Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: предприятисем

Хулара

Шупашкарти ҫул-йӗре юсакан предприятисенчен пӗрин, «Дорэксӑн», пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Иванов асфальтпа 700 пине яхӑн перекетлеме пултарнине хавхаланса пӗлтернӗ. Ҫак сӑмах Шупашкарӑн сити-менеджерне шухӑша путарнӑ. Яваплисене вӑл асфальт пахалӑхне тӗрӗслеме хушнӑ. Алексей Ладыков асфальт перекетлекенсене ырламан. Ҫакна вӗсен мала хумалла маррине, материал пахалӑхне чи малтанах тӗпе хумаллине палӑртнӑ. «Дорэкс» предприяти асфальта «Дорстройсервисран» туяннӑ иккен. Ҫавӑнпа та асфальт пахалӑхне шӑпах ҫав предприятире тӗрӗслӗҫ. Асфальта ҫеҫ мар, ӑна туянмалли аукциона епле ирттернине те. Асфальта мӗнле материалтан хатӗрленине те хаклӗҫ.

Ҫула сарнӑ чух усӑ курнӑ материала лабораторие ярӗҫ. Унсӑр пуҫне — асфальт материалне те.

«Дорстройсервис» предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ-мӗн. Унӑн хуҫи — Александр Юрьевич Данилов.

 

Экономика

Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ.

Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнче тислӗк тирпейлеме пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ.

Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнчи «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ ырӑ мар шӑршӑ таврана сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх хытах шавларӗ. Ял хуҫалӑх предприятине хуптарас тесе петици ҫыракансем те тупӑннӑччӗ. Ку лару-тӑрӑва республика ертӳҫисем таранах тишкерме тытӑннӑччӗ. Кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен предприяти валли «Юрмана» укҫа уйӑрса пулӑшасси пирки те калаҫу тухнӑччӗ.

Чӑх-чӗп тирпейлекен предприятие Хурӑнлӑх ялӗ патӗнче тӑвасшӑн.

Паянхи куна илсен строительство ӗҫӗсем пуҫланнӑ-мӗн. Ҫурт ҫине «Цех переработки помета №1» (чӑв. — Каяша тирпейлекен 1-мӗш номерлӗ цех) тесе ҫырнӑ иккен.

 

Ҫул-йӗр

Етӗрне хули ҫумӗпе юхса иртекен Сӑр юханшывӗ урлӑ эстакада тӑвассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗ ҫав ӗҫе хӑш организаци пурнӑҫлассине пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче палӑртнӑччӗ.

Атӑл-Вятскуправтодорӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Халӗ унта эстакадӑн пӑрӑсӗсене хума пуҫланӑ. Пӗтӗмпе 23 тӑрӑх хурса тухмалла, вӗсем 33 метр тӑршшӗ тимӗр конструкцирен тӑрӗҫ.

700 метр ытла вӑрӑмӗш эстакада 100 тонна ытла машина йывӑрӑшне пӗр харӑс чӑтма пултарассине шантараҫҫӗ.

Атӑл-Вятскуправтодорӑн пресс-служби хыпарланине ӗненсен, мӗнпур ӗҫе 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтермелле.

 

Республикӑра
Park72.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
Park72.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енри предприятисенче сусӑрсем валли ӗҫ вырӑнӗсене пӑхса хӑвармаллах. Ун пек йышӑнӑва республика шайӗнче ытти ҫул та тӑваканччӗ, кӑҫал та ҫапла йышӑннӑ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республика Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин 86-мӗш номерлӗ йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унта сӑмах сусӑрсем валли предприяти-организацире квота пӑхса хӑварасси пирки пырать.

101 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран тӑрӑшаканнисен сусӑрсем валли ятарлӑ пӗр ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑвармаллах. Енчен те предприяти-организацире 501 ҫынтан пуҫласа ытларах йыш тӑрӑшсан икӗ вырӑн пулмалла.

Чӑваш Ен Правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ хут кӑҫал хӑйӗн вӑйне ҫухатассине каланӑ. Йышӑну ӑна официаллӑ майпа пичетленӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан саккунлӑ вӑя кӗрӗ.

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ.

Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен.

 

Экономика

«Хӗвел» компанин ушкӑнӗн специалисчӗсене Раҫҫейӗн Правительствин премийӗпе чысланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ.

Специалистсене Раҫҫей Правительствине чӗнсех чысланӑ. Вӗсене 2018 ҫулта ӑслӑлӑхпа техника енӗпе тунӑ ҫитӗнӳшӗн хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ министерство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, премие тивӗҫнисем пысӑк тухӑҫлӑ кремнирен тӑракан фотоҫутӑ модулӗсемпе Раҫҫейӗн регионӗсенче хӗвел электростанцийӗсем тума технологи шухӑшласа кӑларнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑ кӑна та мар. Ӑна хута янӑ.

Премие тивӗҫнӗ йышра — «Хӗвел» компанин специалисчӗсемпе пӗрлех А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институчӗн тата Пысӑк температурӑллӑ пӗрлештернӗ институт ӗҫченӗсем.

 

Хулара
Александр Иванов
Александр Иванов

Шупашкар хулинчи ҫул-йӗр эксплуатацийӗпе ӗҫлекен предприятисенчен пӗрин, «Дорэкс» акционерсен обществин, пуҫлӑхне ӗҫре вӑрах пулманшӑн должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара ирттернӗ планеркӑра ҫул-йӗре тытса тӑракан предприятин тилхепине кама шанассине те каланӑ. Хӑҫанчченне калаймӑпӑр та, анчах Алексей Никитин пуҫлӑх вырӑнне вӑхӑтлӑха Александр Иванова шанни паллӑ. «Дорэкс» предприятин ҫӗнӗ пуҫлӑхне каярах конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Александр Иванов ячӗ-шывӗ организацин сайтӗнче пур, анчах унӑн биографине ҫырманччӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулне лекнӗ пирӗн аннесем сӗтел ҫинче ҫӑкӑр тӑнине курма ӗмӗтленнӗ. 80 урлӑ каҫнӑ ҫывӑх ҫыннӑм кӳршӗсен ҫӑкӑр пулнине час-часах аса илет. «Хамӑр килти сӗтел ҫинче те ҫӑкӑр татки курасчӗ», — тесе шухӑшланине вӑл паян та манман.

Самани улшӑнса кайрӗ те, халӗ ырханни те, мӑнтӑрри те начарланма ӗмӗтленет. Пурте тенӗ пекех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки пирки юмахлать. Ун пеккисем ҫӑкӑр ҫиме юрамасть теме кӑмӑллаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче (унӑн ертӳҫи — Елена Бадаева) пулнӑ.

Предприяти пуҫлӑхӗ ҫынсем юлашки вӑхӑтра ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсене сахалрах туяннине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. «Манӑн ҫемье сӗтелӗ ҫинче хура ҫӑкӑр яланах пулнӑ, малашне те пулӗ», — тенӗ, сӑмах май, республика Элтеперӗ.

 

Республикӑра

Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Етӗрнери спирт савутне асӑрхаттарнӑ.

Тӗрӗслев органӗ предприяти «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ продукци кӑларнине асӑрханӑ. Ун этикетки ҫине савут ҫурчӗн управленине ӳкернӗ иккен.

Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, предприяти Конкуренци ҫинчен калакан саккунӗн 14.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн 3-мӗш пайне пӑсать. Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ кӑлтӑка пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗтерме хушнӑ.

«Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗн асӑрхаттарӑвӗнче «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ эрехе кӑларма тата сутма чарӑнма хушнӑ», — ӑнлантарнӑ управленин тавар пасарӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Железина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvashia.fas.gov.ru/news/16652
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 16
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.12.2019 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 11

1894
125
Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ ҫуралнӑ.
1899
120
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org