Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑвай

Культура

Пушӑн 13-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче «Тӑвай пики» иртнӗ. Унта яланхи пекех 17–25 ҫулсенчи пикесем хутшӑннӑ.

Хӗрсем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн пултарулӑхне кӑна мар, вӑй-хал культури тӗлӗшӗнчен мӗнле аталаннине те кӑтартнӑ. Вӗсем пушмаксемпе кӗпесене хывса спорт тумне тӑхӑннӑ.

Пикесем чӑваш наци ҫимӗҫне мӗнле хатӗрлемелли пирки те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем наци тумне кӑтартнӑ, чӑваш ташшине ташланӑ.

Жюри хӗрсен пултарулӑхне, юрлама-ташлама пӗлес ӑсталахне, наци колоритне кӑтартассине хакланӑ.

Кӑҫал «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкассинчи Анастасия Гурьева тивӗҫнӗ. «Вице-Тӑвай пики» ята Тӑвайри Екатерина Кольцова илнӗ. Элпуҫ тӑрӑхӗнчи Ксения Якимовӑна куракансем килӗштернӗ. Турикас Тушкил ялӗнчи Вероника Иванова «Пултаруллӑ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Йӑнтӑрчӑри Ольга Иванова «Ӑс пике» пулнӑ. Тӗмер тӑрӑхӗнчи Алина Соколова «Ҫепӗҫ пике» номинацире мала тухнӑ. Енӗш Нӑрваш ялӗнчи Евгения Гурьева «Хастар пике» пулса тӑнӑ. Тӑрмӑшри Екатерина Алексеева «Сӑпайлӑ пике» номинацире ҫӗнтернӗ.

Сӑнсем (103)

 

Чӑвашлӑх

Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗ тӗп вулавӑшпа пӗрле «Кружевница» клубӑн пирвайхи занятине ирттернӗ. Унта Тӑвайри алӗҫ тӑвакан 10 хӗрарӑм пухӑннӑ. Вӗсем хӑйсен алӗҫӗсене те илсе килнӗ: минтерсем, салфеткӑсем, тапочкӑсем, шарфсем…

Пӗрремӗш занятире клуб ертӳҫисене суйланӑ, ӗҫлемелли плана палӑртнӑ. Кӑҫал Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пӗрремӗш занятие поэтӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халаллама шутланӑ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Уськина «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне, Н.Руссковӑн К.Иванов ҫулталӑкне халалланӑ сӑввине вуланӑ. Вулавӑш пайӗн заведующийӗ Людмила Данилова хӗрарӑмсене чӑваш поэзийӗн классикӗн биографийӗпе паллаштарнӑ.

Ҫавӑн пекех алӗҫ ӑстисем ҫӗнӗ журналсемпе паллашнӑ, вулавӑша ҫырӑннӑ. Тепӗр занятире те вӗсем «Нарспи» поэмӑна вуланӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӑвай районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ иккӗмӗш ҫул хастар ӗҫлет. Председателӗн тивӗҫӗсене Анатолий Кириллов пурнӑҫлать.

ЧНКн районти уйрӑмне чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, хӑш-пӗр музей ӗҫченӗсем, «Ял ӗҫченӗ» хаҫат редакторӗ тата ыттисем кӗнӗ.

Кӑҫал мӗн-мӗн тумалли плана ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнтерӳ 70 ҫул ҫитнине уявламалла. Ҫавӑн пекех районти ача пахчисенче чӑваш чӗлхине аталантармалла.

Палӑртмалла: Тӑвайри 2-мӗш ача пахчи ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Ачасем унта чӑваш тӗррипе паллашнӑ. Воспитательсем кун пирки пӗчӗккисене кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Чӑвашсен наци тумӗ авалхи хӗрарӑм пуҫлӑхсен тумне аса илтерет-мӗн. Тухьяпа хушпу шлем пек имӗш. Шӳлкемене сӑнӑсемпе хӗҫсенчен хӳтӗлекен япалапа танлаштарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать
Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать

Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйне евӗр экзамен витӗр тухаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫ-хӗл пирки вӗсем халӑх умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ун йышши пухусене районти пуҫлӑхсем те ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗнче ҫӑлпуҫсемпе, чӳкҫырмисемпе, вӑрманхӗррисемпе иртнӗ.

5 пине яхӑн ҫынлӑ ял тӑрӑхӗнче — 1920 кил. Иртнӗ ҫул ял тӑрӑхӗнче 17 ача ҫуралнӑ. 2013 ҫулта пепке ҫуратакансем ытларах пулнӑ, ун чух ҫут тӗнчене 47 ҫӗн кайӑк килнӗ. Сӑмах май, вилекенсен йышӗ пӗлтӗр унчченхинчен нумайланнӑ. Ҫут тӗнчерен 67 ҫын уйрӑлнӑ, ку вӑл — унчченхинчен 14 ҫын ытларах.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑм ӑшӑтмалла туса пӗтернӗ май халӗ ҫынсем кирек хӑҫан та ӑшӑра лараяҫҫӗ, сывлӑш температурине те хӑйсене кирлӗ пек тытса тӑраяҫҫӗ.

Кирек хӑш тӑрӑхри пекех, ҫул-йӗр ыйтӑвне те манаймӑн. Хӗлле юртан тасатмалла, ҫулла шӑтӑк-путӑка сапламалла. Вырӑнти хыснара пӑхса хӑварнӑ 400 пин тенкӗ укҫа йӑлтах хӑй вырӑнне тупнӑ. Ҫӑлпуҫ ялне вара ҫурхи шыв илсе аптӑратнӑ та, унран сыхланас тесе дамба купаланӑ. Ялсенче ытти ӗҫ те тупӑнсах тӑнӑ: ҫӑл тасатнӑ, шыв насусӗсем ылмаштарнӑ, ватӑ йывӑҫсене касса тирпейленӗ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑннипе каласан, вӗсен кӑна мар-ха, пур ҫӗрте те тасатмалла. Темиҫе теҫетке ҫул каяллӑ тунӑ тасатмалли сооруженисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑхса пыраҫҫӗ. Пӗр енчен, вӗсен оборудованийӗ паянхи кун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть, тепӗр енчен нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпарсах пыраҫҫӗ те, сооруженисене тиевӗ те пысӑк лекет.

Тӑвайсем те тасатмалли сооруженисене иртнӗ ӗмӗртех, 1986 ҫулта, тунӑ. Талӑкра 700 кубла метр йышӑнма пултараканскере кайран пӗртте тӗплӗн юсаман. Канализаци пӑрӑхӗсен пӗтӗмӗшле сечӗ вара — 14 пине яхӑн метр. Тӑвай ялӗн хыснинче пӗлтӗр 700 пин тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна вӗсем биологилле тасатмалли сооружение тума проект хатӗрлеме янӑ. Талкӑра 500 кубла метр таса мар шыв тасатаякан станци валли техника условине алла илнӗ, ӑна ӑҫта туса лартассине палӑртнӑ. Халӗ тӑвайсем республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра Галина Мясниковӑн ӗҫӗсем
Галина Мясниковӑн ӗҫӗсем

Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑвайра пурӑнакан алӗҫ ӑсти Галина Аполосовна Мясникова йӗркеленӗ.

Хӑй вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ветеринари институтне пӗтернӗ. Вӑл Тӑвайри ветеринари станцинче тухтӑрта ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Тӑвайри ветеринари аптекинче вӑй хурать.

Галина Мясникова ҫыхассипе ачаранпах кӑсӑкланнӑ. Вӑл пуканесем, юмах сӑнарӗсем валли тум ҫыхнӑ. Кашнинех тумлантарма кӑмӑллать.

Куравра — унӑн 59 ӗҫӗ. Кашнинех илемлӗ, тӗплӗн пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех музейра Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Васильевич Козловӑн картинисемпе паллашма пулать. Курав нарӑс уйӑхӗн варриччен ӗҫлӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Тӑвайӗнче хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ ача пахчи хӑпартаҫҫӗ. Ӑна кӑҫалхи чӳк уйӑхӗчне хута ярасшӑн. Ҫӗнӗ учрежденире 176 пепке вырӑн тупӗ.

Уҫӑлмалли пахча валли тӑвайсем ята конкурс ирттерсех шыранӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ ӑҫта вырнаҫнине шута илсе тата ӑна янӑравлӑ ят парас тесе конкурса вӗсем икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ. Пӗрремӗшӗнче заявкӑсем пухнӑ, конкурс материалӗсене шута илсе пынӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта конкурс материалӗсене пӑхса тухнӑ.

Ача пахчин ятне 50 ытла ят сӗннӗ иккен. Ӗҫлӗ ушкӑн вӗсенчен 4 ята суйланӑ та тӗнче тетелне сасӑлама кӑларнӑ. Ҫапла вара «Асамат» тени ҫӗнтернӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.

Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.

 

Вӗренӳ Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчинче
Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчинче

Тӑвай районӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкул ҫулне ҫитмен учрежденисене юсама тытӑннӑ. Ача-пӑча пахчисене сӑрласа капӑрлатма тата вак-тӗвек юсав ӗҫӗсене асӑннӑ учрежденисем хӑйсен вӑйӗпех юсаҫҫӗ. Ку ӗҫе ашшӗ-амӑшне те явӑҫтараҫҫӗ. Вӗсем спорт лаптӑкӗсене, урамри верандӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ушкӑнсенчи вӑйӑ шкапӗсене юсаҫҫӗ. Воспитательсемпе нянькӑсем те ачасене хӑтлӑ пултӑр тесе ҫине тӑраҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем.

Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача-пӑча пахчинче шӑна кӑмписемпе ӑвӑс кӑмписем ӳссе ларнӑ. Кунсӑр пуҫне сысна ҫурисем илем кӳреҫҫӗ. Унтах арҫын ачапа хӗрача кӳлепи валли те вырӑн тупӑннӑ.

 

Культура Лилия Владимирова, Анастасия Григорьева тата Варвара Лашманова
Лилия Владимирова, Анастасия Григорьева тата Варвара Лашманова

«Наци пуянлӑхӗ — 2014» Пӗтӗм тӗнче конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Куракансен аудитурийӗ пите пысӑк пулнӑ: пӗтӗмпе 67 ҫӗршыв.

Аса илтерер: конкурса тӗрлӗ номинацире — вокал, хореографи, модӑсен театрӗ, ӳнер сӑмахӗ, инструмент каласси, ӳнер тата ал ӗҫ пултарулӑхӗ — куҫӑн мар мелпе те, куҫӑн мелпе те хутшӑнма май пулнӑ.

Заявкӑсем тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ: Украинӑран, Курск, Иркутск, Белгород, Чулхула, Сарӑту, Чӗмпӗр, Новосибирск, Владивосток хулисенчен, Свердловск, Мурманск, Волгоград, Челепи, Ростов, Кисан, Пенза облаҫӗсенчен, Чӑваш, Тутар республикисенчен, Байкал тӑрӑхӗнчен, Красноярск, Краснодар енӗсенчен…

Конкурса Чӑваш Республикинчен Тӑвайри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Лилия Владимирова — «Эстрада вокалӗ», Анастасия Григорьевӑпа Варвара Лашманова «Фортепиано» уйрӑмӗнче вӗренеҫҫӗ. Лилия конкурса куҫӑн майпа хутшӑннӑ, Анастасийӑпа Варвара вара — куҫӑн мар майпа. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килешӳллӗн Тӑвай районӗн хӗрӗсем III степень Диплома тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 02

1932
93
Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1932
93
Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1944
81
Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1965
60
Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ.
1977
48
Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть