Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн, йышра тӑвансем те пулнӑ, пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланмалӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ. Малтанласа йӗрке хуралҫисем хуралҫӑ кӑна каҫхи клубри хӑнана асӑрханмасӑр вӗлернӗ пекрех пӗтӗмлетнӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартрӗҫ. Каҫхи клубра унччен те ҫынсене хӗненӗ, урайне ӳкерсе пусса лартнӑ тӗслӗхсем пулнӑ тесе вӗсем тата каҫхи клубра пулнӑ ҫынсем федераци телеканалӗпе каласа кӑтартнӑччӗ. Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗсе суда ярса панине пӗлтерчӗҫ. Унта хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енӗн ветерианрӗсем Пӑрачкав районӗнче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ. Тӳрех пӗлтерер: уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене тата ял хуҫалӑх предприятийӗсене куншӑн сисчӗвленсе ӳкме, мӗнпур сыснана тӗп тӑвасран шикленме сӗнмеҫҫӗ. Чирлӗ хир сыснисем вӑрманта пулнӑ. Апла пулин те амак ересрен ветеринари службисем мерӑсем йышӑннӑ. Пӑрачкав районӗнче тупнӑ хир сыснисен виллине малтан хамӑрӑн ветеринари служби тӗпченӗ. Африка мурне асӑрхасан тӗплӗн тӗрӗслеме Покров хулинчи Ветеринари вирусологийӗн тата микробиологийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне ярса панӑ. Паян Эпизоотилле лару-тӑрӑва хирӗҫ ӗҫлекен правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Амак сарӑласран мӗнле мерӑсем йышӑнмаллине унта пӑхса тухса татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ. «...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ. Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ. Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ. Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. «Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм телевизор пӑхса ларнӑ чухне куҫ ӳкнине, пӑснине сирекен «сиплевҫӗ» пулӑшӑвне асӑрханӑ. Хайхискер нумай шухӑшласа тӑман – шӑнкӑравланӑ. Ҫак шӑнкӑрав ӑна укҫасӑр хӑварасси пирки, ахӑртнех, шухӑшламан вӑл. «Сиплевҫӗсемпе» вӑл телефонпа ҫеҫ калаҫнӑ, куҫпа пачах курман. Сеанссем икӗ сехете тӑсӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра ултавҫӑсем Шупашкар хӗрарӑмне мӗн тумаллине каласа тӑнӑ. Шӑнкӑрав хыҫҫӑн шӑнкӑрав… Ҫапла майпа хӗрарам 900 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах «сиплевҫӗсем» унӑн пуҫне вӑйлах ҫавӑрнӑ пулмалла – полицейскисене каласа кӑтартсан часрах киле – черетлӗ сеанса – васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра 35 ҫулти каччӑ сывлама пӑрахни пирки нумай шавларӗҫ. Кун пирки сайтра та пӗлтернӗччӗ. Ку пӑтӑмрах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна Ленин районӗн судне пӑхса тухма панӑ. Аса илтерер: ҫав кун ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 10 минутра клуб ӗҫченӗсемпе унта канма пынӑ ҫынсен хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ. Хуралҫӑсем 35 ҫулти арҫынна урайне йӑвантарнӑ, пӗри ӑна чӗркуҫҫипе пуснӑ. Клуб администраторӗн пулӑшуҫи унӑн пилӗкӗ ҫинче ларнӑ, аллине тытнӑ. Арҫын вара хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Клубра хуралҫӑра ӗҫленӗ 32 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ. Каярахпа администраторӑн экс-пулӑшуҫине те явап тыттармалла тунӑ. Сӑмах май, халӗ «Космос» ӗҫлемест. Ун вырӑнне апат-ҫимӗҫ лавкки уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вырӑс драма театрӗ 1922 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче А.Н. Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Василиса Мелентьева» спектакльпе уҫӑлнӑ. Унччен маларах, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Чувашский край» хаҫат театр сезонӗн репертуарне туллин пичетленӗ. Ҫапла, театр йӗркеленнӗренпе кӑҫал 95 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ пулӑма халалласа театр ӗҫченӗсем ӗнер савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн комитет пуҫлӑхӗ Александр Федотов, культура министрӗ Константин Яковлев тата яланхи кураканӗсем хутшӑннӑ. Чӑн сӑмахӑн суййи ҫук — 95 ҫул хушшинче артистсем халӑх килӗштернӗ вун-вун спектакль лартнӑ. «...Театр стенисем пултаруллӑ актерсемпе паллӑ режиссерсене манман-ха. Вӗсем — республика ят-сумӗпе мӑнаҫӗ... Тав сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн», — Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламлӑ ҫырӑвне вуланӑ Константин Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Елчӗк районӗнчи суд приставӗсем парӑмҫӑн халӑх тетелӗнчи станицине шыраса тупнӑ та парӑма татма ӳкӗте кӗртнӗ. Суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫыннӑн ҪҪХПИ, суд штрафӗсене, налук тӳлемелле пулнӑ. Пӗтӗмпе парӑм 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Укҫа тӳлеме хирӗҫленӗ арҫыннӑн водитель правине туртса илнӗ, Раҫҫейрен тухма чарнӑ. Анчах ҫамрӑка ку та хӑратман, вӑл пӗрех парӑма татма васкаман. Суд приставӗсем вара пур-пӗрех мел тупнӑ. Вӗсем унӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницине тупнӑ та ҫыру ҫырса янӑ, парӑма татмасан хӑйӗншӗнех тӳнтерле ҫаврӑнса тухасси пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын кун хыҫҫӑнах пӗтӗм укҫана тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян «Нордвинд» авиакомпанин самолечӗ Шупашкартан Мускава кайма кӑнтӑрла ҫитичченех ҫула тухмалла пулнӑ. Анчах Шупашкарти пассажирсем ӑна кӗтсе илеймен. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 13 сехет те 11 минутра рейс 14 сехет те 25 минутра пулассине хыпарланӑ. Ун пирки ведомствӑна аэропортра пӗлтернӗ иккен. «Хыпар» издательство ҫурчӗ каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти авиапассажирсене автобуспа Хусана илсе кайма йышӑннӑ, унтан вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулине самолетпа вӗҫсе кайӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ Шупашкарти аэропортпа телефонпа ҫыхӑннӑ-мӗн, унта вӗсене ҫапла хыпарланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти аэропорта ҫак кунсенче амбулифт килсе ҫитмелле. Вӑл урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолетран антарма тата вӗсене унта лартма кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |