Чӑваш Енре «Чи лайӑх участковӑй» кам пулса тӑнӑ? Каллех Сергей Ипатьев. Вӑл ҫак ята тӑваттӑмӗш хут тивӗҫет.
Полици майорӗ Сергей Ипатьев - Канаш округӗнчен. Вӑл – 34 ҫулта, участковӑйӗнче 12 ҫул ӗҫлет. Сӑмах май, конкурса 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗр ҫын унта 4 хут ҫӗнтерни пулман.
Республикӑра «Ӳсӗр водитель» рейд вӑхӑтӗнче 60 ытла ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Пиллӗкӗшӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Рейдра ҫул-йӗр инспекторӗсене ахаль ҫынсем тӗ пулӑшнӑ. Акӑ тӗслӗхрен юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫынсем Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче йӗркене пӑсакан водителе асӑрханӑ. Вӑл хирӗҫ ҫулпа та пынӑ. Ӑна Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. Унӑн права та пулман.
Вологдӑра пурӑнакан хӗрарӑм нимӗҫ овчаркипе Мартӑпа Чӑваш Ене, Етӗрне тӑрӑхне, мӑнукӗ патне килнӗ. Йытӑ – унӑн шанчӑклӑ тусӗ, 12 ҫул пӗрле. Анчах пӗррехинче, йытта уҫӑлма кӑларсан, вӑл ҫухалнӑ. Хӗрарӑм кулянса ӳкнӗ, полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Темиҫе кунран полицин аслӑ лейтенанчӗ Эмиль Глазков 8 ҫухрӑмри ялта тупнӑ, ӑна машинӑна лартса хуҫи патне илсе килнӗ.
Шупашкарта полицейскисен служба йытти велосипед вӑррине тытса чарма пулӑшнӑ. Йытӑ Порш-Кайен ятлӑ.
Алексей Пятаков кинолог унпа велосипед ҫухалнӑ вырӑна килнӗ. Йытӑ варӑ йӗрӗ ҫине ӳксе преступление тума пултарнӑ ҫыннӑн автомобилӗ чарӑннӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ.
Вӑрра тытнӑ. Вӑл – Чӗмпӗрте пурӑнакан 52 ҫулти арҫын. Вӑл Шупашкара пӗлӗшӗ патне пахчара пулӑшма килнӗ. Велосипеда ҫул укҫине саплаштарас тесе вӑрланӑ-мӗн.
Шупашкарти полицейскисен служба йытти, Измир ятлӑскер, 70 пин тенкӗ вӑрланӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнӑ.
20 ҫулти каччӑ кафере апатлансан енчӗкне сӗтел ҫинче манса хӑварнӑ. Унта вара 70 пине яхӑн тенкӗ пулнӑ.
Видеокамерӑна пӑхсан вӑрланӑ арҫынна палӑртнӑ. Йытӑ унӑн йӗрӗ ҫине ӳксе ун патне илсе ҫитернӗ. Чӑнах та, енчӗкӗ те, укҫи те ҫав ҫын патӗнче пулнӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Денис Гордеев тата Павел Балыков «Шупашкар - Сурски» ҫул ҫинче васкакан «Тойотӑна» чарнӑ. Унта вара тӑннӗ ҫухатнӑ 32-ри пассажир выртнӑ. Унӑн энцефалит пулма пултарнӑ. Полицейскисем кашни минут хаклине шута илсе машинӑна пульницӑна ҫити ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе пациента вӑхӑтра медпулӑшу панӑ. Тӑванӗсем вара ЧР шалти ӗҫсен министрне тав туса ҫырса янӑ.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче йӗрке хуралҫисем комбайнера чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Комбайн «Шупашкар - Сурски» автоҫулпа пынӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче «Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫул ҫинче инспекторсем трактор-погрузчике чарнӑ. Водитель ӗҫ хыҫҫӑн базӑна таврӑннӑ. 53 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. Ку кӑна мар, унччен ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн унӑн правине те туртса илнӗ пулнӑ.
ГАЗель водителӗ ӳсӗр пулнине ҫынсем асӑрханӑ. Кун пирки Патшалӑх автоинспекцине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Водителе Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи гаражсем патӗнче тытса чарнӑ. Вӑл ГАЗельпе сӗт юр-варне турттарнӑ.
Хайхискер инспекторсене турӑх кӑна ӗҫнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Анчах алкотестер суйма паман - водитель эрех сыпнине кӑтартнӑ: сахал та мар, самаях ӗҫни палӑрнӑ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ.
Шупашкарта икӗ ҫамрӑк каччӑ ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ.
Степан Мытарев тата Антон Васильев машинӑпа пынӑ чухне «Фольксваген Транспортер» водителӗ ҫул ҫинче йӗркеллех пыманнине асӑрханӑ. Хайхискер ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑнсан ҫак икӗ каччӑ ӑна полицейскисем ҫитиччен тытса тӑнӑ.
Палӑртмалла: Степан Мытаревпа Антон Васильев нумаях пулмасть салтакран таврӑннӑ.
Канашри вӗрентекене ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ: терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ-мӗн. Ун патне телефонпа шӑнкӑравланӑ.
Ҫав вӑхӑтра Дмитрий Васильев тата Алла Ефимова участковӑйсем участока пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсем хӗрарӑм такампа телефонпа калаҫнине, хӑй пӑлханнине асӑрханӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ калаҫуран такам ӑна укҫа куҫарма хушнине ӑнланнӑ та пырса калаҫнӑ. Анчах лешсем 63-ри хӗрарӑма полицейскисенчен аякрах пӑрӑнма хушнӑ, вӗсене «вӑрттӑн операцие» хутшӑнтармалла мар-мӗн. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Васильев ҫав палламан ҫынпа хӑй калаҫма шутланӑ. Лешӗ тӳрех телефона сӳнтернӗ.
Чӑнах та, аферист ӑна хӑйӗн укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ. | ||
| ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |