«ЧР ялӗсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе Тӑвай енре чылай ӗҫ туса ирттернӗ. 26 культура ҫуртӗнчен 19-шне газпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тӑрмӑш, Енӗш Нӑрваш, Тушкил, Йӑнтӑрчӑ, Ҫӑлпуҫ, Чӳкҫырми, Улянкӑ, Кармал, Тӑвай ялӗсенчи культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Районта чи малтан, 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Пуянкассинче модернизациленӗ учреждени ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн Тӑвайри культурӑпа кану центрне республика бюджечӗн шучӗпе 600 пин тенкӗлӗх концерт костюмӗсем тата тӗрлӗ оборудованисем уйӑрнӑ. Район центрӗнчи культура учрежденийӗнче халь сасӑ вӑйлатакан, сцена ҫине ҫутӑ парса тӑракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем ҫӗннисем.
Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Тӑвай районӗн центрӗнче волейболистсен уявӗ пулчӗ. Ҫав кун спорткомплекспа Тӑвайри вӑтам шкулӑн спорт залӗсенче В.Г.Васильев кубокӗшӗн ҫивӗчрен те ҫивӗч ӑмӑртусем пычӗҫ. 9 команда таранах хутшӑнчӗ асӑну турнирне: Шупашкарти «Дорстройпа» «Старко», Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсен, Тӑвайри «Дорстрой», Тушкилпе Тӑрмӑш ҫамрӑкӗсем.
Ӑмӑртусене хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Н.Иванов саламларӗ. Васильев кубокӗ волейбол спортне аталантарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Г.Васильев, депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗ Ю.Алексеев тата Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Разин сӑмах каларӗҫ.
Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫрӗҫ турнира. Пирвайхи тӗл пулура Тӑвай районӗпе Тӑрмӑш ялӗн ветеранӗсем вылярӗҫ, малалла — ушкӑнсем ҫине пайланса.
Авӑн вӗҫӗнче Шупашкарта “Ылтӑн кӗркунне” ятлӑ Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта Тӑвайри музыка шкулне ҫӳрекенсем те ҫиччӗн хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ номинацисенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Халӑх юррисене юрлассипе Екатерина Араповӑпа “Забава” ансамбль палӑрнӑ, вӗсене II степень лауреачӗн дипломӗсемпе тата “Ника” статуэткӑпа наградӑланӑ (руководителӗ Н.Петрова). Музыка инструменчӗсемпе вылякансен конкурсӗнче (ансамбльсем хушшинче) Елена Андреевапа Виктория Григорьева (руководителӗ С.Глухова) I степень диплома тивӗҫнӗ. Ку номинацире вара уйрӑм участниксенчен тӑмрапа выляса Елена Андреева (руководителӗ И.Григорьева) та лайӑххисен шутне кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене малашне те ӳсӗмсем, вӗсен вӗрентекенӗсене учительсен тата Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗсемпе ӑшшӑн саламласа ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр.
Сӑнӳкерчӗкре: Е.Арапова, Т.Семенова, А.Вьюник конкурс вӑхӑтӗнче.
Ку эрне вӗҫӗнче Тӑвай районӗнче йывӑҫ лармалли субботник иртӗ. Мероприятине тӗрлӗ организацисемпе предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ҫутҫанталӑка юратакансем хутшӑнма килӗшнӗ. Уйрӑмах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернишӗн халалласа хывнӑ парксенчи йывӑҫсене ҫӗнетме палӑртнӑ. Вӑл йышши парксем Тӑвай ялӗнче тата Кивӗ Элпуҫпа Вӑрманти Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ — унти халӑх уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ — лартмалли йывӑҫа шыраҫҫӗ, паркри ӗҫе палӑртаҫҫӗ.
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай ялӗнче В.Г. Васильева асӑнса волейбол Кубокӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва 7 ушкӑн хутшӑнчӗҫ: Тӑвай районӗнчен тӑватӑ ушкӑн, иккӗ Муркаш районӗнчен тата Шупашкарти «Старко» ҫурт тӑвакан фирмӑн ушкӑнӗ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенсемпе курма килнӗ хӑнасем вӑйӑсем интереслӗ иртнине, пур ушкӑн та мала тухассишӗн пӗтӗм вӑйне хунине палӑртрӗҫ.
Вӑйӑ ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе темле тапӑҫнӑ пулин те ӑмӑртӑва районти ушкӑн ҫӗнтерсе илчӗ: пӗрремӗш вырӑн «Дорстрой» ООО ушкӑнне лекрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Старко» фирмӑн ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшне «Тушкил» ЯХПК ушкӑнӗ лекрӗ. Вӗсене пурне те Дипломпа парнесем пачӗҫ. Парнесем чи лайӑх вылякансене те лекрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |