Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑнӑн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 63 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. 54-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, лешӗ ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫав вырӑнта темиҫе сехетрен вилнӗ. 54 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следователь ыйтнипе ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Кӗҫӗр Улатӑрта пысӑк пушар сӳнтернӗ. Унта «Гулливер» ятлӑ суту-илӳ центрӗ ҫунса кайнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 1,5 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине, иккӗмӗш хутри отделкӑна тӗп тунӑ. Пушара 3 сехет сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Версисенчен пӗри – пралукран тухни. Вырӑна Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗ Евгений Серебряков ҫитнӗ. «На связи» портал ҫапла ҫырать: «Пирӗн даннӑйсем тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Евгений Талановӑн шутланать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 33 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 27-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: ҫав кун гаражра /27-ри арҫын унта машинӑсем юсанӑ/ 33-ри арҫын машинӑна вӑрах вӑхӑт юсанӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкраххи аслине тимӗр профильпе пуҫӗнчен вилмеллех ҫапнӑ. Хайхискер преступлени йӗрне пытарас тесе вилене машинӑна хурса посадкӑна кайнӑ, унта шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта ҫамрӑк водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл руле итлеттереймен. Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Улатӑрти Тельман урамӗнче пулнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 24 ҫулти каччӑ руле итлеттереймен - йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель вӑйлах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл унта сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари А-151 федераци ҫулӗпе Метикасси хушшинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа рио» водителӗ руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Машина темиҫе хутчен ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 ҫын пулнӑ. Иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри – пульницӑра. 23 ҫулти водитель тата тепӗр пассажир чӗрӗ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр пике туххӑмрах 1 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухлӗ «кӗмӗле» ӑна ашшӗ куҫарса панӑ. Арҫыннӑн хӗрне алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл чылай вӑхӑт хӑнк та туман. Ачишӗн алимент тӳлемен ашшӗне малтанласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн та арҫын укҫа тӳлеменрен суд приставӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын парӑма туххӑмрах тӳлесе татнӑ. Ун хыҫҫӑн суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртни 45 минутра Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗсем ҫине те куҫнӑ. Кӳршӗсен сарайӗ ҫине те сиксе ӳкнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑмпа 2 сехет кӗрешнӗ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кӳршӗсен пӳртне сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара сӳнтерсен 71 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн 41 ҫулти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Халӗ экспертсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ир пулттипе, 3 сехет те 40 минутра, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнӑҫнӑ Ҫӑкалӑхъялӗнче пушар пулнӑ. Кил хуҫи ҫулӑма хӑйех сӳнтерес тесе тӑрӑшнӑ та шар курнӑ: вӑл пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Шел те, пушар пӳрте тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Унта ҫулӑм пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче, А-151 федераци ҫулӗн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Шел те, инкек ҫын пурнӑҫне татнӑ. ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа-Карнивал» машина унпа ҫула май пыракан «Опельпе-Астрӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗ «Чанган» кроссовер ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку вара «Ниссан» ҫине пырса кӗнӗ. Пур водитель те урӑ пулнӑ. Аварире «Ниссанри» 40 ҫулти пассажир вилнӗ. Унтах пулнӑ хӗрарӑмпа икӗ ача суранланнӑ. Вӗсем ҫула май машинӑпа пульницӑна ларса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче тракторист сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн тракторӗ айне пулнӑ. Ҫав кун «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче 15 сехетре 34 ҫулти арҫын удобрени пушатнӑ чухне хӑйӗн тракторӗн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫе Ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |