Республикӑра
![]() Шупашкарта пациент операци хыҫҫӑн вилсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе операцие ирттернӗ тухтӑра айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Медицина ӗҫченӗ уҫӑ трахеостомипе операци ирттернӗ. Анчах 48 ҫулти пациент операци хыҫҫӑн ҫур сехетрен чӗре япӑх ӗҫленипе тата пуҫ мими шыҫӑннипе вилнӗ. Судпа медицина экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, пациент трахейӑна тӗрӗс мар интубаци тунӑшӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Хыпар» хаҫат редакторӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. Анчах вӑл йӗркесем – мухтав юрри мар. Сӑмахӗ мӗн ҫинчен пынине пӗлес тесен сӑвӑри темиҫе йӗркене илсе кӑтартар: «Иванов министӑр мӗн кӑна курман-тӑр!.. Вӑл карьера тунӑ хура тар тӑкса. Кирлӗ чух — пуҫ тайнӑ, кирлӗ чух — йӑл кулнӑ, Кирлӗ чух — вӑл сутнӑ ӑшшӑн йӑл кулса». Е тата ҫакӑн пек куплет пур унта: «Иванов министӑр хӑй те пит тунмасть-тӑр — Сахал мар вӑл хуҫнӑ ҫыннӑн кунҫулне. Шеллеме пӗлмен вӑл, каҫарма пӗлмен вӑл. Халь те аркатать вӑл ҫын ӑраскалне». Республика хыснинчен укҫа илсе тӑракан хаҫат редакторне калем илсе ҫакӑн пек содержаниллӗ сӑвӑ ҫырма, ӑна Информаци политикин министерствинче тӗп редакторсемпе иртекен канашлура тыттарма мӗн хистенине министрпа редактор хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музее кӑҫал ҫулла 106 ҫын килсе курнӑ. Вӗсен йышӗнче 7 ют ҫӗршыв ҫыннисем те пур. Туристсенчен чылайӑшӗ Турцирен килнӗ. Ҫавӑн пекех Венгрирен, Литваран, Францирен, Беларуҫран, Украинран килекенсем пулнӑ. Музейре тӗрлӗ зал ӗҫлет. Бичуринӑн ӗҫӗсене вулав залӗ пек йӗркелени уйрӑмах илӗртет. Унтах Китайра чей ӗҫес йӑлана курма пулать. Пекин оперинчен ари итлеме те май пур. Шупашкар районне килекен туристсем культура объекчӗсене кайса курма пултараҫҫӗ. Ку маршрут авӑн уйӑхӗччен ӗҫлет. Вӑл 3-5 сехетлӗхе тӑсӑлать. Ҫак маршрутпа ҫулла виҫӗ ушкӑн ҫӳренӗ. Вӗсен ушкӑнӗнче «Вӗршӗнсем» пилот ушкӑнӗ те пулнӑ. Пӗтӗмпе ку маршрутпа 99 ҫын паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре кӑҫал ял хуҫалӑхӗ епле аталаннине пӗтӗмлетнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра туса кӑларнӑ продукци ӳснӗ. Ку кӑтартусем — Чӑвашстат кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнисем. Кӑтартупа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑхӗнче туса кӑларнӑ продукци 22,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кӑҫал республикӑра чӑх тата выльӑх-чӗрлӗх какайне 66,7 тонна туса илнӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 процент нумайрах. Кӑҫал Чӑваш Енре 305,7 тонна сӗт суса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсемпе танлаштарсан 0,7 процент нумайрах. Вӑтамран пӗр ӗнерен 3429 литр сӗт суса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,4 процент нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Николай Шмагин кинорежиссер Улатӑр пирки Николай Шмагин кинорежиссер документлӑ фильм ӳкересшӗн. Николай Шмагин 1947 ҫулта улатӗрта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн хисеплӗ кинематографисчӗ шутланать. Евразири 5-мӗш телефорумра дипломант ятне «Алатырь - бел-горюч камень российский» документлӑ фильмшӑн, Евразин 12-мӗш телефорумӗнче «Старинные российские города» ярӑмпа ӳкернӗ фильмшӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ. 1988 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Мускавра юлса ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Нумай ҫул Николай шмагин «Мосфильм» киностудире художник-декоратор, каярах кинорежиссер пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл ӳкерме хутшӑннӑ хӑш-пӗр фильм, сӑмахран, «Горячий снег», «Они сражались за Родину», совет киновӗн ылтӑн фондне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 4-мӗш «а» адреспа ҫӗнӗрен штрафчарӑнулӑх уҫнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑсакансен ураписене маларах Лапсар проездӗнчи 55-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫӗре илсе кайнӑ. Халӗ хула варринчех лартма май туса панине кура вӗсен урапасене ирӗксӗр эвакуацилекенсен йӳнӗрех тӳлеме ларӗ. Ҫӗнӗ штрафстоянка уҫнинче тепӗр лайӑх ен те пур тесе ӑнлантараҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Штрафсемпе ытти тӳлевпе татӑлма та терминалсемпе банк уйрӑмӗсем ҫывӑхра тесе пӗлтереҫҫӗ. Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ штрафчарӑнулӑх та пушӑ лармӗ. Унта хуҫасӑр тата пӑрахса хӑварнӑ урапасене илсе кайӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта икӗ эвакуатор ӗҫлет. Пӗрремӗш километршӑн 142 тенкӗ тӳлеттереҫҫӗ, штрафстоянкӑра ларнӑ кашни сехетшӗн — 27 тенкӗрен пуҫласа 163 тенкӗ таран (уйрӑмлӑхӗ урапан категорийӗнчен килет). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пуйӑс ҫинче ҫӳлти вырӑн ҫинче ларса пыма кӑмӑллакансене билет йӳнӗпе сутаҫҫӗ. Федерацин пассажир компанийӗ билетсене плацкарт-вакунта илекенсене 30 процент таран йӳнӗрехпе сутассине пӗлтернӗ. Пуйӑспа йӳнӗрехпе ҫула тухас тесен билетсене ҫула тухиччен 45 кунтан маларах пуҫласа туянма тытӑнмалла. 30 процент таран йӳнӗрехпе 38-мӗшӗнчен пуҫласа 54-мӗш номерлӗ вырӑнсем валли сутаҫҫӗ. Ҫула тухиччен 45 кунтан пуҫласа 8 кунччен 2-мӗшпе 36-мӗш номрелӗ вырӑнсем валли туянсан 15 процент чакараҫҫӗ. Йӳнӗ хаклӑ билетпа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫула тухакансем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ун пекки Мускавпа, Питӗрпе тата Раҫҫейӗн ытти хулипе ҫыхӑнтаракан маршрутсене пырса тивет. Ун пеккисем 80 пуйӑс тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевӑн инаугураци иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, Михаил Игнатьев должноҫа кӗнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ лару-тӑру 12 сехетре Правительство ҫуртӗнчи Ларусен залӗнче иртет. Инаугурацие Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн теле- тата радиоэфирӗнче, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗнче трансляцилеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн пайташӗсен, тепӗр майлӑ каласан, министрсен, федерацин территорири влаҫ органӗсемпе Чӑваш Республикин вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен тата чӗннӗ хӑнасен умӗнче тупа тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта ӗнер ҫӗрле, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. Шел те, пӑтӑрмах ҫухатусӑр пулман. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫын виллисене тупнӑ. Пушарта виҫҫӗн ҫунса вилнӗ. Пушар тухни кирки МЧСа шӑп та лӑп ҫӗрле пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ, анчах ҫурт самаях сиенленнӗ. Пӳрт веранди, ҫурт ӑшӗ ҫуннӑ, тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫын виллине тупнӑ. Унта 48 ҫулти арҫын тата унӑн 26-ри, 22-ри ывӑлӗсем вилнӗ. Ашшӗн ӳтне верандӑра тупнӑ, икӗ ҫамрӑк пӳртре пулнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫав кун вӗсем 26-ри ывӑлӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, эрех ӗҫнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм кухньӑран тухнӑ. Тен, вӗсем пирус туртнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Сивӗ кӗр ҫитсен халӑх мӗн пирки пӑшӑрханать? Хваттерсенче сивӗ пулни канӑҫсӑрлантарать ара. Шӑнса-чӗтресе ларсан, чирлесе ӳксен ҫеҫ ӑшӑ яраҫҫӗ-ҫке. Ку халӑха тахҫантанпах тавлаштарать. Кӑҫалтан йӗрке улшӑнать. Малашне ӑшӑ хӑҫан памаллине кашни регион хӑй йышӑнӗ. Малтан ку ыйтӑва федераци шайӗнче уҫӑмлатнӑ. Урамра 8 градус ӑшӑ 5 кун тӑрсан ҫеҫ ӑшӑ паратчӗҫ. Халӗ ҫакна пӑхмӗҫ. Малашне 8 градус ӑшӑ 5 кун тӑрассине кӗтмелле мар. Икӗ кун та ҫителӗклӗ. Сывлӑш температурин те 8 градус пулни кирлех мар. Тӗслӗхрен, 10 градус пулсан та ӑшӑ пама пултарӗҫ. Кун пирки РФ строительство министрӗ Андрей Чибис пӗлтернӗ. Кашни регион ӑшӑ памалли тапхӑра хӑҫан пуҫлассине хӑй палӑртӗ. Ҫакна ҫынсем ҫӑхавланӑран йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Социализма тӑвас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССРӗ Ленин орденне тивӗҫнӗ. | ||
| Зайцев Алексей Иванович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Иосиф Александрович театр режиссёрĕ çуралнă. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |