Пӑтӑрмахсем
![]() ru.dreamstime.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗри пӗлтӗрхи ҫулла кабель ҫухатнӑ. Асӑннӑ организаци Ярмарка урамӗнчи пӗр ҫуртра отделка ӗҫӗпе аппаланнӑ. Стройматериала ӗҫ хыҫҫӑн хваттерте хӑварнӑ, хваттере питӗрсе илнӗ, уҫҫине подъездри сейфа хунӑ. Апла пулин те унти пурлӑх — 400 метр тӑршшӗ кабель — ҫухалнӑ. Вӑрӑсем сейфа ватса уҫҫа кӑларса илнӗ. Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тупса палӑртнӑ. Вӑл стройорганизацире тӑрӑшакан рабочисенчен пӗри пулнӑ. Тутарстанри 50 ҫулти арҫын тата унӑн Пермь тӑрӑхӗнчи пӗлӗшӗ вӑрланӑ. Ҫав укҫапа вӗсем эрех туянса ӗҫнӗ. Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи Буинск ялӗнче 47 ҫулти арҫынна пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе маларах пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче арҫын пӗрле пурӑннӑ, хӑйӗнчен виҫӗ ҫул аслӑрах хӗрарӑма кӗвӗҫнипе хӗненӗ. Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӗленчепе те ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ хӗрарӑм тепӗр кунхине куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() грязи.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм ют ҫӗршыв ҫыннисене хӑйӗн патне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе 4 ҫын усӑ курнӑ. Ахаль туман-ха вӗсем. Хӗрарӑма укҫа тӳленӗ. Хӑйсем вӗсем хӗрарӑм патӗнче пурӑнман, вӗсене прописка кирлӗ пулнӑ. Халӗ РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн дознавателӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 13 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнче Ҫиҫӗмкасси тата Пӗчӗк Упакасси ялӗсен хушшинче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Сандеро" водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Газельпе" ҫапӑннӑ. "Газельре" Пысӑк Упакасси ялӗнчи шкула ҫӳрекен ачасем пулнӑ. 5 ҫын аманнӑ: шкул автобусӗнчи 16-ри ача тата соцӗҫчен, "Сандеро" машинӑри водитель тата икӗ пассажир. Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. "Сандеро" водителӗ ӳсӗр пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() умвд.21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 6 сехетре маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Социализмла урамри 19-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Renault Kangoo» автомобильпе 43-мӗш маршрутка инкеке лекнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек минивэнӑн 58 ҫулти водителӗн айӑпне пула сиксе тухнӑ. Вӑл дистанцие пӑхӑнман. Машинӑра ларса пынӑ 30 ҫулти хӗрарӑм-пассажир аманнӑ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле сипленме янӑ. Маршруткӑра пассажирсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пуҫтах та ӳсӗр пӗр водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех ҫынна ҫапса каяс патне ҫитнӗ. Пӑтӑрмаха патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӳсӗр водитель хулари Иван Яковлев проспекчӗпе вӗҫтерсе пынӑ. Ҫав ҫын хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ «ВАЗ» хӗрлӗ тӗслӗ автомобиль рульне тытса пынӑ. Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман. Пуҫтаха инспекторсем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() saratov.aif.ru сайтри сӑн Шупашкарти Павлов мичман урамӗнче 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье газпа наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫемье – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын тата икӗ ача – 5 хутлӑ ҫуртӑн пӗрремӗш ҫуртӗнче пурӑнать. Аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна – Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/gorod_Shumerlya/9799 каналти сӑн Паян кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хулинче лавкка ҫуннӑ. Щербаков урамӗнчи "Спектр" лавккан складӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 35 минутра пӗлтернӗ. Вырӑнта ҫӑлавҫӑсем, полицейскисем, электриксемпе газовиксем те ӗҫленӗ. Васкавлӑ медпулӑшу та ҫитнӗ. Юрать, пушарта шар курнисем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр рабочи ӗҫре йывӑр суранланнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ. Хулари Зоя Яковлева урамӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен электрогазосварщик 4-мӗш хутран 2-мӗш хута персе аннӑ. Арҫын вентиляци шахтине кӗрсе ӳкнӗ. Инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, строительство организацийӗнче ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем ҫителӗклӗ тӑрӑшман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.chita.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан темиҫе ватӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Хайхисене тӑванӗсем пӑтӑрмаха лекнӗ, вӗсене пулӑшас тесен укҫа кирлӗ тесе телефонпа хӑратнӑ. Ҫапла майпа 62 ҫултан пуҫласа 85 ҫулсенчи 5 ватӑ улталаннӑ. Унтан вӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 80-ри кинемей, сӑмахран, курьера 500 пин тенкӗ тыттарнӑ янӑ. Ӑна хӗрӗ машинӑпа инкеке лекнӗ, пуҫиле майпа явап тыттарасран укҫа парсан ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ. Ҫавӑн пек меслетпе ватӑсене 900 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен 24 ҫулти каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх пӗлнӗ. Укҫан 10 процентне вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ, ыттине «ӗҫпе тивӗҫтерекенсене» куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |