Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ. Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ. Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче 19 ҫулти каччӑна шырани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе шыранӑ. Аса илтерер: каччӑ Кӗрекаҫ ялӗнчен пулнӑ. Вӑл килтен тухса кайнӑ, тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмен. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыранӑ. Каччӑна тупнӑ. Анчах, шел те, виллине. Вӑл мӗнле вилнине пӗлтермен. Ҫав кунах Вӑрнар арҫынни, 58 ҫултискер, ҫухалнӑ. Ӑна та тупнӑ, вӑл вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() goodcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти спорт шкулӗсенчен пӗринче иртнӗ баскетбол матчӗ хыҫҫӑн Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ҫамрӑкӑн наушник ҫухалнӑ. 8 пин тенкӗ ытла тӑракан хаклӑ япалана студент раздевалкӑра хӑварнӑ. Унтан чи кайран унпа пӗрле вӗренекен каччӑ тухнӑ. Япала ҫухатнӑ ҫын тӗшмӗртни тӗрӗсех пулнӑ. Чӗмпӗрти каччӑ наушника комисси лавккине кайса панӑ. 21 ҫулти каччӑ унччен судпа айӑпланман. Тӑкака вӑл пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Суд каччӑна 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче пӗр ҫемьере пушар пулнӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Унта нумай ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ: 46-ри хӗрарӑм, унӑн 11-ти, 15 ҫулти тата 7-ри ачисем, 45 ҫулти арҫын /хӗрарӑмӑн савнийӗ/. Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 11 ҫулти ача пушарта вилнӗ. 7-ри хӗрача тата 15 ҫулти арҫын ача, 45-ри арҫын чӳрече ҫӗмӗрле урама тухма ӗлкӗрнӗ. Пушара ирхи 4 сехет тӗлне сӳнтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑме кӳршӗри ҫуртсем ҫине куҫма паман. Палӑртмалла: ҫемье шутра тӑман. Ку ҫемье эрех-сӑрапа иртӗхни пирки те тивӗҫлӗ органсене пӗлтернӗ тӗслӗх пулман. Халӗ тивӗҫлӗ органсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта каллех ҫемье газпа наркамӑшланнӑ. Шел те, хальхинче инкекре пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку пӑтӑрмах Граждан урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра пулнӑ. Хваттерте 4 ҫын пурӑнать: 68 ҫулти хӗрарӑм, 40-ри арҫын, унӑн 38 ҫулти арӑмӗ тата вӗсен 9-ти ачи. Вӗсем пурте газпа наркӑмӑшланнӑ. Ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен. Ыттисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттерте вытяжка лайӑх ӗҫлемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл машинӑра пулнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хура тӗслӗ машина ращана хирӗҫ тӑнӑ. Малтан ун патне васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ, унтан - ҪҪХПИ тата полици ӗҫченӗсем. Каярахпа тӑванӗсем ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти киосксенчен пӗринче спирт сутнӑ. Асӑннӑ хулари Терешкова урамӗнчи пӗр киоскра 0,1 литрлӑ савӑтпа 95 процентлӑ этил спирчӗллӗ косметика лосьонӗ сутнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисене систерекенсем тупӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 0,1 литр кӗрекен 1080 флакон тупса палӑртнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн сутуҫӑна явап тыттарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" хаҫатри сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта общежити ҫунма пуҫланӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки 13 сехет те 40 минутра паллӑ пулнӑ. Общежитире иккӗмӗш хутри пӳлӗм ҫуннӑ. Чӳречерен ҫӑра хура тӗтӗм тухнӑ. Хальлӗха пушар мӗнрен тухнине, унта кам шар курнине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ҫӗрле Шупашкар ҫывӑхӗнче самай пысӑк пушар алхаснине ҫынсем видео ӳкернӗ. Ӑна "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Пушар алхасни Шупашкартанах курӑннӑ. Хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, Шупашкар районӗнче, пулма пултарнӑ. Хальлӗхе официаллӑ верси ҫук. Информаци пулсан хыпара хушӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта урамрах арҫын вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. 11 сехет те 50 минутра строительсем кӑнтӑрлахи апатран таврӑннӑ чухне урамра арҫынна япӑх пулса кайнине асӑрханӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем те арҫынна ҫӑлайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |