Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Хӗвел» савут производство хӑватне ӳстерессине пӗлтернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑларакан предприяти производство хӑватне ҫулталӑкра 160 МВт хӗвел модулӗ кӑларас вырӑнне 260 МВт-а ҫитересшӗн. Кун пек кӑтартупа ӗҫлеме тытӑнма унтисем кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ӗмӗтленеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра савутра 500-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Ҫывӑх вӑхӑтра, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен йыша тепӗр 100 ҫын чухлӗ ӳстересшӗн. Предприяти ӗҫченӗсем вӗҫӗмех аталанаҫҫӗ. Хушма пӗлӳ илме вӗсене ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсене яраҫҫӗ. Уйрӑмах кирлӗ специалистсен шутӗнче — производство линийӗн операторӗсем, оборудовани наладчикӗсем, техник-химиксем, пахалӑх тӗрӗслевӗн службин специалисчӗсем.
