Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӑслӑлӑх

Оксфорд университечӗн ӑсчахӗсем улма-ҫырла ҫиме сӗнеҫҫӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунсерен улма-ҫырла ҫини чӗре чирӗсем аталанас, инсульт пулас хӑрушлӑха 40% чакарать.

Ӑсчахсем ирттернӗ сӑнав акӑ мӗн кӑтартнӑ: ҫын куллен мӗн чухлӗ ытларах улма-ҫырла ҫиет, унӑн инсульт аталанас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ пӗчӗкрех. Улма-ҫырлапа пачах сӑйланман ҫынсен вара чӗрепе аптӑрас хӑрушлӑх пысӑк-мӗн.

Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунсерен 150 грамран сахал мар панулми, банан тата ытти ҫимӗҫе ҫимелле.

Ӑсчахсем тӗрӗслеве Китайри 450 000 ҫынна хутшӑнтарнӑ. Вӗсем пурте сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулнӑ, юн пусӑмӗ пысӑккинчен эмел ӗҫмен. Респондентсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ. Тӗрӗслев вӗҫленсен улма-ҫырла ҫинӗ ҫынсем хӑйсене тата лайӑхрах туйма пуҫланине паллӑ пулнӑ. Вӗсен чӗре чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх чакнӑ.

 

Сывлӑх

Лавккасенче хаксем ӳсме тытӑнсан аптекӑра та ҫак лару-тӑру пуласран пӑшӑрханнӑ халӑх. Ҫакна ЧР Сывлӑх министерстви сӑнасах тӑрать. Ҫапах хаксене унчченхи шайра сыхласа хӑварма май пур-и?

Ҫынсен сывлӑхӗ ытларах чухне куллен ӗҫекен эмелсенчен килет. Вӗсем кирлӗ препаратсен йышне кӗреҫҫӗ. ЧР Сывлӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «хӗрӳ лини» ҫине эмел хакланни пирки тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ.

Министерство ӗҫченӗсем волонтерсем пулӑшнипе хаксене тӗрӗсленӗ. Аптекӑсенче хаксем ытлах ӳсмен-мӗн. ТОП-30 эмелсен хакӗ авӑн уйӑхӗнчи пекрех-мӗн. ТОП-30 эмел йышне валериана настойӗ, пустырник, пуҫ ыратнине ирттермелли эмелсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене аптекӑра рецептсӑрах туянма пулать. Вӑтамран ку медикаментсем 11 процент хакланнӑ.

Ытларах йӳнӗ эмелсем хакланнӑ иккен. Тӗслӗхрен, валидол. Ҫавӑн пекех БАДсен хакӗ ӳснӗ. Вӗсем эмел шутне кӗмеҫҫӗ.

ЧР Сывлӑх министерствине эрнесерен хаксем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Муркашсем районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ. Социаллӑ проектсене ҫулталӑкӗпех пурнӑҫа кӗртнӗ. Ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ Мӑн Сӗнтӗрти 40 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарни те ҫавӑнтах кӗрет. Килес ҫул тата 25 ҫемье ҫапла майпа ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ирттерӗ. Федерацин тӗллевлӗ программине кӗрсе ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатнӑ 30 ҫамрӑк ҫемьене те ӑмсанасси кӑна юлать.

Пӑшӑрхантараканни те пур-мӗн-ха Муркашра. Ял хуҫалӑх отрасльне илсен мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ чакса пыни шухӑшлаттарать. Ун пекки уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсенче питех сисӗнет-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче ячӗ янӑраса тӑнӑ, ҫӗрулми туса илессипе палӑрнӑ «Ударник» предприяти тӑрӑмӗ савӑнтармасть иккен. Вӑл халӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ. Вӑл хуҫалӑха укҫа хывакан пуян кирлӗ.

Туризма вара муркашсем ҫине тӑрсах аталантарасшӑн. «Престиж» тата «Волжский эсклюзив» комплекссем федераци программине лекнӗ. Малтан асӑннине тума, сӑмахран, ҫур миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.

 

Республикӑра «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ Евгений Карпеев
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ Евгений Карпеев

Ку шухӑша Ҫӗнӗ ҫула патшалӑх наградипе кӗтсе илекенсенчен пӗри палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара республикӑри 46 ӗҫчене хисеп тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене Раҫҫей шайӗнчисемпе, теприсене республикӑрисемпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче культурӑра, ӑслӑлӑхпа ӳнерте, ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫра, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем, нумай ачаллисем пур.

Чи малтан сцена ҫине Комсомольски район пуҫлӑхӗ — унти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ, вырӑнти райпо ертӳҫи Евгений Карпеев хӑпарнӑ. Ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе хакланӑ. Чыслава хутшӑннӑ Зинаида Паршагина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек пысӑк шая мӗншӗн тивӗҫни пирки ыйтсан Евгений Иванович хуравлама тӑхтаса тӑнӑ иккен, унтан хӑй кампа ӗҫленисене аса илме тытӑннӑ-мӗн. «Ҫынсем тӑрӑшнине кура. Награди мана тивӗҫрӗ», — тенӗ иккен сӑпайлӑ пуҫлӑх.

Карпеев евӗр наградӑпа ҫавӑн пекех Алла Стальскаяна чысланӑ. Раҫҫей Президенчӗ Тав ҫырӑвӗсем те пулнӑ. Вӑл Олимп объекчӗсене хатӗрленӗшӗн Римма Салантаевапа Константин Долгашев доцента палӑртнӑ.

Малалла...

 

Хулара

Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ.

Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур.

 

Пӑтӑрмахсем Вараланӑ ҫӗр лаптӑкӗ
Вараланӑ ҫӗр лаптӑкӗ

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗре вараланине пӗлсен тӗрӗслев ирттернӗ.

Комбинат ҫӗрсене шултра мӑйракаллӑ выльӑх тислӗкӗпе вараланӑ-мӗн. Организацин административлӑ явап тытма тивнӗ. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн организацие штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сахалах мар — 40 пин тенкӗ.

Россельхознадзор ӗҫченӗсем аш-какай комбинатне ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн представлени ҫырнӑ.

 

Хулара

Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ.

«Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ.

Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем.

 

Статистика

Шупашкарти супермаркетсенче борщ пӗҫермелли ҫимӗҫ хакланнине палӑртаҫҫӗ. Ҫав йыша кишӗр, сухан, ҫӗрулми кӗрет. Сахӑр та хакланнӑ. Хуратул вара пачах тепӗр май — йӳнелме тытӑннӑ.

ЧР Экономика министерстви кризис хаксене мӗнле витӗм кӳнине кунсерен сӑнать. Халӗ лавккасенче вӑрӑм черет ҫук-мӗн. Министерство ӗҫченӗсем хаксене тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Тӗрӗслемелли списокра — 25 тавар. Вӗсен йышӗнче — сӗт, ҫӗрулми, сахӑр, ҫӑкӑр…

Ҫӑмарта деликатессен йышне кӗнӗ тейӗн. Вӑл икӗ хут патнеллех хакланнӑ. Тӗрӗссипе, долларпа евро ӳсме тытӑнсан чылай апат-ҫимӗҫ ӳснӗ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр, кӑлпасси, сӗт.

Сахӑр тата хуратул тӗлӗшпе монополипе кӗрешекен служба тӗрӗслев ирттерет. Чӑваш Ен правительстви апат-ҫимӗҫ хакне ӳсме чарасшӑн. Вӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ку лару-тӑру япӑхланмасса шантараҫҫӗ те…

 

Республикӑра

Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн сирена сассине илтсен пӑшӑрханса, хӑраса ӳкмелле маррине пӗлтерет. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре халӑха электрон мелпе пӗлтермелли тытӑма тӗрӗслеҫҫӗ.

Тӗрӗлев пуҫланасси пирки урамра лартнӑ сиренӑсемпе громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. Кун пирки радиопа телекурав та хыпарлӗҫ.

Раштавӑн 30-мӗшӗнче, эппин, сирена сассине илтсен хӑраса ӳкмелле мар, малалла ӗҫлемелле. Чӑннипе, ытти чухне сирена сасси авари, катастрофа, тӑшман тапӑнни пирки пӗлтерет. Ҫавӑнпа кун пек чухне родиоприемника, телевизора ямалла, унта мӗн хыпарланине итлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=127920
 

Хулара

Йӑлана кӗнипе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн водительсене тата Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хула урамӗсене Хӗл мучи саламлама тухнӑ. Анчах шур сухал патакпа мар — жезлпа.

Хӗл мучи жезлпа водительсене чарать. Анчах вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф ҫырса памасть. Пачах тепӗр май — парнесем парать.

ЧР ҪҪХПИнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв тӗп сӑнарӗ (вӑл Хӗл мучин тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӗнтӗ) кунсерен хула центрӗнче тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл водительсене тата ҫуран ҫӳрекенсене аварисӗр ҫӳреме, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма сунать. Хӗл мучи пӗчӗккисем пирки те манмасть — вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать.

 

Страницӑсем: 1 ... 2901, 2902, 2903, 2904, 2905, 2906, 2907, 2908, 2909, 2910, [2911], 2912, 2913, 2914, 2915, 2916, 2917, 2918, 2919, 2920, 2921, ... 3655
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.