Республикӑра
![]() Канаш районӗнче тупнӑ мамонтӑн асав шӑлӗсем. Канаш районӗнче ҫӗр чавнӑ вӑхӑтра экскаватор машинисчӗ мамонтӑн асав шӑлне асӑрханӑ. Вӑл ӑна тӳрех Канашри тавра пӗлӳ музейне леҫсе панӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать. Музей сайтӗнчи информаци тӑрӑх, Геннадий Петров экскаваторщик тасатакан сооружени никӗсне яма шӑтӑк алтнӑ. Унччен те пулман — 1 метр ҫурӑ тарӑнӑшӗнче хальччен курман япаласене асӑрханӑ. Вӗсем мамонтӑн асав шӑлӗн пайӗсем пулнӑ иккен. «Мамонтӑн асав шӑлӗ тӑпрара нумай вӑхӑт выртнӑ, ҫавӑнпа самаях япӑхнӑ. Ахӑртнех, вӑл пысӑк мамонтӑн асав шӑлӗ», — палӑртнӑ вырӑнти тавра пӗлӳ музейӗн тӗп управҫи Надежда Шмонина. Экскаваторщик тупнӑ асав шӑлӗсене музейрех хӑварӗҫ. Анчах ӑна ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн эксперчӗсем тишкерсе хак парӗҫ, пӗр мамонтӑн е темиҫе чӗр чунӑн асав шӑлӗсем иккенне уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби — Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» саммита йышӑнма шанӑҫ тупӑннӑ. Вӗсен хыпарӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виҫҫӗмӗш саммичӗ 2019 ҫулта иртӗ. Анчах вӑл ӑҫта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть ҫыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе ярса пама пултарать. Халӑх тарҫисем куншӑн савӑннӑ — ара, Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине 2019 ҫулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет-ҫке-ха. Вӑл халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе ҫыхӑнни вара лайӑх кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ. Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ. Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнче пӗвере инкек пулнӑ. 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби хыпарлать. Арҫыннӑн виллине арӑмӗ тупнӑ. Хайхискер килтен 200 метрта вырнаҫнӑ пӗвере путса вилнӗ. Арҫын ҫиелти тумпах пулнӑ. Инкек умӗн каҫхине упӑшки киле таврӑнман, ҫавна май арӑмӗ ӑна юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхине шырама тухнӑ. Машӑрӗ килтен инҫех те мар пулна-мӗн, анчах вӑл тек сывламан ӗнтӗ. Арҫын эпилепсипе нушаланни паллӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупӑнман. Халӗ следовательсем ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур. Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур. Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрарӑм килте ача ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче тепӗр пепке ҫапла майпа ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тин кӑна ҫуралнӑ ачана Ленин районӗнчи ЗАГСра регистрациленӗ. Пепке ӑнсӑртран килте ҫут тӗнчене килмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем ҫапла йышӑну тунӑ. Ҫамрӑк ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен хута илмешкӗн ЗАГСА килнӗ. Пепке чӑнах та килте ҫут тӗнчене килнине ҫирӗплетме кӳнтелен те ҫитнӗ. Сӑмах май, кӑҫал пиллӗкмӗш хӗрарӑм ачине килте ҫуратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Тӗнче тетелне кӗрсен мӗн тӗрлӗ кӑна ваканси ҫук-ши? Нумайӑшӗ лайӑх ӗҫ укҫи пама шантарать. Апла плин те хӑшӗ-пӗрисем ӗҫе вырнаҫма васкамаҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗсем пур пулсан та ӗҫсӗррисен йышӗ самай-ха. Нумаях пулмасть Чӑвашстат ӗҫсӗррисем мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ӗҫлеме пултаракан ҫынсен йышӗ 631,5 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку ушкӑна 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫултисем кӗреҫҫӗ. Ҫав йышран 602,1 пин ҫын ӗҫлет. 29,5 пин ҫын вара ӗҫсӗр шутланать. Ку йыша ӗҫ шыракансем те, ҫитес вӑхӑтра вӑй хума палӑртакансем те кӗнине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫата ҫырӑнакансем валли редакци парне хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 5—15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырӑнтару вунӑ кунлӑхӗ акци иртнӗ май чун апачӗн хакӗ те йӳнелнӗ. «Авангард» хаҫат редакцийӗ ҫак тапхӑрта ҫырӑннисем валли парне хатӗрленӗ. Хавхалантарӑва пӗрремӗш илекенни Аслӑ Чементи Н. Мартынов пулнӑ. Николай Сергеевич ҫемйи 1973 ҫултанпа район хаҫатне илсе тӑрать иккен. «Мана «Авангард» питӗ килӗшет. Ӑна вуламасен темӗскер ҫитмест пекех туйӑнать. Район пурнӑҫӗпе хаҫат туллин паллаштарать. Ҫӗнӗлӗхсене те вӑхӑтра ҫутатать. Ҫанталӑк мӗнлерех пулассине пичетлеме пуҫлани те лайӑх. Уйрӑмах утӑ хатӗрленӗ вӑхӑтра хӑҫан ҫумӑр ҫӑвасси, хӗвел пӑхасси интереслентерет», — тенӗ Н. Мартынов блокнотпа ручкӑллӑ пулнӑ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Аса илтерер: М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленет. Хальхинче фестиваль чӳк уйӑхӗн 17—21-мӗшӗсенче иртӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Италипе Румынирен, Китайпа Казахстанран, Беларуҫран тата Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Любовный напиток» оперӑна йыхравлӗҫ. «Риголетто» оперӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартӗҫ. Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Кӑҫалхи сумлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче «XXI ӗмӗрти тенорсем» концерт пулмалла. Унта пухӑннӑ куракансене тӗрлӗ хайлавпа паллаштарӗҫ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче иртнӗ наци театрӗсен «Кееда» фестивальне хутшӑннӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксем валли лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ. Театр форумӗ юпа уйӑхӗн 1—5-мӗшӗсенче Элиста хулинче иртнӗ. Фестиваль Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртнӗ. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Мари Элти, Ҫурҫӗр Осетинчи, Азербайджанри тата Чӑваш Енри театрсем хутшӑннӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче С. Беловӑн тата С. Куваевӑн «Не хочу быть собакой!» юмахне лартнӑ. Элиста хулинче иртнӗ фестивальте чӑваш артисчӗсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |