Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Шупашкарта чӑваш ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ

Тимӗр Акташ05.05.2026 18:151180 хут пӑхнӑ

  1. Шурсухалсем Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчи Ленинла комсомол урамӗнчи Николай Адер усламҫӑн «Кӑмаша» суту-илӳ центрӗн пуҫлӑхӗн кабинетӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта нумай коммунистсен хаҫачӗсем. Н. Адерӑн пичетленнӗ статьясемпе те. Ялтан та Шупашкар округӗнчи Станьял ялӗнчен Чаптай Элмен ҫитрӗ.
  2. Ларӑва Н.М. Адер ертсе пынӑ. Протокол унӑн секретарӗ Галина Севастьянова ҫырчӗ.
  3. Ертӳҫӗ чӑваш орфографи йӗрки ҫинчен документсем; Чӑваш Республикин ертӳҫин шӑлавӗ; пионерсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӗркелесси; хӑйӗн суту-илӳ центрӗн, музейӗн Культура центр туса реорганизацилесси; тата ытти ыйтусене хускатнӑ.
  4. Чӑваш ваттисен канашӗн ҫӗнӗ ертӳҫине те суйланӑ. Икӗ кандидат тӑратнӑ. Федор Карягин самоотвод илнӗ. Пуҫлӑх пулас тесе Николай Адера суйланӑ.
  5. Ларура ваттисен канашӗн малтанхи секретарӗ Владимир Долгов (Акташ) ятарлӑ заявлени тӑрса каланӑ: «Эпӗ Николай Адера тата пирӗн канашӑн членӗсене хисеплетӗп. Анчах Адерӑн «сулахай» коммунистла идейисемпе, туртӑмсемпе шухӑш-кӑмӑл майлӑ мар. 1991 ҫулта СССР саланнӑ. КПСС — та. КПРФ саккунлӑ майпа ӗҫлет. Демократиллӗ обществӑра саккун тӑрӑх тӗрлӗ партисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Эпӗ демократишӗн.
  6. Алексей Бойков: Эпӗ те ҫапла шухӑшлатӑп. Тата эпӗ те уйрӑм заявлени калатӑп: Шупашкарти Ҫӗнтерӳ Паркӗнчи Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра пуҫ хунисемшӗн мемориал. Урӑх хӗҫ-пӑшал конфликчӗсен, вӑрҫӑсенче хутшӑннисемшӗн мар. (Сергей Щар фотограф А. Бойковӑн аллине чӑмӑртать.)
  7. Федор Карягин: Алексей Бойков ҫак хутлӑ заявлени мана панӑ.

Лару хыҫҫӑн эпӗ Юрий Дадюковран ыйтрӑм:

— Эсӗ те КПРФ членӗ-и?

— Ҫапла. 1998-мӗш ҫултан. Борис Ельцин политикипе килӗшменрен.

Федор Карягин: Эпӗ партирен тухман та.

— КПСС речӗсенчен-и?

— Ҫапла.

Николай Адер: Эпӗ «сулахайри ҫын». Долгов — «сылтӑм».

— Демократиллӗ обществӑра «сылтӑм» та, «сулахайри» те, «центристсем» те пур. Ку йӗркеллӗ пулӑм. Тата оппозици те.

 

Тимӗр Акташ.

Шупашкар. 2026-мӗш ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗ.

Фотоӳкерчӗкре: Чӑваш ваттисен канашӗн ларӑвӗ. Фото: Тимӗр Акташ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пăшатан // 1435.67.9903
2026.05.05 20:25
Чăваш орфографийĕ тата пунктуацийĕ тĕлĕшпе епле пулмалли çинчен пире Петĕр Яккусен (Пётр, ашшĕлĕхне астумстăп, Яковлев), чĕлхеçĕ тата поэт, пиллесе хăварчĕ.

Пиллĕ пулăр!
Пăшатан // 8996.1.0012
2026.05.05 20:32
Юрий Bиноградо чĕлхеçĕ чӑваш орфографийĕ тата пунктуацийĕ тĕлĕшпе эксперт пулма пултарймсть, çакна унăн юлашки статйи те яр уççăн кăтартса парать (Современная гуманитаристика / Modern humanities / Хальхи гуманитаристика 2026. Т. 2. № 1)
Пăшатан // 1679.53.7634
2026.05.05 20:41
"Чӑваш орфографийĕ" тенĕрен, «Кумашка — Кăмаша» суту-илÿ центрĕн унчченхи «Камажа» ятне мĕншĕн пăрахăçланă?
Пшик // 1598.84.2956
2026.05.05 22:18
Малтанхи совет пётнё. ку совет вӑл адерӑн карманный ушкӑнӗ кӑна. Вак ыйтусем, хӑйӗн кӑмаши, сутассм-илесси, укҫа ҫапасси вара Халӑх Хуралӗн тӗп ыйтӑвӗ мар! Ӑсчахсем ялсенче кӑштах кӑна юлчӗҫ.Шупашкарта вӗсем халӑхран писнӗ веҫех! Ттьху. васспати! Аминь.......
Ялтан // 1415.8.3005
2026.05.08 19:55
Дадюков текенни таҫта та пырса ларать:писательсем патне те,краеведсем патне те,халӑх академи пухӑвӗнче те вӑл малти ретре ларать. Кам вара вӑл,мӗнле ырӑ ӗҫпе палӑрнӑ? Кам каласа парӗ.
Автор // 1477.73.0480
2026.05.14 12:56
Станьялсар Чаваш ваттисен теп канаше халсар сав.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем