Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен йышне ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та специалистсем ҫавсене шутланӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр хисепне палӑртнӑ. Ҫак енӗпе юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тимленӗ. Паянхи кун тӗлне хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр шутне пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Хӑнтӑр пирӗн республикӑра — 2550 пуҫ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9 штук нумайрах. Ондантра шучӗ — 16 542 пуҫ. 2017 ҫулта ҫак чӗрчун 16 036-па танлашнӑ. Шашкӑна илсен, Чӑваш Енре ӑна 85 пуҫ шутласа кӑларнӑ, ӑтӑра — 30. Сӑмах май, ҫак чӗрчунсен шучӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: шашкӑ 78 пулнӑ, ӑтӑр – 17. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ чӗрчуна та Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ. Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ. Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ. Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкар районӗнче дачӑсене ҫаратнӑ 69 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна тытма Мухтар ятлӑ йытӑ пулӑшнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи дачӑра вӑрлани пирки пӗлтерсен кинолог служба йыттипе ҫула тухнӑ, оперативлӑ ушкӑн та пӗрлех пулнӑ. Вырӑна ҫитсен овчарка вӑрӑн йӗрне тупнӑ, пакунлисене ҫырма еннелле ертсе кайнӑ. Унта вара вӑрланӑ япаласене пытарнӑ-мӗн. Ҫав вырӑнтах 69 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл тата вӑрланӑ япаласене пытарма хӑтланнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитерсен тивӗҫлӗ канурискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ, айӑпне йышӑннӑ. Халӗ полицейскисем ҫак ҫын ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк, 22 ҫулти каччӑ, марихуанӑна пула суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Хайхискер ӑна вӑрманта пуҫтарнӑ. Каччӑ сиенлӗ курӑка Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта тупнӑ. Ҫамрӑкскер тӗмӗсене курсан ӳсен-тӑрана самаях пухнӑ: 1,8 килограмм ытла. Вӗсене вӑл килӗнче пытарнӑ. Наркотике полицейскисем ун патне киле пырсан курнӑ. Халӗ каччӑна наркотике пысӑк виҫепе пуҫтарнӑшан тата упранӑшӑн айӑплӗҫ. Куншӑн тӗрмене 10 ҫул таранах ӑсатма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне штраф тӳлеттерме (500 пин тенкӗ таранах) пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мария Денисова тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать. Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман. Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария. Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫей почти тата Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗ йӗркеленӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурса Шупашкарти 26-мӗш ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл парнесене тата 75 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Конкурсра Амур облаҫӗнчи Ксения Голобородько тата Тверь облаҫӗнчи Вера Семерина чи лайӑх операторсем пулнӑ. Вӗсене тӗп парне – машина – лекнӗ (кашнине пӗрер). Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкарти 5-мӗш ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонӗ Диана Илеменева чи лайӑх оператор ятне тивӗҫнӗ, ӑна ун чухне «Лада Веста» машина парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӗп суд приставӗн вакансийӗ ҫур ҫул пушӑ пулнӑ. Акӑ халӗ ку пукана Тутарстанри ҫын йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл та тивӗҫсене пурнӑҫлакан кӑна-ха. Ҫӗнӗ ертӳҫе Анвар Закирова коллективпа Суд приставӗсен федераци службин директорӗн ҫумӗ Денис Фирсатов паллаштарнӑ. Анвар Закиров раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ӗҫлӗ виитпа пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫре ӗҫлеме тытӑниччен РФ Суд приставӗсен федераци службин Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Енре ҫак должноҫре тӑрӑшнӑ Аанатолий Иванов вара кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Мари Эла ӗҫлеме куҫнӑ, ун вырӑнне вӑхӑтлӑха Наталия Вассиярова вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче арҫын ача ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Чӑнах та, кунашкал ят пирӗн республикӑра питӗ сайра тӗл пулать. Тен, унашкалли иккӗ ҫеҫ. Аннӑпа Александр тахҫантанпах кӗтнӗ ывӑлне Космос ят панӑ. Ӑна Шупашкарти Мускав район администрацийӗнче регистрациленӗ. Ҫапла майпа ача Космос Александрович пулса тӑнӑ. Кунашкал ятлӑ арҫын ача Ҫӗнӗ Шупашкарта та ӳсет. Вӑл пӗр ҫултан иртнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.). «Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри». А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та. Ҫынна ӑнланма ҫур пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Александр Ивановича тахҫантанпа пӗлекенсем те темшӗн ӑнланас йӗр ҫине ӳкмен. «Поэт мар ӗнтӗ вӑл», – терӗ Ю.М. Артемьев (2018, чӳк, 28). А.С. Смолин – Сантӑр Аксара вырӑсла куҫараканӗ. Анчах вӑл та темшӗн Сантӑр Аксарта унра ҫуккине шырать. «Тӗссемпе туйӑмсен алхасӑвӗ» тесе ят панӑ вӑл «Сандор Аксар. Сильбийский родник. Стихи и песни, поэма» кӗнеке (Чебоксары, 2006) умсӑмахне: «Поэзи пулмалла айвантарах та», – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче А.С. Пушкин. Паллах ӗнтӗ, вӑл поэзи ӑссӑр та ниме юрӑхсӑр япала пулмлла темен, пачах та урӑхла – Александр Сергеевич сӑвӑсен урӑм-сурӑм хӑватне, урӑхла каласан, туйӑмсен ирӗклӗхпе шухӑшсен алхасӑвне, вӗсемсӗр поэзи пулма та пултарайманнине шута илнӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |