Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ.
Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие.
Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.
Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра.
Паян Шупашкар хулинчи ҫиччӗмӗш суйлаври депутатсем пӗрремӗш лару ирттернӗ.
Унта хула пуҫлӑхне тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана суйланӑ. Хула пуҫлӑхӗ пулма Олег Кортунова, хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Владимир Филиппова ҫирӗплетнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑри 13 муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Кунта Канаш хули, Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем кӗреҫҫӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ учрежденийӗсене 200 пин тенкӗ грант парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Гранта 20 вӗренӳ учрежденийӗ тивӗҫнӗ.
Ку хавхаланӑва Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш пуҫламӑш шкулӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, 40-мӗш шкул, 125-мӗш ача пахчи, 47-мӗш шкул, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ тата С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ илнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш тата 27-мӗш ача пахчисем грантлӑ пулнӑ. Етӗрнери «Росинка» ача пахчипе 3-мӗш шкул та 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Хӗвел» ача пахчи, Канашри 3-мӗш шкул, Элӗкри И.Я.Яколвев ячӗллӗ шкул, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази, Елчӗкри тата Тӑвайри шкулсем, Вӑрнар районӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те грантлӑ пулнӑ.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ.
Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн.
Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн.
Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла.
Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.
Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.
Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорне явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан 19 ҫынран ялсенчи вулавӑшсем валли вывеска тумашкӑн 700-шер тенкӗ пуҫтарнӑ.
Пӗри вара прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, кун хыҫҫӑн саккуна пӑсса пуҫтарнӑ 13 пин те 300 тенке ҫынсене каялла тавӑрса панӑ. Директор тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд постановленийӗнче штраф виҫине палӑртман.
Сӑмах май, Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорӗн тивӗҫӗсене 1987 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫлать. Вӑл 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унта «технологи тата предпринимательлӗх» специальноҫе алла илнӗ.
Мускавра инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри рабочи сарӑмсӑр вилнӗ. Инкек паян ирхине, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Автосавут урамӗнче пурӑнмалли комплексӑн канализацине хунӑ чухне пулнӑ.
Котлован йӑтӑнса аннӑ чухне унта виҫӗ рабочи пулнӑ. Вӗсенчен пӗри тухма ӗлкӗрнӗ, вӑл суранланман. Тепӗр арҫынна ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Шел те, виҫҫӗмӗшне ҫӑлма май килмен. Вӑл Чӑваш Ен арҫынни пулнӑ.
Вӑл Тӑвайра пурӑннӑ. Хайхискер сарӑмсӑр виличчен пӗр эрне маларах ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл 39 ҫул тултарнӑ.
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедринче ҫак аслӑ шкулӑн профессорӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Раҫҫей журналистсен тата писательсен союзӗсен пайташӗ Иван Тенюшев (1923—2016 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел иртнӗ. Журналистикӑн паллӑ тӗпчевҫи тата педагог пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен профссорӑн мӑшӑрӗ Ольга Захаровна, ывӑлӗ Александр, тӑванӗн хӗрӗ Валентина аса илсе каласа кӑтартнӑ. Журналистика кафедрин заведующийӗ Анатолий Данилов, Людмила Васильева, Амин Эшкерат доцентсем, Рифат Фаткуллин студент тата ыттисем те Иван Тенюшева аса илнӗ. Студентсемпе ученӑйсем Иван Тенюшевӑн пултарулӑхне, унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсене тата художество хайлавӗсене тишкересси пирки те калаҫнӑ.
Аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗ Иван Тенюшев кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Профессора халалласа университетра ҫывӑх вӑхӑтра фотокурав та уҫасшӑн.
Иван Тенюшев 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра ҫуралнӑ. 1939 ҫулта Патӑрьелти педучилищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулччен Тӑвайӗнчи пуҫламӑш шкулта, 1940—1942 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри шкулта ӗҫленӗ.
Тӑвай районӗнче шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобус ҫырмана анса кайнӑ. Хӑрушӑ аварире 25 ҫын вилнӗ.
Ҫав кун ирхине автобуса 65 ҫын ларнӑ. Автобусра Тӗнеяль, Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи ҫынсем пулнӑ. Транспорт Тӑвай ялне ҫитсен ҫырмана анса кайнӑ. Кайран ҫакна палӑртнӑ: автобусӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Аварире 30 ҫын йывӑр аманнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай ларать. Ӑна районти ҫынсем, организацисем, предприятисем пухнӑ укҫапа ҫӗкленӗ. Республикӑри ытти район-хулари ҫынсем те ҫак сӑваплӑ ӗҫрен юлман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |