
Муркаш округӗнче 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине шывран тепӗр кунхине тин кӑларнӑ.
Инкек Кӗҫӗн Чураш ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ. Унӑн виллине паян кӑна тупса кӑларнӑ.
Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран ун пек ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫав ӗҫе чарса лартнӑ иккен, мӗншӗн тесен явап тыттармалли вӑхӑт иртнӗ-мӗн.
Шпилеваяна пуҫиле майпа унччен пӗрре пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл икӗ тӑлӑха пурӑнма юрӑхсӑр хваттер уйӑрса панӑран пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Шпилевая 3,2 миллион тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ, пуҫиле ӗҫе вӑхӑт иртнӗ тесе чарса лартнӑ.
Хальхинче ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарнӑ, судра пӗрремӗш лару ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне судья суда хутшӑнакансенчен пӗрин тӑванӗ пулнӑран судьяна ылмаштарма йышӑннӑ. Хальхинче, иккӗмӗш ларура, ӗҫе урӑх судья ӗҫе пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пиллӗкри ача чӳречерен персе аннӑ. Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе унти прокуратура тӗрӗслеме пуҫланӑ.
Ача Совет урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен, 4-мӗш хутран, персе аннӑ. Инкек пирки ирхи 9 сехет тӗлӗнче васкавлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек вӑхӑтӗнче ачан амӑшӗ килтех пулнӑ. Чӳречене москит сеткӑпа хупланӑ, ача унта пырса сӗвеннӗ.

Атӑлта «Валдай» теплоход кимӗпе пырса ҫапӑннӑ, пулӑҫ вилнӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Атӑлта «Валдай 45р-4» теплоход кимӗ ҫине пырса кӗнӗ. Инкек Чулхула облаҫӗнчи Павлов районӗнчи Погорелки ялӗ ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.
«Павлово - Чулхула» маршрутпа пыракан теплоход пырса кӗрсен кимӗ ҫинчи пулӑҫ пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Халӗ ку пӑтӑрмах сӑлтавне яваплӑ органсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем экипажа хак парӗҫ.

Элӗк округӗнче пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Ку инкек Мӑн Ямаш ялӗнче паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫемье мунча кӗнӗ, ун хыҫҫӑн вара пӳртре кӑмака хутнӑ. Унпа вара чылай вӑхӑт усӑ курман, пӳртре сӗрӗм сарӑлнӑ. Шар курнӑ ачасенчен чи кӗҫӗнни – пилӗк ҫулта. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ачасем хӑйсене лайӑхрах туяҫҫӗ.
Прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следстви комитечӗ те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.

Шупашкар хулинче «Рено Логан» ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӳлмек енчен пынӑ: вӑл тӑрук тротуар ҫине тухса кайнӑ та чарӑнӑва ишсе антарнӑ. Унта вара ҫав вӑхӑтра ҫынсем пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шел те, 63 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ, 61 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

Республикӑра каллех шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ хурлӑхлӑ хыпар. Пӑрачкав округӗнче арҫын путса вилнӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех Никольски ялӗнче пулнӑ. Хайхи арҫын шыва кӗме ятарласа хатӗрлемен вырӑнта чӑмпӑлтатма шухӑшланӑ. Унта «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ та ҫакӑнса тӑрать. Анчах ку ӑна тытса чарман – вӑл шыва чӑмнӑ. Чӑмнӑ та каялла тухайман.
Аса илтерер: пӗр кун маларах, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнче Улатӑр юханшывӗнче 38 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен хӑнана килнӗскер пулнӑ. Шыва кӗнӗ чухне арҫын ӳсӗр пулни паллӑ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра Муркаш округӗнчи Ярӑслав ялӗнче пушар алхасма тытӑннӑ.
Тӗп урамри 1-мӗш ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ытти хваттерсенче пурӑнакансем ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра хваттер хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫын. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пушар тухнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртма судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ.

Шупашкар хулинчи хваттере аҫа ҫапнӑ. Ку инкек ӗнер Чернышевский урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пулнӑ
Аҫа ҫапсан хветтерте пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 1951 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра ҫичӗ пушар пулнӑ.

Шупашкар округӗнчи арҫын кӑткӑ тӗмине ҫунтарса ярас тесе чутах ҫурт-йӗрсӗр юлман. Ҫавна пула пушар тухнӑ.
Кун пек тӗслӗх утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкар округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫурт ҫамки ҫинчи кӑткӑ тӗминчен хӑтӑлас тесе ӑна чӗртсе янӑ. Анчах ҫулӑм сарӑлма пуҫланӑ, стена тата тӑрӑ ҫине куҫнӑ. Арҫын пушара сӳнтерме хӑтланнӑ та пуҫӗпе ҫапӑннӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 90 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче пӗр сехет ҫурӑран сӳнтернӗ. Унта 14 специалист тата 4 техника хутшӑннӑ. Арҫынна вара тухтӑрсем вырӑнтах медпулӑшу панӑ.
Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 675 пушар пулнӑ.
