Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче упӑшкипе арӑмӗ Ҫӗпӗр мурӗпе чирленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӗсем килте вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн чирленӗ. Асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Кил хуҫи вӑкӑра Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилемен пулнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе вӑл ветеринара та кӑтартман. Ветеринари правилисене пӑснӑшӑн Кивӗ Тутайкасси арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 249-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе маллала тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче амӑшӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Ывӑлӗ амӑшне пушмак шнурокӗпе пӑвса вӗлернӗ. Арҫынна тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӑл ирӗкре пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, пушӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти "Мега Молл" суту-илӳ центрӗнчи халӑха эвакуациленӗ. Хальхинче - мину хунӑ тесе пӗлтерни пирки мар. Унта пушар тухнӑ. Суту-илӳ центрӗнчен 1,2 пин ҫынна урама кӑларнӑ. Пӗр хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ: ӑна кислород памалли хатӗр тӑхӑнтартнӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле 1-мӗшпе 2-мӗш хутра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫулӑм 1-мӗш хутри склад пӳлӗмӗнче тухнӑ, 20 тӑваткал метр сиенленнӗ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи каҫхине вӑл Шупашкарти пӗлӗшӗн хваттерӗнче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр арҫын тем пайлайман-ҫке — кил хуҫине тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хулари супермаркетсенчен пӗринчен апат-ҫимӗҫ тата ытти хӑш-пӗр тавара вӑрласа тухни ҫиеле тухнӑ. Ҫавӑн чухне те Сӗнтӗрвӑрри арҫынни ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере 67 ҫулти хӗрарӑма суд тӑвӗҫ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе суд тӑвӗҫ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче ӳсӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Сӑмахпа калани ҫитмен пек туйӑннӑ курӑнать — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Арҫынна вӑл темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран реанимацире вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yutazy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи тӳре-шара ӗҫ законодательствине пӑснӑ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене тата учрежденийӗсене пӗтернӗ май ҫынсене ӗҫрен кӑларса янӑ чухне вырӑнтисем ӗҫ саккуне тивӗҫлипе пӑхӑнман. 8 ҫынна тӳлемелли 140 пин тенке, сӑмахран, вӑхӑтра паман. Ҫынна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан документсене ҫырнӑ чух та кӑлтӑксем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхсене асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ яваплисем тӗлӗшпе хутсем ҫырнӑ, административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, 1 ҫыннӑн интересне хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() wikidrive.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм биржӑра укҫа тӑвас тесе улталаннӑ. 48 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 1 миллион та 100 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, 31 ҫулти — 2 миллион та 700 пин тенкӗ. 31 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче инвестици компанийӗн пӗлтерӗвне асӑрханӑ. Фирма укҫа хывса тупӑш курма сӗннӗ. Хӗрарӑм сайтра заявка хӑварнӑ хыҫҫӑн ун патне кӗҫех менеджер шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑм темиҫе кредит илсе ултавҫӑсене 2 миллион та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 48 ҫултьи хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ. Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ. Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче 19 ҫулти каччӑна шырани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе шыранӑ. Аса илтерер: каччӑ Кӗрекаҫ ялӗнчен пулнӑ. Вӑл килтен тухса кайнӑ, тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмен. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыранӑ. Каччӑна тупнӑ. Анчах, шел те, виллине. Вӑл мӗнле вилнине пӗлтермен. Ҫав кунах Вӑрнар арҫынни, 58 ҫултискер, ҫухалнӑ. Ӑна та тупнӑ, вӑл вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() goodcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти спорт шкулӗсенчен пӗринче иртнӗ баскетбол матчӗ хыҫҫӑн Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ҫамрӑкӑн наушник ҫухалнӑ. 8 пин тенкӗ ытла тӑракан хаклӑ япалана студент раздевалкӑра хӑварнӑ. Унтан чи кайран унпа пӗрле вӗренекен каччӑ тухнӑ. Япала ҫухатнӑ ҫын тӗшмӗртни тӗрӗсех пулнӑ. Чӗмпӗрти каччӑ наушника комисси лавккине кайса панӑ. 21 ҫулти каччӑ унччен судпа айӑпланман. Тӑкака вӑл пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Суд каччӑна 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |