Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинчи оториноларингологи тата янах шӑммипе пит хирургийӗн уйрӑмне сӑмсана пирсинг ҫӑтса янӑ хӗрачана илсе пынӑ. Пӗчӗк хӑлха ҫаккине вӑл сывланӑ чухне сӑмсипе туртса илнӗ.
Ачан ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрача аппӑшӗ пек сӑмси ҫине пирсинг лартса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑна ӑнсӑртран сӑмсана туртса илнӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Реорганизаци текен утӑма ҫӳлтисем хысна укҫа-тенкне перекелессипе чылай чухне сӑлтавлаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Республикӑн ача-пӑча клиника пульниципе Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницине пӗрлештерме йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ учреждени те унчченхилле ӗҫлӗ. Анчах та асли (ансат чӗлхепе каласан) Республикӑн ача-пӑча клиники пулӗ. Пурлӑх хуҫи те вӑл шутланӗ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине пырса тем тӗрлӗ пулӑшу та ыйтаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухтӑрсем пӗчӗк хӗрачан чӗлхине пластик кӗленче пӑккинчен кӑларма пулӑшнӑ. Ача чӗлхине унта интереслӗ пулнипе чикнӗ иккен.
Тепрехинче тухтӑрсем тепӗр хӗрачан сӑмсинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ. Вӑл пиччӗшӗпе пулла кайнӑ. Арҫын ача вӑлтана шыва пенӗ те ҫекӗлӗпе ӑнсӑртран йӑмӑкӗн сӑмсине ҫаклатнӑ. Тухтӑрсем ӑна ӑнӑҫлах кӑларнӑ, пӗчӗк пациента киле янӑ.
Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Анна Павлова «Раҫҫей мисӗ Россия – 2023» конкурса хутшӑнать. Унта хутшӑнас кӑмӑллисем 85 пин ҫын таран пунӑ иккен. Чӑваш хӗрӗ ТОП-50 списока лекнӗ.
Анна Чӑваш патшалӑх университетӗнче медцина факультетӗнче вӗренет, вӑл акушер-гинеколог специальноҫне алла илесшӗн. Ҫамрӑкскер ӑслӑлӑх статйисем те ҫырать. Унсӑр пуҫне хӗр спортпа туслӑ: ишет, йогӑпа тата аэростретчингпа туслӑ, спорт ташшисене ташлать.
Илем конкурсӗн финалӗ юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ.
Республикӑра санитари авиацийӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Вертолётпа чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансене ытларах чухне илсе каяҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кун пек пациентсене вӑхӑтра операци тумалла.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан, 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна республикӑн тӗп хулине илсе килнӗ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ.
Арҫын хӑнара пулнӑ чухне чӗри патӗнче ҫунтарма тытӑнса кайнине сиснӗ. Вӑл хӑех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унта ӑна анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Кайран тухтӑрсем Республикӑри юн тымарӗсен центрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Шупашкара куҫарма йышӑннӑ.
Республикӑн тӗп хулинче арҫынна коронарографи тунӑ, стент вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ арҫын туберкулезпа чирленипе шутра тӑнӑ. Вӗсен чирӗн уҫӑ форми пулнине палӑртнӑ. Анчах иккӗшӗ те медтӗрӗслев витӗр тухма, сипленме ҫӳремен. Ҫапла вӗсем ыттисен сывлӑхӗ умӗнче те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, туберкулезӑн ерекен формипе чирлекенсене, сипленмесен, ятарлӑ пульницӑна вӑйпах сипленме яма пултараҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура вӗсене пульницӑна вырттарма ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтренӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын палламан ҫынна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ун тӗлӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе (ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн, ҫавна пула ҫын вилнӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 1 сехет ҫурӑра 37 ҫулти арҫын вырӑнти кафесенчен пӗринче пулнӑ. Ӳсӗрскер хӑй унччен палламан ҫынпа харкашма тытӑннӑ. 34 ҫулти арҫын тусӗсемпе пулнӑ. Унтан ҫавсем урама тухнӑ. Ҫавӑнпа тавлашу малалла тӑсӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне 37-ри арҫын ҫӗҫӗ туртса кӑларса та 34-рине хырӑмӗнчен чикнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын сиплев учрежденийӗнчи реанимацире ҫав кунах вилсе кайнӑ.
Етӗрне районӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗсенчен пӗринче кирлӗ оборудовани те ҫук иккен. Ҫакна вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Ильина Гора ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче юн кайнине чарса лартмалли жгут та ҫук, эмелсене упрамалли термоконтейнер та, тата ытти те пулман.
Прокуратура Етӗрне районӗн тӗп пульницин тӗп врачӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Хулари 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницине Республикӑри ача-пӑча клиникипе пӗрлештересшӗн. Иккӗшӗ те Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ. Проекта хатӗрленӗ, ӑна сӳтсе яваҫҫӗ.
Икӗ пульницӑна пӗрлештерсен штат 7,5 единица чухлӗ чакать. Ҫав шутра – 1 тӗп тухтӑр штачӗ, 0,5 ҫум штачӗ, 1 тӗп медицина сестрин штачӗ. Реорганизаци хыҫҫӑн 1214 штат юлмалла.
Кунсӑр пуҫне реорганизаци хыҫҫӑн 6 миллион та 166,2 пин тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем магнит ҫӑтса янӑ ачасене пулӑшнӑ.
Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн йышӑнупа диагностика уйрӑмне магнит ҫӑтса янӑ ачасем час-часах лекеҫҫӗ. Кашни ҫул — 15 ача таран.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене магнит шариксенчен тӑракан пуҫватмӑшсем туянса пама юратать. Пӗчӗкскерсем конструктор пайӗсене ҫӑтса яраҫҫӗ. Харӑсах темиҫе магнит хыпса лартсан вӑл хырӑмран хӑй тӗллӗн тухаймасть, операци тума тивет.
Юлашки икӗ эрнере ҫеҫ ҫавӑн пек хӑтланнӑ икӗ ачана тухтӑрсем патне илсе пынӑ. Магнитсем пӗрлешсе ярса хырӑмра перитонит пуҫланса кайнӑ. Вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |