Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полицейскисем

Республикӑра

Йӗпреҫ поселокӗнче пуйӑсран тарнӑ 6 арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки mash канал пӗлтерет.

Вӗсем питех инҫех каяйман. Йӗрке хуралҫисем Йӗпреҫ таврашне йӑлтах шыранӑ. Пиллӗкӗшне пӗчӗк ялта, Шуркассинче, тупнӑ. Улттӑмӗшне Йӗпреҫ поселокӗнчи Черноречка микрорайонӗнче тупса тытса чарнӑ.

Аса илтеретпӗр: вӗсем тӗрмере ларнӑ чухне РФ Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунра илсе кайнӑ. Йӗпреҫре чарӑнсан хайхискерсем тарнӑ. Ҫакна машинист курнӑ та тӳрех тивӗҫлӗ службӑсене пӗлтернӗ.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче Китай ҫыннисем ҫухалса кайнӑ. Вӗсене инспекторсем пулӑшнӑ.

Вӗсем навигаторпа усӑ курса фурӑпа пынӑ, анчах вӑл ҫул ҫинчен аташтарса янӑ. Ҫапла Китай ҫыннисем Нискасси тата Елших ялӗсем патнелле кӗрсе кайнӑ та вӗтӗ чул сарнӑ ҫул ҫинче кӗрсе ларнӑ.

Китай ҫыннисене пулӑшма Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Алексей Филимонов тата Константин Кульков пулӑшма кайнӑ. Вӗсем онлайн-куҫаруҫӑпа усӑ курса вӗсене пулӑшнӑ. Китай ҫыннисем малалла кайнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Ӑна вара 51 ҫулти арҫын тупнӑ. Анчах арҫын карттӑна тавӑрса пама шутламан та – унти укҫапа вӑл 4 кун лавккана йӑркканӑ.

Ҫав кунсенче арҫын 12 пин тенке яхӑн тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ытларах вӑл ют ҫын укҫи-тенкипе эрех туяннӑ.

Тытса чарнӑ чухне арҫын ҫумӗнче хӗрарӑмӑн карттине тупнӑ. Вӑрланӑ тесе ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн тӑкакне саплаштарас тесе йӗрке хуралҫисем унӑн телевизорне конфискациленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_269346
 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче полицейскисем ҫул хӗрринче «Волга» ҫутнӑ фарӑсемпе ларнине асӑрхасан чарӑннӑ. Патнерех пынӑ та салонра шурса кайнӑ, тӑнне ҫухатнӑ водитель ларнине курнӑ.

Анчах вӗсем алӑка уҫайман – питӗрӗнчӗк пулнӑ. Полицейскисен кантӑка ҫӗмӗрме тивнӗ. Вӗсем 62 ҫулти арҫынна урама йӑтса кӑларнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен пакунлисем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу пама пуҫланӑ, чӗрине массаж тунӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен арҫын тӑна кӗнӗ.

Каярахпа ҫав арҫын мӗншӗн ҫапла хӑтланнине полицейскисене ӑнлантарнӑ: ӗҫре йывӑрлӑхсем пулнӑран вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ иккен.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнчи 17 ҫулти каччӑн Шупашкара савни патне каймалла пулнӑ. Вӑл автобуспа мар, амӑшӗн машинипе ҫула тухнӑ.

ВАЗ-21110 машинӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем Шупашкар округӗнчи Карачура патӗнче чарнӑ. Документсене тӗрӗслеме тӑнӑ та – водитель 17 ҫулта кӑна иккен, унӑн водитель прави ҫук.

Вӑл инспекторсене Вӑрнар округӗнчен Шупашкара кайма тухнине, машина амӑшӗн пулнине каланӑ. Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах лешсем ҫыхӑнӑва тухман. Ҫавӑнпа ҫул ҫитмен ҫамрӑка Вӑхӑтлӑх усрамалли центра илсе кайнӑ. Машинӑна вара штрафстоянкӑна илсе ҫитернӗ.

Каччӑ тата ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнче 31 ҫулти хӗрарӑма хирӗҫ ҫул ҫине тухса тепӗр машинӑран иртсе кайма тӑнӑшӑн водитель правинчен хӑтарнӑ. Кайран вӑл правасӑрах машинӑпа ҫӳренӗшӗн пӗрре мар явап тытнӑ.

Анчах уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вал каллех руль умне ларнӑ. Ӑна Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче пакунлисем чарнӑ.

Суд ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хӗрарӑма 1,5 ҫул права памӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2 млн тӑракан машинина патшалӑх валли конфискациленӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче икӗ арҫын пистолетран сывлӑшалла пенӗ. Вӗсене тытса чарнӑ.

Мӗн пулса иртнӗ-ха унта? 37 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫутӑ-сасӑллӑ патронлӑ пистолета 2021 ҫулта хӑйне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе туяннӑ. Ӗнер вара тусӗпе эрех ӗҫнӗ те ӑна пистолетран персе пӑхма сӗннӗ.

Полицейскисем пистолета туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна парӗҫ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Вӑрнар округӗнче патрульпе пост службин инспекторӗсем урамра юр ҫинче арҫын выртнине асӑрханӑ. 50-ри арҫынна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Инспекторсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Ҫапла вӗсем арҫынна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ. Сӑмах май, патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юр ҫунӑ вӑхӑтра юр ӑшне кӗрсе ларнӑ водительсене те пулӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче арӑмӗпе упӑшки тата вӗсен ывӑлӗ водитель прависӗр тӑрса юлнӑ.

Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Услӑ Пукаш ялӗнче «Рено Дастер» автомобиле чарнӑ. Анчах водитель хӑнк та туман, пушшех те – хӑвӑртлӑха ӳстерсе тарма тытӑннӑ.

Инспекторсен ӑна нумай хӑвалама тивмен – водитель юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Унта та пулин машинине пӑрахса тарма хӑтланнӑ. Ӑна кил картишӗнче тытса чарнӑ.

Хайхискер ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл лавккана эрех туянма кайнӑ иккен. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.

Кайран ҫакӑ та ҫиеле тухнӑ: нумаях пулмасть унӑн арӑмӗ те, ывӑлӗ те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн правасӑр юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16813
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче 15-ри каччӑ машинӑпа полицейскисенчен тарса юр купи ҫине пырса кӗнӗ.

Ку Лазо урамӗнче пулнӑ. Ҫӗрле ҫул-йӗр инспекторӗсем «Лада» машина хӑрушӑ маневрсем туса пынине асӑрханӑ. Пакунлисем ӑна чарӑнма ыйтнӑ, анчах водитель тарма пуҫланӑ. Анчах та инҫе каяйман – ҫул хӗрринче купаланса выртакан юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ: ҫул ҫитмен каччӑн водитель прави ҫук.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын