Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.

Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.

 

Экономика
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн

«Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет.

Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн.

«Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин.

 

Страницӑсем: 1 ... 4232, 4233, 4234, 4235, 4236, 4237, 4238, 4239, 4240, 4241, [4242]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 28

1895
131
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ.
1923
103
Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ.
1928
98
Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1928
98
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ.
1932
94
Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ.
1943
83
Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ.
1946
80
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ
1946
80
Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1958
68
Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ.
1958
68
Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ.
1959
67
Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...