Чӑваш Ен прокуратури республикӑра тума пуҫланӑ шкулсен строительстви епле пынине тӗрӗсленӗ.
Вӗренӳ объекчӗсенчен чылайӑшне графикпа килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ-мӗн, апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте ӗҫ кая юлса пырать.
Сӑмахран, Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта шкул строительствине 50 процента яхӑн пурнӑҫланӑ, шучӗпе ҫак цифра 70 процент пулмалла-мӗн. Ку вӑл — ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ илсен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Воин интернационалистсен урамӗнче те шкул строительстви кая юлса пырать.
Кӳкеҫри шкула Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ хӑпартать. Ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне илсен ӗҫе 60 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ, шучӗпе 69 процент таран пулмалла.
Чӑваш Енри аслӑ шкул преподавателӗ пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗ пулма вӗренет.
«Раҫҫейри ӗҫ» Кӳкеҫри кадр центрӗ ӗҫсӗр 9 ҫынна ҫӗнӗ профессие алла илес кӑмӑллисен 9 заявленине суйласа илнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ вӗренме пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте тӑрӑшакан Николай Федоров пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсен операторӗ пуласшӑн. Ҫӗнӗ ӗҫе вӑл икӗ уйӑхра алла илӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӳпе ӗҫре тата наука тӗпчевӗсенче усӑ курасшӑн.
Шупашкар округӗн тӗп пульницинче, Кӳкеҫ поселокӗнче, часавай туса лартнӑ. Ӑна Лука ҫветтуйӑн, Симферополь тата Крым архиепископӗн, ятне панӑ.
Ахальтен мар. Крымри Керчь хулинче 1877 ҫулта ҫуралнӑ Лука Киеври медицина унивеситетӗнчен вӗренсе тухсан чухӑнсене сиплеме пулӑшнӑ. Вӑл медицинӑра ҫӗнӗ енсем шутласа кӑларнӑ. 1923 ҫулта Лука ятпа манаха тухнӑ. 1946 ҫулта ӑна Симферополь тата Крым архиепископне лартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл йывӑр аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ.
Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Кӳкеҫре пурӑнакан хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 67 ҫулти аппӑшӗ кафере апатланнӑ хыҫҫӑн, аш ҫисен, кӑвакарма, сывлӑш ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑна 5 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла ватӑ хӗрарӑм урайӗнче тӑнсӑр выртнӑ. Тухтӑрсем ҫӑварне, пырне пӑхсан нимӗн те тупайман. Вӗсем Геймлих мелӗпе усӑ курса пациенткӑн сывлав ҫулӗ ҫинче кӗрсе ларнӑ какай татӑкне кӑларнӑ. Ҫапла пулӑшнӑ хӗрарӑма Елена Ивановӑпа Елена Юркина фельдшерсем.
Тӳре-шара М-7 федераци ҫулне кӑҫалах анлӑлатма тытӑнасшӑн. Ку Шупашкар ҫывӑхӗнчи 12 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула пырса тивет.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чылай ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫул ҫинче пӗрмай «пӑкӑ» пухӑнать.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫулла ведомство Явӑшпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫула реконструкци тума сахалтан та 18 млрд тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Унти ҫул ҫинче 4 полоса, 4 развязка, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли 8 каҫӑ пулмалла.
Кӳкеҫри ҫуртсенчен пӗринчен юр йӑтӑнса аннӑ та вӑл ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмаха пула район центрӗнчи темиҫе ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫавсен шутӗнче — Шоссе урамӗнчи темиҫе объект: Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗ, нумай ӗҫ тӑвакан центр (МФЦ), «Тӑван Ен» хаҫат вырнаҫнӑ ҫурт.
Муниципалитетӑн пӗрлехи диспетчер службинче ҫутта вӑрах тӑхтамасӑр пама шантарнӑ.
«Чеб.ру» форум сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченный Сергей Романов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 46 ҫулта пулнӑ.
Сергей Романов 1978 ҫулта Кӳкеҫре ҫуралнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухсан, салтакран таврӑнсан вӑл ЧР шалти органӗсенче тата Юстици министерствин управленийӗнче ӗҫленӗ. Унтан прокуратура органӗсенче те вӑй хунӑ.2020 ҫулта вӑд тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Ҫав ҫулах ӑна ҫынсен прависене хӳтелекен уполномоченнӑй пулма шаннӑ.
Кӳкеҫре пурӑнакан Валентина Васильева балетмейстер нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ.
«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Валентина Евлампьевна ача чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетӗнче вӗренсе тухсан Кӳкеҫ шкулӗнче ачасене биологипе хими вӗрентнӗ.
Мӗн пӗчӗкренех музыкӑна кӑмӑлланӑскер, ташлама юратнӑскер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш музыкӑпа драма театрӗн балет студине вӗренме кӗнӗ.
«Эпӗ ташлама яланах юратнӑ. Манӑн сӑн-питре вӗренес туртӑм ялкӑшнӑ пулас, мана суйлав витӗр тухнӑ хыҫҫӑн тӳрех балет студине илчӗ», – аса илсе каласа кӑтартнӑ Валентина Васильева район хаҫачӗн корреспондентне.
«М-7» автоҫулӑн Горьки ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫитичченхи участокне килес ҫул юсас шанчӑк пур. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ.
Асӑннӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ проект пур иккен. Объекта пилӗк ҫулхи плана кӗртнӗ.
«Ҫул-йӗрҫӗсемпе кашни тӗл пулмассеренех юсав ӗҫне пуҫӑнма ыйтса вӗсене васкататӑп. Унти пӑкӑ ҫынсене самай кансӗрлеҫҫӗ. Ку ыйтупа кӑҫал мар пулсан килес ҫул ӗҫлеме тытӑнатпӑрах тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |