Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.1 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Дон ҫинчи Ростовра пурӑнакан 22 ҫулти хӗр Мускавра пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмне улталанӑ. Вӑл юмӑҫ-мӗн, пӑснине пӗтерме шантарнӑ, анчах укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ.

Пирӗн ентеш унпа пӗлтӗрхи ҫуркунне тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи «юмӑҫ» пӑснине пӗтернӗ тесе укҫа ыйтма тытӑннӑ – памасан пӑсассипе хӑратнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем чӑваш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ 22-ри хӗре шыраса тупнӑ. Халӗ вӑл ҫавнашкал преступленисем тата тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Ку эрне вӑрӑм пулӗ: 6 кун ӗҫлемелле. Ку Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ эрнере 5 кун ӗҫлекенсене пырса тивет. Вӗсен шӑматкун та, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Уяв умӗнхи кун пулӗ вӑл, ҫавна май ӗҫ вӑхӑчӗ 1 сехет кӗскелӗ.

Кун хыҫҫӑн 3 кун кантарӗҫ: вырсарникун, тунтикун тата юнкун (чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче).

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри блогерсем Пӗтӗм Раҫҫейри «ТопБЛОГ» проект финалне лекнӗ. Халӗ унта хутшӑнма хатӗрленӗҫҫӗ – вӑл юпа уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Калининград облаҫӗнче иртӗ.

Финала пӗтӗмпе 150 ҫын лекнӗ. Ҫак йышра пирӗн ентешсем те — Наталия Матвеева тата Екатерина Владимирова. Наталия – педагог тата психолог, Канашри шкулта биологи предметне вӗрентет. Унӑн соцсетьри страницине 12 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ. Екатерина та педагогика енӗпе ӗҫлет – хӑйӗн блогӗнче ҫамрӑк учительсене пулӑшасси, культура эткерлӗхне упрасси пирки каласа кӑтартать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Ҫитес уйӑхра, чӳкре, Раҫҫейре пурӑнакансене виҫӗ куна тӑсӑлакан канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 5 кун ӗҫлекенсем 6 кун ӗҫе тухӗҫ: тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен (юпан 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен). Ун хыҫҫӑн вара 3 кун канӗҫ.

Халӑх пӗрлӗхӗсен кунӗ, чӳкӗн 4-мӗшӗ, ытларикуна лекнӗрен шӑматкунхи кану кунне (чӳкӗн 1-мӗшне) тунтикун ҫине (чӳкӗн 3-мӗшӗ) куҫарнӑ. Виҫӗ кун каннӑ хыҫҫӑн кӗске ӗҫ эрни пулӗ: чӳкӗн 5-7-мӗшӗсенче.

 

АВН
24

МРОТ виҫи ӳсӗ
 Софья Савнеш | 24.09.2025 18:48 |

Раҫҫейре
hab.kp.ru сайтри сӑн
hab.kp.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫултан кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫе ӳсӗ. Вӑл 27093 тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Хальхипе танлаштарсан, виҫе 20 ытла процент ӳсӗ. Ку мера 4,5 миллион ытла ҫыннӑн ӗҫ укҫине ӳстерме пулӑшать. Палӑртмалла: паянхи кун пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫе 22440 тенкӗпе танлашать. 2024 ҫулта вӑл 19242 тенкӗ пулнӑ.

 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ.

Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин карттине» усӑ курма май туса пани питӗ аван. Ҫак карттӑна аслӑрах ҫынсене те пама тытӑнасшӑн.

Ҫапла сӗннӗ РФ Патшалӑх Думин ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн ҫумӗ Михаил Берулав. Вӑл «Пушкин карттине» 14-45 ҫулсенчи ҫынсене памалла тӑвасшӑн. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, ку культура шайне ӳстерме пулӑшӗ.

Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ҫак карттӑпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем музея, театра е курава тӳлевсӗрех ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков шалӑвне цифрӑллӑ тенкӗпе илме тытӑнӗ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку енӗпе тӗнчери пӗрремӗш ҫын пулӗ.

Сӑмах май, цифрӑллӑ тенкӗпе анлӑ усӑ курассине Раҫҫейре 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласшӑн. 2028 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вара унпа мӗнпур банк тата пысӑк компанисем усӑ курма пултарӗҫ.

 

Раҫҫейре

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарти шкул ачине «Голос. Дети» кӑларӑмра кӑтартнӑ.

15 ҫулти Дмитрий Еремеев жюри умне Евгений Трофимов репертуарӗнчи «Самолеты» юрӑпа тухнӑ.

Анчах, шел те, пирӗн ентеш тепӗр тапхӑра лекеймен. Владимир Пресняков унӑн куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ май сасси улшӑнса пынине каланӑ. Дима Билан пирӗн ентеше мухтанӑ, ӑнӑҫу суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
life.er.ru сайтри сӑн
life.er.ru сайтри сӑн

Агродиктант ҫырса пӗлӗве тӗрӗслес килет-и? Апла Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнӑр.

Вӑл юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна кирек мӗнле те ҫырма пулать: лапама килсе те, агродиктант.рф сайтра онлайн майпа та.

Акцие Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне халаллӗҫ. Унта хутшӑнакансен 30 ыйтӑва хуравлама тивӗ: вӗсем ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессипе, выльӑх ӗрчетессипе, хальхи агротуризмпа тата органика ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15282
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 114
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи