Республикӑра
![]() Ҫак кунсенчен Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси вулавӑшне ҫӳрекен кӗнеке тусӗсем Николай Рубцовӑн сӑввисен пуххисемпе паллашрӗҫ. Рубцов сӑввисене литературӑна юратакансем С. Есенин, Ф, Тютчев , В. Маяковский сӑввисемпе пӗр шая лартаҫҫӗ, шел, поэтӑн пурнӑҫӗ ытла та кӗске пулнӑ. Архангельск облаҫӗнчи Елецк поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ вырӑссен паллӑ поэчӗ Николай Михайлович Рубцов (1936–1971) пурӑннӑ пулсан кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Поэт Вологдӑри ача ҫуртӗнче ҫитӗннӗ, ашшӗ, политработник, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ, амӑшӗ 1942 ҫулта вилнӗ. Вӑл тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. М. Горький ячӗпе хисепленекен литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (1962–1969). Унӑн чи малтанхи сӑвви 1962 ҫулта пичетленнӗ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн «Лирика» (1965), «Звезда полей» (1967), «Душа хранит» (1969), «Сосен шум» (1970), «Зеленые цветы» (1971) сӑвӑсен пуххисем кун ҫути курнӑ. Поэт вилнӗ хыҫҫӑн 1976 ҫулта Рубцовӑн «Подорожники» сӑвӑсен пуххине пичетленӗ. Поэта вӗлернӗ унӑн ҫураҫнӑ хӗрне 7 ҫуллӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫленес умӗн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ. «Чӑваш орфографийӗн иртни, хальхи, пуласси» ят панӑскерне пӗлтӗр институтра иртнӗ регионсен ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗн материалӗсем пичетленнӗ. Авторсен ушкӑнӗн тӗп пайӗ — ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре вӑй хуракансем. Аса илтеретпӗр, ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пӗлтӗр ҫак ятпа пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗччӗ. Унта хутшӑнакансем ытларах 1994 ҫ. ҫирӗплетнӗ «Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисен» хӑш-пӗр параграфӗсем тавра юлашки ҫулсенче пыракан тавлашури хире-хирӗҫлӗ шухӑшсене сӳтсе явнӑччӗ. Кӗнекене ҫывӑх вӑхӑтра «СУМ» лавккара туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш халӑхӗн юратнӑ юрӑҫи Клара Чекушкина кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Клара Ивановна Чекушкинӑн юбилейӗ ячӗпе Патӑрьелти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Паллӑ ентешсем» ярӑмра «Клара Чекушкина» ятлӑ буклет ӑсталанӑ. Буклетра юрӑҫӑн кӗске биографийӗ, пултарулӑхӑн кун-ҫулӗ, юрӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксем, статьясем вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хулин ҫамрӑксен парламенчӗн ҫӗнӗ йышне хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнмашкӑн яш-хӗр заявлени ҫырма пултарать. Ҫамрӑксен парламенчӗ пирки калакан документпа килӗшӳллӗн, 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем пайташ пулма пултараҫҫӗ. Суд ӗҫлеме пултарайман тесе йышӑннӑ, судпа айӑпланнӑ ҫынсене ҫеҫ хутшӑнма ирӗк памаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен заявлени ҫырмалла. Ҫавӑн пекех анкета, паспорт копийӗ, вӗреннӗ е ӗҫленӗ ҫӗртен справка, общество ӗҫне хастар хутшӑннине ӗнентерекен материалсем пулмалла. Заявленисене кӑрлачан 18-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Документсене ҫак адреспа пырса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 121-мӗш пӳлӗм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Раҫҫей тата чӑваш пичечӗсен кунне халалланӑ уяв иртнӗ. Калем ӑстисене, телекуравпа радио ӗҫченӗсене саламламашкӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара килнӗ. Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче ҫулталӑкӗпе палӑрнӑ кӑларӑмсене, пахалӑх паллине тивӗҫнӗ виҫӗ хаҫата асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тӑрӑшнипе республикӑри пулӑмсем Чӑваш Ен историне кӗрсе юлнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Шупашкар-Арена» пӑр керменне уҫни, командӑсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионачӗ, Республика кунӗ. Уявра чи лайӑх МИХсене патшалӑх наградисем панӑ. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов виҫӗ кӑларӑма палӑртнӑ. «Советская Чувашия», Улатӑр районӗн хаҫачӗ, Вӑрнар районӗн хаҫачӗ, «Прессӑн ылтӑн фончӗ – 2016» II степень палла тивӗҫнӗ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи ҫулталӑка Раҫҫейре кино ҫулӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавна май пирӗн республикӑра та кунпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти иртӗ. Шупашкарта ҫулталӑк тӑршшӗпех хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене кӑтартма палӑртнӑ. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ те кинокартинӑсем кӑтартӗ. Асӑннӑ культура керменӗнче «Победа» вырӑс халӑх театрӗн режиссерӗн Владимир Синяевӑн тата И.Максимов-Кошкинский ячӗллӗ чӑваш халӑх театрӗн режиссерӗн Нина Панинӑн фильмӗсене экран ҫине кӑларӗҫ. Пӗрремӗш фильм кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Сеанс умӗн куракансем куравпа паллашӗҫ. Шупашкарти «Победа» театра, унта театрпа кино актерӗсене хатӗрлеҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кашни фильм хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Малашне воспитательсем хӑйсен шӑпӑрланӗсене ача пахчине тӳлевсӗр илсе ҫӳреймӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӑна тума пултарӗ. Постановление кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документ ӑна официаллӑ мелпе пичетленӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрет. Постановленири 2.6 пунктпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти ача пахчисенчи ертӳҫӗсем, педагогсем ҫемье сахал тупӑшлисен шутне кӗнине ӗнентерекен справка тӑратсан ҫеҫ шӑпӑрланӗшӗн тӳлемӗҫ. Справкӑна кашни кварталта уйӑхӑн 15-мӗш кунӗччен тӑратмалла. Ӑна илмешкӗн ашшӗ-амӑшӗн заявлени ҫырмалла, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑн копине, ӗҫ вырӑнӗнчен справка, ҫыннӑн ят-шывне ӗнентерекен документ, ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла. Постановленипе килӗшӳллӗн, няньӑсем пепкисем ача пахчине ҫӳренӗшӗн тӳлемӗҫ. Аса илтерер: ача пахчинче кунне 12 сехет пулнӑшӑн 100 тенке яхӑн тӳлемелле. Нарӑс-пуш уйӑхӗсенче ӑна 115 тенкӗ таран хӑпартасси пирки сас-хура пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприяти шыв пахалӑхне тӗрӗслеме яхта туянма палӑртнине, каярахпа ку шухӑша улӑштарнине унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен шывшӑн тӳлемелли хак 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ку ытти хуларипе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Предприяти ҫынни хула депутачӗсен умӗнче тухса калаҫнӑ чухне ҫакна анлӑ юсав ӗҫӗсем тумаллипе сӑлтавланӑ. Ҫӗнӗ тарифшӑн депутатсенчен чылайӑшӗ сасӑланӑ. Анчах ӑнланмалла мар: ҫамрӑк Ҫӗнӗ Шупашкарта юсав тумашкӑн мӗншӗн нумай укҫа кирлӗ? Калӑпӑр, унран чылай аслӑрах Шупашкарпа танлаштарсан. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ предприятин пӗлтӗрхи 9 уйӑхра тупӑшӗ 34,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавна май предприяти 5,9 миллион тенкӗ тӑракан яхта туянни те интереслӗ пек туйӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Кӑшарни умӗн православи тӗнӗпе пурӑнакансем кунӗпех типӗ тытаҫҫӗ, кӑрлачӑн 18-мӗшӗ — Кӑшарни типпи. Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ чиркӳре тӑрӑшакан Максим аттепе Татиана анне тата ӳнер шкулне ҫӳрекенсем Атнарти тата Ут-Тапӑрти стационарсене выртакан ватӑсемпе тӗл пулчӗҫ. Максим атте ватӑсене ҫывхаракан Турӑ уявӗсем пирки ӑнлантарса пачӗ: ҫак кунсенче Таса сывлӑш вӑйӗпе шыв сӑвапланни, ҫав шыв ҫынсене ҫылӑхсенчен, тӑшмансенчен, чир-чӗртен хӑтарни пирки каларӗ. Ҫамрӑк артистсем Татьяна Зарубина ертсе пынипе ватӑсене чуна тивекен концертпа савӑнтарчӗҫ. Максим атте пухӑннисене асӑнмалӑх Сӑваплӑ Лука иконине парнелерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшччен ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Кунта тӑрӑшакан полици ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха Хӗл Мучипе Юр Пике пулса йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене ҫитнӗ. Полицейски Хӗл Мучисем чылай ача-пӑчана тутлӑ кучченеҫпе хӑналаса савӑнтарнӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнче тӑлӑх ачасене тутлӑ канихветсемпе ыттисем те хӑналанӑ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти «Бреслер ТЦ» ТМЯП. Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳсекеннисем тата пушарсенче шар курнисем тӗпчев центрӗнчен 26 пинлӗх пулӑшу илнӗ — тумтир таврашӗ, хут-кӑранташ, пылак парнесем тата ытти япала. «Ачасене пылак ҫимӗҫсем» акцие Етӗрнери предприятисем те хутшӑннӑ: Чӑвашпотребсоюза кӗрекен Етӗрне аш-какай комбиначӗ, Етӗрне кирпӗч савучӗ, Чӑвашпотребсоюзӑн Етӗрнери райпо тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |