Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Фантастика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем палӑрчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.12.2008 00:12 | 2864 хут пӑхнӑ

Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.

Ку вӑл вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ хайлав пулчӗ. Пурӗ вара 115 ӗҫ килчӗ. Вӗсене ултӑ ушкӑна пайларӑмӑр. 1-5, 6-8, 9-11 классенче вӗренекенсем тата ҫамрӑксем. Кашни ушкӑна тата икӗ пая пайласа — сӑвӑсене уйрӑм тата калав-юмах-пьесӑсене уйрӑм хакласа. Ҫиччӗмӗш ушкӑн — фантастика темипе ӳкернӗ ӳкерчӗксем. Ачасен вӗсене компьютерпа усӑ курса тумалла пулчӗ.

Хӑшӗ мала тухнӑ-ши тесе чӑтӑмсӑр вулатар пулӗ? Эпӗ пур... каламастӑп та каламастӑп. Итлӗр вара.

1-5 классенчи ачасен сӑввисем

* 1 вырӑн. Пурӗ те икӗ сӑвӑ килнӗрен хальлехе пӗрремеш вырӑна никама та парас мар терӗмер.

* 2 вырӑн. Даниил Кириллов ҫырнӑ «Хӑнара» сӑвӑ. Тӑвай районӗ, Вӑрманти Тӑрӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Комарова Любовь Дмитриевна ҫырнӑ «Уйӑх ҫинчи хӗр » сӑвӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Атӑлҫумри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

1-5 классенчи ачасен калавӗсемпе юмахӗсем

Ку ушкӑнра пурӗ 25 ӗҫ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 5-ӗшне вырӑн парас терӗмӗр:

* 1 вырӑн. Яковлева Александра ҫырнӑ «Кичемлӗх» планетӑна инкекрен ҫӑлни» калав. Красноармейски ялӗнчи иккӗмӗш шкул.

* 2 вырӑн. Коннова Алевтина ҫырнӑ «Нарспи» авторӗпе паллашрӑм» калав. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш шкулӗ.

* 2 вырӑн. Куликова Татьяна ҫырнӑ «Уйӑх ҫинче пулса курни» калав. Елчӗк районӗ, Чӑваш Тӑрӑмри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул.

* 3 вырӑн. Иванова Юлия ҫырнӑ «Пыл туса илме тытӑнни» калав. Вӑрмар районӗ, Пысӑк Енкассинчи тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Ксения Семёнова ҫырнӑ «Океана кӗрсе ӳкрӗм» юмах. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш шкулӗ.

6-8 классенчи ачасен cӑввисем

Ку ушкӑнра пурӗ 15 ӗҫ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 4-ӗшӗ ҫак вырӑна йышӑнчӗ:

* 1 вырӑн. Андреева Елена ҫырнӑ «Тӗлӗнтермӗш ҫӗршывра» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

* 2 вырӑн. Васильев Денисӑн «Тӗлӗк» сӑвви. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул. Сӑмах май, Елчӗк районӗнчи нумай ӗҫ вырӑн йышӑнчӗ — чӑнах та пултаруллӑ ачасем нумай.

* 3 вырӑн. Осипов Григорий ҫырнӑ «Ҫиҫтӗр пурнӑҫ телейпе...» сӑвӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

* 3 вырӑн. Андрей Фёдоров ҫырнӑ «Тӗлӗнтермӗш япала » сӑвӑ. Комсомольски районӗ, Шурутри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

6-8 классенчи ачасен калавӗ, юмахӗ тата пьесисем

Ку ушкӑнра пурӗ 60 ӗҫ килчӗ. Шутлӑр-ха! Лайӑх ӗҫсем питӗ нумай пулнӑран вырӑнсене те пама питӗ йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр лайӑх хайлав вырӑнсӑр та тӑрса юлчӗ. Пите шел ҫав. Мӗнех, телейлисем ҫаксем:

* 1 вырӑн. Никифорова Жаннета ҫырнӑ «Севентей кӳллин вӑрттӑнлӑхӗ» калав. Вӑрмар районӗнчи Чупайри тӗп шкул.

* 2 вырӑн. Егорова Елена Андреевнӑн «Успенди» пьеси. Елчӗк районӗ, Энтепери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 2 вырӑн. Ольга Васильевӑн «Тавӑрпи» калавӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Урхас Кушкӑри вӑтам пӗлӳ паракан пӗтӗмӗшле шкул.

* 3 вырӑн. Николай Абанниковӑн «Атте ҫӗҫҫи» калавӗ. Элӗк районӗ, Ехремкасси шкулӗ.

* 3 вырӑн. Русскова Галина ҫырнӑ «Алёшкӑн вилӗмсӗрлӗхӗ» калав. Вӑрмар районӗ, Пысӑк Енкассинчи тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Степанова Иринӑн «Ҫӑра тыткӑнӗнче» калавӗ. Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловкӑри тӗп шкул.

9-11 классенчи ачасен cӑввисем

Ку ушкӑнра пурӗ 4 ӗҫ ярса пачӗҫ. Вырӑнсем ҫаксене лекрӗҫ:

* 1 вырӑн. Семёнова Екатерина ҫырнӑ «Телейлӗ мӑшӑр» сӑвӑ (поэма та теме пулать). Тӑвай районӗ, Йӑнтӑрччӑ тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗ.

* 2 вырӑн. Васильева Аннӑн «Ҫӑткӑн кӑмпасем» сӑвви. Канаш районӗ,

Энтриялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Шляпин Александр ҫырнӑ «Аякри хӑна» сӑвӑ. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

9-11 классенчи ачасемпе ҫамрӑксен калавӗ-юмахӗ

Ку ушкӑнра пурӗ 9 ӗҫ килчӗ. Ку ушкӑнра вара вырӑнсене палӑртма питӗ ҫӑмӑл пулчӗ, виҫҫӗмӗшӗ пирки ҫеҫ кашт шухӑшлама тиврӗ. Вырӑнсем ҫак хайлавсене лекрӗҫ:

* 1 вырӑн. Шибаев Михаил ҫырнӑ «Ҫылӑхсӑр чун» калав. Йӗпреҫ районӗ, Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 2 вырӑн. Иванова Марийӑн «Пуласлӑхри хӑнасем» калавӗ. Йӗпреҫ районӗ, Хурамалти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Марина Афанасьевӑн «Ӗҫчен Ҫтаппан» юмахӗ. Красноармейскинчи иккӗмӗш шкул.

Ӳкерчӗксем

Ӳкерчӗксем пирки нумай чарӑнса тӑмас. Пӗр япала ҫеҫ каласа хӑварам: хӑш-пӗр ӗҫсене йышӑнман. Сӑлтавӗ — ӗҫе ача хӑй тунине палӑртма йывӑр пулни е ӗҫе алӑпа ӳкерменни (сӑмахран, пӗри ахаль сӑнӳкерчӗксене илне те Photoshop'ра тӗрлӗ фильтрсене усӑ курса хитрелетнӗ). Паллах, фантастика кӑшт та пулин палӑрман ӗҫсене те йышӑнман.

Вырӑнсем ҫапла лекрӗҫ:

* 1 вырӑн. Красильникова А., «Океан тӗпчевӗ». Канашри 11-мӗш шкул.

* 2 вырӑн. Тямин Константин, «Ман ҫурт — ман хӳтлӗх». Шупашкарти 37-мӗш шкул.

* 3 вырӑн. Галкина Елена, «Сӑртри Йетти». Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Шӗнерпуҫри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул.

 

Тупӑшӑва хутшӑннӑ пур ачана та, пур ҫамрӑка та мухтас килет! Вырӑнӗ пурне те лекмерӗ пулсан та эсир маттур! Уйрӑмах, чапла хайлав ҫыракансене — эсир пур пулсан чӑвашлӑх пӗтмӗ! Тӑрӑшса вӗренӗр — вӗренни вӑл хӑвсамӑра кайран кирлех пулӗ. Лайӑх вӗренсен сирӗн вӗрентевҫӗсем те савӑнӗҫ.

Ан манӑр, лайӑх хайлавсем «Тантӑшра» пичетленӗҫ. Ку хаҫата ҫырӑнман пулсан — ҫырӑнма ан манса кайӑр — хаҫат алӑра чухне хайлава вулама лайӑхрах!

Хамӑр енчен ҫӗнтурӳҫӗсене пурне те парнесем парӑпӑр. 1-мӗш вырӑн йышӑнакансене 60х40 см пысӑкӑш карттин, ыттисене 30х20 пысӑкӑш рамкӑри сӑнӳкерчӗк. Асӑнмаллӑх юлаҫҫех пулӗ тесе шутлатпӑр.

 

Ку конкурсра ҫӗнтереймерӗр пулсан — тепринче вӑй хурса пӑхӑр. Тепер ҫул, чипер пулсан, конкурса тепре те ирттерӗпӗр. Кунхинче вара ял темине палӑртса. Енчен те вырӑн йышӑнас килет пулсан — хальтерех пуҫлӑр, ҫулталӑк хушшинче ҫырна хайлава якатса ҫитереттӗрех.

 

Пур хутшӑнакана та тепӗр хут ӑнӑҫу сунар!

#Канаш районӗ, #Канаш, #Шупашкар, #Элчӗк районӗ, #Красноармейски, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Элӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Вӑрмар районӗ, #конкурссем, #литература, #шкулсем, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментари:

2008.12.07 09:14
Пурне те пысак тав! Эпе конкурса хутшанна пур автора та ТАВ ХУЧЕ пама сенетеп."Эткер" яланах кашни хутшанакана ятарла СВИДЕТЕЛЬСТВО парса чыслать.Ачасем саванассе.Тав хуче ачасене емер асра тытмалли хут пуле.Конкурс йеркелекенсене амартава асларах сулхи самраксем хутшанманни хытах шутлаттарма кирле. Маттур ачасене тав туса ют челхе верентекене Галина Зотова.
Елена // 3303.17.0861
2008.12.07 11:26
Конкурс ирттерекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кун пек маттур ачасем пур чухне пирĕн чĕлхен,литературăн пуласлăхĕ пур-ха апла.Уйрăмах çыракансем хушшинче арçын ачасем те пурри савăнтарчĕ. Тăван чĕлхен сĕтекне туякан ачасене ман çак ăсталăха аталантарма сĕнес килет, шкул пĕтерсен Чăваш патш. университетне чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме килме сĕнес килет. Кунта калав-сăвă çыракансемпе ятарласа ĕçлетпĕр эпир,тĕрлĕ çыравçăсемпе тĕл пулатпăр,хаçат-журналта пичетленетпĕр тата ыт.те.Ырă сунса- Елен Нарпи.
Андрей // 4523.7.8802
2008.12.07 12:29

Тăван сăмахлăха юратакансем сахал мар пулни мана та чунтан савăнтарчě. Пултарулăх анинче хăйсен вăйне тěрěслесе пăхнă ачасене хам енчен çакна калассăм килет. Шăпах çакăн пек конкурссем пулăшěç те сире малашлăхра çěнěрен те çěнě чаплă хайлавсем çырмашкăн. К.Иванов, Çеçпěл Мишши, П.Хусанкай, Илпек Микулайě, Хěветěр Уяр, А.Артемьев, Юхма Мишши тата ытти талантлă çыравçăсем пек, тăван халăхăмăра малалла утма вăй-хал кÿртекенсем сиртен, сирěн хушăран тухмалла…
Ан тив, паян эсě хăвăн телей кайăкне вěçертрěн пултăр. Хăв суйласа илнě çултан ан пăрăн кăна. Тепринче эсě те çěнтеретěнех. «Кайри - мала, хуркайăксем!» - теççě халăхра. Эпě те çапла калатăп.


2008.12.07 13:19
Аçтахар Плотников
Тав хучĕ пулать те пулĕ. Халĕ эпĕ парнесем хатĕрлетĕп-ха.
кристина // 2956.24.3692
2008.12.07 20:53
Манан ес сире клешменшен эпе кулянтам. Анчах та укерчеке пер-печченех асталарам.
2008.12.07 22:18
Аçтахар Плотников
Кристина, пире пур ĕç те килĕшрĕ. Пурте çĕнтерӳçĕ пулаймасть-çке.
Аксар // 4126.51.8655
2008.12.07 22:20
Конкурса ирттерекенсене манан та пысак тав калас килет. Сакан пек маттур пусарусасене пирен ала синче йатса сурес пулать. Манан сакан пек сену пур: тепер конкурса "Йалтах пер сас паллирен" ятпа калавсен конкурсне ирттересче. Ачасем сакан йышши хайлавсем сырма пите юратассе. Сире ырлах-сывлах тата анасу сунатап. Касарар та, чавашла сас паллисемпе уса курма пелеймерем.
2008.12.08 09:06
Аçтахар Плотников
"Йалтах пер сас паллирен" ятлă конкурса сĕннĕшĕн тавтапуç. Çапах та пире ытларах чĕлхе илемлĕхĕ интереслентернĕрен ун йышши пулмасть пулĕ.
Лариса // 3627.90.8714
2008.12.08 19:52
Çакăн йышши конкурс ирттерни ачасемшĕн те, пирĕншĕн те, вĕрентекенсемшĕн, питех те усăллă. Конкурс ирттерекенсене тав сăмахĕ калас килет, малашне те ăнăçу сунатăп. Мала тухайман ачасен вара кун çинче анчах чарăнса тăмалла мар, малалла ăнтăлмалла. Тав хучĕсем пани пĕрре те ытлашши пулмĕ пуль тесе шутлатăп, татах та ытларах ĕçлеме хистĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем