШӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан икӗ ватӑ ҫын пластик чӳрече ларттарас тенӗ. Усламҫӑпа вӗсем сӑмахпа калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ.
Хайхи ватӑсен килӗсенчи чӳречесене пластикран лартса пама шантарнӑ. Ӗҫшӗн пӗри 65 пин тенкӗ тӳлесе хунӑ, тепри — 40 пин.
Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ, чӳрече лартакан килмен те килмен. Ҫавна хайхи этем укҫа-тенкӗ енчен йыварлӑха кӗрсе ӳкнипе сӑлтавланӑ. Анчах ватӑсем алӑ усса ларман, йӗрке хуралҫисен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура вӗсене хӳтӗлесе Патӑрьел районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Ватӑсене укҫана тавӑрса памалла тунӑ.

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Тяпте ялӗнчи хӗрарӑм хӑй саккуна хирӗҫле ӗҫ туни ҫитмен, ывӑлне тӗрӗс ҫултан пӑрса янӑ. Халӗ суд хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ, ывӑлне — 9 ҫӳллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние.
42 ҫулти хӗрарӑм наркотик хурса ҫӳресе укҫа тума сӗнекене тӗнче тетелӗнче тупнӑ. Кун пек хӑтланма хӑй килӗшнипех ҫитмен, 21 ҫулти ывӑлне те ҫапла тума вӗрентнӗ.
Амӑшӗпе ывӑлӗ тӑван тӑрӑхӗнче наркотик илнӗ те ӑна пӗчӗк хутаҫа тултарса Канашра пурӗ 29 вырӑна хурса тухнӑ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерне Дмитрий Краснова чикӗ леш енне кайма чармӗҫ. Унччен унӑн ҫавӑн пек чару пулнӑ-мӗн. Халӗ вӑл ҫав йышӑнӑва суд урлӑ пӑрахӑҫлаттарнӑ.
Дмитрий Краснова чике леш енне кайма чарни «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ ыйтнипе ҫыхӑннӑ. Ӑна тата тепӗр сакӑр ҫынна «Розничное и корпоративное страхование» компани ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Мускаври ҫав предприятире Дмитрий Краснов 2016-2020 ҫулсенче гендиректор пулса ӗҫленӗ, 2021 ҫулта предприяти панкурта тухнӑ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Мускаври Арбитраж сучӗ бенефициарсене тата топ-менеджер пулнӑ ҫынсене чикӗ леш енне кайма чарнӑ. Дмитрий Краснов кунпа килӗшмесӗр суда панӑ, суд ӑна майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен паянхи кун тӗлне илсен Красновран тӑкаксене шыраса илесси ҫинчен калакан хут ҫук.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Максим Семёнов хӑйне отставкӑна янипе килӗшесшӗн мар. Вӑл вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне хирӗҫлесе суда тавӑҫпа тухнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, суд ун пек ӗҫсене хӑвӑрт, заявлени пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн 10 кунта, пӑхса тухать. Юристсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ответчика хӳтӗленме ҫӑмӑл пулас ҫук, мӗншӗн тесен муниципалитет органӗ ун пек йышӑнӑва хӑйӗн полномочийӗпе килӗшӳллӗн туман имӗш.

Суд пулнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта пуранакан ватӑ мӑшӑрӑн хваттерти ӑпӑр-тапӑра урама кӑларса ывӑтма тивнӗ. Унсӑрӑн, суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан, вӗсене муниципалитет хваттерӗнчен кӑларса яма пултарнӑ.
Иван Яковлев проспектӗнчи 5 хутлӑ ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте ӑпӑр-тапӑр, ҫӳп-ҫап туп-тулли пулнӑ. Ватӑ мӑшӑр вӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗнчен сӗтӗрнӗ.
Сӑмах Иван Яковлев проспектӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ пирки пыма пултарать.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн тусӗн машинине чӗрсе пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кунхине 32 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хӑйӗн хӗр тусӗ пулнӑ хӗрарӑмӑн «Kia Seltos» машинине вӑл посёлокри пӗр урамра асӑрханӑ.
Унччен икӗ хӗрарӑм хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Вӗсем пӗр арҫынна пайлайман. Кӗвӗҫӗве пула икӗ тус хушшинчен хура кушак каҫса кайнӑ.
Машинӑна курсан хӗрарӑм ал айне лекне япалапа чӗрсе пӗтернӗ. Шӑмӑрлӑх 68 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ ку ӗс тӗлӗшпе суд пулнӑ. Тусне сӑтӑр тунӑ хӗрарӑмӑн тӑкака укҫан саплаштарма тивӗ.
