Хулара
![]() buscheb.ru сайтри сӑн «Крокус Автон» лизинг тӳлевӗпе парӑмсем пухӑнсан унӑн автобусӗсене туртса илнӗ. Ҫапла Шупашкарта хӑш-пӗр маршрут ҫинчи транспорт пулман. Ҫынсен мӗн тумалла? Шар курнӑ маршрутсенчен пӗри - 42- мӗш автобуссем. Нумаях пулмасть ыйтӑва татса панӑ – вӑхӑтлӑх перевозчик тупнӑ. «Неман» автобуссем унччен Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 262-мӗш маршрут ҫинче ӗҫленӗ. Халӗ вӗсем 42-мӗш маршрут ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хулари 1-мӗш клиника пульницин Перинаталь центрӗнче 800 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗн сывлӑхӗ хавшасан ӑна васкавлӑ кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Тухтӑрсем хӗрачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан вӑл реанимацире выртнӑ, унтан - тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмӗнче. Ӑна ӑста тухтӑрсем пӑхнӑ. Ҫак тапхӑрта хӗрачан йывӑрӑшӗ 2 килограмран иртнӗ. Ӑна тухтӑрсем киле кӑларма йышӑннӑ. Палӑртмалла: хӗр пӗрчи - ҫемьери иккӗмӗш ача. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна нумай вӑхӑт кӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ. Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче паян, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче, «Читай-город» лавккаран инҫех мар ҫӗрте, пулса иртнӗ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнпа каҫакан хӗрарӑм ҫине ГАЗель пырса кӗнӗ. Инкек самантне ӳкерсе илнӗ видеотӑрӑх хакласан, хӗрарӑм малалла мечӗк пек ывтӑнса кайнӑ. Хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ. Пӑтӑрмах пирки хыпар вырнаҫтарнӑ ҫӑлкуҫра ҫуран ҫӳрекенсен те питӗ тимлӗ пулмалла тесе калакансем сахал мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() favim.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗнче Светозар ятлӑ арҫын ачана регистрациленӗ. Вӑл ака уйӑхӗн вӗҫенчех ҫут тӗнчене килнӗ Светозар - ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Ун валли ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят суйланӑ. Ҫак ятпа пирӗн несӗмӗлсем тӗне кӗмен чухнех усӑ курнӑ-мӗн. Светозар "ҫутӑ сапалакан" тенине пӗлтерет. Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ ача та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() патриотам.рф сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тумтир сутакан ҫын полицие пынӑ. Ӑна тавар туянакансем улталаса хӑварнӑ-мӗн. 51 ҫулти сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, унӑн павильонне хӗрпе каччӑ пынӑ, арҫын курткипе джинс шӑлавар суйланӑ. Хайхискерсем укҫа тӳленӗ чухне ӑна онлайн мелпе куҫарса панӑ, 4 пин тенкӗлӗх суя чек кӑтартнӑ та ҫав вырӑнтан ҫухалнӑ. Ултавҫӑсене часах тупнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти каччӑпа унӑн савнийӗ тунӑ-мӗн. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ. «Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Паян Шуппашкарти Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ Правительство ҫуртӗнчен ҫынсене эвакуациленӗ. Кӑнтӑрла электронлӑ почтӑна унта бомба хуни пирки ҫыру ҫитнӗ. Правительство ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫынсене, унта килнисене - пӗтӗмпе 450 яхӑн ҫынна - урама кӑларнӑ. Телее, "бомба хунӑ" тесе килнӗ хыпар суя пулнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче электронлӑ почтӑсене бомба хуни пирки хыпар килнӗ тесе чылай ача пахчипе шкула, суту-илӳ центрӗсене эвакуациленӗ. Кашнинчех ку суя хыпар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарта иртнӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие 27 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Унта Донбасран эвакуациленнисем килнӗ. Пӗр ҫемье, тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ. Салтак Чӑваш Енре ҫуралнӑскер пулнӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ. Аса илтерер: пандемие пула икӗ ҫул Ҫӗнтерӳ кунӗнче мероприятисем онлайн мелпе иртмен. Кӑҫал парад та пулнӑ, салют та янӑ, ытти мероприяти те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта 17-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра кондуктор та кирлӗ мар. Унта стационар валидаторӗ вырнаҫтарнӑ. Вӑл пулӑшнипе банк карттипе е ЕТКпа тӳлесе билет туянма пулать. Пассажирӑн укҫа кӑна пулсан ӑна водитель билет парать. Палӑртмалла: хӑш-пӗр троллейбусра валидатор вырнаҫтарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку сӑнав проекчӗ пек пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |