Ҫак кунсенче Чӑваш Енри тӳре-шара хӑйсен ведомствине пӑхӑнакан организацисене, районсемпе хуласене ҫине тӑрсах тухса ҫӳрерӗҫ. Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви те ҫак ӗҫрен пӑрӑнман.
Вырӑна тухса ҫӳренӗ май вырӑнтисем тӗрлӗ кӑлтӑк, татса памалли ыйтусем пирки час-часах сӑмах хускатнӑ. Ҫавсене тишкерме ӗнер Стройминра канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Шупашкар районӗнче, тӗслӗхрен, ӑшӑпа тивӗҫтерес тытӑма тӗпрен юсаса ҫӗнетмелле. Унти тӳре-шара болкпа модульлӗ котельнӑйсем тӑвас ӗмӗтлине ӗнтернӗ-ха. Александр Героев министр ҫак енӗпе «Чӑвашгаз» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн те хастар пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн проект тӑвас ӗҫе хутшӑнмалла.
Ҫӗмӗрлери «Проектэлектротехника» предприяти вунӑ ҫул ӗнтӗ хӑйӗн трансформаторӗсене ҫӗршывӗпех сутать, чикӗ леш енне те ӑсатать.
Ҫӗмӗрле – калӑпӑшӗпе Чӑваш Енри пиллӗкмӗш хула. Унта 28 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен 1,5 пине яхӑн ҫын «Проект-техника» корпорацинче тӑрӑшать. Асӑннӑ корпораци – машина тӑвакан Раҫҫейри чи пысӑк компанисенчен пӗри. Корпорацие 1988 ҫулта Мускавра йӗркеленӗ, 1993 ҫулта ун йышне ытти предприятипе пӗрле Ҫӗмӗрлери спецавтомобильсен савучӗ кӗнӗ. Вӑл вара 1929 ҫултанпа ӗҫлекенскерех.
Унта хальхи вӑхӑтра виҫӗ фазӑллӑ трансформаторсем туса кӑлараҫҫӗ. Продукци тӗнчери 21 ҫӗршыва ӑсанать. Предприятире кунсерен икшер трансформатор пухса хатӗрлеҫҫӗ, ҫулталӑкра – 400-е яхӑн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри строительсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ят пама йышӑннӑ. Списокра — 16 ҫын. Вӗсен хушшинче предприяти ертӳҫисемпе инженерсем те, малярпа штукатур та пур.
Акӑ, Шупашкарти 28-мӗш строительство управленийӗнче тӑрӑшакан Светлана Шагаева маляр, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗнчи Юрий Пашков каменщик, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш стройтрестӑн 8-мӗш управленийӗнче ӗҫлекен Елена Никитина штукатур, Шупашкрати «Промвентиляци» предприятири санитарипе техника тытӑмӗсен тата оборудованисен монтажникӗ Анатолий Васильев, асӑннӑ предприятири Александр Ефимов механик; унсӑр пуҫне предприятисен тӗп инженерӗсем, ертӳҫисем пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑслакан Олег Николаев паян Шупашкарти «ЭКРА» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗнче пулнӑ. Унти радиоэлектроника аппаратурипе приборӗсен монтажникне Нина Иванована вӑл Раҫҫей Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
«ЭКРА» Чӑваш Енӗн электротехника отраслӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗчӗк процессорлӑ аппаратура туса кӑларать, ӑна хута ярса ӗҫлеттерет. Предприятин оборудованийӗпе «Россети», «РусГидро», «Росэнергоатом», «Газпром», «Транснефть» йышши предприятисенче усӑ кураҫҫӗ.
Пӗлтӗр предприяти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренӳпе практика лабораторийӗ уҫнӑ. Унта электроэнергетика енӗпе ӗҫлекен студентсене вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Етӗрне хулинче пулнӑ. Унта вӑл «Полимерстрой» предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ организаци халӑхран полиэтилен юлашкине пухса тирпейлеме хатӗр.
Ҫутҫанталӑкра пластмасса темиҫе ҫӗр ҫул ирӗлет. Ӑна пуҫтарса тирпейлени ҫутҫанталӑкшӑн та усӑллӑ пулӗ, производительсемшӗн те вӑл – йӳнӗ чӗртавар.
Полиэтилена тӗрлӗ мелпе усӑ курма май пур. Эпир маларах асӑннӑ «Полимерстрой» предприяти пластмассӑран стрейч пленка хатӗрлет.
Ӳлӗмрен предприяти производствӑна тата аталантарасшӑн. Производство валли хӑйӗн оборудованине хута яма палӑртать.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнче – ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Андрей Васильева шаннӑ. Малтан Андрей Васильев хула администрацийӗнче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Валерьевич пысӑк коллектива ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ, «Промтрактор» акционерсен обществинче ӗҫленӗ, муниципалитет тата коммерци предприятийӗсене ертсе пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн транспорт тата ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл 1700 штатлӑ предприятие ертсе пырӗ. Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ертӳҫӗн пассажирсене турттарассин пахалӑхне лайӑхлатмалла.
⠀
Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларни, ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/23729.htmlпӗлтернӗччӗ.Хӑйсен ячӗллӗ эрех кӑларнине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ.
Надзор ведомстви Етӗрнери спирт савутне 1 миллион та 327 пин те 691 тенкӗ те 4 пуслӑх штрафлама йышӑннӑ.
Монополипе кӗрешекенсем ӗҫе тӗпчеме тытӑнсан 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Етӗрнери савут «100 лет Чебоксарская» ятлӑ эрех кӑларма пӑрахнӑ. Апла пулин те ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр предприяти панкрута тухнӑ. Ҫапла вара юлашки икӗ ҫулта ултӑ предприяти тӗлшпе суд ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ «Старко» фирма пирки ҫапла йышӑннӑ. Унта конкурс управленийӗ йӗркеленӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Владимир Митюхина ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
«Старко» фирма Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнче «Ривьера» тата «Альбатрос» пурӑнмалли комплекссем хӑпартма пуҫланӑ. Анчах хута ярса пӗтереймен.
Асӑннӑ строительствӑна пайҫӑ пулса хутшӑнакансен ятарлӑ реестра кӗме конкурс управляющине ыйтмалла. Ҫакна виҫӗ уйӑхра туса ӗлкӗрмелле.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 31-71-05, 34-67-55.
Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать.
Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан.
Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ.
Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла.
«Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |