Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсен диаспори чӳк уйӑхӗн 25-мешӗнче «Тӑван» ятлӑ чӑвашсен ассоциацине туса хунӑранпа 15 ҫул ҫитнине палӑртасшӑн! «Тӑван» ассоциаци пурӗ 30 пин чӑваша пӗрлештерет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ытларах студентсемпе ҫамрӑк ҫынсемпе ҫыхӑну тытасшӑн. Чулхула ҫыннисем, атьӑр перле пулар!

 

Ҫакна каласа хӑвармалла, сехете Чистополь хулинчи «Хӗвелтухӑҫ» (Восток) ӑслӑлӑхпа производство пӗрлешӗвӗ хатӗрленӗ. Сехетӗн диаметрӗ 2,10 метр, йывӑрӑшӗ 60 килограмм. Сехет пичӗ шурӑ тӗслӗ, хисепӗсемпе сӑннисем — хура тӗслӗ. Сехет ӑшӗ электроникӑллӑ. Ҫитес вӑхӑтра чан ҫапакан механизма вырнаҫтармалла. Каҫхи вӑхӑтра чанӗ ӗҫлемест.

 

Пӗтӗм тӗнчери самбо кӗрешӗвӗн чемпионачӗ вӗҫленчӗ. Унта 33 патшалӑхран килнӗ спортсменсем тӗрлӗ йывӑрӑш категориӗнче кӗрешнӗ. Раҫҫей сборнӑйӗ унта пӗрремеш вырӑн йышӑннӑ. Ун шутне кӗрекен Сергеев Виталий те хӑйӗн 62 кг йывӑрӑш категорийӗнче ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла вара Чӑваш Енӗн тепӗр ылтӑн медаль хушӑнчӗ!

Сергеев Виталий самбо шкулӗнче вӗренет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшпе 9-мӗш хушшинче Чӑваш Енре Чечня Реуспубликин ҫыннисем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем хушшинче район, хула, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, Чечня Республикин парламенчӗн депутачӗсем, Чечня Республикин Правительствипе Президент аппаратӗнче вӑй хуракансем. Чӑваш Енре пулнӑ хушӑра вӗсем республикӑн вырӑнти влаҫ органӗсен ӗҫӗпе паллашрӗҫ.

 

Чечня Республикин ҫыннисем пирӗн республикӑна Чечня Республикинче демократипе право патшалӑхне ҫирӗплетекен Европа Пӗрлешӗвӗн программи тӑрӑх килсе кайнӑ. Чӑваш Ене ахаль суйласа илмен, Светлана Бастанжиева пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен вырӑнти влаҫ органӗсен ӗҫе аталантарассипе малти вырӑнсенче тӑрать.

 

Европа Пӗрлешӗвӗн тата Чечня Республикин ҫыннисем хӑнасене лайӑх кӗтсе илнӗшӗн Чӑваш Ен ертӳҫисене пысӑк тав каланӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тӗрлӗ япалапа кӑткӑсланни ҫинчен калаҫу пуҫлансан нумайӑшӗ вӗсем валли хӑҫан вӑхӑт пур-ши? тесе хуравлаҫҫӗ. Ӗҫ, кил-йыш, килти хуҫалӑх. Анчах та килӗшетӗр пулӗ, кам та пулин мӗнпе те пулин чӑнахах та кӑткӑсланать пулсан — ӑна чарма питӗ йывӑр. Элӗкри «Атӑлҫи Россгосстрах» компанире ӗҫлекен Степанова Раиса Александровна хӑйӗн ӗҫӗпе ӑна ҫирӗплетет. Раиса Александровна Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнать.

 

Хӑйӗн пӗрремӗш хушпуне вӑл вунӑ ҫул каялла тунӑ. «Малтан бисера леска ҫине чиксе пуҫтарасшӑнчӗ — анчах та пулмарӗ, ҫипе усӑ курма тиврӗ. Йывӑр пулсан та вӗренсе ҫитрӗм» — каласа парать Раиса Александровна, — «Кайран вара ыттисем валли хатӗрлеме пуҫалрӑм — тӑвансем, юлташсем валли». Раиса Александровна пире Ирина хӗрӗ тата кинӗ валли хатӗрленӗ хушпусене кӑтартрӗ. Эрешӗсем пӗрре те пӗр пек мар, хашни хӑй евӗр. «Уяв» ансамбль те ӑна тумтире хатӗерлеме заказ парать. Сӑмах май каласан, ансамбльте Степанов Геннадий Афанасьевич пӑяхамӗ юрлать.

 

Чӑваш пикисемпе хӗрарӑмӗсем хӗр тумӗсенне хатӗрленӗ чухне кӗмӗл укҫаран хатӗрленӗ. Вӗсем вара йывӑр та хаклӑ пулнӑ.

Малалла...

 

Енчен те эсир Мускавра пурӑнатӑр пулсан тата футболла выляс кӑмӑл пур пулсан сире ҫакна пӗлтересшӗн:

 

Кашни шӑматкун Мускавра пурӑнакан чӑвашсем «Канаш ҫуначӗсем» (Крылья советов) стадионра футболла выляҫҫӗ. Футболла вылякансене, кӑсӑкланакансене пурне те унта чӗнесшӗн.

 

Стадион адресӗ: Семеновски метро, Будёный проспекчӗ

Тӗплӗнрех пӗлмелли телефонсем: 8-916-651-81-48 (Андрей Ларионов); 8-916-933-79-39 (Андрей Ерицов)

 

Хаклӑ хӑнасем! Пирӗн сайтра эсир нумай материалпа паллашма пултаратӑр, анчах та тӑван чӑваш хаҫачӗсемпе маларах паллашнине нимӗн те ҫитмест! Атьӑр-ха хамӑр чӑваш хаҫачӗсене пулӑшар, вӗсен кӑларӑмӗсене ҫырӑнса илер! Ҫырӑнма укҫи нумай та кирлӗ мар, тӗслӗхрен, «Хыпар» хаҫат кӑларӑмӗсене ҫур ҫул илсе тӑмашкӑн пӗтӗмпе те 320-340 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле! Ҫырӑнма вара пур ҫӗрте те ҫырӑнма пулать, Республика тулашӗнче пурӑнатпӑр тесе ан тӑрӑр, унта та илсе ҫитереҫҫӗ ҫырӑнатӑр пулсан. Хӑвӑр аҫу-аннӗрсене те ҫырӑнса пама пултаратӑр...

 

Тӗплӗнрех кунта

 

Пасар Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш Енӗн апат-ҫимӗҫ фончӗн» ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫӗ. Ҫитес ҫулӑн ҫурла-авӑн уйӑхӗччен ӑна хута яма шутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пасарта, Н.В. Фёдоров палӑртнӑ тӑрӑх посредниксен ӗҫӗпе усӑ курмасӑр пысӑк тата пӗчӗк ял хуҫӑлӑх предприятийӗсем, фермерсен хуҫалӑхӗсем, тата уйрӑм ҫынсем туса илнӗ ҫимӗҫе сутма пултарӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче (шӑматкун) 19 сехетре Мускавра чӑвашсем валли дискотека иртӗ!.

Яланхи пекех, ҫав каҫ сире нумай кӗтмен япала кӗтӗ!!! Тӑван чӑваш ташӑ кӗвви тата, ҫавӑн пекех, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗ Екатерина Голубева!!!!

Юлтавшсем! Сирӗн унта хӑвар телейӗн иккӗмӗш пайне те тупас шанчӑк пулӗ!

Дискотека ҫак вырӑнта иртӗ: Мускав хули, Рязань проспекчӗ, 39 ҫ, "ЭСТАКАДА" КК, (малтанхи Октябрьӗн 40 ҫуллӑх КК)

 

Йӗркелекенӗ: Чӑваш наципе культура автономийӗ ҫуменчи ҫамрӑксен обществӑллӑ юхӑмӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 4090, 4091, 4092, 4093, 4094, 4095, 4096, 4097, 4098, 4099, [4100], 4101, 4102, 4103, 4104, 4105, 4106, 4107, 4108, 4109, 4110, ... 4114
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 12

1874
152
Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1944
82
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ.
2005
21
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...